Шел пулин те папа-мама теме чи малтан ялта пуçларĕç вĕреннĕ çынсен ачисем 70мĕш çулсенче. Пдрадокс,анчах-та пуçланчĕ вăл учителтсен çемьинче. Интеллигенци çемьисенче пуçларĕç вырăсла перкелешме.
Вĕреннĕ çынсем, ман сирĕн пата çакăн пек сĕнÿ пур. Тен, эпир пурте чăвашла ят панă таварсене хамăр сайтсенче тÿллевсĕр реклама пама пуçлăпăр? Тен, кама та пулин çак интереслентерĕ?
Тимер // 5574.4.5423
2011.10.27 08:35
Реклама пирки калама пултараймастăп.Хамăн ĕçре вара чăвашла калаçакансене яланах юнĕрех те черетсĕрех тивĕçтернĕ.
АННЕ ПИР // 3728.51.0604
2011.11.02 16:57
Анне пирĕн пурнăç
Вол // 2175.13.9472
2011.11.02 17:45
Есть культура и естоь торговля. Есть культура торговли, но не должно бытьт торговли культурой! Согласитесь, уважаемый shanchak.
Вол, сирĕнпе никам та тупăшмасть. Чăвашла янăракан таварсене кăна çул уçма пулăшасси пирки сăмах пырать. Тавар этикетки çине чăвашла çырни çак халăх пурăннине, вăл малашне те аталанассине пĕлтерет. Ан тив, ик чĕлхеллĕ пулччăр этикеткăсем, анчах та чăвашла çырнă япала чăвашшăн пахарах, халăхшăн вара питĕ кирлĕ!
Тепĕр тесен, тавар тăвакан туянакана хисепленине те палăртать. Ют çĕршыва кайсан эпир пуринпе те е вырăсла, е чăвашла кăна калаçмастпăр-иç. Мĕншĕн вара чăваш енре пирĕнпе пурте вырăсла калаçаççĕ. Тавар этикеткисем те хăйсем çинчен пире вырăсла кăна пĕлтереççĕ.
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.02 20:59
Маттур,Шанчăк.Тутарсем лавкасенче ценникĕсене те икĕ чĕлхепе çырнă.Этикеткăсем те тутарла.Ма эпир вара мĕскĕнленетпĕр?
Атл // 1227.18.8392
2011.11.02 21:36
Мĕскĕнленни мар - 2 чĕльхепе çырни - тепĕр халăха çын вырăнне хуни - хамăра та усă : пĕле пуçлаç пирĕн чĕльхене..
Кама начар?
Пурне те АВАН!
Пирĕн, шель пулин те, лавкка ятне чăвашла пани те пысăк утăм. Çак сайтра пулакан миçе чăваш усламçи хăйĕн лавккисенче икĕ чĕлхеллĕ ценник тăвĕ, хăшĕ хăйĕн таварĕсене ик чĕлхеллĕ этикеткăсем çыпăçтарĕ? Ун пеккисем пулсан – пĕлтерĕр. Çав лавккасенче кăна тавар туянăп!!! Суймасăр, ятарласа тавар илме хулана пырăп.