Pri la retejo
Novaĵoj
ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Куврат // 3092.1.6570
2023.01.18 06:29 | |
Ашмарин словарьне кӗрсе пӑхма сӗнетӗп, хура тут сӑмах пирки. Пур унта. Нартухан -Хӗвел туххи каллех хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Нумай тӗрӗк чӗлхинчи сӑмахсен пӗлтерӗшӗ чӑваш чӗлхи урлӑ палӑраҫҫӗ пӗлтерӗшпе. Ҫавна ан манӑр. | |
Куврат // 3092.1.6570
2023.01.18 06:33 | |
Сантӑр ӗлӗк сарӑччӗ, халӗ хура тут пуснӑ - Шорк. - Ашмарин словарӗнчен. Тата ҫырнисем те пур. | |
Куврат // 3092.1.6570
2023.01.18 07:44 | |
Поцелованные солнцем
https://thegirl.ru/articles/potselovannyie-solntsem-5-prichin-polyubit-svoi-vesnushki/ Хура тут - хӗвел тути. | |
Agabazar // 1307.24.2350
2023.01.18 14:16 | |
Куврат, чăрсăррăн та сĕмсĕррĕн ан сĕкĕн.
Сана валли илсе кăтартнă Василий Георгиевич Егоровăн сăмахсарĕнчен. Çырнă унта тÿррĕн те уçăмлăн. Ниепле те пăркаланаймастăн. Мĕн çырнине тепĕр этимологи сăмахсарĕпе çеç хирĕçлеме е юнашар верси кăларса лартма пултаран. Çĕнĕреххипе. Пур Федотов сăмахсарĕ, пур Рифкат Ахметьянов сăмахсарĕ (тутарсен). Авалхи тĕрĕк сăмахсарĕ (ДТС) пур. Тата ытти те, тата ытти те. Апла-капла çатăлтатса тава кĕме пултараймастăн эсĕ, суваристсен хăраххи. Çынсем каланине тăнла та шак хур. Нихçан манса каймасла. Ашмаринпа хăмсарам пекки ан ту. Çук унта В. Г. Егоров каланине хирĕçлени. Çук! Ан суй, ан тапаçлан! Çынсем каланине хăлхана чик. Пустуй ан тавлаш. | |
Куврат // 2909.23.5513
2023.01.19 01:29 | |
Пӗтӗм сӑмахсарне вуласа пӑх, кайран калаҫ. Уйрӑмах Н.П. Петров ҫырнине | |
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.19 15:41 | |
Куврат, эсĕ суваристсен хăраххи. Е, тен, ху та çав «мухтавлă» йышранах.
Н. П. Петров (Шаклы) «тут» тата «хурлăхан» çинчен çырман. Сан валли илсе кăтартнă кунта В. Г. Егоров прахвиссăрăн «хурлăхан» тата «тут» пирки çырнисене. Куçна çавăнталла тĕллле те — вула. Унатан тата тепĕр хут вула. 7-8 хут таран вула Василий Георгиевич мĕн çырнине. | |
Владимир Болгарский // 2286.94.4308
2023.02.06 09:33 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: Кирлӗ мар | |
Владимир Болгарский // 2286.94.4308
2023.02.06 09:36 | |
Эх, мӗнчул тата кам кӑна ҫырман пуль ҫав Сурхури сӑмах пирки: сурса хур, хура ҫине сурмаллла, сурӑхӑн ури, ырри, урри тата темӗнте пурччӗ. Хуравӗ яланхи пекех чи ҫиелте выртать иккен. | |
Владимир Болгарский // 2286.94.4308
2023.02.06 11:54 | |
Çулталàк Тèрри // 5974.0.7294
2025.01.03 16:25 | |
Эпир темиçе çул èнтё хамàрàн Çулталàк тèрринче раштав 25 Хèвель "çуралнà" кунè тесе палàртса, уявласа, Хèвеле кèлè "юрласа, Сурхурипе Нартукана пуçлатпàр... | |
