Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Услан, арӑслан...

Аçтахар Плотников28.01.2016 12:194244 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Арӑслан — вырӑсла калас пулсан — лев, куна эпир пурте пӗлетпӗр.

«Услан-кайӑк шыв ӗҫет» тенӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур. Мӗне пӗлтерет-ха ҫакӑ?

Иртнӗ хайлавра эпир кӑш е кӑшша, кӗшӗк, кайӑк пӗлтерӗшӗсем пирки ҫыртӑмӑр. Анчах «тискер кайӑк» (зверь) ӗлӗк мӗнлерех сӑмахпа упраннине каламарӑмӑр.

Атьар-ха, ҫак услан (услан-кайӑк) мӗне пӗлтерни пирки шухӑшлар. Хӑшпӗр ҫӗрте услан-кайӑк вӑл арӑсланах тени те пур. Тепӗр тӗлте вара, юмахсенче, паттӑрсене «тӗрлӗ услан тӗрлӗ енчен» тапӑннине калани пур. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла-ха? «Услан» вырӑнне «арӑслан» сӑмаха лартса пӑхсан, ӑнланмалла мар пулса тухать — «тӗрлӗ арӑслан тӗрлӗ енчен» тапӑнать. Мӗншӗн «тӗрлӗ арӑслан?»

Улӑп ҫинчен каланӑ пӗр хайлавра тата «ҫӗр ҫинче тӗрлӗ услан пурӑнать», тенӗ. Ку вӑл питӗ нумая пӗлтерет. Эппин, услан — пайӑр ҫӑмах, хальхилле каласан, тискер кайӑка, этем хӑй патӗнче усраман, какай ҫисе пурӑнакан темле йышши чӗрӗ чуна (зверь) пӗлтерет мар-и?..

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj