Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Майӗпен чӑваш карттине ӑсталатӑп

Аçтахар Плотников10.02.2014 00:1322891 Пурĕ пăхнă

Паян кунӗпе тенӗ пекех чӑваш карттине ӑсталаса лартӑм.

Ҫапларах пулать вӑл:

Паян эп Шупашкар районӗнчи ялсене кӗртрӗм, тата Шупашкар хулине вырнаҫтартӑм. Кашни кун перер район тусан уйӑх хушшинче хатерлесе ҫитерме пулать те.

Чи малтанах кашни ялӑн ӗлкине тӑвасшӑнччӗ, анчах А1 форматпа пичетлесен те вӗсем ытла вӗтӗ пулаҫ иккен. Вара пысӑк ял-хуласенне кӑна ҫапла тума шутларӑм: Ишлей, Тренкасси, Апаш + район центрӗсенне.

Район центрӗсемпе хуласен ячӗсене ҫавах та икӗ чӗлхепе парас терӗм :) // пӗрисем ҫавнашкал картата кӑларнӑччӗ — район центрӗсене те пулин чӑвашла ҫырса тухнӑччӗ.

Тӗп ҫулсем хушшине эп район центрӗсене илсе ҫитерекеннисене те кӗртрӗм.

Шел те, пур яла та кӗртеймӗн ҫав — кӗртес тесен ытла вӗтӗ шрифтпа пичетлеме тивет.

Тӗпӗ валли эп Яндекс карттине илтӗм — унтан вармансемпе юханшывсене касса кӑлартӑм. Ҫавах та кайран юханшывсене тата тепӗр хут хулӑмраххӑн палартса тухма тивет пуль.

Тата ҫулсене май ҫитнӗ таран ытларах кӑтартмалла пуль?

Менле шуталтӑр, хӑвсамӑрӑн шухӑшара пӗлтерӗр-ха.

Тата ыйту: пичетлесе кӑларсан туянакансем тупӑнӗҫ-ши?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.09.02 01:08
Аçтахар Плотников
Етĕрне районне турăм-турăмах паян :) http://img-fotki.yandex.ru/get/6745 ... f1_8107a5ee_orig.jpg Тата Муркаш районĕ юлать :)
2014.09.02 21:51
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/6810 ... 05_c9fd7a27_orig.jpg — Муркаш районĕ пулчĕ.

Халь тата юханшывсене чĕрсе тухмалла, чукун çула ӳкермелле.

Мĕнле пек, ял тăрăхĕсен тĕпĕсене (центрĕсене) уйрăммăн палăртмалла-ши? // тĕрĕссипе эп ял тăрăхĕсен чиккисене те палăртса тухасшăн, анчах ку 2-мĕш версинче пулать пулĕ
Agabazar // 1302.65.3978
2014.09.04 17:20
Agabazar
Хĕрлĕяр мĕн вăл? Ахăртнех Хĕрлĕçыр
2014.09.04 20:08
Аçтахар Плотников
«Хĕрлĕяр» çав. Хĕрлĕçыр мар.
2014.10.24 15:35
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/5408 ... 27a1_2e31931b_XL.jpg — Çĕпрел районĕ.
Таврапĕлӳçĕсем хак панă хыççăн вĕсем тупнă йăнăшсене тӳрлетрĕм + тулаш ял-хуласене палăртма тытăнтăм. «Сувар» хаçат тивĕçтернĕ тăрăх чăваш ялĕсене уйрăммăн палăртас терĕм-ха
Agabazar // 1836.71.4702
2014.10.24 17:14
Agabazar
"Яр" сăмах мĕне пĕлтерет-ши?
Каракитан — чăвашла "Хура Ката" теççĕ (100%)
Чÿвашская Бездна — Чăваш Паснапуç
Татарская Бездна — Тутар Паснапуç
2014.10.24 18:14
Аçтахар Плотников
Юрать
2014.10.24 18:14
Аçтахар Плотников
Яр = çыр.
Agabazar // 1136-8000
2014.10.24 18:54
Agabazar
Тахçан Вырăс Паснапуçĕ те (Русская Бездна) пулнă тенине илтнĕ. Анчах та хальхи вăхăтра унашкал ял çук.
Agabazar // 1136-8000
2014.10.24 18:54
Agabazar
Ну унта кăтартман ялсем пур. Мĕншĕн апла иккенне тахçанах ăнлантарнă.

Çав вăхăтрах Пĕрремĕш Никишино хальхи вăхăтра пурри пирки иккĕленетĕп. Тен, масар вырăнĕ юлнă пуль ĕнтĕ...

Пĕтнĕ ялсен вырăнĕсене "урочище" теççĕ вырăсла....

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj