Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Леонид Сильвестров: Этем тата влаҫ

Леонид Сильвестров29.07.2020 14:065004 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

(Ҫухату пулнӑранпа хӗрӗх кун ҫитнӗ май)

 

Ҫӳле кайни — ҫӳлтен ӳкет,

Ӳксессӗн йывӑр, ҫӳллӗшрен…

Ун чух кашни ӗмӗтленет

Ӑна ҫапмашкӑн ӗнсерен.

 

Мӗн чуль ӗҫленӗ ҫын малтан —

Ҫакна никам аса илмест.

Кӑшт ӑнсӑртран вӑл такӑнсан

Темме пӗри те хӗрхенмест.

 

Вӗслетнӗ йытӑсем пекех

Сиксе ӳкеҫҫӗ ун ҫине:

Ҫын шутӗнче мар эс текех —

Кашни ҫӗклет ав чӑмӑрне.

 

Христос пекех хӗрес ҫине

Ҫакса хурсассӑн тин вара

Кармакасем уҫаҫ куҫне,

Сапаланаҫҫӗ сӑх сӑхса:

 

«Каҫармаллаччӗ мӗскӗне —

Ӗҫленӗ чух кам йӑнӑшмасть?

Ӑнланмассӑн пӗр-пӗрне

Ҫумра юлташ та вӗт юлмасть».

 

…Ҫӳле кайсан манатпӑр ҫав:

Камсем пире тытса тӑраҫ.

Мӑнна хума пурах сӑлтав —

Пӑсать ҫынна пыл евӗр влаҫ!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Малай // 1179.27.4060
2020.08.02 12:58
Игнатьевран Христос тӑвасшӑн-и ку поэт?Малтан хуравла-ха мӗн тунӑ вӑл ҫавтериех халӑх валли, чӑвашсен культури валли?Эп, ак, нимӗн те аса илейместӗп.Чāваш лицейне те пулин те хупма чармарӗ Ладыксене.Писательсене те пулӑшман тенине илтнӗ.Ялти халӑх валли ēçлемелли туса панӑ- и?Спортсменсем валли кӑна тӑрӑшрӗ пуль вӑл?Шалккӑ, паллах, ҫынна, пурӑн та пурӑн, Анчах чӑваш пӗр влаҫа лексен хӑй ирӗкӗпе прахса каяймасть ҫав, нуль пулса тӑрасран хӑрать. Хӑй малтанах нуль пулнине аса илмест.
Agabazar // 1858.7.1391
2020.08.02 17:33
Agabazar
Чăваш влаçа лекесрен сехри хăпнă тата ку малайăн. ((
Ан хăра, чăваш унашкал влаçлă вырăнсене лекессипе чемпион мар.
анонимла // 1660.45.6964
2020.08.02 22:03
Леш тӗнчере те Этеме канлӗн выртма памаҫҫӗ тӗрлӗрен Малайсем...
Малай // 1179.27.4060
2020.08.02 22:50
Чӑваш пирки-им кунта сӑмах? Пӗр вӑл кӑна-им пулнӑ чӑваш?Чӑваш тесе лартса тухӑр эппин пур ҫӗре айвансене.Шухӑшлама пӗлекенсене лартас пулать, мӗн чӑвашне пӑхмалла унта.Вороновский пулнӑ обком секретарӗ.Чӑваш художникӗсене пурне те мастерскойсемпе тивӗҫтернӗ.Ҫуртсем тунӑ чужие Юдашкина этаже ятарласа мастерской туман проектлаттарнӑ. Писательсем те ун чух ыркурса пурӑннӑ. Хулара ятарласа чӑваш шкулӗ уҫнӑ. Ачасем валли "Пионер сасси" хаҫат, "Хатӗр пул" журнал кӑларма пуҫланӑ. Начар пулнӑ-им?Чӑваш-и, вырӑс-и унтан килмест, ҫынран килет.Тата элита ҫав ҫынна чӑваш мӗн кирлине ӑнлантарма пултарнинчен.



Agabazar // 1454.60.7434
2020.08.03 21:57
Agabazar
Чее Малай — тутăх калай. Çапла калатчĕç эпир ача чухне.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj