Пирӗн шкул ҫулленех пионери кунӗнче вӑрмана ҫул тытать.Шкулӑн ӗмӗрхи традицине тытса пырать.Кӑҫал та "иккӗсене ", ӑнӑҫсӑрлӑхсене костерта ҫунтарса яма вӑрмана кайрӑмӑр. Кашни класӑн хӑйӗн вырӑнӗ пур, кунта шалаш туса лартнӑ, апат хатӗрлеме кӑвайт вырӑнӗ майланӑ, апатланма сӗтел , йӗри-тара саксем вырнаҫтарнӑ. Васкаса кӑвайт чӗртсе яраҫҫӗ, апат-чей хатӗрлеҫҫӗ. Костер умне пурте пӗрле пухӑнса хаваслӑ юрӑсем шӑратаҫҫӗ.Апатланнӑ хыҫҫӑн хаваслӑ стартсем пуҫланаҫҫӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чупаҫҫӗ, чӑрмавсене парӑнтараҫҫӗ, футбол выляҫҫӗ. Вӑрӑм тунасенчен те хӑвӑтртрах вӗҫтереҫҫӗ пирӗн ачасем.Учительсем те парӑнмаҫҫӗ. Епле хитре ҫурхи вӑрманта!Сывлӑшӗ уҫӑ тӗрлӗ хитре чечек ешерет, куккук сасси янӑрать, кайӑксем те пирӗнпе пӗрле савӑнчӗҫ. Кӑвайт вырӑнӗсене , харпӑр хӑй вырӑнне тирпейлесе хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа килелле ҫул тытрӑмӑр.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.