Çамрăк чух вырăсла калаçакан чăваша качча тухса райцентрта пурăннăччĕ. Ачасем те мана мама тетчĕç, вырăсла калаçатчĕç. Мĕнле япăх туяттăм хама çавăн чухне. Упăшкаран уйрăлсан ятарласах чăваш ялне пурăнма куçрăм. Ачасене хама анне теме вĕрентрĕм, чăвашла калаçтара пуçларăм.
Пирĕн поселокра азербайджанецсем пурăнаççĕ,ачисем пĕчĕкренех
хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ,вырăсла та питĕ аван пĕлеççĕ. Ачасене кильтех калаçма вĕрентмелле,вырăсла халь вĕсем вĕрентмесен те вĕренеççĕ,кунĕн-çĕрĕн телевизор тата интернет. Чĕлхене арпаштарасран та хăрамалла мар,каярахпа хăнăхаççĕ
Тĕрĕс калатăн, мĕн ачаран тăван челхепе калаçтармалла. Хамăн ачасемпе килте перре те вырăсла калаçман. Пепкемсем 5,7 çулта кăна пулин те ик чĕлхпе те хутăштармасăр ирĕклĕн калаçаççĕ. Предложенисене те тĕрĕсех йĕркелеççĕ.
Ман ачасемпе ял халахĕ вырасла калаçма тăрăшни пашăрхаттарать. Паян кун та, çĕр хутчен асархаттарнă пулин те, ман умрах вырăсла калаçни тарăхтарать те.
Пуян // 2777.25.4013
2011.05.24 06:22
Пуçлăхсем чăвашла калаçмасан халăх чĕлхене хисеплеме пăрахать.
Вĕреннĕ маттур чăн-чăн чăвашсем, сăварсем, пăлхарсем! Сирĕн пурин те тенĕ пекех паллă чăвашсем çинчен тата чăвашлăхпа çыхăннă видеоматериал пурах. Тен, эсир ман пек вĕсене интернета мĕнле вырнаçтармаллине пĕлместĕр. Паянхи кун çак ĕçе туса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Камран пулăшу ыйтмалла-ши? Интернет урлă пире тĕнче курать. материалĕ вара çукпа пĕрех.
Тĕлĕнмелле. Эпĕ нумаях пулмасть Чăваш енре пĕртен-пĕр чăваш япали тупса илме пултартăм(кĕнекесемпе хаçатсене илмĕпĕр)- "Хĕвел" ятлă туалетная бумага. Унсăр пуçне пирĕн хамăра ятăн чăвашли нимĕн те çук-и?
Атлбулгар // 2083.21.0061
2011.07.21 04:59
Кам мĕн шырать - çавна тупать..
Чăвашăн пыл пур, ĕçчен АЛЛИ пур - ПУРТЕ ПУЛАТЬ!!
Ку таранччен упраннă чĕлхе - ĕмĕр пулать!
Ан кулянăр - ял(çĕр) халăха çăлать!