Халĕ вара, качча кайса урăх йăхра пурăнса, мăшăрăн йăли-йĕркине хисеплесе хамăн аякри тăвансемпе хутăшма пăрахрăмăр темелле. Вĕсен 4 сыпăкран малалла хутăшмаççĕ иккен.
ЧĂВАШĂН ВĂЙĔ – ТĂВАНЛĂХРА! Çичĕ сыпăк таран пĕлсе вĕсемпе тăтăшах хутшăнатăн пулсан – мĕнрен хăрас! Тăванăн тăванĕ пур, юлташăн – юлташĕ. Хамăр тăвансемпе эрех-сăрасăр тĕл пулма хăнăхсан – пирĕнтен вăйлă халăх пулмĕ.
Володя // 4170.36.0242
2011.04.20 19:58
" Хамăр тăвансемпе эрех-сăрасăр тĕл пулма хăнăхсан – пирĕнтен вăйлă халăх пулмĕ." Пăх-ха, мĕннешкел хамăртан хамăр вăтана пуçларамăр!
Atl // 3678.00.7895
2011.04.21 18:34
Д.И.Иловайский,1876г."Первое упоминание о христианстве между таврическими Болгарами относится к тому же знаменитому царствованию Юстиниана I. Начало же христианской проповеди на Таврическом полуострове восходит к I веку по Р. Хр. Предание говорит, Апостол Андрей из Синопа приезжал в Херсон и здесь проповедовал христианство"
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.21 21:02
Вăтанма мар ăнланма пуçлатпăр майĕпен. Такама кирлĕ пулнă чăваша эрех ĕçтерсе пĕтерме. Уйрăмах чăваш эрехе хирĕç кĕрешейместь. Çавăнпа майĕпен пач ĕçме пăрахмалла. Укçа тÿлесе хамăра минрететпĕр-тĕлĕнмелле.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.21 21:11
Шанчăк тĕрĕс калать. Еврейсем е ытти хăйне хисеплекен халăхсем хăйсен несĕлĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлеççĕ. А чăвашсем? Пурте институтсем пĕтернĕ. Пурте ученăйсем,полковниксем,депутатсем,пуçлăхсемпе бизнесменсем. Несĕлсене тĕпчемеççĕ,халăх историĕ кăсăклантармасть,тăван чĕлхене хисеплеместпĕр. Мĕнле халăх эпир?
Володя
2011-04-20 19:58
" Хамăр тăвансемпе эрех-сăрасăр тĕл пулма хăнăхсан – пирĕнтен вăйлă халăх пулмĕ." Пăх-ха, мĕннешкел хамăртан хамăр вăтана пуçларамăр!
Вăтаннăран-ши эпĕ капла çыратăп. Суккăр çын кăна эрех ĕçекенсенче малашăх тесе калĕ. Чăвашсенчен нумайăшĕ ĕçнине суккăрсем кăна курмаççĕ. Е эсир урăх тĕнчере пурăнатăр?
Ĕçекен çын клон пекех пĕр евĕрлĕ: малтан савăннăран е хуйхăпа ĕçет, кайран - никам та ăна ăнланманран, юлашкинчен хăйне никама та кирлĕ мар туйнăран. Ĕçекен çын халăх шăпишĕн пăшăрханса кунта сÿтсе явмĕ. Унăн урăх йывăрлăхсем: хуйхă-савăнăç, ăнланмаççĕ, кирлĕ мар…
ĔÇМЕ МАЙСЕМ КАЛЛЕХ ВĔРЕННĔ ÇЫНСЕМ ТУСА ПАРАÇÇĔ! Вĕсен патшалăх валли укçа пуçтармалла вĕт. Ĕçме чарсан мĕн пек тăкак!!! Халăх эрех кăна ыйтма пăрахать, ТĔРĔСЛĔХ ыйтма пуçлать! Хăй кам иккенне ăнланса илет. Пуç пĕкме пăрахать! Ун пек халăха тытса чарма йывăр.