Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Ик ӗнене ӗмекен пӑру пулар-и?

Таисия Ташней18.08.2016 08:323056 Пурĕ пăхнă

Пуҫра капланнӑ шухӑшӑм-кӑмӑлсӑрланӑвӑма, вӗчӗрхенӗвӗм-тарӑхӑвӑма хут ҫине куҫармалла-ши тесе ӗнертенпе пуҫ вататтӑм. Паян ҫак сайта кӗрсен Аҫтахар Плотниковӑн «Мы нищеброды что ли?» статйине вуласа тухсан аллӑм клавиатура патне ирӗксӗрех туртӑнчӗ.

Анчах эпӗ — кӑшт урӑххи пирки. Пуяннисем хӑйсен мулӗпе мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни ҫинчен мар. Э-э, чим-ха, мухтанни-каппайланни-курнӑҫланни-пуҫ каҫӑртни пиркиех. Анчах укҫапа кӑна мар, вырӑссем пиллӗкмӗш точка текен вырӑн ҫемҫе вырӑн (тавталогишӗн каҫару ыйтатӑп) йышӑннипе сӑмса каҫӑртни ҫинчен. Унтан та ытларах — хайхи пиллӗкмӗш точка ҫемҫе вырӑнсӑр юласран шикленнипе теприсен, тата ҫӳллӗрех картлашка ҫинче ларакансен, пиллӗкмӗш точкине татти-сыпписӗр ҫуллама тӑрӑшни пирки. Ҫавӑншӑнах ун йышшисем информатор пулса тӑма та хатӗр. Кашни организацирех пур теҫҫӗ-ха ун пек ҫынсем.

Ҫемҫе вырӑнсӑр юласран шикленекен ҫынсем, тӗрӗссипе, тӗлӗнсе каймалла нишлӗ. Анчах хӑйсенче пур ҫак кӑлтӑка вӗсем те асӑрхамаҫҫӗ, те ырӑ япаланах туйӑнать-ши?

Мӗскӗнлӗх пирки калаҫу пуҫартӑм та темиҫе ҫул каялла илтнӗ пӗр тӗслӗх асӑма килчӗ. Сумлӑ пӗр организацире тӑрӑшакан ӑслӑ-тӑнлӑ ӗҫченех пуҫлӑхне юрасшӑн парне те йӑтнӑ, комплимент ҫине комплимент та каласа ҫӳренӗ. Анчах нимӗн те пулӑшман: лешӗ пӗрех темле те авса хуҫнӑ. Пӗррехинче тата ҫав этемкке тар тӑкнӑ ҫӗртех ӗҫе тухман пек хут та шӑрҫаланӑ. Мӗскӗне хӗрхеннипе хастартарах ӗҫтешӗсем унпа пӗрле пулса надзор органне хут шӑрҫаланӑ. Анчах лерен тӗрӗслеме килес умӗн хайхине пуҫлӑх «кавир ҫине» чӗнсе илнӗ. «Эпӗ ниҫта та ҫырас темен, мана ӗҫтешӗмсем хистерӗҫ», — касса татнӑ ҫав тӑмана.

Мӗскӗнлӗх, чӑн та, ҫынна тем тума та хистет. Суйма та, йӑпӑлтатма та, хӑйне ҫав самантра кирлӗ ҫын патне парне йӑтма та, теприсене, хӑйне хӳтӗлекен таса чунлисенех сутма та, элек сарса ҫӳреме те. Килӗшмен пулӑмсене ыттисем куҫран пӑхса сӳтсе явнӑ чух мӗскӗн этем ҫӑвара шыв сыпнӑ пек ларать, анчах меллӗ самант тупӑнсанах вӑрттӑн ҫисе-кӑшлама тытӑнать. Хӑй малтан ӳке-ӳке пуҫ ҫапса ҫӳренӗ ҫыннӑн пуҫне лешӗ сиссе юлман чухне чаш кӑна касса кайма та пултарать.

Мӗн тӑвас тетӗн, «Йӑпӑлти пӑру икӗ ӗнене ӗмет, ачаш марри хӑй амӑшне ӗмеймест», — тесе ваттисем ахальтенех каламан-тӑр. Теприсем, тен, ун йышшисене: «Пурӑнма пӗлеҫҫӗ», — тесе ырлаҫҫӗ пулӗ. Кама мӗнле пулӗ те, килӗшмест мана ун пек пӑру. Тем тесен те килӗшмест. Килӗшменнинчен ытла хисеплейместӗп ун пек чӗрчуна.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj