Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Чӑн-чӑн коммунист

  21.12.2020 19:57 | Ŝanĝi | Forigi | 7687 Пурĕ пăхнă

Валентин Шурчанова пуҫ тайни

 

Коммунизм пулмастех пуль ыран,

Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов...

Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан

Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ.

Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид —

Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ!

Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, —

Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ?

Ҫӗнеймерӗ чире коммунист —

Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ...

Эпир хамӑр та кӑшт атеист,

Тур каҫартӑр пире.

Далее...

 

Сыватӑшран янӑ саламсем

  30.10.2020 18:52 | 6973 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш халӑх сайчӗн» яланхи хыпарҫи Виталий Станьял юлашки вӑхӑтра сыватӑшра выртрӗ. Кунта хавасли акӑ мӗн: ун патне юлташӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен шӑнкӑравласах тӑнӑ иккен. Аякран килнӗ саламсене (Михаил Саватнеев музыкант, Камчатка* Федор Мадуров учитель, Аксу* Валерий Ильдуганов культуролог, Тюмень* Николай Кондрашкин скульптор тата ытти нумай ҫыннисене) аксакал кӗске йӗркесемпе тав тунӑ.

Сире сыватӑшри хӑшпӗр саламсемпе паллашма сӗнетпӗр.

 

* * *

Кам пӗлет мӗскер пулассине?

Далее...

 

Тав сире Чӑвашлӑх ятӗнчен

  17.09.2020 20:53 | 6152 Пурĕ пăхнă

Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,

Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине

* * *

Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...

Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,

Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,

Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.

Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.

 

Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,

Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.

Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн

Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,

Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.

 

Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,

Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.

Далее...

 

Суйма памастпӑр!

  03.09.2020 11:54 | Ŝanĝi | Forigi | 8495 Пурĕ пăхнă

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа

 

Вӗҫ-хӗрсӗр, пӗлӗт пек, ҫулсем шӑваҫҫӗ —

Ҫук улшӑнмасть этемлӗх ҫав-ҫавах:

Кив йӑнӑшсем каллех такӑнтараҫҫӗ,

Темле усал ҫул урлӑ выртнӑнах.

 

Хӑшӗ-пӗри мӗн пулнине манать-тӗр,

Вӗренеймест вӗт тӗрӗс пурӑнма.

Вӑхӑт иртсессӗн кашниех ав паттӑр —

Суяпала витесшӗн чӑнлӑха.

 

Совет Союзӗ вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ —

Ҫакна манасшӑн халӗ Анӑҫра.

Питне вӗсем кӗҫҫепеле ҫӗленӗ,

Нимле миме те ҫуккӑ-ши пуҫра?

Далее...

 

Этем тата влаҫ

  29.07.2020 14:06 | Ŝanĝi | Forigi | 5001 Пурĕ пăхнă

(Ҫухату пулнӑранпа хӗрӗх кун ҫитнӗ май)

 

Ҫӳле кайни — ҫӳлтен ӳкет,

Ӳксессӗн йывӑр, ҫӳллӗшрен…

Ун чух кашни ӗмӗтленет

Ӑна ҫапмашкӑн ӗнсерен.

 

Мӗн чуль ӗҫленӗ ҫын малтан —

Ҫакна никам аса илмест.

Кӑшт ӑнсӑртран вӑл такӑнсан

Темме пӗри те хӗрхенмест.

 

Вӗслетнӗ йытӑсем пекех

Сиксе ӳкеҫҫӗ ун ҫине:

Ҫын шутӗнче мар эс текех —

Кашни ҫӗклет ав чӑмӑрне.

 

Христос пекех хӗрес ҫине

Ҫакса хурсассӑн тин вара

Кармакасем уҫаҫ куҫне,

Сапаланаҫҫӗ сӑх сӑхса:

 

«Каҫармаллаччӗ мӗскӗне —

Ӗҫленӗ чух кам йӑнӑшмасть?

Далее...

 

Ҫармӑскасси сӑвӑҫин пултарулӑхӗ паянхи куҫпа

  22.07.2020 11:50 | 5361 Пурĕ пăхнă

Чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынсене чи аван пӗлекенни Петӗр Ялкир пулнӑ тесен йӑнӑшмӑпӑр пулӗ. «Литературный мир Чувашии» кӗнекене хатӗрленӗ май вӑл нумай-нумай манӑҫнӑ сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсен биографийӗсене шыраса тупнӑ. Паллах, пурне те мар (вӗсем пирки тепрехинче каласа парӑпӑр), анчах пӗчӗк йӗр хӑваракансене те ҫак кӗнекене кӗртме пултарнӑ. Вӑл шутра — Эхмин сӑвӑҫа та.

Эхмин кун-ҫулӗ

«Ҫӗнтерӳ ялавӗн» 1988 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнчи номерӗнче Эхмин сӑвӑҫӑн ҫакнашкал биографийӗ пичетленнӗ (ӑна П.

Далее...

 

Михаил Игнатьева асӑнса

  21.06.2020 00:57 | Ŝanĝi | Forigi | 9774 Пурĕ пăхнă

Самант тӗксӗмленчӗ

Мӗн пур Чӑвашра:

Хӗвел саншӑн сӳнчӗ,

Чуну — уҫлӑхра.

Нумай эс хӑвартӑн

Кунти пурнӑҫра.

Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн,

Утса тӑвалла.

Шӳте ӑнланмарӗҫ

Хӑш-пӗр юлташсем,

Пит хыт айӑпларӗҫ —

Ӑҫта чунӗсем?

Тепри, ҫаратсан та,

Лармасть тӗрмере.

Ун пурнӑҫӗ янтӑ —

Пулсан кӗсьере.

Анчах Турӑ куҫлӑ,

Йӑлтах Вӑл курать.

Далее...

 

«Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ куҫарӑвӗсем

  27.05.2020 13:09 | 9886 Пурĕ пăхнă

Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе.

Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ.

Далее...

 

Пӗрле пулар!

  12.04.2020 16:48 | Ŝanĝi | Forigi | 4814 Пурĕ пăхнă

Кӑшӑлвирус шуйхатнӑ ентешӗмсене

 

«Унта ан тух!», «Кунта ан кай!»...

Ку — пурнӑҫ-и вара? Кай-кай!..

Хаяр чир-чӗр этемлӗхе

Хупса хурасшӑн читлӗхе.

 

Куҫа та курӑнман амак

Пире пӑхӑнтарасшӑн ак.

Те хамӑр кӗрӗс-мерӗсле

Пурнатпӑр?.. Ҫитрӗ тӗрӗслев.

 

Шӑпланчӗ вӑйӑ та уяв,

Мӗнле-ши тухӑпӑр уя?..

Тарлатӑр аҫлӑк та ҫуха —

Тӑватпӑрах ака-суха!

 

Пӗччен ларсассӑн та килте,

Эпир — ан манӑр! — пӗр кӗлте.

Асра тытсан ҫак чӑнлӑха

Инкек хуҫаймӗ халӑха.

Далее...

 

«Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

  29.02.2020 10:21 | Ŝanĝi | Forigi | 20626 Пурĕ пăхнă

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)