Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
 

Reklamo

Леонид Сильвестров: Суйма памастпӑр!

Леонид Сильвестров03.09.2020 11:542339 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа

 

Вӗҫ-хӗрсӗр, пӗлӗт пек, ҫулсем шӑваҫҫӗ —

Ҫук улшӑнмасть этемлӗх ҫав-ҫавах:

Кив йӑнӑшсем каллех такӑнтараҫҫӗ,

Темле усал ҫул урлӑ выртнӑнах.

 

Хӑшӗ-пӗри мӗн пулнине манать-тӗр,

Вӗренеймест вӗт тӗрӗс пурӑнма.

Вӑхӑт иртсессӗн кашниех ав паттӑр —

Суяпала витесшӗн чӑнлӑха.

 

Совет Союзӗ вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ —

Ҫакна манасшӑн халӗ Анӑҫра.

Питне вӗсем кӗҫҫепеле ҫӗленӗ,

Нимле миме те ҫуккӑ-ши пуҫра?

 

Пирӗннисем – мӗльюнӑн пуҫ хурса-ҫке —

Хӑтарнӑ тӗнчене чуралӑхран.

Ҫав вилнӗ салтаксем суйма памаҫҫӗ —

Паттӑрсене манмастпӑр нихӑҫан.

 

Ман асатте Берлин патнех ав ҫитнӗ:

Телей пӳрмен-ҫке — чӗрӗ юлайман.

Кукаҫипе ват хуньӑм сусӑр килнӗ,

Шел, ҫавӑнпа нумай та пурнайман.

 

Ҫӗнтерӗве тылра та ҫывӑхлатнӑ

Асаннесем те аннесем пӗрле.

Ҫак чӑнлӑха епле манма пултарӑн —

Ӑна шӑварнӑ йӳҫӗ куҫҫульпе.

 

Суеҫтерме кӗҫҫе питсем ан хӑйччӑр —

Май ҫук улӑштарма историе.

Чӑн тӗрӗслӗх хӗвел пек ҫиҫсе тӑтӑр,

Тӗп тутӑр йӑлт ултав серепине.

 

…Ҫак ҫӗр ҫине кашни килет телейшӗн,

Ыр пурнӑҫпа пурнасшӑн пур этем.

Виҫҫӗмӗш хут тӗнче вӑрҫи чӗртмешкӗн

Ан ӗмӗтленччӗр чӑрсӑр «хурчкасем»!

 

Komentoj:

Agabazar // 2675.5.1136
2020-09-04 12:46
Agabazar
«Сÿйеçтерекенсене» ятран каламалла.
Кам сÿйеçтерет? Кам суять? Трамп? Меркель? Байден? Зеленский? Лукашенко?

Е кунта вĕтĕр-шакăрсем пирки çеç сăмах пырать?

Автора ан тивĕр: вăл Михаил Ваççилччă Игнатьева хÿтĕлесе те сăмах каланă. Чăн та, ăна та, кăна та пĕр тĕвве çыхăнтарма хĕнтерех.
Пер шеверкке // 3136.42.7434
2020-09-08 19:03
Кмӑла кайрӗ. Маттур, Леонид!
Agabazar // 1205.78.5470
2020-09-08 20:13
Agabazar
Ытарма та çук!
Малай // 1534.59.6295
2020-09-09 23:45
Эх ҫаксем, поэт хӑраххисем! Сӑвӑ ҫыраҫ, сӑввине чипер ҫырма вӗренеймеҫ. Усал ҫул урлӑ, тет.Эппин усал мар ҫул та пур пуль апла. Кипечӗ ҫырнӑччӗ темле Чӗнсе калани, ху тес вырӑнне хӑв тет.Тата темскерсем пурччӗ ҫавӑн пеккисем.Вӗҫ-хӗрсӗр тет.Вӗҫӗ-хӗррисӗр тесшӗн пуль-ха та, эппин ҫаплах ҫыр. Ма вуламаҫҫӗ-ши хутран-ситрен те пулин Хусанкайсене, Айташсене?
Agabazar // 1636.5.8957
2020-09-10 12:38
Agabazar
Ак сан валли сăвă: «Чее Малай — Тутăх калай». Юрăхлă пек-и?
Базиль Кириллов // 3684.4.5845
2020-09-10 17:02
Суйлав комиссине кĕрсе кала-ха çак самахсене: "Суйма памастпăр"ю
Алибасов // 3684.4.5845
2020-09-10 17:08
Суйлав комиссине кĕрсе кала-ха çак сăмахсене, Конституцишĕн сасăланине шутласа паракансене:"Суйма памастпăр"! Утиял айĕнчен пуç кăларса кăшкăрма пит ансат.
Agabazar // 1636.5.8957
2020-09-11 06:21
Agabazar
А эс, Алибасов, тĕрме чÿречин решетки витĕр çапла кăшкăр.
2020-09-12 07:28
Патриотизм - последнее прибежище негодяев, как сказал знаменитый политик или Салтыков-Щедрин: опять заговорили о патриотизме, не иначе, как проворовались. Надо дело делать, а не я зыком чесать и нужные цифры на бумаге выводить
2020-09-12 07:53
Агабазар в своём репертуаре.

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru