Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Валери Туркай: Каварлӑ чире пула пиртен ытла та ир уйрӑлса кайнӑ Лев Пантелеймонович Куракова — чечек кӑшӑлӗпе пӗрле

Валери Туркай23.12.2020 13:299098 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:

Лев Кураков чӗри тапмасть текех.

Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..

Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..

 

Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,

Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...

Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...

Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...

 

Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,

Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.

Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...

Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...

 

Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ...

Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан...

Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, —

Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.

 

22.12.2020

04 сехет те 39 минут

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3347.6.7291
2020.12.27 21:04
Agabazar
«Саккунри вăрăсем» хăйсене «доцент» ят пама юратнине пĕлетĕп.
Евразиец // 1977.69.9930
2020.12.28 10:43
Доценты у нас знают... Agabazar прав. У нас 6 государственных академий наук. Правда есть и несерьезные, вроде РАЕН... Очень много частных... и "государственных" в национальных образованиях и республиках. Есть и те, на которые просто так смотреть нельзя, например, Российская академия Космонавтики им. К.Э.Циолковского. Л.П.Кураков скорее всего был членом РАО - Российской Академии Образования.
Доцент // 2086.79.9213
2020.12.28 13:00
Халь пурнӑҫ улшӑнчӗ, хӑшӗ вӑрӑ, хӑшӗ академик, хӑшӗ княҫ, хӑшӗ генерал-полковник - пӗлейместӗн.
Доцент // 2086.79.9213
2020.12.28 16:33
Сайт начар ӗҫлени тӗрӗслӗхе татса пама чӑрмантарать, Австралипе Америка та, аякра пулин те, халь ыйтусене чӑвашсенчен хӑвӑртрах татса параҫҫӗ. Ҫывӑрса ларни пире мӗн парӗ?
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.12.28 18:42
Лида Филиппова Тепри чӑтаймарӗ ,паллах,хисеплӗ акчемӗк Кураков ячӗпе кӑштах хӑйне пиар тумасӑр.Эх. Ҫук ҫав чӑвашӑн пархатар.
Доцент // 2048.06.3325
2020.12.28 20:51
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Agabazar // 3247.11.8414
2020.12.28 21:48
Agabazar
Мĕн «татса парасшăн» эс?

Пурнăç вăл вĕçĕмсĕр тăсăлать, чарăнса тăмасть. Эппин нимĕн те татăлса парăнаканни çук унта.

Вăрă—доцент пирки каçă паратăп.
https://ru.wikipedia.org/wiki/Доцент_(персонаж)
Доцент // 3878.54.5550
2020.12.28 23:16
Вӑрӑ эпитет мар, статус.
Варык // 1726.84.3785
2020.12.29 16:29
Шултра статус вăл.
Agabazar // 2007.89.5973
2021.01.04 18:20
Agabazar
Юрий Яковлевăн çĕнĕ стайи пирки

Пĕр тĕлте автор Куракова та чĕпĕтсе илнĕ, ăна Марина Карягина йышши çынсемпе пĕр рете тăратнă.

Илья Аресентиевич Иванова мухтать (ахăртнех, Илле Иванов пуль ку). Ун пирки: "Ӑслӑран та ӑслӑ куштан та тӳрккес чӑваш," — тет.

Тиркесе мар, мухтаса.

Çапла хушса хурать: "Куштанлӑхпа тӳрккеслӗхе эп чӑвашлӑха ҫӑлса хӑварма пулӑшакан фактор пек, ку тапхӑрти чӑвашшӑн питӗ кирлӗ пулӑм-хӑват пек куратӑп,"

Ку шухăша эп комментарисĕр хăвартăп.

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj