Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Адыгайӑри Рузаннӑн паттӑрла ӗҫӗ

  10.07.2017 11:48 | 6653 Пурĕ пăхнă

Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерекенсем хӑйсен аттестачӗсене илеҫҫӗ. Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухма паракан ҫак пӗрремӗш документа хальхи вӑхӑтра чыслӑн та чаплӑ уяв ирттерсе параҫҫӗ. Унашкал уяв Адыгей Республикинче те иртнӗ, ҫамрӑксене аттестатсем панӑ. Рузанна Туко ятлӑ хӗр сцена ҫине тухсан вара республикӑра пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тепӗр хӗре ылтӑн медале панипе килӗшменни пирки пурте илтмелле каланӑ. Ахаль-махаль хӗр пирки сӑмах пырсан ку пӑтӑрмах пирки Раҫҫейри МИХсем анлӑн ҫутатмӗччӗҫ-ха та.

Далее...

 

Чӑваш чӗлхи кунӗ сектантсен уявӗ?

  26.04.2017 10:42 | 6881 Пурĕ пăхнă

Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар.

Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн.

Далее...

 

Бетон хапха уҫӑлмарӗ

  08.04.2017 18:45 | 7230 Пурĕ пăхнă

2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.

Далее...

 

«Хитрый чуваш»

  19.02.2017 10:19 | 7501 Пурĕ пăхнă

В этом 2017 году исполнилось 110 лет со дня рождения Пётра Васильевича Дементьева (1907-1977), знаменитого организатора авиационного производства в нашей стране, дважды Героя Социалистического Труда, лауреата Сталинской премии, генерал-полковника-инженера. Его последняя по времени должность — министр авиационной промышленности СССР. Четверть века находился на этом посту.

П. В. Дементьев родился в чувашском селе Убей (чув.

Далее...

 

«Хыпар» хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗк пулнишӗн кам айӑплӑ?

  14.01.2017 21:02 | 6493 Пурĕ пăхнă

Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.

Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ.

Далее...

 

Элтеперӗн шкул ачипе тӗл пулма юрать-и?

  12.12.2016 10:49 | 6028 Пурĕ пăхнă

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва кайнӑччӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ку вӗренӳ учрежденине чӑваш парламенчӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) ӑс пухаканскер Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗпе кӑсӑкланнӑ май Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. Республика ертӳҫи шкул ачине инновацилле вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине, вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлассине, унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренессине пӗлтернӗ.

Далее...

 

Культура министрне кам пулӑшса пырӗ?

  11.12.2016 15:35 | 4812 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.

Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.

Далее...

 

Ҫамрӑксем министр пуканне тивӗҫ-и?

  01.11.2016 16:30 | 5053 Пурĕ пăхнă

Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.

Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.

Далее...

 

«Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ...» (УҪӐ ҪЫРУ)

  14.10.2016 11:53 | 6665 Пурĕ пăхнă

Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.

 

Тӑван чӗлхемӗр кӑвайт ҫинчи хӗртнӗ хурҫӑ пек тӗлкӗшсе тӑрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ӑнланмасӑр, лайӑх шалуллӑ вырӑнти хӑшпӗр чӗлхеҫӗсемпе аслӑ тӳресем тӑван чӗлхене пӑтратма пӑрахаймаҫҫӗ. Хӑватлӑ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Далее...

 

Ик ӗнене ӗмекен пӑру пулар-и?

  18.08.2016 08:32 | 2847 Пурĕ пăхнă

Пуҫра капланнӑ шухӑшӑм-кӑмӑлсӑрланӑвӑма, вӗчӗрхенӗвӗм-тарӑхӑвӑма хут ҫине куҫармалла-ши тесе ӗнертенпе пуҫ вататтӑм. Паян ҫак сайта кӗрсен Аҫтахар Плотниковӑн «Мы нищеброды что ли?» статйине вуласа тухсан аллӑм клавиатура патне ирӗксӗрех туртӑнчӗ.

Анчах эпӗ — кӑшт урӑххи пирки. Пуяннисем хӑйсен мулӗпе мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни ҫинчен мар. Э-э, чим-ха, мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни пиркиех. Анчах укҫапа кӑна мар, вырӑссем пиллӗкмӗш точка текен вырӑн ҫемҫе вырӑн (тавталогишӗн каҫару ыйтатӑп) йышӑннипе сӑмса каҫӑртни ҫинчен.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)