Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 I
Ăна эпĕ ача чух Хурамалта пурăннăранпа астăватăп. Пирĕн аттене çав яла шкул директорĕ туса янăччĕ те, манăн та унта пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче вĕренме тӳр килнĕччĕ. Вăрçă пуçлансан, аттене те, Тимĕрçĕ Прухура та, ыттисене те фронта илсе кайрĕç. Уйрăмах эпĕ Тимĕрçĕ Прухур ялтан епле тухса кайнине лайăх астăватăп.
…Ял халăхĕ униче хапхи патне пухăннă. Вăрçа каяканĕ, яш каччă, катаччи чупнă евĕрлех, тур лаша кӳлнĕ, пĕккине тутăрсемпе илемлетсе пĕтернĕ. Ямшăк вырăнне тимĕрçĕн ывăлĕ — вунтăватă çулхи Васлав вырнаçнă, ун çумĕнче Трахвин купăсçă лаша хӳри енне сулахай аякĕпе çаврăнса ларнă. Хăрах ури ун тăрантас кашти çинче, тепри — йывăççи — кăнтарăнса тăрать. Кашни салтака тенĕ пекех вăл ăсатса яратчĕ, час-часах сыпнипе хĕрелнĕ куç хупаххисене мăчлаттарса, салтак кĕвви шăрантаратчĕ. Прухур — тимĕрçĕ, пĕртен-пĕр хуçа пек, трантас çине саркаланса тăнă. Хăй кĕлеткине вăл парнеленĕ алшăллисемпе пулемет лентисем пек хĕресленĕ, икĕ аллинче — икĕ тутăр çыххи, вĕсемпе шăна хăваланă евĕр урлă та пирлĕ сулкалать, ял-йыш енне пуçне тая-тая юрлать. Юрри те унăн çынсеннинчен урăхларах, салхуллă мар. Хăлхам ытлашши сисĕмлех теме çук пулин те, юрă сăмахĕсем халь те асăмрах.
Малалла
Йăваларăм, йăваларăм —
Юр кĕлетке купаларăм. Т
Тыттартăм шăпăр аллине,
Кишĕр — сăмса вырăнне.
Пуç çине вара — витре.
Манăн тусăм пит хитре!
Хура куçлă,
Пĕчĕк пуçлă,
Эреветлĕ те
Теветлĕ,
Шыва кĕтĕм те
Чӳхентĕм,
Пĕрре чăмрăм,
Пăчăнтăр-р!..
Çӳçсем пухрăм,
Йăва турăм
Пит илемлĕн те
Йĕркеллĕн.
Эреветлĕн те
Теветлĕн
Юр юрларăм,
Пăчăнтăр-р-р!..
— Куккук килнĕ, куртăр-и?
— Куртăмăр.
— Ку-ку, ку-ку! тенине
Илтрĕр-и?
— Илтрĕмĕр.
Эпир ун чух вăрманта
Пулнăччĕ,
Хитре-хитре чечексем
Пухнăччĕ.
 Сивĕ!
Урамра мар... Ман чунăмра пит сивĕ!
Çанталăк сиввине пулать çĕнме
Ӳркенмесен кăвайт чĕртме!
Кайрăн!
Пĕлес килет... Епле кайма шут турăн
«Саватăп» тенине манса кайса,
«Сыв пул!» тесе куçран пăхса?
Юлтăм!
Мĕнех тăвас! Каях! тесе ал султăм...
Çунатлă кайăка епле чаран?
Халь каймасан — ыран каян...
Сивĕ!
Чĕре çунать... Çавах чуна пит сивĕ!
«Пĕр санăн» тенине епле манас?
Сансăр пуçне кама савас?..
 Вăрман — халăх пуянлăхĕ, çынсен юратнă вырăнĕ, çут çанталăкăн таса сывлăш ӳпки. Вăл халăха мĕн чухлĕ усă панине çырса та пĕтерес çук. Вăрман вăл — çурт-йĕр хатĕрĕ, вутă, утă, кăмрăк, сăмала, мунчала, хуп, милĕк, эмел курăкĕ, çырла, кăмпа, мăйăр… Çаксене пурне те вăрман парать.
Сывлăха юсакан санаторисем те пурте вăрманта вырнаçнă. Вăрнар вăрманĕнче, калăпăр, ӳпке чирĕпе чирленĕ ачасен санаторийĕ пур. Унта сывалнă миçе çĕр çамрăк пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утать халĕ. Курсан чун хĕпĕртет. Вăрнар химзавочĕн ырă мар сывлăшне Вăрнар вăрманĕ кунĕн-çĕрĕн, пĕр пус укçасăр, никама систермесĕр, чăтăмлăн та лăпкăн тасатать.
Мĕн тери пурлăх кӳрет иккен пире вăрман! Çавăнпа та вăрмана пушартан, ăна усăсăр касса пĕтересрен сыхлас йăла кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ пулмалла.
Çулçăллă 2-3 сийлĕ вăрман мĕн тери илемлĕ. Аялта — вĕтлĕх тĕмисем, варринче — çӳллĕрех йывăçсем, чи çӳлте вăрман патши — чăваш юманĕ. Вăл мăнаçлăн хумханса, вăрман сывлăшне тавралăха сапалать. Çуркунне, çак вăрманти йывăçсем шап-шурă чечеке ларсан, унтан тухас та килмест. Мĕн тери савăнăç! Çав самантрах, шăпчăксемпе саркайăксем ăмăртмалла юрра шăрантарнă чух, тата вĕсен хушшине куккук сасси хутшăнсан, сана юмахри тĕнчене илсе çитернĕн туйăнать. Çакăн пек вăхăтра темле йывăр чирлĕ çын та пĕтĕм чун-чĕринчен савăнать.
Малалла
И, юр çăвать, юр çăвать,
Хура çĕре шуратать.
Ай-хай, ачасем,
Тухăр урама,
Тухăр урама
Юр купалама.
Юр купалар юрласа,
Хĕл мучине ырласа.
Ай-хай, ачасем,
Пĕрлешсе тусан
Пысăк шур упа
Пулĕ шур юртан.
Вĕлтĕр-вĕлтĕр шурă юр...
Хĕлĕн тĕрлĕ илем пур!
Ай-хай, ачасем,
Васкăр урама,
Илĕр йĕлтĕрсем,
Айтăр ярăнма.
Çатан çинче шур автан
Çунат çапса авăтать,
— Кик-ки-ри-кик,
Кăркка Мики!
Кăркка уншăн савăнать,
Хăпартланса кăшкăрать,
— Кăлтăр-кăлтăр,
Ырлăх пултăр!
Сар чăх васкать сарайне
Тăвас тет вăл матьтине:
— Кăт-кăт-кăт-ак!
Тăхта пăртак!
Сар чăх ларчĕ йăвана,
Автан уншăн савăнать:
— Кик-ки-ри-кик,
Хитре пики!
Чаплăран та чаплине,
Хаклăран та хаклине
Хунă хăйĕн çӳпçине
Пирĕн ватă асанне.
Акă вăл тухья, хушпу —
Тăхăнмашкăн хатĕр пул!
Çутă кĕмĕллĕ тевет,
Шӳлкеме куçа çиет.
Çамкаран çыхма масмак,
Вĕттĕн ташлама пушмак.
Икĕ аркăллă кĕпе
Пурçăнпа тĕрленипе
Питĕ хӳхĕм курăнать.
— Тăхăнса кăтарт ăна! —
Асанне туй тумĕпе
Çамрăкланчĕ пĕтĕмпех,
Хăйĕн ăшă куллипе
Чăннипех те Туйпике.
Пул эс сывлăхлă куллен,
Ан чирле, çӳре хуллен
Эп ӳссе çитĕниччен,
Ман туйра савăниччен!
Тавраран паян утатпăр,
Васкамастпăр хулана.
Çула май кăмпа тататпăр —
Кĕтĕмĕр те вăрмана.
Мĕн тери пуян уçланкă!
Тулнăçем тулать витре.
Хĕрлĕ кăмпана куçларăм,
Шĕлепки мĕнле хитре!
Ман атте хытах тиркерĕ:
— Наркăмăш!.. Ăна ан тат!
Вăл шăна кăмпийĕ, — терĕ,
Пăшие — аван апат.
■ Страницăсем: 1... 33 34 35 36 37 38 39 40 41 ... 796
|
Шухăшсем
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Stop paying for broad, unfocused visitor...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Looking for traffic that actually fits y...