чăваш культурине аталантарас тени кăштах курăнать. ун валли майсем те туса параççĕ. Шел пулин те паянхи куна чăваш культури - БРЕНД. ку хаклă хăнасем умĕнче мухтанмалли хăйне евĕрлĕ ЭКЗОТИКА.
Эрне каялла ТНТ-па кемеди-клаб чăваш чĕлхи никама та кирлĕ мар тесе шÿтлерĕ.
Тĕрĕсех, пире чăвашсене кирлĕ мар пулсан - КАМА КИРЛĔ ПИРĔН ТĂВАН ЧĔЛХЕ???!!!
"Хĕвел" туалет хучĕ пирки пĕр-ик сăмах.
Юрать-ха вăл пур. Тен, чăваш апат-çимĕçне те чăваш сас паллисемпех чăвашла çырма пуçлĕç. тен, "ПАХА ТЕРЕ" мар ""Паха тĕрĕ" те таврăнĕ.
Манпа пĕр вĕреннĕ чăваш вырăсла калаçма хăтланать. Кашнинче тăван чĕлхепе калаç-ха тесен те - манать! Кунче унран "Санăн аçу-аннÿ çав тери япăх çынсем пулнă-и вара? Тен, аслаçу-асаннÿ сирĕн йăха çĕр çăтайми намăс кăтартнă? Йĕркеллĕ çынсем пулсан мĕншĕн вĕсен чĕлхинчен вăтанатăн?"- тесе ыйтрăм. Çын çухалса кайрĕ.
Акулина // 3192.71.3292
2011.08.29 17:03
Пирĕн ялта çамрăксем ачисене вырăсла калаçса ÿстерме пуçлани питĕ пăшăрхантаратчĕ мана. Паян вара савăнмалли те тупăнчĕ. Пĕр хĕрарăм ачисене мĕншĕн чăвашла калаçтарма пуçламарăм-ши тесе кулянса каларĕ. Тепри вара, шкулта вырăс чĕлхи вĕерентекенскер, тин çеç ачаллă пулчĕ. Вăл ачана чăвашла калаçтарап терĕ!!!!
сарпи // 4533.2.7216
2011.09.05 16:38
пирен килте кенеке пурчче"чаваш-халах фольклоре".Пите хулам кенеке,нумай юмахсемчче,нихасан та кайран вуламан- та,тел те пулман.Кенекине каялла тавармарес, вулама парсан.касарар чавашла каласмасар,манатан.Пелтем менле пуранассе.Сурална вырантан хакли ним те сук
Тапирова Ольга Алексеевна // 5072.3.0963
2011.10.02 13:21
Чăваш халăхне чăвашла калаçма вĕреннĕ çынсем пĕтермеççĕ,ашшĕ-амăшĕсем ачисене МАМА-ПАПА КАЛАТАРСА АЧИСЕНЧЕН ТăВАН ЧăВАШ ЧĕЛХИНЕ ТУРТСА ИЛЕÇÇĕ!
Акулина // 3512.44.5642
2011.10.02 17:50
Ольга Алексеевна, сирĕн шухăшпа килĕшетĕ. Анчах та хулара пурăнакан вĕреннĕ çынсенчен чылайăшĕ хăйсен ачисене вырăсла анчах калаçтарса чăваш халăхне пĕтерекен çул çине тăмаççĕ-и-ха?
Атл // 6445.1.5275
2011.10.02 18:42
Вырăсла романсем юрлама пуçласан,чăваш юррисем те тĕнчене тухма пултарĕç..Чăсса итальянецсем пек юрлама пултараççĕ пирĕн çамрăксем. Нефть-газ çук - юрăпа пуйма пултараççĕ хăшсем..Оперный кружоксем кирлĕ - ялта та, хулара та