Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Шупашкарпа Ҫӗрпӳ районӗсенче

Аçтахар Плотников16.05.2011 21:034224 Пурĕ пăхнă
Ӗнерпе паян ялсем ӳкерсе ҫӳрерӗм. Хальхинче ман ҫул Лапсар — Ҫӗньял — Тренкасси — Шорчекасси — Пӗчӗк Кӗҫтемӗр — Ҫӗрпӳ — Тапанар — Уйри Пушарпуҫ — Шӑнкас — Лапсар мартшрутпа выртрӗ. Ӗнер Ҫӗрпӗве ҫитрӗм, паян — Ҫӗрпӳрен Шупашкара (кӗрсе тухмалли сӑлтав пурччӗ) тата киле, Лапсара. Ку вӑрӑм ҫулҫӳреве ирттерме пулашнӑшӑн Владимир Андреева тав сӑмахӗ калас килет (велосипедпа тӳрех пӗр кунта Ҫӗрпӗве ҫитсе каялла таврӑнма йывӑр пулать тесе хам ҫула икӗ куна пайларӑм).
Мӗн ӳкернине каярах лартӑп. Халь вара ҫул ҫинче курни-илтни пирки каласа парасшӑн.
Кӑсӑкли, интересли пайтах куртӑм. Ҫула ахаль тухнӑ теместӗп. Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хушшинчи ялсем вырӑсланни кӑмӑла питӗ хытӑ пӑсрӗ. Тӗслӗхрен, Кивҫурткасси (ку ял Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) патне ҫитнӗ чухне пӗр хӗре асӑрхарӑм. Хайхи яланхиллех малтан тӗл пулнӑ ҫынран ял мӗн ятлӑ пулнине ыйтрӑм. Мӑнтарӑн, эп темскер ятне ыйтнине ҫеҫ ӑнланчӗ курӑнать. «Как меня зовут или деревню?» — мана хирӗҫ ыйтрӗ. Ун ячӗ тем тума кирлӗ ӗнтӗ... Хам ыйтӑва вырӑсла ыйтсан та ял ятне вырӑс акцентпа каларӗ. Чӑвашла пӗлменскер... Тепикассинче паян тепӗр хӗртен лавкка ӑҫта вырнаҫнине ыйтрӑм. Юрать-ха мана ӑнланчӗ. Вырӑсла та пулин ялти магазин ӑҫтине кӑтартса ячӗ. Сӗлескер енчен ача ушкӑнӗ ирхине хӑпарчӗ — пӗр асли шкула ертсе каятчӗ пулас — шӑпӑрлансем вырӑсла ҫеҫ пуплешеҫ. Вырсарникунсенче чылай ҫула тухнӑран вырӑсла калаҫакан ачасене эп хуларан килнисем тесе шутласаччӗ — ҫук иккен, вырӑнтисем вырӑсланаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вырӑсла ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшать курӑнать.
Эп ҫӳренӗ ҫул ҫинче ял ятне чӑвашла ҫырнине пӗрре-иккӗ ҫеҫ куртӑм. Пӗрре — Паҫпак ялӗн палӑкӗ ҫинче (мана питӗ килӗшрӗ), тепре — Уйри Пушарпуҫ ялне кӗнӗ вырӑнта (ҫул пӑрӑнчӑкӗсенче ҫапах та вӑл ялӑн чӑвашла ятне палӑртма вӑтаннӑ — вырӑслисем ҫеҫ). Тапанар ял хапхи ҫине ун ятне ҫырса хунӑ — интереслӗ ӗнтӗ — анчах та вырӑслине. Чӑвашла ятне ҫырман ялсене эп яланах вырӑс ялӗ тесе шутлатӑп. Вӗсенче халӑхӗ те, эп сӑнанӑ тӑрӑх, вырӑсларах. Чӑвашла ята ҫырасси темрен килет ӗнтӗ. Уйри Пушарпуҫах илес — ял патӗнчи хӑма ҫине ҫырма пултарнӑ пулсан ҫул пӑрӑнчӑкӗ патӗнче ма палӑртман? Шупашкар районӗ теме пулать, анчах ку районтах чӑвашла ҫырса ҫапнисем туллиех (тулькӑш вӑл ялсем Ҫӗрпӳ еннелле мар...).
