"Истори" уйрӑмӗнче пичетленнӗ Василий Долгов-Кавалсем ҫырнӑ "Республикӑри чи ватӑ шкул" статьипе кӑсӑкланса паллашрӑм.Чӑннипех те мухтава тивӗҫлӗ ӗлӗкхи ватӑ шкулсем, вӗсен историйӗ те питӗ пуян. Эпӗ Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкултан вӗренсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ. Шкул пурнӑҫӗпе интересленсех тӑратӑп. Пирӗн районта аваллӑха хисеплени сисӗнет, манӑн тӑван шкул - вӑтам шкулах.
Хам вӑй хуракан Штанашри вӑтам шкул (ӑна 1842-мӗш ҫулта уҫнӑ, кунта И. Н. Ульянов та 1871 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ) иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче вӑтам шкул статусне ҫухатрӗ.
Шкулӑн кӗске историйӗпе Литература кӗтесӗнчи "Тӗлӗнтермӗш юмахсем" кӗнекере паллашма пултаратӑр.(Кӗнекери асӑрхамасӑр юлнӑ йӑнӑшсемшӗн каҫару ыйтатӑп).
Республикӑри чи ватӑ шкул - пирӗн шкул.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
+1 :)