«мама»-«папа» тенинче те айăпĕ пур пулĕ те, анчах та тĕп сăлтавĕ вăл мар. Мана, сăмахран, «мама»-«папа» теме вĕрентнĕ. Анчах та килте яланах чăвашла калаçнă.
эп те папа-мама тесе ÿснĕ.Маншăн атте-анне сăмах - мама-папа сăмахпа пĕр тан.Вăл маншăн ЮТ. Ати-апи сăмах вара тĕлĕнмелле чуна çывăх. Ачасем кун пек чĕнсен чĕре ирĕлсех каять. ачамсем те çакна сисрĕç. Хăйсемех апи теме пуçларĕç.
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.10 11:14
Папа-мама вăл принциплă япала. Ачаранах пуç мимине кÿртетпĕр вырăсли çÿллĕрех шайра,кирлĕрех пулнине. Сан пеккисем вара чăн патриотсем,Микулай,çукпа пĕрех. Ма тутарсен папа-мама çук?
Ĕç-пуç принциплинче мар. Хăнăхнинче, усă курнинче. Тăваттăн «папа-мама» тенĕ хыççăн пиллĕкмĕш те «папа-мама» тет. Тăваттăн вырăсла калаçсан пиллĕкмĕш те вырăсла калаçĕ. Халăх хăйсен пуçĕпе шухăшласшăн мар-çке. Ыттисем мĕнле — вăл та çапла тăвать. Ыттисенчен уйрăм (çын хыççăн каймасăр), принципиаллă, хăйне евĕрлĕ пурăнма пултаракансем — сайра.
Акулина // 2571.60.3660
2011.05.11 15:28
Аттен шăллĕ Çĕпĕрте пурăннă, ачисене папа-мама тетернĕ. Кайран яла куçса килнĕ, вĕсем хыççăн эпир те, пĕчĕкскерсем, папа-мама тесшĕн пулнă. Атте пире чăвашлах калаттарса ÿстерчĕ. Атте çĕнтернĕ.
Атл // 1144.31.3791
2011.05.11 19:51
3 çулччен 3 тĕрлĕ чĕннĕ кÿршĕ ачисенчен илтсе:апи,мама,анне - ачашăн интереслĕ..Атте- ялан атте.2-3çулта юрланă:"Манмаспр-манмаспр нихçан та.." Малалла мĕнле - пĕльместĕп
Ачасем 7 çула çитсен апи теме пуçларĕç. Хăйсемех. Малтан выляса калатчĕç пулсан, халĕ - ăнлансах. Апи тесен - эпĕ хам сисмесĕрех ырă енне улшăнатăп иккен. Амăш туйăмĕ халь тин вăрана пуçларĕ.