Икӗ палӑк тӗл пулчӗ — пӗри Паҫпак ялне XVIII ӗмӗрте никӗслени пирки лартни, тепри — Первомайскинчи Иван Малкай палӑкӗ. Апаш палӑкӗпе Ҫӗрпӳри обелиска асӑнмӑп — вӗсене эп малтанах курса, вӗсем ҫул хӗрринче ларнӑран пӗлессе те вӗсене чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ.
Ку тӑрӑхри (Ҫӗрпӳпе Шупашкар хушшинче) ялсем пӗр-пӗринчен чылай чухне ҫырмапа ҫеҫ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Теприсем (тӗслӗхрен, Вӑрманкас Кӗҫтемӗрпе Ҫитчарак) пӗрлешсех ларнӑ. Ял ҫыннине курман пулсан пуҫа чылай ватнӑ пулӑттӑм-ха — Вӑрманкас Кӗҫтемӗрӗн Ҫӗнӗ урамӗ хӑш ял шутне кӗртмеллине шутлаттӑм. Шӑнкас ялӗ те кӑсӑклӑ. Пӑхсан, ҫырма тепӗр енчи урам урӑх ял тесе шутлӑттӑн — ҫук, иккен, Шӑнкасах. Сӑмах май вӑл ялта лавкка ӑҫтине ыйтсан манран мӗн туянас кӑмӑл пуррине ыйтрӗҫ. Ял ҫыннине ӗненес пулсан Шӑнкасра водкӑсӑр пуҫне нимӗн те туянмаҫҫӗ. «Ма ҫутти пирки ыйтатӑр вара?» тесен — вӑл кирлӗ пулсан, иккен, ҫырма урлинчине каймалла. Первомайски лавккинче те ир-ирех ҫав эрех патне пынӑ икӗ арҫын иртсе кайрӗҫ... Ялта чӑн та вӑл чи пӗрремӗш тавар пуль...
Ку хутӗнче ман ҫул ҫинче йытӑсем пулмарӗҫ. Пуласса пулчӗҫ ӗнтӗ, анчах кил хушшинчен, сӑнчӑртан, ҫеҫ вӗрсе хӑварчӗҫ. :) Малтанхи ҫулҫӳревсенче яланах пӗр йытӑ та пулин ман ҫула пӳлетчӗ, ҫула пӑртаратчӗ. :) Тата ялсенчи хӑш-пӗр карчӑксен пӗр йӑла пур — мӗн те пулин ӳкерен пулсан тӳрех сиксе тухаҫҫӗ. Эп темле усал ӗҫ тунӑнах туйӑнать-ши вӗсене? Пуҫлаҫҫӗ ыйтма — мӗн ӳкерен, мӗн валли, ӑҫтан эс, вӗсен ялӗнче мӗн ҫухатнӑ... Вӗсем мана пӗчӗк вӗшле йытӑсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Журналист тесен кӑшт лӑпланаҫҫӗ-ха... Хайсенчен тулькӑш нимӗн те пӗлейместӗн, ирӗксӗрех хӑван шырама тивет. Те вӑл вырӑнсене хакласах та каймаҫҫӗ пуль. Ялти хитре вырӑнсене кӑтартма ыйтан та — ним те калама пӗлмеҫҫӗ. Юрать илемлӗ вырӑнсем хӑйсемех ман ҫул тӗлне пулаҫҫӗ...
Кунпа вӗҫлес пуль. Халь пӗр эрне пек 674 сӑнӳкерчӗке суйламалла, ят памалла пулӗ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2011.05.22 13:40
Пархатарлă ĕç, Тавх тăванăм!

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj