Сувар-палхарсем Хусанкайăн çак сăввине кăна пĕлеççĕ пулас, ыттисене те вулăр-ха,кăна та хăвăр вуламан пуль-ха, сирĕн предводитель каланипе çеç пĕлетĕр пуль.
Пер херарам,ма пит Сăварсене юратмастăн? Сăвар тени Чăваш тениех вĕт ,пушкăртсенчен ыйтса пăх,пире вĕсем хальте Суваз теççĕ.
Акулина // 1824.13.4851
2011.04.14 08:30
Пĕлтĕр иртнĕ çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашрăм.
1 млн 637 пин чăваш юлнă Раççейре. Иртнĕ çыравра нумайрахчĕ. Пирĕн сăварсемпе суварсем тăрăшни те тăван халăх йышне чакарма пулăшман-ши?
Володя çырнă:
Пустуй сывлăша пăсиччен Пĕр саккунлă ĕç тăвар сам чĕ!
Кам чарать? Саккунлă ĕç тума, кăмăл пулсан, пурте пултараççĕ.
Кăмăл пулмасан... ĕç тума кирлĕ тесе çырма пултаратпăр :).
Хăвăр çак ĕçне тумасан, как тăвать?
"Хамăр лайăх пулмасан,
Тăван лайăх пулас çук... "
Пер херарам // 2364.60.7001
2011.04.14 15:49
Мĕншĕн юратмалла-ха вĕсене, вĕсем чăваш пулнишĕн вăтанаççĕ, "чăваш" тенине ылмаштарасшăн, хăйсене чăваш пек тытмаççĕ т.ыт.те
Пуян // 7653.5.1583
2011.04.14 18:28
Халăха аталанса пыма тарăн та вăйлă тымар кирлĕ.Çав тымар пăлхар халăхĕн мăнаçлă историйĕ пулмалла.Чăвш халăхне малалла аталанса пыма вăйлă идеологи кирлĕ.Тĕрĕс тусан пăлхар-чăваш йышĕ чакма мар, хушăнса пырĕ.Малалли пурнăç пирĕнтен килет.Чăваш пул кар.
Сăварсен хушшинче начар çын курман. Сăмах эпир хăçан "чăваш" ячĕпе çÿреме пуçланинче.Енчен те кулса панă ят пулсан ,пирĕн мĕншĕн чăтас пулать.Ман ватă асаттесен хушамачĕ "хуйăр" пулнă,çак хушаматпа мĕнле çÿремеллечĕ паян?Паллах йăнăшасран хăрушă . Питĕ шанас килеть тĕпчевçĕсем çак ыйтăва татса парассине.
Акулина // 1404.10.2977
2011.04.15 15:00
Ман шухăшпа, эпир хамăрăн ята ниепле те улăштараймастпăр.Тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсенче, статья-очерксенче хамăрăн историллĕ ят çинчен çырни кирлех. Чăвашра кăна мар, Раççей шайĕпе пичетлемелле ун çинчен.
Чăвашсем кăна мар, ытти хăш-пĕр халăх та урăх ятлă пулнă. Вĕсем мĕн шухăшпа пурăнаççĕ-ши?
Атл // 3600.22.4888
2011.04.16 16:59
"...мĕншĕн ЭПИР, ХАМĂРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧĂВАШСЕМ , ТУТАРЛАНСА пыратпăр??? Тен, эсир пĕлетĕр? Камран кăна ыйтмарăм, кампа кăна кун пирки канашламарăм, анчах..."
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.16 17:16
Акулина. Ашмарин та Никольский та палăртнă пирĕн халăх Атăлçи Пăлхарта сувар ятпа пулнине. Хальте нумай ученăйсем çакăнпа килĕшеççĕ. Марисем пулнă черемиссем. Удмуртсем-вотяксем. Якутсем-саха.Аланецсем-осетинсем. Пурте улăштарма пултарчĕç.