Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Такӑрпа такыр

  12.02.2016 08:31 | 5313 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Туркменсем, узбексем тата Вӑтам Азири ытти халӑхсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑрлӑ пуш-хирти хытса ларнӑ тикӗс вырӑна такыр теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче те «такӑр» сӑмах пур. «Акар ҫулӗ тап-такӑр, уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ», — ҫырать пирен аслӑ поэтӑмӑр К. Иванов-Пӑртта хӑйен «Тимӗр тылӑ» юмахӗнче.

Далее...

 

Алмантай тата неосуваризм

  05.02.2016 13:40 | 5269 Пурĕ пăхнă

Алмантай тата неосуваризм — пӗртӑван-йӗкӗршсем. Алмантай теетпӗр — неосуваризма аса илетпӗр. Неосуваризм тетпӗр — Алмантая аса илетпӗр.

Нумаях пулмасть эпӗр ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпарпа паллашрӑмӑр: <Алмантай> Иртнӗ ҫул Славян культурин патшалӑх академине /Мускав/пӗтернӗ. Специальноҫӗ - "культурӑн теорийӗпе историйӗ" /культурологи/. Тӗрӗссипе вара апла ҫеҫ те мар иккен: <<Иванов Владимир Николаевич, аспирант кафедры теории и истории искусства, ФГБОУВПО «Государственная академия славянской культуры», ул.

Далее...

 

Услан, арӑслан...

  28.01.2016 12:19 | 4251 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Арӑслан — вырӑсла калас пулсан — лев, куна эпир пурте пӗлетпӗр.

«Услан-кайӑк шыв ӗҫет» тенӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур. Мӗне пӗлтерет-ха ҫакӑ?

Иртнӗ хайлавра эпир кӑш е кӑшша, кӗшӗк, кайӑк пӗлтерӗшӗсем пирки ҫыртӑмӑр. Анчах «тискер кайӑк» (зверь) ӗлӗк мӗнлерех сӑмахпа упраннине каламарӑмӑр.

Далее...

 

Чӑвашла Википеди пирки

  14.01.2016 13:08 | 4962 Пурĕ пăхнă

Ӗнтӗ унта та кунта та Википеди 15 ҫул тултарни пирки калаҫаҫҫӗ.

Интернетра чӑвашла Википеди те пур. Унӑн тытӑмне, йӑли-йӗркине, йӗркевӗсене эп пӗлсех каймастӑп. Ӑна камсем тата мӗнлерех меслетсемпе тытса тӑни те маншӑн паллах мар.

Анчах та Википеди, тӳрех курӑнать, Интернетри чи паллӑ чӑвашла ресурссенчен пӗри. Мӗншӗн тесен, майсем пур пулин те, Тетелте, вӑл шутра чӑваш Тетеленче те (Чӑваштетре) ЧӐВАШ СӐМАХӖ ШУТСӐР САХАЛ. Калӑпӑр, социаллӑ тетелсенче (вконтакте, пӗркласрисем, фейсбук т.

Далее...

 

Тораизм: Дравидпа Чӑваш пулнӑ хурӑнташ

  02.01.2016 23:48 | 4296 Пурĕ пăхнă

Чӑвашсен фолк-хисторийӗ уйрӑмах 90-мӗш ҫулсенче алхасса нумай ҫынна култарса, халӑха чӑвашлӑхран пистерсе пӗтерчӗ. Чӑнлӑха хӗстерсе Марр пек шарлаттансен суя тӗпчевӗсем ҫине е "кӗрет чӑнлӑхсем" пеккисем ҫине таянса, е пӳрнерен ӗмсе тем тӗрлӗ "паха" информаципе пайлашакан хастарсен ӗҫӗнчен практикӑлла усӑ куракан нео-киреметҫӗсем те пулса кайрӗҫ. Паянхи Виҫҫӗмӗш тӗнче вӑрҫи лару-тӑрӑвӗнче этемсем пӗр несӗлтен, тӑванлӑ тени, паллах, питӗ кирлӗ сӑмах. Шел, Конмиизм-Тораизм ҫак сӑмаха грексене, еврейсене, арапсене тата ыттисене кӗҫӗне хурса, чӑваша сутса янӑ, хӑйсен чӑвшлӑхне ӑнланман сӳтӗксем пек кӑтартса сурчӑк сирпӗтсе калать.

Далее...

 

Наци республикисем патшалӑхӑн чӗлхе политикине хирӗҫ тӑнӑ

  26.12.2015 22:05 | 10036 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсене Мускавран пӗр хут саланчӗ — «Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцийӗ). Раҫҫей Федерацийенче унпа килӗшӳллӗн вырӑс чӗлхине вӗрентесшӗн. Документри хӑш-пӗр пунктсем республикӑсенчи тӳре-шарана килӗшсех каймарӗ ҫав. Тутарсемпе якутсем хӑйсен хирӗҫле сӑмахне калама хӑват ҫитерчӗҫ. Пирӗн патра та ӑна сӳтсе яврӗҫ-ха та ӗнтӗ, анчах Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ни хӑватлӑ хыпар тухмарӗ, ни тӳре-шара ҫак концепцие хирӗҫлени пирки татӑклӑн каламарӗ.

Далее...

 

Хамӑр ӑнланса ҫитереймерӗмӗр-ши?

  19.12.2015 22:06 | 5904 Пурĕ пăхнă

Тӗп хуламӑрти Трактор тӑвакансен керменӗнче Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ чаплӑ уяв концерчӗ курма тӱр килчӗ. Чӑн та, халӑха савӑнтарас, кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшни куҫкӗретех. Республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, тӗнче шайӗнче те чӑваш халӑхӗн ятне ҫӱле ҫӗклекен, тӑван халӑхӑн юрри-кӗввине, ташшине ытти халӑхсем хушшинче анлӑ саракан Христофоровсем (ашшӗпе ывӑлӗ Иванпа Иван тата вӗсен ҫывӑх тӑванӗ Вячеслав), Виталий Адюков пултарулӑхне куракансем савӑнса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Стас Владимиров хӑйӗн илӗртӱллӗ сассипе чӗресене хускатса хумхантарчӗ.

Далее...

 

Кӳкӗрт шӑршлӗ тамӑк

  19.12.2015 21:37 | 3192 Пурĕ пăхнă

 

Конмиизм — айван, халӑхла, шовинистла ниме тӑман суя пулнине пӗлсех тӑратӑп пулин те, форумра вирлӗн «этнокоммерсант» эпитета тивӗҫлӗ ҫынсем пире тем те пӗр сутса ҫӳрени чӑваш ачисемшӗн сиен кӳме пултарать тетӗп. Хам та Юхма юмахӗсене вуласа ӳснӗ, пӗтӗм тӗнче чӑваш тавра ҫаврӑнать тенисене тимленӗ.

Ҫак вӑрӑ-хурахла шухӑшлава таврана яри уҫӑ куҫпа пӑхни сирсе ярать. Акӑ ӑслӑлӑх тӑшманӗ Конми задани пачӗ: Кӳкӗрт тӗрлӗ чӗлхепе каласан мӗнле пулать.

Далее...

 

Кайӑк-кӗшӗк, кӑш, кош...

  16.12.2015 21:40 | 4201 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Эпир халӗ тӳпере вӗҫсе ҫӳрекен чӗрӗ чунсене кайӑк, тетпӗр; тепӗр чухне, вӗсем йышлине палӑртса, вӗсене пӗрлештерсе, кайӑк-кӗшӗк тесе те калатпӑр. Ҫӗр ҫинче чупса ҫӳрекен, чӗрӗ какайпа тӑранса пурӑнакансене тискер кайӑк, тетпӗр.

Ҫав хушӑрах пӗр-пӗр кайӑка (кайӑк-кӗшӗке) хӑратас, хуса ярас тенӗ чухне «Кӑш!

Далее...

 

Чӑваш чӗлхине юратнӑ турккӑ

  01.12.2015 20:25 | 6882 Пурĕ пăхнă

Турцирен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Талат Текин пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Ку ҫухатушӑн уйрӑмах чӑваш чӗлхеҫисем хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Эпир Санкт-Петербург университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчен тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ чӑваш чӗлхеҫисемпе — Атнер Хусанкайпа, Геннадий Дегтярёвпа тата Эдуард Лебедевпа — тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Вӗсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма ыйтрӑмӑр.

Талат Текина юлашки ҫула ӑсатнӑ самант.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, ... 42
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)