Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Татах «чӑваш» этноним пирки

  21.12.2015 09:27 | 6170 Пурĕ пăхнă

<<Мари чӗлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чӑваш чӗлхинчен илнӗскер. Ҫак мари этнонимӗн диалектла формисем куҫкӗрет унӑн кивӗ янравне кӑтартаҫҫӗ: ҫӑваҫ "язычник" — авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сӑмаха авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь «поминальный обряд») сӑмахпа пӑтраштарма кирлӗ мар, унтан чӑваш чӗлхинчи ҫӑва «могила» сӑмах пырать.

Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче Вӑтам Атӑл тӑрӑхне этнос тата чӗлхе тӗлӗшӗнчен ула-чӑла халӑх килсе тулнӑ (монголсем, тӗрӗк-кыпчаксем, тӗрӗк-огузсем, иран чӗлхиллӗ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем .

Далее...

 

Кӳкӗрт шӑршлӗ тамӑк

  19.12.2015 21:37 | 3192 Пурĕ пăхнă

 

Конмиизм — айван, халӑхла, шовинистла ниме тӑман суя пулнине пӗлсех тӑратӑп пулин те, форумра вирлӗн «этнокоммерсант» эпитета тивӗҫлӗ ҫынсем пире тем те пӗр сутса ҫӳрени чӑваш ачисемшӗн сиен кӳме пултарать тетӗп. Хам та Юхма юмахӗсене вуласа ӳснӗ, пӗтӗм тӗнче чӑваш тавра ҫаврӑнать тенисене тимленӗ.

Ҫак вӑрӑ-хурахла шухӑшлава таврана яри уҫӑ куҫпа пӑхни сирсе ярать. Акӑ ӑслӑлӑх тӑшманӗ Конми задани пачӗ: Кӳкӗрт тӗрлӗ чӗлхепе каласан мӗнле пулать.

Далее...

 

Кайӑк-кӗшӗк, кӑш, кош...

  16.12.2015 21:40 | 4199 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Эпир халӗ тӳпере вӗҫсе ҫӳрекен чӗрӗ чунсене кайӑк, тетпӗр; тепӗр чухне, вӗсем йышлине палӑртса, вӗсене пӗрлештерсе, кайӑк-кӗшӗк тесе те калатпӑр. Ҫӗр ҫинче чупса ҫӳрекен, чӗрӗ какайпа тӑранса пурӑнакансене тискер кайӑк, тетпӗр.

Ҫав хушӑрах пӗр-пӗр кайӑка (кайӑк-кӗшӗке) хӑратас, хуса ярас тенӗ чухне «Кӑш!

Далее...

 

«Чӑваш» этноним

  05.12.2015 20:59 | 5288 Пурĕ пăхнă

Пирӗн чаплӑ та мухтавлӑ Ашмаринӑмӑрӑн сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс ӑнлавсем пур. Вӗсем христианлӑхчченхи тӗнпе (ыр-хаяр тӗнӗпе) пурӑнакан чӑвашсене тата ҫармӑссене пӗлтереҫҫӗ теме пулать. Ӑҫтан сиксе тухнӑ-ши ҫак ӑнлавсенчи "ҫу" сӑмах?

Шутласан-шутласан, ӑна "ҫӑва" сӑмахпа ҫыхӑнтарма май пурри курӑнать. Вилсен ҫынна пытармалли вырӑна (масара) ҫапла калаҫҫӗ. Вырӑсла — кладбище. Ку — хальхи пӗлтерӗш. Ытларах тури калаҫусенче сарӑлнӑ вӑл.

Далее...

 

Кон-тикипе кӑнар-тикки

  19.11.2015 08:50 | 4358 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Хӗвел сӑмахӑн авалхи хурми пирки шухӑшланӑ май ҫакна та калас килет. Вулакансем аставаҫҫӗ пулӗ, Тур Хейердал ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн интернациллӗ экипажӗпе малтанхи хут «Кон-тикки» ятлӑ папирусран тунӑ кимӗпе ишеве тухнӑччӗ. Кон-тикки — авалхи египтянсен сӑмахӗ, вӑл хӗвеллӗ ҫамрӑк патша (солнечный принц) тенине пӗлтерет иккен.

Далее...

 

Шупашкар...

  13.11.2015 12:00 | 5212 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Миҫе Шупашкар ҫӗр ҫинче?

Шупашкар хули. Ӑна пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Тутар республикинче те икӗ Шупашкар пур: Вырӑс Шупашкар ялӗ тата Чӑваш Шупашкар ялӗ. Чӑваш Шупашкар ялӗнче пирӗн паллӑ янташ, чӑвашсен малтанхи педагогӗсенчен пӗри, пултаруллӑ этнограф-тӗпчевҫи Никифор Охотников ҫуралса ӳснӗ.

Далее...

 

Кунпа кӑнтӑр

  26.09.2015 13:27 | 3373 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

«Кӑнтӑр ҫитрӗ», — тетпӗр эпир хӗвел тӳпе маччине хӑпарса ҫитнине курса. Мӗне пӗлтерет-ха ҫав «кӑнтӑр» тени?.. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхатӑн та ку сӑмах икӗ пайран иккенне куратӑн: кӑн тата тӑр (тӑрать), кӑн тӑрать. Кӑн (кун) ӗлӗк-авал хӗвеле пӗлтернӗ.

Далее...

 

Кукам, мамак

  10.07.2012 18:50 | 4844 Пурĕ пăхнă
Кукам, кукаҫ, мамак, маҫак сӑмахсем мӗнле пулса кайни интереслентерме пуҫларӗ. Тен, кам та пулин ӑнлантарса парӗ?..
 
Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)