Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Чӑваш Республикинчи цензура

  17.02.2009 15:39 | Ŝanĝi | Forigi | 8415 Пурĕ пăхнă
Цензурӑна Раҫҫейре тахҫанах пӑрахӑҫланӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫапах та ку пулӑм Чӑвашра вӑйлӑ тымар янӑ пулмалла. Нумаях пулмасть (форумра ӑна "Ҫӗнӗ хаҫат" тесе темле akram палартнӑччӗ) "Взятка" хаҫата вуларӑм, ӑна тӳлевсерех пирӗн агрофирма председателӗ салатрӗ. Каласа панӑ, ку вӑл тӗрӗсех, типографие шыраса тупма питӗ хӗн пулнӑ иккен. Ара, кунта яланах чӑваш халӑх тӑшманӗсене шыраҫҫӗ. Патшалӑха хирӗҫ мар-и тесе ыйтаҫҫӗ.Пӗр фирмӑна тупнӑ-тупнах, анчах та тепӗр кун хаҫат илме пырсан вара типографире "Эпир хамӑр данныйсене хуратрӑмӑр" тесе пелтернӗ. Малтан ма вара пичетлеместпӗр тесе каламан.

Далее...

 

Ҫӗнӗ хаҫат

  16.02.2009 22:57 | Ŝanĝi | Forigi | 4274 Пурĕ пăхнă
Ҫӗнӗ хаҫат тухнӑ терӗҫ. Алла тытса курман паллах. Анчах та электронлӑ майпа http://www.korupciya-edik.ucoz.ru/news/2009-02-13-30
каӑпа вулама пулать. Унтах комментарисене те ҫырма май пур
 

Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ валли тунӑ логотип

  09.02.2009 10:49 | 4938 Пурĕ пăхнă
Унччен ҫак логотипа курманччӗ-ха... Паян вара мӗнле те хыпар тупас тесе cap.ru сайта кӗтӗм те — куртӑм.
Ӳкерекенӗ мӗн палӑртасшӑн пулнӑ-ха? «2009» хисеп ҫинче халь тин ҫеҫ вӗҫсе каясла темле ҫын тӑрать. Тырӑ пучаххине тытнӑ та ун ҫине пӑхса киленет-и?.. Тен тырӑ пучаххи ҫинчен сӑвӑ ҫырасшӑн вӑл?.. Ҫук, тем тесен те, ку логотип ман кӑмӑла каймарӗ.
Эпӗ пулсан логотипра ӗҫлекен ҫынна, ӗҫченлӗхе тӗпе хурса хатӗрлеттӗм.
 

Ярославль урамӗпе утса тухсан...

  06.02.2009 20:59 | 5331 Пурĕ пăхнă
Ҫапла, пӗррехинче, ҫак урам тӑрӑх утса тухма тиврӗ. Ӗҫ вӗренӳ сессийӗ вӑхӑтӗнче пулса иртрӗ — заняти пуҫланиччен вӑхӑт нумайччӗ те сив ҫанталӑка пӑхмасӑр хула тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрес терӗм.
Ярославль урамне утса ҫитрӗм ӗнтӗ... Утатӑп. Шупашкарти кашни ҫурт ҫине тенӗ пекех урам ятне тата ун номерне ҫырса хунӑ. Питӗ кирлӗ япала — васкавлӑ пулӑшу та кирлӗ чухне ҫурта хӑвӑрт тупма пултарать. Вӑт, утатӑп хайхи... Утнӑ май пӗр ҫурт ҫине «Ярославский урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхарӑм. «Эх», — тетӗп хам ӑшра, — «чӑвашла тӗрӗс куҫарма пӗлеймен иккен...» Тепри патне ҫывхарнӑ май ун ҫинче те пулин тӗрӗс ҫырнӑ-ши тесе шухӑшлатӑп.

Далее...

 

Открыти

  20.01.2009 21:40 | Ŝanĝi | Forigi | 4856 Пурĕ пăхнă
"Етӗрне районӗн ялӗсем ял тӑрӑхӗсем тӑрӑх" статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн вулакансемпе калаҫас кӑмӑл ҫуралчӗ.Ӗмӗр пурӑн ӗмӗр вӗрен ,-теҫҫӗ ваттисем. Паян Л. Ю. Браславский пухса хатӗрленӗ " Православные храмы Чувашии" кӗнекепе паллашрӑм. Тӗлӗнмелле открыти турӑм. Пирӗн ялта та чиркӳ пулнӑ иккен!
Церковь Св. Николая Чудотворца, построена на средства купца П.Г.Бакулина в 1899 году.Однопрестольная. Церковь деревянная, теплая, длина с колокольней 4 саж.,наибольшая ширина 4 саж., высота до верхнего карниза4 саж.На церкви 5 глав. Иконостас 3-ярусная, высота 6 саж.

Далее...

 

Вырӑссем канма вӗренесшӗн тет...

  14.01.2009 10:15 | 5196 Пурĕ пăхнă
Халӗ эп Шупашкарта пулнӑ май хыпарсемпе инҫекурав урлӑ паллашатӑп. Ара, кунта, интернечӗ ҫук та... ирӗксӗрех ҫав хатӗрпе усӑ курма тивет. Интернечӗ пур чухне, паллах, эпӗ хыпарсемпе Lenta.ru сайтра паллашатӑп – унта вӗсем объективлӑрах тата (ку маншӑн питӗ паха) тӗрлӗ енлӗ кӑтартаҫҫӗ. Инҫекураври пек пӗр енлӗ мар.
Пӗррехинче, ҫапла пӑхса ларатӑп та ӗнтӗ, Медведев юлташӑн сӑмахне илтрӗм. Эпир, Раҫҫей ҫыннисем, канма пӗлместпӗр иккен. Канма вара пирӗн анӑҫри культурӑран вӗренмелле иккен. Ку сӑмаха вӑл ҫӗнӗ ҫулхи кану вӑхӑчӗ пирки каларӗ. Мана ку, ун сӑмахӗсем, питех те килӗшмерӗҫ.

Далее...

 

live concerts, shows, radio sets and live DJ mixes for free

  07.01.2009 21:11 | Ŝanĝi | Forigi | 5417 Пурĕ пăхнă
Все бесплатное только в мышеловке, ))) да есть некаторые варезные сайты каторые предлогают скачать ту или иную программу тот или иной файл. Но так или иначе за что то стоящее нужно платить,
Так вот один из популярных Mp3 сайтов Ligamusic.com Предлогает Не плохую подборку live concerts, shows, radio sets and live DJ mixes - Download for free.
Подборку Лайфов можно посмотреть по адресу - http://ligamusic.com/download_music_free
как у них указано там лафов "Browse 27990 releases"

Нужно сразу сказать,
Первое - что сам по себе сайт платный, бесплатно можно скачать только лайфы, и то если повезет, что бы попасть на сайт нужно использовать прокси, так как для русской аудитории этот сайт не работает,
И второе - что уже сразу немного разочаровывает - нужно положит на счет $20.

Далее...

 

Истори

  01.01.2009 23:37 | Ŝanĝi | Forigi | 4633 Пурĕ пăхнă
"Истори" уйрӑмӗнче пичетленнӗ Василий Долгов-Кавалсем ҫырнӑ "Республикӑри чи ватӑ шкул" статьипе кӑсӑкланса паллашрӑм.Чӑннипех те мухтава тивӗҫлӗ ӗлӗкхи ватӑ шкулсем, вӗсен историйӗ те питӗ пуян. Эпӗ Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкултан вӗренсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ. Шкул пурнӑҫӗпе интересленсех тӑратӑп. Пирӗн районта аваллӑха хисеплени сисӗнет, манӑн тӑван шкул - вӑтам шкулах.
Хам вӑй хуракан Штанашри вӑтам шкул (ӑна 1842-мӗш ҫулта уҫнӑ, кунта И. Н. Ульянов та 1871 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ) иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче вӑтам шкул статусне ҫухатрӗ.

Далее...

 

Плансем

  26.12.2008 21:24 | Ŝanĝi | Forigi | 4661 Пурĕ пăхнă
Ҫӗнӗ Ҫул уявне пирӗн шкултан никама та илсе каймарӗҫ.Ҫитес ҫул "Тантӑшпа " ытларах ҫыхӑну тытӑпӑр.Эпӗ вӗренекенсемпе телевиденине, радиона, университета, Охотников юбилейне, " Тантӑш" юбилейне,"Хатӗр пула"кайса.Тӗрлӗ конкурссенче ҫӗнтерсе.Павел Семенов ирттернӗ "Напиши письмо солдату" акцине хутшӑнса Шупащкара класпа салтак пӑтти ҫиме каймаллаччӗ, автобус тупса памарӗҫ, каяймарӑмӑр.Кӳренсе депутат патне ҫыру ҫыртӑм. Пире Шуршӑла илсе кайрӗҫ! Класпа каясси пулмарӗ,ачасем экзаменсене хатӗрленетчӗҫ, шкулти активистсене илсе тухрӑмӑр.Сывлӑх хавшамасан, 2009-мӗш ҫулхи уява каятпӑрах!

Далее...

 

Чӑваш телевиденийӗ пирки

  26.12.2008 18:48 | Ŝanĝi | Forigi | 39616 Пурĕ пăхнă
Паян ӗҫрен иртерех ҫитрӗм, яланхи йӑлапа телевизор ятӑм та - чӑвашла передачӑсем курса лартӑм. Ҫур сехет пычӗ пӗтӗмпе. Хыпарсен кӑларӑмӗ тата "Шевле". Рекламӑна кӑларса пӑрахсан пӗр 25 пулать. Пуринчен ытла мана чӑваш телевиденийӗ питӗ мелсӗр вӑхӑтра тухни тарӑхтарать. 5 сехет иртсен пуҫланать те 6 сехет ҫитиччен пӗтрӗ. Шӑпах ку вӑхӑтра ҫынсем ӗҫрен тухаҫҫӗ, лавкка таврашне кӗреҫҫӗ, кил-хуҫалӑхпа аппаланаҫҫӗ - телеэкран кмне ларма никамӑн та вӑхӑт ҫук. Чӑваш телевиденийӗн передчисене ӑнсӑртран, тахҫанта пӗрре кӑна курма пултаратӑн. Мӗншӗн ҫапла хӑтланаҫҫӗ?

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 309, 310, 311, 312, 313, [314], 315, 316, 317, 318, 319, ... 372
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)