Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Кантӑк е чӳрече

  01.09.2017 08:49 | 6603 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫҫӗ, кам мӗнле ҫырас тет — ҫапла ҫырать: чӳрече те, кантӑк та; вырӑсла ҫак сӑмах — окно. Хӑшӗ тӗрӗсрех-ши? Xӑшӗ мӗне пӗлтерет-ши?

Ӗлӗк-авал, кӗленче таврашӗ ҫукрах чухне, чӑвашсем хайсен пӳрчӗсене ҫутӑ кӗтӗр тесе, касса тунӑ вырӑна вӑкӑр хӑмпи карнӑ.

Далее...

 

Никколай Иванччӑ тата Витталий Григорччӑ

  17.04.2017 17:47 | 7536 Пурĕ пăхнă

Никколай Иванччӑ — Николай Иванович Егоров, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор; Витталий Иванччӑ — Виталий Иванович Родионов, филологи ӑславӗсен докторӗ, профессор.

Статья тӗшшине сӑнарлӑн кӑтартни. (хаваслӑ шарж тейӗпӗр, хамӑр ӳкермен пулсан та).

1979-мӗш ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӗнче В.Г.Родионовӑн "Чӑваш этноним ӑҫтан пуҫланнӑ?

Далее...

 

«История чуваш» без Ашмарина

  12.01.2017 16:40 | 5963 Пурĕ пăхнă

Низовые чуваши Казанской губернии. Фотография Г.Ф. Локке, 1869 г.

Продолжаем, так сказать, бороться, с представителями казанской исторической школы. Пример:

На стр. 793 в качестве одного из основных доказательств идентификации болгар и татар как одного этноса приводится документ второй половины XVI века «История о Казанском царстве».

Далее...

 

Ҫӑваҫсем

  17.12.2016 16:16 | 6748 Пурĕ пăхнă

Ҫӑваҫсем — Вӑтам ӗмӗрсенче Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑннӑ пуль тесе шутланакан гипотезӑлла авалхи халӑх е социум. Чӑваш халӑхӗн ҫав ятпа ҫӳренӗ тӑрӑмӗ (ку каллех гипотеза шайӗнче).Ҫавӑнпа пӗрлех ку концепцие гипотеза шайӗнчен пӗтӗмӗшле йышӑннӑ чӑнлӑх шайнелле хӑпарать темешкӗн те май пур[1]. Ҫак сӑмах ислам тӗнне куҫмасӑр авалхи йӑласемпе пурнакан пӑлхарсене пӗлтернӗ, бесерман текен ӑнлава хирӗҫле (оппозицире) тӑнӑ.

Ҫӑлкуҫсенче шӑпах ҫак ятпа тата ҫак пӗлтерӗшпе ниҫта та асӑнман.

Далее...

 

Чӑвашьен е Чӑвашстан

  12.05.2016 11:32 | 4658 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн пӗр сӑмахлӑ ячӗ пур: Франци, Итали, Бельги, Раҫҫей, Украина... Кашни ҫӗршыв ятне унта пурнакан халӑх хӑй чӗлхинчи чи хитре сӑмахпа калать, вӑл чылай чухне ытти халӑхсем калакан сӑмахран уйрӑлса та тӑма пултарать Эрменсем хӑйсен ҫӗршывне — Айастан, ытти халӑхсем Армени теҫҫӗ.

Далее...

 

Марр теперь «кирлӗ мар»?

  17.04.2016 23:18 | 7820 Пурĕ пăхнă

Приснился мне сон, будто Генсек Чувашской Республики пригласил к себе на дачу молодого Президента Академии чувашского языкознания Федота Филина и стал советоваться – как быть с чувашской орфографией и вообще с чувашским государственным языком? А то тут появились свои Реформатские, Дурновы, Виноградовы, Поливановы – не разберешь, кто за Марра, кто за Ашмарина... Молодой ученый тоже разбирается лишь так-сяк, да никак не может мыслить по-научному. Хорошо, что наш Генсек не Сталин. Сталин не любил неясностей...

 

В языкознании продолжалась нешуточная борьба.

Далее...

 

Ӑрӑмҫӑ-арамузда-орамазда-орамазчи

  16.04.2016 10:44 | 4770 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ӑрӑмҫӑ — ӑрӑм тума, вӗрме-сурма, сиплеме-сыватма, тепӗр чухне усал ӗҫшӗн сиен тума та пултаракан ҫын, вырӑсла ӑна чылай чухне «колдун» сӑмахпа куҫараҫҫӗ. Ӑрӑмҫӑ сӑмах ӑҫтан пулса кайнӑ-ши?

Авалхи чӑвашсем хӑйсен тӗнӗпе пурӑннӑ. Вӗсен тӗнӗ чылай енчен чи авалхи чаплӑ та аслӑ тӗнсенчен пӗринпе, Заратуштрана (Зорастра) пуҫҫапса пурӑнакансен тӗнӗпе, ӑна урӑхла вута пуҫҫапакансен е арсен тӗнӗ, теҫҫӗ.

Далее...

 

"Чӑваш — Йӑваш" тени каламбур валли ҫеҫ юрӑхлӑ

  19.03.2016 00:38 | 6573 Пурĕ пăхнă

Ӗнтӗ "чӑваш" сӑмахӑн этимологийӗ пирки тем те калаҫаҫҫӗ. Хӑшпӗр айвансен шучӗпе, чӑнлӑха тупас тесен версисен шутне вышкайсӑррӑн ӳстерсе пымалла имӗш. Версисем мӗн чухлӗ нумайрах, чӑнлӑха тупас шанчӑк та ҫавна май ӳссе пырать текелеҫҫӗ. Паллах, кунашкал каланисем пачах та тӗрӗс мар. Чӑваш халӑх канашлӑвӗнче пуҫланнӑ ҫӗнӗ анкӑ-минкӗлӗхе пӳрнепе тӗллесе кӑтартам ҫак каҫӑпа.

Тӗрӗссипе вара хайхи версисене шелсӗррӗн, хурт-кӑпшанкӑна хӳтернӗ пек, пӗтерсе пырас пулать.

Далее...

 

Такӑрпа такыр

  12.02.2016 08:31 | 5313 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Туркменсем, узбексем тата Вӑтам Азири ытти халӑхсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑрлӑ пуш-хирти хытса ларнӑ тикӗс вырӑна такыр теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче те «такӑр» сӑмах пур. «Акар ҫулӗ тап-такӑр, уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ», — ҫырать пирен аслӑ поэтӑмӑр К. Иванов-Пӑртта хӑйен «Тимӗр тылӑ» юмахӗнче.

Далее...

 

Услан, арӑслан...

  28.01.2016 12:19 | 4251 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Арӑслан — вырӑсла калас пулсан — лев, куна эпир пурте пӗлетпӗр.

«Услан-кайӑк шыв ӗҫет» тенӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур. Мӗне пӗлтерет-ха ҫакӑ?

Иртнӗ хайлавра эпир кӑш е кӑшша, кӗшӗк, кайӑк пӗлтерӗшӗсем пирки ҫыртӑмӑр. Анчах «тискер кайӑк» (зверь) ӗлӗк мӗнлерех сӑмахпа упраннине каламарӑмӑр.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)