Çав лавккасен пархатарлă ĕçĕ-хĕлне кашни чăваш форумĕсенче çутатма тăрăшăп.
ZHENYA-VANYA // 2799.73.9463
2011.11.09 21:30
Пирĕн эстрадă вăйлă ман шутпа. Чăваш культури пĕтсе пырать ашĕ амăшĕ ачисене хăнăхтарманшăн.
Вол // 1008.14.5559
2011.11.10 18:57
"Суймасăр, ятарласа тавар илме хулана пырăп". Пирĕн ялта лавккара чăвашла этикеткăлла сăра сутма тытăнчĕç. Пит аван пуçару. Анчах та питĕ примитивно тунă этикеткине.
Эпĕ пачах та сăра-эрех ĕçместĕп. Çапах та, ятне пĕлес килетчĕ? тен, тутанса та пăхăп. Питĕ примитивно тунă этикеткăна курасчĕ. Шель пулин те, этикеткăра пĕр ята кăна чăвашла çырни ик чĕлхепе çырнине кăтартмасть.
Маларах эпĕ Чăваш Республикин законне хисеплекен ценниксене тата этикеткăсене курасси пирки асăннăччĕ.
Вол // 1410.51.1981
2011.11.12 07:15
"Кĕр сăри" ятлă вăл.
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.13 12:49
Халăха ĕçтерсе минретес тесе эрех-сăра ячĕсене вара чăвашла çырса параççĕ."Хамăр ял","Лайх эрех"; Ытти тавара чăвашла çырни курăнмасть-ха.
Шанаспи // 3087.51.6911
2011.12.07 20:48
Чавшшан чаваш, таван хуранташ. Кашни кун Туркай самахесемпе пуранасче
Анонимла // 7740.5.1905
2011.12.07 22:29
Тĕрĕс Шанчак, чăваша вĕреннĕ çынсем пĕтереççĕ. Пирен те пур кунта пĕр этем хăраххи. Пĕтĕм халăх умĕнче чăвашла калаçма вăтанмалла мар тесе кăшкăракан, ыттисене трибуна умĕнче намăслантаракан, хăй вара алăра влаç пулсан та вĕçĕм вырăсла кăна… Çырăттăм та ятне, анчах вăл сирĕнпе нумайăшĕнпе хутăшнине те пĕлетĕп. Никам та вăл икĕ питлĕ этем пулнине ĕненмĕ.
Тимер // 5574.4.5423
2011.12.10 14:31
Шанаспи.Трибуна çинчен чăашла калаçмалла текенсем-тĕрĕссипе ултавçăсем.Çав ик-виç çынсене кăна итлесе тахçанах ывăнтăмăр.Чăн-чăн патриотсем ĕç тăваççĕ. Хăйсене "пиарить"тума вăхăт çук вĕсен.