Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Пӑру-сысна пусатпӑр, йытӑ-кушак пурӑнтӑр

  06.11.2016 14:15 | 2762 Пурĕ пăхнă

Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти В.И. Чапаев скверне йытӑ-кушака хӳтӗлекенсем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйине хытарма, тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ петицисенче алӑ пусма ыйтнӑ. «Эпир ҫакна тивӗҫ мар», «Пирӗн те пурӑнас килет» йышши лозунгсемпе пӗрлех ҫакскерсем Хабаровскра чӗрчунсене шар кӑтартакан икӗ хӗре пуҫиле майпа айӑпламалли йышши плакатсем ҫырса тухнӑ.

Йытӑ-кушак пусса ҫиекенсем пирки Пӗрремӗш каналпа темиҫе кӑларӑм кун ҫутти курнӑччӗ.

Далее...

 

Акар йытти

  02.10.2015 14:51 | 2154 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Акар йытти ашса пырать, аякки витӗр хӗвел пӑхать. Ҫара ҫунана ҫапла ытарлӑн каланине чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Мӗн-ха вӑл акар йытти? Ашмарин хӑй словарӗнче ӑна, ахӑртнех, вӗшле йытта пӗлтерет пуль, тет. Апла, вӗшлен авалхи ячӗ-ши вӑл?

Далее...

 

Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса

  26.03.2015 12:59 | 1781 Пурĕ пăхнă

Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса,

Шӑхӑрса ларать шак типнӗ тараса...

Эпӗр ӗмӗрне те пит пуян пулман

Иртӗнсе лармаллӑх кӗмӗл укҫаран.

 

Суккӑр кушаксем йӗрлеҫҫӗ шӑршпала...

Этемсем ирттеҫҫӗ курмӑш, суккӑрла...

Эпӗр ӗмӗрне те пулӑшу ыйтман,

Хамӑрах пултарнӑ май килнӗ таран!

 

Хальхи вăхăтри тĕлĕнтермĕш фактсем

  01.02.2015 18:47 | 1945 Пурĕ пăхнă

1. Тĕнчери чи çамрăк профессор, ăна Ньютона та ирттерет тесе ххаклаççĕ, – Алия Сабур. Тĕлĕнмелел пултаруллĕ хĕрача 4 çулта университета вĕренме кĕнĕ. Шкул программине вăл 2 çултах ăша хывса пĕтернĕ. Кунне вăл темиçешер кĕнеке вулама пултарнă. Халĕ вăл – 25-ре, университетра ертсе пыракан преподаватель шутланать, «профессор» ячĕпе çÿрет.

2. Чи хаклă йытă ÿпли – виçĕ метр çÿллĕш, ăна хрантсус стилĕпе капăрлатнă. Ăна Тамми Кассис текен пуян хăйĕн юратнă чĕрчунĕсем валли пултăр тесе коттедж евĕрех ăсталанă. Хăй вара çав хĕрарăм çынсене пурăнмалли чи илемлĕ те хăтлă çурт-йĕр туса парассипе специалист шутланать иккен.

Далее...

 

Чӗрчунсем пирки

  14.09.2014 20:25 | 2577 Пурĕ пăхнă

Чӗрчунсем кашни хӑйне евӗр. Хӑш-пӗр япала тӗлӗнтерет те.

• Арӑсланпа шурӑ упа тытӑҫсан шурӑ упа ҫӗнтерет.

• Ӗне вӑтамран кунне 400 литр метан кӑларать.

• Вӑкӑрсем – дальтониксем.

• Индире – 50 миллион упӑте.

• Чӑх ҫулталӑкне 190 ҫамӑрта тӑвать.

• Чау-чау йытӑн ҫеҫ чӗлхи кӗрен мар.

• Ылтӑн пулӑн ӑсӗ 3 минутлӑха ҫеҫ.

• Чт пысӑк юн пусӑмӗ – жирафӑн.

• Тропика вӑрманӗнчи 10 тӑваткал метрта хурт-кӑпшанкӑ, Новосибирскри ҫынсемпе танлаштарсан, нумайрах.

• Чи ӑслӑ йытӑ – бордер-колли.

Далее...

 

Тӗнчери ӑнланмалла мар вырӑнсем

  19.05.2014 17:03 | 2312 Пурĕ пăхнă

 

Тӗнчере тӗлӗнмелле вырӑнсем пур. Вӗсен вӑрттӑнлӑхне ӑнланма та йывӑр.

 

Винчестерсен ҫурчӗ. Вӑл АПШри Калифорнире вырнаҫнӑ. Ку вилла пысӑк, унта 160 пӳлӗме яхӑн, картлашка нумай. Кунта тӗлӗнмелле тӑлӑх арӑм пурӑннӑ. Кунта мӗлкесем те пур текен сас-хура ҫӳрет.

Кил хуҫи Сара Винчестер упӑшкинчен тӑлаха юлнӑ, вӑл мӑшӑрне питӗ юратнӑ. Ҫемье пуян пулнӑ, ҫавна май Сара валли укҫа нумай юлнӑ. Пӗррехинче Сарӑна упашки мӗлки куҫа курӑннӑ-мӗн, лешӗ мула ултавлӑ майпа ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Винчестерсен йӑхне тухатнӑ-мӗн, ҫавӑнпа улталаннӑ ҫынсен мӗлкисем укҫа хуҫине йӗрлӗҫ иккен.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru