Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.2 °C
 

Reklamo

Notoj de amikoj Admin

[ Малалла утар! ]

Хаваслӑ пончиксем ҫиме

  12.06.2010 14:25 | 2063 Пурĕ пăхнă

Шупашкар урамӗсем тарӑх уҫӑлса ҫӳресен, темле кӑсӑклӑ япала та асӑрхама пулать. Калапӑр, "Веселые пончики" текен киоска ҫав хаваслӑ пончиксене ҫиме кӑвакарчӑн пырса ларчӗ...
 

Шупашкарта чӑн-чӑн чӑхсем сутаҫҫӗ

  12.06.2010 14:08 | 2618 Пурĕ пăхнă

"Чӑн-чӑхсем сутаҫҫӗ" тесе ҫапла пӗлтерӳ асӑрхама тӳр килчӗ. Чӑн мар чӑхсем те пур-ши вара? Хаяр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ иккен Шупашкарта...
 

Шупашкар районӗнчи Акатуй

  12.06.2010 12:16 | 2952 Пурĕ пăхнă




Кӑҫал Шупашкар районӗнче иртекен Акатуйра пулса курас терӗм. Паллах, районсенчи иртекен ҫак уяв йӗкӗреш пекех - Акатуй кашни районтах Акатуй. Ҫапах та уйрӑмлӑхсем пур. Чи малтан мана кӑрчама килӗшрӗ.Ӑна хатӗрлекенӗ утарне Патӑръел районӗнче тытать иккен. Кайран, пӗр усламҫӑн лавккинче, шӳрпе туянсан, вӑл тӗслӗ шыв кӑна иккенни кӑмӑла хуҫрӗ. Шӳрпен ГоСТ текенни пур-ши? Ҫитменнине ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулчӗ...













 

Гуглшӑн чӑваш тексчӗ - казах мар, тутар мар, Пӑлхар!

  12.06.2010 11:21 | 4119 Пурĕ пăхнă



Google-Translate (Kukӑl-Translejt) cӑvašla kirille şyrnӑ texsene vyrӑsla, je serpla, je makketonla, je kasahla, je tatšӑkla mar, pӑlharla pallat' - ku pirӗnšen ilӗrtüllӗ sӑvaplӑ ironĭ. :) Google ropӑcӗ pirӗn pӗrtymarlӑha ӑnlannӑn şyhӑntarat'.
 

Нимӗҫе тухса каятӑп пулас....

  18.05.2010 22:31 | 4840 Пурĕ пăхнă
Нимӗҫе тухса каятӑп пулас, веҫех чипер пулсан
 

Памятник пулать!

  04.05.2010 20:53 | 2301 Пурĕ пăхнă
Штанаш тӑрӑхӗнче паллӑ вырӑнсем нумай. 1842 ҫулта уҫнӑ шкул зданийӗ ҫине 1968 ҫулта ҫак шкулта 1871 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче И. Н. Ульянов тӗрӗслевпе килни пирки асӑну хӑми ҫапнӑ. Кунтан инҫех мар вӑрҫӑра пуҫне хунисене асӑнса пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк ларать. Упӑкушкӑнь ялӗнче пирӗн шкулта вӗреннӗ, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ Совет Союзӗн Геройӗ Алексей Романович Логинов ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫал Упӑкушкӑнь ялӗнче вӑрҫӑра пуҫне хунӑ паттӑр салтаксен ячӗпе палӑк уҫасшӑн.
 

Пурин перле пулашмалла.

  03.04.2010 15:52 | 7075 Пурĕ пăхнă
Канашлури "Укҫа пуҫтаратпӑр"статья кашни чӑваш чунлӑ этеме пырса тивме кирлӗ. Николай Плотников бизнесменсем патне кайса калаҫасшӑн. Эпӗ те темиҫе бизнесменпа калаҫса пӑхрӑм . Шкул ачисен хайлавӗсен пуххине шкулӑн 165 ҫулхи юбилейне парнелес тесе.Пӗри те пулӑшма кӑмӑл тумарӗ. Хам вӑйпах "Тӗлӗнтермӗш юмахсем" кӗнеке кӑлартӑм. Район пуҫлӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн 5 пин преми панӑччӗ,вырӑнти икӗ ҫын кӑштах пулӑшрӗҫ, тепӗр 5 пин пенси укҫинчен хушрӑм. Сывлӑх чипер пулсассӑн тепӗр кӗнеке те пичетлесшӗн-ха.
Культура министерствин те пулӑшмалла, хӑйшӗн тӑрӑшмасть вӗт вӑл.
 

Х

  04.03.2010 15:32 | 3311 Пурĕ пăхнă
ЕЛЧӖКСЕМ!!!!!!! ЭПӖ КИЛЕ КАЯТӐП ЫРАН, КАМ ПЫРАТЬ?????? ЫЙТСА ПӖЛМЕЛЛИ НОМЕР 89278503218,89520211708
 

Тигр пулашасса шанатап.

  06.01.2010 09:16 | 2214 Пурĕ пăхнă
Сайтра хамӑн "Ҫӑлтӑрчӑксем" кӗнекене курсан чунтан хӗпӗртерӗм. Тинех вулакансем унпа паллашма пултарӗҫ. 2010-мӗш ҫул вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ. Кам пӗлет, тен, Чӑваш кӗнеке издательстви учительсене, вӑл шутра мана та, парне кӳрӗ?
Президент елкине класри икӗ вӗренекен "Тантӑш" хаҫат чӗннипе хутшӑнма тивӗҫлӗ пулчӗ.
Аттестаци экзаменӗсем витӗр тухса акӑлчанла ППЭ тытрӑмӑр, ИКТ , проект, урок-зачет...
Вулакансене кӗнеке килӗшессе шанатӑп.
 

Resociigo de la ĉuvaŝa lingvo

  13.11.2009 22:01 | 6014 Пурĕ пăхнă
Fakte, mi ne vere antaue multe atentis pri la estonto de la ĉuvaŝa lingvo pensante ke tio estas duaranga afero sed dum la lasta jaro, la ideo pri la antauenigo de mia gepatra lingvo kaptis min kaj mi trovis kiom multe da laboro atendas la asocion kiu transprenos la ŝlosilan rolon en ĉi-kampa laboro... Ni estis, estas, estos - tiel tekstas la ĉuvaŝema idealisma slogano
 

Шкул юбилейе.

  09.11.2009 08:47 | 5563 Пурĕ пăхнă
Ҫак шӑматкун Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне чыслӑн уявларӗ.Хӑнасем питех те йышлӑн пуҫтарӑннӑ.Кунта ӗҫленӗ учительсем: Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ Жуков Рудольф Васильевич, Чӑваш патшалӑх университет профессорӗ, доктор экономических наук Пчелкина Валентина Викторовна, унӑн хӗрӗ, ҫак шкулта вӗреннӗ, ЧПУ доценчӗ, кандиат экономических наук Светлана Николаевна, Чӑваш халӑх артисткисем Зоя Лисицинӑпа Тамара Гурьева юрӑҫсем, Пӗрҫырлан шкулӗн"Илем" ансамблӗ,Етӗрнери 2-мӗш шкулӑн ташӑ ӑстисем, Кӑкшӑм щкул вӗренекенӗсем, Культура ҫурчӗн юрӑ ӑстисем, "Заветы Ильича"колхозӑн хастар ӗҫченӗсем, район представителӗсем, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем, пирӗн шкултан тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ халӑх ҫав тери йышлӑн пухӑнчӗ.

Далее...

 

Асаттесен ҫулӗ хӑват патӑр

  25.07.2009 06:12 | 2263 Пурĕ пăхнă
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ ҫирӗммӗш хут Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне ҫитсе курчӗ. Асӑннӑ ҫул ҫӳреве сӑварсем чун ҫӳрев теме хӑнӑхнӑ. Мӑн асаттесене чыс тума пуҫтарӑннисен шутӗнче Диана Сусарина ертсе пыракан «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Вера Никонорова эстрада юрӑҫи, Светлана Асамат, Лидия Сарине, Людмила Бахмисова ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, шкулта вӗрентекенсемпе студентсем пулчӗҫ. Олег Цыпленков пуҫарнипе пурӗ 33 ҫын ҫула тухрӗ.
Чи малтанах Шӑхасанта Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче чарӑнтӑмӑр.

Далее...

 

Ялан пӗлсе тӑр-эсӗ пӗччен мар

  24.06.2009 15:22 | 2188 Пурĕ пăхнă
Чӑваш юррине пӗччен юрланӑ чухне темшӗн(темӗн) кӑкӑра вут пек ҫунтарать. Юррите лайӑх,илемлӗ кӗвви-савӑнмалла кӑна, темшӗн куҫ шывланать. Арҫын пулмасан макӑратӑм-та, арҫына макӑрма юрамасть теҫҫӗ...
Пӗччен ҫынна савӑнма-та начар иккен, хуйхӑрсене-те тӳсме май ҫук пулӗ. "Пӗччен пулсан Ҫын пулма май пурри-ши?- хам хама ыйту парсан,"Ҫук пулӗ",- хурав илтес килеть...
 

Пӗлтерӳ

  20.06.2009 23:47 | 6051 Пурĕ пăхнă

Утӑ уйӑхӗн 5-12 - мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн паллӑ вырӑнӗсене ҫитсе курма чӗнетпӗр.
Пирӗн маршрут: Шупашкар – Чӗмпӗр – Самар облаҫӗ – Пушкӑрт Республики – Тутар Республики– Хусан – Шупашкар.
Телефон: 8-927-667-93-23
«Сӑвар» пӗрлешӳ
 

18/06 яла каятӑп. каялла 21/06 шупашкарк кӗмесӗр

  17.06.2009 01:09 | 6647 Пурĕ пăхнă
18/06 яла каятӑп. каялла 21/06 шупашкарк кӗмесӗр
 

Экскурсире

  19.05.2009 21:03 | 4944 Пурĕ пăхнă
ӑ Паян эпир шкул ачисемпе экскурсине кайрӑмӑр.Майӑн 19-мӗшпе пионери кунне паллӑ тӑватчӗҫ. Эпир те яланах ҫак уява паллӑ тунӑ.Кӑҫал та кӑвайт чӗртсе "иккӗсене" ҫунтарса ятӑмӑр.Юрӑсем юрласа савӑнтӑмӑр.Кашни класс кӑвайт ҫинче яшка-нимӗр пӗҫерчӗ,тутлӑ чей вӗретрӗ.Унтан ӑмӑртусенче вӑй виҫрӗмӗр, вӗренекенсемпе танах учительсем те чупрӗҫ, сикрӗҫ, упаленчӗҫ, футбол вылярӗҫ.Вӗренекенсем мала тухрӗҫ пулин те, эпир кӑмӑллӑ!
 

Экспозици

  18.05.2009 21:01 | 4731 Пурĕ пăхнă
Етӗрне район хыпарӗсемпе паллашрӑм.Етӗрнери тӗп библиотекӑра Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалласа "Земля и люди Ядринского края" экспозици уҫнӑ. Пирӗн атте, Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович ( 20.05. 1929 - 05.10.2005) пурӑннӑ пулсан майӑн 20-мӗшпе хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑватчӗ.
Ӗмӗр тӑршшӗпе Етӗрне районӗнчи "Заветы Ильича" колхозра вӑй хучӗ, чунне парса агономра, колхоз ертӳҫинче тӑрӑшрӗ.
Фойере унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ,библиотекӑна пыракан аттен архивӗпе паллашма пултарать.
Экспозиципе хамӑн та май тупса паллашасчӗ-ха.

Далее...

 

Открыти

  20.01.2009 21:40 | 5666 Пурĕ пăхнă
"Етӗрне районӗн ялӗсем ял тӑрӑхӗсем тӑрӑх" статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн вулакансемпе калаҫас кӑмӑл ҫуралчӗ.Ӗмӗр пурӑн ӗмӗр вӗрен ,-теҫҫӗ ваттисем. Паян Л. Ю. Браславский пухса хатӗрленӗ " Православные храмы Чувашии" кӗнекепе паллашрӑм. Тӗлӗнмелле открыти турӑм. Пирӗн ялта та чиркӳ пулнӑ иккен!
Церковь Св. Николая Чудотворца, построена на средства купца П.Г.Бакулина в 1899 году.Однопрестольная. Церковь деревянная, теплая, длина с колокольней 4 саж.,наибольшая ширина 4 саж., высота до верхнего карниза4 саж.На церкви 5 глав. Иконостас 3-ярусная, высота 6 саж.

Далее...

 

Истори

  01.01.2009 23:37 | 5816 Пурĕ пăхнă
"Истори" уйрӑмӗнче пичетленнӗ Василий Долгов-Кавалсем ҫырнӑ "Республикӑри чи ватӑ шкул" статьипе кӑсӑкланса паллашрӑм.Чӑннипех те мухтава тивӗҫлӗ ӗлӗкхи ватӑ шкулсем, вӗсен историйӗ те питӗ пуян. Эпӗ Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкултан вӗренсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ. Шкул пурнӑҫӗпе интересленсех тӑратӑп. Пирӗн районта аваллӑха хисеплени сисӗнет, манӑн тӑван шкул - вӑтам шкулах.
Хам вӑй хуракан Штанашри вӑтам шкул (ӑна 1842-мӗш ҫулта уҫнӑ, кунта И. Н. Ульянов та 1871 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ) иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче вӑтам шкул статусне ҫухатрӗ.

Далее...

 

Плансем

  26.12.2008 21:24 | 5877 Пурĕ пăхнă
Ҫӗнӗ Ҫул уявне пирӗн шкултан никама та илсе каймарӗҫ.Ҫитес ҫул "Тантӑшпа " ытларах ҫыхӑну тытӑпӑр.Эпӗ вӗренекенсемпе телевиденине, радиона, университета, Охотников юбилейне, " Тантӑш" юбилейне,"Хатӗр пула"кайса.Тӗрлӗ конкурссенче ҫӗнтерсе.Павел Семенов ирттернӗ "Напиши письмо солдату" акцине хутшӑнса Шупащкара класпа салтак пӑтти ҫиме каймаллаччӗ, автобус тупса памарӗҫ, каяймарӑмӑр.Кӳренсе депутат патне ҫыру ҫыртӑм. Пире Шуршӑла илсе кайрӗҫ! Класпа каясси пулмарӗ,ачасем экзаменсене хатӗрленетчӗҫ, шкулти активистсене илсе тухрӑмӑр.Сывлӑх хавшамасан, 2009-мӗш ҫулхи уява каятпӑрах!

Далее...

 
: 1, ... 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35, 36, 37, 38, ... 40
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)