Шăхлич
I
Кăнтăрти пĕр хулана канма кайсан, вырсарникун, вырăнти художниксемпе скульпторсем йĕркеленĕ выставкăна курма тухрăмăр. Картинăсем мана интереслентерсех каймаççĕ, хам пушă вăхăтра чутлакаласа-касма юратнăран-ши, ытларах скульптурăсем патĕнче чарăнкаласа тăтăм. Пĕр пысăках мар пӳлĕме кĕрсен, мана гипсран тунă хăш-пĕр япаласем тыткăнларĕç.
Чи малтанах куç тĕлне «Утă çулакан хĕрарăм» лекрĕ. Эпĕ унăн тумĕнче те, кĕлеткинче те сасартăках темĕнле çывăх та палланă йĕрсене курсан, ку чăваш хĕрарăмĕ, тесе кăшт çеç кăшкăрса ямарăм. Мана уйрăмах «Макăракан савни» текенни кăмăла кайрĕ. Мĕн чухлĕ хуйхă, мĕн чухлĕ ырату пуçтарăннă унăн ăшĕнче, анчах сăнĕнче вăл ытлашшиех палăрмасть. Художник çыннăн шалти туйăмне çав тери тĕлĕнмелле тĕрĕс кăтартса панă. «Макăракан савни» вырăсла тумланнă пулин те, эпĕ унăн сăн-питĕнче каллех чăваш йĕрĕсене куртăм. Тек чăтаймарăм ĕнтĕ, автор ятне вуларăм: «Н. И. Хурашов скульптурисем».
Хушамачĕ те чăвашăнни пек туйăнчĕ. Экскурсовод Хурашов скульптор отставкăри полковник иккенне пĕлтерчĕ, адресне пачĕ, анчах хăш халăх çынни пулнине татса калаймарĕ.
Çав кунах скульптор хваттерне шыраса тупрăм.
Паллашрăмăр. Йăнăшман иккен эпĕ: Никита Иванович, чăн та, чăваш.
Тĕрĕс, полковник. Отставкăна тухни те икĕ çул кăна.
Эпĕ ăна ĕмĕрĕпех çарта та скульптор пулнă пулĕ тесе шухăшларăм, анчах йăнăшрăм иккен. Выставкăна тăратнă скульптурăсене вăл çулталăк çурăра тунă тесен, ĕненсех те каймарăм.
Акă унăн калавĕ.
II
Тăм хăватне эпĕ сакăр çултах ăнкарса илтĕм пулас…
Çуркунне, çутçанталăк чĕрĕлсе çитсен, чи малтан йăмрана сĕткен кĕрет. Касса илетĕн те пĕр-пĕр якарах турата, шаккаса шанкине ӳкеретĕн, пулас шăпăр валли хуппинчен чĕлĕх тăватăн. Анкарти хыçĕнчех — вĕтлĕх вăрманлă Тарăн çырма. Унта çĕçĕ йăтса чупатăн. Пĕр-пĕр якарах вулăллă шĕшкĕ тупса, ун хуппине чалăшраххăн лента сарлакăш касса сĕветĕн. Çак пĕр метр тăршшĕ хуппа чĕлĕх çине чĕркесе каятăн. Акă сана ĕне мăйраки пысăкăш шăхлич хатĕр те. Пĕлместĕп мĕншĕнне, анчах пирĕн Вăрнар таврашĕнче ăна шăпăр теççĕ. Шăпăр ĕнтĕ вăл хăмпăран тунă япала, çакнашкал кăпăр-капăр шăхличпа танлашмасть. Çапах та шĕшкĕ хуллинчен тунă мăйрака çине темиçе шăтăк шăтарсан, путек ӳпки пысăкăш ӳпкӳ сывах пулсан, кирек епле шăпăрçăпа та тавлашма пулать.
Ман талант тени путлĕ çынпах çыхăнман. Пирĕн ял кĕтĕвне таçтан катаран килсе кĕрĕшнĕ Захар текен каччă пăхатчĕ. Хытанка та вăрăмскер, чикан пек хураччĕ хăй, сăн-сăпачĕ манăçа туха пуçланă ĕнтĕ, çапах пĕчĕк хура куçĕсем çын çине кăшт сивлекреххĕн пăраласа пăхнине паянхи пекех астăватăп. Ăна черетпе апат çитеретчĕç, çывăрма та апат çитерекен патĕнче çывăркалатчĕ.
Пĕррехинче, хĕвел анас умĕн, вăл пирĕн пата пырса кĕчĕ. Çитрĕ те купаласа хунă шерте купи çине ларса çăпатине салтса силлерĕ, тăлисене сарса хучĕ. Шăпăр каланă çĕртех сăмсана ура тар шăрши пырса çапрĕ. Вăл эпĕ нăйкăштаракан чĕлĕхĕн кĕввине итлесе ларчĕ-ларчĕ те çапла сăмах хушрĕ:
— Ачам, сан хăлхуна упа пусман, — теççĕ.
— Упасем вĕсем вăрманта, — тавăртăм эпĕ. — Епле ман хăлхана пусчăр?
Вăл ахăлтатсах кулса ячĕ, сивĕрех куçĕсем те самантлăха ăшшăн-ăшшăн пăхнă пек туйăнчĕç.
— Итле-ха, шăпăрлан. Арçут çырмине пĕлетĕн-и? Унта тăм шăтăкĕсем пур. Çиелти шăтăкра — шур тăм. Вăт çавăнта кайса ху пуçу пысăкăш тăм илсе кил.
Мĕн тума? Каймастăп. Альдонна хĕнет.
— Кам вара вăл Альдонна?
— Хĕрача.
Каллех вăл ахăлтатса кулса ячĕ те çапла сăмах хушса хучĕ:
— Вăт шăпăрлан. Каччă пуçупа хĕрачана хĕнеттеретĕн-и? Ан хăра эс, патак илсе кай. Кам сан çине ал çĕклет, эс патакпа тавăр. Ăнлантăн-и? Патакпа! Арçын кантри ан çĕртĕр, — терĕ.
Унăн хура куçĕсем сасартăках сиввĕн çиçе пуçларĕç, вĕсем таçта катана тинкерсе шухăшсăррăн ялкăшрĕç.
Эпĕ асаннен шĕшкĕ туйине илтĕм те Арçут çырмине чавтартăм.
Телейлĕ пултăм-ши, паян Альдонна курăнмарĕ. Çырма хĕрринче ларакан пӳртĕн алăкĕнчен тĕтĕм йăсăрланатчĕ. Вĕсен мăрье тавраш çук. Пӳрчĕ йăлтах тĕтĕм хăрăмĕпе хуп-хурах хуралса ларнăччĕ. Катаранах унтан мунча шăрши çапатчĕ. Унта шăпах Альдонна ашшĕ, хĕп-хĕрлĕ сухалне кăкăр таранах ӳстерсе янă Пурхиле мучи, пурăнатчĕ. Манран пĕр тăватă çула яхăн аслă хĕрачи мана тăтăшах ватнăран-ши, Пурхиле мучине эпĕ чĕререн кураймастăм, хăраттăм та. Альдоннине эп «Алтуни» тесе чĕнеттĕм тата пур ача-пăча витлекен ятпа урам çурасла «Комбед» тесе кăшкăраттăм. Юлашки сăмахĕ маншăн питех те усал сăмах пек туйăнатчĕ. Каярах çеç Пурхиле мучи ялта чи малтан чухăнсен комитечĕн председателĕ пулнине пĕлтĕм.
Арçут çырминчен, Захар каланă пек, хам пуç пысăкăш шур тăм чăмăрккине ăнăçлах илсе тухрăм. Асанне туйи те кирлĕ пулмарĕ.
Каçхи апат çисе тухнă Захар кĕсйинчен çĕçĕ кăларса çăмарта калаккинчен те пĕчĕкрех калак турĕ, патаксем чутларĕ. Ĕне валашкинчи шывпа тăма йĕпетрĕ, ăна пĕр чĕптĕм ывăçласа илсе аллипе йăвала пуçларĕ. Тепĕр самантранах тăм муклашкинчен кайăк пулса тăчĕ. Унтан-кунтан шăтаркаларĕ те çăвара чиксе вĕрчĕ. Килхушшинче шăхлич сасси янраса кайрĕ. Самантрах кĕтӳçĕ виçĕ шăхлич турĕ, лаç алăкĕ тăрринчи хăма çине кайса хучĕ.
— Пĕр-икĕ кун типтĕр. Ан тив, ан тĕкĕн.
— Мана тума вĕрентетĕн-и?
— Ыран тапăра тăм илсе пыр, вĕрентетĕп.
— Пĕчченех-и, е Аркаша та чĕнес?
— Малтан хăв вĕрен-ха. Малтан хăвшăн тăрăш, — типпĕнреххĕн тавăрчĕ вăл. Урăх сăмах чĕнмесĕрех килхушшинче ларакан урапа ешĕкĕ çине тăсăлса выртрĕ. Анне ăна минтер, витĕнсе выртма çивитти илсе тухса пачĕ.
Каçхине эп канăçсăртарах çывăрнă. Çав çĕр тĕлленнĕ тĕлĕк халĕ те асра.
Лаç алăкĕ тăрринчи хăма çинчен манăн шăхличсене Альдонна вăрласа тарать пек. Ун хыççăн эпĕ асаннен шĕшкĕ туйине йăтса хăвалатăп. Анчах вăл хытă тарать, ниепле те хăваласа çитеймерĕм. Тарчĕ-тарчех вăрласа. Кăшкăрса вăранса кайрăм та турех йĕрсе ятăм.
Йĕре-йĕре картишне чупса тухрăм. Шăхличсене никам та тивмен-мĕн.
III
Кашни ирех эпĕ Арçут çырмине чупаттăм. Килтен вăрласа тухнă пир сумка ăшне тăм тултараттăм. Чип-чипленсе кайнă урасем мана çил арманĕ патне илсе тухатчĕç, унтан сулахаялла пăрăнса, тусанлă çул тăрăх. Çавал хĕрринелле ыткăнаттăм.
— Çывăратăн та, шăпăрлан. Куртăн-и, кĕçех сурăхсем çисе тăранаççĕ, тапăра каятпăр, эс халь тин килетĕн. Хăв шăхлич тума вĕренесшĕн тата?!
— Вĕрентместĕн-им?
— Вĕрентĕп. Пĕр хушă сурăхсене пăхкала-ха, эп кăшт тĕлĕрсе илем. Кăшт-кашт çикелеччĕр те тапăра хăвала.
Захар сăрт тăрринчи йăмра сулхăнне тăсăлса выртатчĕ те куçне хупнă-хупманах харлаттарма пуçлатчĕ. Эпĕ вара анчăк çури пек кĕтӳ тавра чупа-чупа çаврăнаттăм. Хăшкăлса çитсен, сурăхсем пуçне пĕр-пĕрин хырăмĕ айне чиксе йывăррăн хашкама тытăнсан, вĕсене тапăралла хăвалаттăм.
Тапăрĕ Çавал хĕрринче, ĕлĕк арман пĕви пулнă вырăнта. Кунта тамбăна çирĕплетме лартса хăварнă ватă йăмрасем кашлатчĕç, çурри çĕрсе кайнă арман пӳрчĕ пурччĕ. Маччи тăрринче мăян тĕмĕ ӳсетчĕ, чӳречин хашаки çукчĕ, алăкне такам тăпăлтарса кайнăччĕ. Пӳрт тавраллах вĕлтрен ашкăратчĕ. Темшĕн-çке мана çак пӳртре тата мачча çинче шыв шуйттанĕсем, çĕлен-калтасем пытанса пурăннăн туйăнатчĕç. Унта та хăш-пĕр чухне Захар кăна кĕркелесе тухатчĕ.
— Усалсем кăшт çеç тытса çисе ямарĕç, — тетчĕ вара час-часах.
Çак сăмахсем манăн сехрене татах хăпартатчĕç, вара эпĕ тапăра юлнă Захар патне чупаттăм. Ăна вăратма темех мар. Вăл ман ура сассине илтсенех хăранă сурăхла варт! сиксе тăратчĕ, унталла-кунталла пăхкалатчĕ.
— Шăхлич тума вĕрент, — йăлăнатăп хайхи эпĕ.
— Эсĕ хăв та шăхлич, сана тата шăхлич тума вĕрентсен, тĕнчере миçе шăхлич пулать? Ну-ка, шутласа кăлар.
— Иккĕ, — тавăратăп эпĕ.
Вăл ахăлтатса кулса ярать, мана çупăрласа çурăмран лăпкать.
Эпир унăн çӳхе пиншакĕ çине лараттăмăр. Вăл ман сумкăри чăмăрккаран тăм хăйпăтса илет, мана та çавăн пысăкăш илме хушать. Унтан хăйĕн сарлака ывăç тупанĕ çине хурса пашалу пек лапчăтать. Ман алри тăм лапчăнасшăнах мар.
— Сывлăш хăварма юрамасть. Атту типĕтнĕ чух çурăлса каять, — вĕрентет вăл.
Захар ман пӳрнесене хăй пӳрнипе пусать. Унăн алли перĕнсенех тăм лапчăнать, тăсăлать, самантранах кайăк кĕлетки пулса тăрать. Кайăкĕсем унăн пурте пĕрешкел: хурчканни пек сарлака кăкăрлă тата шĕвĕр сăмсаллă. Акă вăл унăн хырăмне алтăкласа илет, çиелтен тăваткал шăтăк хăварса питĕрет, тутана хыпмалли хӳри вырăнне, унтан çунат вырăнĕсене шăтарать. Лапчăнасран асăрханса вĕретĕн те, асамлă кайăк сас пама тытăнать. Çиелти пĕр шăтăкне пӳрнепе пуссан, сасси улшăнать, тепĕрне те пуссан нăйкăшать, пӳрнӳсене харăс илетĕн те сасă янках уçăлса кайса вăйланать. Черетпе пусатăн, хытăрах е хулленрех вĕретĕн: темĕн тĕрлĕ кĕвĕ те шăратса кăларма пулать. Кирлĕ-тĕк — «Ан авăн шĕшкĕ» е «Пирĕн урам анаталла» кĕвĕлетĕн.
Темиçе шăхлич тусан, вăл каллех çывăрма тăсăлса выртатчĕ, вара эпĕ сурăхсене тапăртан тăричченех астăваттăм.
Пĕр уйăх тăм йăтрăм эпĕ Захар патне — унтан кая мар шăхлич тума вĕрентĕм. Лаç алăкĕ тăрринчи хăма та, чăланти çӳлĕксем те эпĕ тунă шăхличсемпе тулчĕç.
Кам пĕлет, малалла та шăхлич тăваттăмччĕ-и, тен, пĕр инкек пулман пулсан.
Ун чухне эпир иккĕмĕш кун шкула кайнăччĕ ĕнтĕ.
Уроксем пĕтсенех, пĕр-пĕринчен ăмăртмалла чупса киле таврăнаттăмăр.
— Кур-ха, — терĕм ачасене, — сурăх кĕтĕвĕ халех кĕртнĕ.
— Вĕсем кĕтӳрен тăрса юлнăскерсем, — тавăрчĕ тахăшĕ.
Урампала малалла утнăçемĕн сурăхсен йышĕ татах хутшăнчĕ, манăн чĕре теме сиснĕн кăртлатса илчĕ: «Захар чирлесе ӳкмен-ши?»
Ял Совечĕ патне çитсен тин пĕтĕмпех паллă пулчĕ. Унти икĕ лава халăх хупăрласа илнĕ. Иккĕшĕн патĕнче те — милиционерсем. Пĕри аллине шап-шурă бинтпа çыхса мăйран çакнă. Ал тунинчи бинчĕ пĕтĕмпех юнпа пĕвеннĕ. Малти урапа çинче выртакан çыннăн хура çӳçĕсене курсанах эпĕ Захара палласа илтĕм. Çынсем хушшипе хĕсĕнкелесе мала тухса тăтăм. Пичĕпе вăл ман еннелле выртать. Тути пĕтĕмпех кăвакарса кайнă, пичĕ пурă пек шуралнă. Куçĕ хупăнман. Куç шăрçи çамки айнех кĕрсе кайнăран куç шурри ытла та тискеррĕн ялтăртатать. Пичĕ çине юн юхса анса темиçе йĕр хăварнă та кĕвелсе ларнă.
— Захар! — кăшкăрса ятăм эпĕ, ун патнелле ыткăнса. Анчах мана такамăн çирĕп алли ярса тытрĕ, каялла халăх хушшине илсе кĕртрĕ.
— Çав кирлĕ ăна, кашкăра, — терĕ Пурхиле мучи.
— Сана хăвна вĕлермелле! — терĕм те эпĕ халăх хушшинчен тухса килелле ыткăнтăм. Сайхалăха утă çине хăпарса тăраниччен йĕтĕм, Захара вĕлернĕ çынна тавăрма тупа турăм.
Тепĕр кун мана икĕ милиционерпа ял Совет председателĕ сурăх кĕтĕвĕ тапăрта тăнă вырăна илсе кайрĕç, Захар хăш вырăнта пулнине ыйтса пĕлчĕç. Эпĕ хам мĕн пĕлнине каларăм. Вĕсем пысăк хуйăрпа хупланă йăмра хăвăлĕнчен пăшал (вăл винтовка пулнă), хутаçпа чĕркенĕ патронсем тата тимĕрçĕ тунă пысăк çĕçĕ тупрĕç.
Унтанпа çĕр пичĕ темиçе хут та юрпа хупланчĕ.
Ун чухне илтнисенчен тата нумаях пулмасть архиври материалсемпе чакаланнă хыççăн манăн ача чухнехи кăмăл пăтранăвĕ ытла та уççăн палăрчĕ.
Захар пирĕнтен çирĕм сакăр çухрăмри пĕр ялта раскулачить тунă кулак ывăлĕ пулнă иккен. Ашшĕ-амăшĕсене Çĕпĕре ăсатиччен вăл тарса юлнă, пирĕн яла кĕтӳçе пырса кĕрĕшнĕ. Кам пĕлет, лăпланса пурăннă пулсан, йытă вилĕмĕпе вилмен те пулĕччĕ-и, тен. Каçсерен вăл, ял-йыш çывăрса кайсан, хăйсен ялне чупнă, ял активисчĕсен килĕсене пĕрин хыççăн теприне тĕрте-тĕрте çунтарнă. Маншăн халь те Захар чăтăмлăхĕ тĕлĕнмелле пек туйăнать; çуллахи кĕске çĕрте çирĕм сакăр çухрăма çитсе килесси çăмăл мар ĕнтĕ. Акă мĕншĕн çывăрнă иккен вăл кăнтăрлахи тапăр вăхăтĕнче.
Çавал хĕрринче чăн-чăн çапăçăвах пулса иртнĕ-мĕн. Милиционерсем ăна çывăрнă вăхăтра тытасшăн пулнă, анчах вĕсене сиссе кĕтӳçĕ арман пӳртне тарса кĕнĕ, чăн-чăн çапăçу пуçарнă. Пĕрне вĕлернĕ, тепĕрне амантнă. Юлашкинчен хăйне те вĕри тăхлан хĕрхенмен.
Захар вилĕмĕ хыççăн эпĕ шăхлич çинчен те манса кайрăм. Аса та илместĕм пулĕ, пĕр сăлтав пулман пулсан.
Ун чухне эпĕ вунпилĕк çултаччĕ, кӳршĕ ялти çиччĕмĕш класран вĕренсе тухрăм та, малалла ăçта вĕренме каяс шухăшпа пăтранкаласа пурăнатăп.
— Çитĕ сана, прухвессăр, — татса каларĕ пĕррехинче атте. — Эпĕ пĕр хĕл шкула çӳренĕ те, бригадирта ĕçлетĕп. Халь çичĕ çул вĕреннипе РИК председателĕ пулма пулать.
Пулать-тăк… Вăл мĕн ĕçе кайма хушать, эп çавăнта сулланатăп. Пĕррехинче Канаша ăратлă такасем илме кайса килтĕм. Çитессе çĕрле çеç çитрĕм те, лаша тапунне шыраса тупаяс çук тесе, лашана урапа ешĕкĕ çине темиçе çĕклем утă антарса патăм, хам та унтах тăсăлса выртрăм.
Сасартăк хамăр садра темĕнле кайăк юрласа ячĕ. Эпĕ халь çав юрра нимĕнпе те танлаштараймастăп, паянхи кун та вăл ман хăлхарах янăрать. Пирĕн патра ку таранччен шăпчăксем пулман-и е вĕсем концерта тухиччен эп хуп турттарма пуçланă, — пĕлместĕп, анчах çак юрăçă шăпчăк пулнине чĕрепе туйса илтĕм. Хам ăна хăратса ярасран хусканма та шикленетĕп, сывлама та пăрахрăм темелле. Хитререн те хитререх шăрантарать хăйĕн савăк юррине. Унăн юррипе кирек епле урă çын та ӳсĕрĕлсе каймалла, кирек кам та çунатланмалла. Хăлхара кĕвĕ шăплансан та, эпĕ пĕр хушă унăн юррипе киленсе выртрăм. Пĕтĕм чĕре, ăшри кашни кĕтес юрланăн туйăнчĕ.
Лаша сăмсипе тĕкни çеç мана ансухлăхран кăларчĕ, вăл кăптăртаттарсах утă çиет. Сăмсине çӳçен пĕрчи кĕнĕрен-ши, çывăракан ял вăранса каймалла тулхăрса илчĕ.
Вара çак ăссăр выльăх паха юрăçа та хăратса тартнăн туйăнчĕ.
Хăрани кăлăхах-мĕн. Каллех шăпчăк юрă кĕвĕлеме пикенчĕ. Эп ĕнтĕ каллех ун юррипе, кĕввипе сывлама тытăнтăм.
Астумастăп, мĕн хушăра тĕлĕрсе кайнă. Вăранасса вара юрласа вăранса кайрăм. Выртма хыт урапа çинче выртăттăм ĕнтĕ, лаша мана сăмсипе çавăра-çавăра пăрахнă курăнать, айри утта та пĕтĕмпех çисе янă. Кĕçенсех хăйне шăварма ыйтать.
Ирхи сивĕпе хам сиксе чĕтретĕп, анчах ăшра ăшă хавхалану капланнă. Каллех эпĕ шăхлич çинчен аса илтĕм те Арçут çырмине лăпăстатрăм.
Алăри тăм каллех шăхăракан кайăк пулса тăчĕ. Каллех эпĕ, темĕн çухатнă çын пек, хамăрăн лаç умĕнчи пахчана тухса лараттăм. Кунти икĕ тенкел манăн хăйне евĕрлĕ мастерской пулса тăчĕ.
Эпĕ шăхличсем тунине, килтисемсĕр пуçне, тата икĕ ача пĕлетчĕç.
Пĕри — Альдонна. Ку вăхăтра вăл манпа вăрçма пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Пурхиле мучи, хура пӳртне ишсе, вĕр-çĕнĕ пӳрт лартнăччĕ. Пĕр çул бригадирта ĕçленĕ хыççăн ăна председателе лартрĕç. Çынпа хутшăнма юратман атте те Пурхиле мучипе час-часах йăпăлтаткалама пăхатчĕ, уявсенче хăнана-мĕне пырсан, ăна чи хисеплĕ вырăна, вăрăм сухаллă, хаяр сăнлă турăш айне лартатчĕ. Хăйма пек шурă кăпăклă кăрчама стаканĕ те малтан колхоз председательне лекетчĕ.
Хĕрĕ хăюллă пулсан та, пуçтахлăхĕ çукчĕ ĕнтĕ. Пирĕн пата вăл час-часах писмен е уйран çӳпçи патне каçатчĕ. Вăл тухса кайсанах кăмăлсăрланнă асанне çапла мăкăртатса илетчĕ.
— Эппей, ĕнине илчĕç, уçламалăх çӳпçе тутараймаççĕ, — тетчĕ вара кăмăлсăрланнă асанне.
Эп шăхлич тума тытăннине Альдонна таçтан-муртан сисетчĕ. Кĕрет те пахчана ларать пăхса. Сăмах та чĕнмест хăй, тем пысăк хуйхă пуснă ват çын пек хаш! та хаш! сывлать.
— Кӳр-ха, шăхăртам.
— Шăхăртса парăпин ак хăлха чиккинчен! Ан тыт, теп, типмесĕр!
Эп ăна пĕрре кăна мар шăхлич панă, анчах вăл шăхăртнине тӳсме пултараймастăм. Пĕлместчĕ шăхăртма, суя сасси хăлхана çуратчĕ.
Анратсан-анратсан эпĕ ăна пĕр шăхлич парнелеттĕм те, кайран çапăçса каяттăмăр. Е вăл арçури хăраххи манăн хăлхаран пырса шăхăртать, е тата пӳрнине çăвăра чиксе йĕкĕлтет:
— Мик! Мик! Микита;
Микитанне шăхличне
Йыт вăрласа кайнă, тет…
Эпĕ ăна хăваласа çитсе пусса антараттăм, çилле шăнараймасăр ăçтан килчĕ унтан çатлаттараттăм.
Çакнашкал тӳпкелешӳ хыççăн манăн хăлхасем талăкĕпех хĕп-хĕрлĕ çӳретчĕç. Асаннен чĕлхи часах картран вĕçерĕнетчĕ вара.
— Ывăлĕ, илтетĕн-и эс? Эппей, каллех Пурхиле хĕрне ватрĕ вĕт, — тетчĕ вăл.
Ывăлĕ вара — манăн атте ĕнтĕ — эп хăйĕн хулпуççи çӳллĕш ӳснĕ пулин те, асаннен элекĕ хыççăн мана икĕ хăлхаран тытса Мускав чиркĕвĕ кăтартатчĕ. Пусма сĕтĕрекен сысна евĕр çухăрни кăна çăлатчĕ мана.
Хăлхасенчен тепĕр хут пăрнă хыççăн пӳртрен эп çĕмрен пек тухса вăркăнаттăм.
Çав Альдоннăшăнах ĕмĕрлĕхе урлă хăлхаллă пулса юлтăм, уншăнах патак айĕнчен тухаймастăм.
Таçтан-муртан сисетчĕ вăл эп пахчана кĕнине, каллех нимĕн пулман пекех çитсе ларатчĕ.
— Шăхлич каласа кăтарт ĕнтĕ.
— Саншăн ак атте хăлха чиккинчен шăхлич калаттарчĕ. Паян та шăхăрать.
— Эс ан харкаш.
— Эс сахалтарах витле.
Шăпланать пĕр хушă. Унтан каллех çав юрă.
— Каласа кăтарт ĕнтĕ.
— Ну, мĕн çыпçăнатăн? Ларас килмест пулсан, кай Арçут çырмине.
Вăл алăкран тухса шĕтĕрнек картаран сĕвĕнет. Халь ĕнтĕ мана йĕкĕлтеме пуçлассине кĕтсех тăр.
— Розăшăн шăпчăкпа пĕрех шăхăртан. Мик! Мик!
Час-часах ăна унăн вăрăм та çинçе урисем çăлатчĕç.
Роза ятне асăннăшăн эп ăна каçарас çуккине вăл аван пĕлетчĕ, çавăнпа сăмахне каласа пĕтернĕ-пĕтермен килнелле вирхĕнетчĕ.
Роза тенĕрен… Вĕсем кӳршĕри районтан кăçал çеç куçса килчĕç. Унăн ашшĕне шкул директорĕ пулма янă имĕш. Килнĕ-килменех вĕсем пирĕн çумри Çĕпĕре куçса кайнă Хрисан мучисен пӳртне туянчĕç. Пӳрт улăмне сӳсе хĕçтимĕр, сарайĕ-кĕлечĕсене чус витрĕç.
Каçсерен уçă чӳречерен темĕнле паллă мар кĕвĕ тăнкăлтатса тухатчĕ.
— Эппей, пуçларĕ ĕнтĕ майра хăй юррине. Купăс каласчĕ хуть, — мăкăртататчĕ асанне.
Анчах мана кĕвĕ илĕртетчĕ. Çав темĕнле тăнкăлти сасса çĕнес пек, эп хам шăхличе калама пикенеттĕм. Шăхличĕ Захар тунă пекки те мар, вăрăм-вăрăм кĕлеткеллĕ кайăк евĕрлĕскер, темиçе шăтăклăччĕ ĕнтĕ. Шăхăртасса вара «Вĕлле хуртне» те, «Шупашкар туйине» те, «Упи каçман çырмине» те шăхăртаттăм.
Манăн концерт час-часах «Мускав чиркĕвĕ» курнипе вĕçленетчĕ.
— Кама хыврăн эс? Ялта пĕрремĕш кахал пулатăн. Ним ĕç патне те аллу пымасть, — тетчĕ атте чĕркуççипе хыçалтан «лăпкаса»…
Роза манран икĕ çул кĕçĕнрехчĕ. Вăл та пахчари йăмрасем айне тухатчĕ. Пурте килĕшӳллĕччĕ çак хĕрачан: кăн-кăвак пысăк куçĕ те, сап-сарă çӳçĕ те. Тумланасса вăл пудра коробкисем çине ӳкерекен хĕрачасем пек таса та илемлĕ тумланатчĕ.
Малтанах пирĕн пахчана пырсан, эпĕ ăна хамăн чи лайăх шăхличе парнелерĕм. Апла-капла шăхăрткаларĕ те каялла тавăрса пачĕ.
— Ку мĕн вăл! Пирĕн рояль пур, — терĕ.
Эпĕ ăна «Вĕлле хуртне» шăхăртса кăтартрăм.
— Пирĕн анне тата лайăхрах калать.
— Аннӳ кам сирĕн?
— Учительница.
Тепĕр кунне Роза милиционерсен шăхличне илсе пычĕ. Шăхăртса кăтартрĕ.
— Саннинчен лайăхрах.
— Ăçтан тупрăн?
— Атте илсе килсе пачĕ.
Икĕ кун тăрмаланнă хыççăн, ман виçĕ пĕрчĕ пăрçа янă шăхлич кирек епле милиционер ăмсанмалла шăхăртакан пулчĕ. Ăна эп каллех Розăна парнелерĕм.
— Ман лайăхрах, — терĕ çавах.
Тарăхнипе эп ăна Альдоннăна ватнă пекех ватас тенĕччĕ те, пысăк та хитре куçĕсене курсан çемçелтĕм. Вĕсенче мăнкăмăллăх-и е çынна пăхăнманлăх текенни палăрнине сисрĕм.
— Аван-тăк аван пултăр, эс урăх кунта ан кил. Роза-пузă!
Çавăн хыççăн шăхлич тума пăрахрăм.
Альдонна та мана пĕр хушă куçран çухатрĕ. Пахчара тупаймарĕ курăнать. Эпĕ ĕнтĕ кунсеренех Çавал хĕрринче çухалса пурăнма тытăнтăм. Тăпăрч хутаççине чĕрес кăшăлĕ çине тăхăнтартса çыран хĕрринчи хăмăшлăхра пулă сĕреттĕм. Пăт-пат ырашпăтри, хушăран йăпăлтак кĕретчĕ. Çавала йĕрĕх шывĕ юхса кĕнĕ вырăнта, çăра хăмăшлă авăрта, çĕлен пулăсем тытаттăм. Виçĕ литр кĕрекен бидона икĕ сехетрех тултараттăм.
Кахал çын пулăра та ухутара, — татса хуратчĕ атте.
— Эппей. Тыттăрах. Çĕлен пулă çиме тытăннăранпа ура сыпписем сурми пулчĕç, — ман хута кĕретчĕ асанне.
Çапла çыпçăнчĕ мана çемьере кахал ячĕ. Эп те ĕнтĕ ятне илтнĕ май кутăнлана пуçларăм. Ир-ирех тухса çухалаттăм килтен.
Сумкăна çĕрулми, сухан чикеттĕм, кĕсьере — шăрпăк. Çитсе пулă тытсанах, кăвайт чĕртсе, пулă шӳрпи çакса яраттăм. Вăрман варринчи уçланкăра çутçанталăкпа кăна тăрса юлаттăм. Кайăк шăхăрать — эп ăна хирĕç тавăратăп. Айван мулкач çури сиксе тухать — эп ун çине сывламасăр пăхса ларатăп. Пырса шыра мана: тупайăн-и?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...