Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Вика Сорокина: Ҫамрӑксем министр пуканне тивӗҫ-и?

Вика Сорокина01.11.2016 16:305393 Пурĕ пăхнă

Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.

Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.

«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ҫамрӑк министра ҫирӗплетнӗ», — пӗлтерчӗ хыпар ятӗнчех «Строительство.ru» Пӗтӗм Раҫҫейри отрасльти интернет-журнал. «Чӑваш Енре паллӑ автогонщик строительство министрӗ пулса тӑнӑ», — ҫырчӗ «На-связи.ru» портал. Чӑн та, машинӑпа тупӑшӑва хастар хутшӑнакансем тата вӗсен ӑмӑртӑвне сӑнаса тӑракансем Владимир Михайлова автогонщик евӗр лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. «Кадр бутафорийӗ: Чӑваш Енре строительство министрне ҫирӗплетнӗ» ят панӑ хыпара REGNUM информаци агентстви. Хыпарсем пурте вырӑсла, вӗсене эпир чӑвашла куҫартӑмӑр, анчах шухӑшне ылмаштармарӑмӑр.

Ҫамрӑк ҫынна ҫул панине пӗрисем юри ҫавӑн пек туни вырӑнне йышӑннӑ май, вӗсем, опытсӑррисем, пысӑк должноҫрисене хирӗҫ чӗнейменнипе сӑлтавласшӑн. Теприсем тата вӑл е ку кӑлтӑк пулсан айӑплине палӑртма ҫӑмӑл, пӗтӗм ҫитменлӗхе ун ҫине яма ансат тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫынсене калаҫтараканни — Владимир Михайловӑн ашшӗ Юрий Михайлов Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Промтехстройсервис» предприятие ертсе пыни те. Ҫӗнӗ министра шанмасӑртарах йышӑнни Элтепер хӑйӗн тӑван районӗнчи ҫынсене ытларах ҫул памасть-ши текен шухӑшпа сӑлтавланнӑ.

Ҫӗнӗ министрӑн бизнесӗ те хӑшӗсене калаҫтарать. Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «МВМ групп» предприятин устав капиталӗ 10 пин тенкӗрен тӑрать. Налук вӑхӑтра тӳлеменнисен ӗҫӗсене Шупашкар районӗн администрацийӗнче 2011—2013-мӗш ҫулсенче пӑхса тухнисен протоколӗсене тишкерсен «МВМ групп» тата «Промтехстройсервис» сиксе тухаҫҫӗ-мӗн: вӗсен парӑмӗ 700 пине яхӑншар пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Ведомствӑсен хушшинчи канашӑн икӗ ҫула яхӑн маларах ирттернӗ ларӑвӗнче те асӑннӑ коммерци структурисене мухтаса та ырласа асӑнман.

Сӑмах май каласан, Владимир Михайловӑн тӑванӗ Михаил маларах Шупашкарти ача-пӑчан виҫҫӗмӗш пульницин тӗп врачӗ пулса тӑнӑ. Врач профессиллӗскер унччен ашшӗпе, Юрий Михайловпа, «Промтехстройсервис» предприятире тар тӑкнӑ.

Министра ҫамрӑк ҫынна лартни тем мар пулӗ-ха. Анчах ҫынсене, эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, карьера картлашкипе пӗчӗккӗн чакаланмасӑрах пысӑк должноҫе йышӑнни тӗлӗнтерет.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj