Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
+2.3 °C

Reklamo

Аçтахар Плотников: Майӗпен чӑваш карттине ӑсталатӑп

Аçтахар Плотников10.02.2014 00:1322900 Пурĕ пăхнă

Паян кунӗпе тенӗ пекех чӑваш карттине ӑсталаса лартӑм.

Ҫапларах пулать вӑл:

Паян эп Шупашкар районӗнчи ялсене кӗртрӗм, тата Шупашкар хулине вырнаҫтартӑм. Кашни кун перер район тусан уйӑх хушшинче хатерлесе ҫитерме пулать те.

Чи малтанах кашни ялӑн ӗлкине тӑвасшӑнччӗ, анчах А1 форматпа пичетлесен те вӗсем ытла вӗтӗ пулаҫ иккен. Вара пысӑк ял-хуласенне кӑна ҫапла тума шутларӑм: Ишлей, Тренкасси, Апаш + район центрӗсенне.

Район центрӗсемпе хуласен ячӗсене ҫавах та икӗ чӗлхепе парас терӗм :) // пӗрисем ҫавнашкал картата кӑларнӑччӗ — район центрӗсене те пулин чӑвашла ҫырса тухнӑччӗ.

Тӗп ҫулсем хушшине эп район центрӗсене илсе ҫитерекеннисене те кӗртрӗм.

Шел те, пур яла та кӗртеймӗн ҫав — кӗртес тесен ытла вӗтӗ шрифтпа пичетлеме тивет.

Тӗпӗ валли эп Яндекс карттине илтӗм — унтан вармансемпе юханшывсене касса кӑлартӑм. Ҫавах та кайран юханшывсене тата тепӗр хут хулӑмраххӑн палартса тухма тивет пуль.

Тата ҫулсене май ҫитнӗ таран ытларах кӑтартмалла пуль?

Менле шуталтӑр, хӑвсамӑрӑн шухӑшара пӗлтерӗр-ха.

Тата ыйту: пичетлесе кӑларсан туянакансем тупӑнӗҫ-ши?

Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1981.15.3344
2014.02.26 20:46
Agabazar
Улатăр районĕнче Çам ятлă ял пур пек астăватăп. "Шумы" поççолăкне çапла калаççĕ-ши? Татсах калама хĕн. Кивĕ Эйпеçпе юнашар Паснапуç (Новые Выселки) пур. Хăшĕсем ăна "Çĕнĕ Выççăлккă" е "Çĕнĕ Выçли" (?) теме пăхаççĕ. Анчах та вăл тĕрĕс мар. Полукиря чăвашла Савут (тахçан унта завод пулнăран-ши?). Киря, паллах, Кире, анчах та çав ятлă юханшыв Хĕр пулать.
Якур // 7012.9.3218
2014.02.26 22:07
Пит лайăх ĕçлет Акапасар. Карта ăсталасси шăп та лăп унăн турă тата ашшĕ амăшĕ пилленĕ ĕçĕ. Маттур,килĕшет.
2014.02.27 00:31
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/6726 ... 6e_555aa7de_XXXL.jpg — Каçалпа Елчĕк районĕсем патне çитрĕм (юнашарти Тутарстанри хăш-пĕр ялсен чăвашла ячĕсене те кĕртрĕм)
Sergey // 2466.91.6764
2014.03.16 01:10
Ырă вахăт сире кирлĕ ĕç туса пыма!!!

1. Картăна пичетлесен эпĕ илетĕп.

2. Чăвашень картине пĕтĕм пĕчĕк ял, сала ячĕсене кĕртме чăн та майлăмар пуль.

3. Апла пулсан, ĕçе малалла тăсас тесен, малашне тата районсен картисене чăвашла тума пулать. Унта географи ячĕсене нумайрахта, тĕплĕнрехте тума пулĕ.

4. Пичетлес умĕн картăна сайтра терлĕ çынсем пăхса, хĕйсен курнă йăнăшсене тата хăйсен районĕсенчи ятсен е ялĕсен ячĕсене чăвашла мĕнле пулнине тĕрĕслесен, кирлĕ сĕнÿсемпе улшăнусем кĕртме хистесен аван пулĕ.
2014.03.16 08:32
Аçтахар Плотников
Тавах
Agabazar // 7680.5.2808
2014.03.16 14:45
Agabazar
Arayen:".... пĕтĕм пĕчĕк ял, сала ячĕсене..."
Чăваш чĕлхинче "ял" тата "сала" терминсене, вырăс чĕлхинчи пек, пĕр-пĕринчен уйăрма кирлĕ мар пуль.
Sergey // 3575.63.0994
2014.03.16 21:37
Агабазар, килĕшетĕп.Çавăнпа пĕрлех кашнин çырăвĕнче, хăвăр мана ăнланнă пулсан та, вырăс-чăваш чĕлхисене уйрăмлатса, хирĕçлетсе тÿрлетме тăрăшмасан лайăхчĕ...

Эпир пĕр-пĕрне ăнлансан, вырăсла-и е чăвашла-и, вырăс чĕлхинчи пек е тата урăх чĕлхери пек çырни, калаçни пирĕн чĕлхене аталанма тата пире пĕрле малалла утма канчĕрлемĕ...
2014.04.11 22:59
Аçтахар Плотников
Ĕçе малалла тăсрăм:
http://img-fotki.yandex.ru/get/9810 ... 8d69d_936d9bc7_L.jpg — Патăрьел районĕ
http://img-fotki.yandex.ru/get/9810 ... 8d69e_864d3e8a_L.jpg — Шăмăршă районĕ

//йăнăшсем тупса апрсан тав сăмахĕ кĕтет :)
2014.08.01 20:31
Аçтахар Плотников
Ĕç малалла шума пуçларĕ:
http://fotki.yandex.ru/next/users/c ... bum/8717/view/590371 — Улатăр районĕ
http://fotki.yandex.ru/next/users/c ... bum/8717/view/590372 — Йĕпреç районĕ
Agabazar // 3944.48.4283
2014.08.01 21:17
Agabazar
Ясная Поляна текенскерне темшĕн çаплах хăварнă (Апрушнай темелле)
Шăмăршă районĕнчи карапайпа юнашар Çĕнĕ Тăрăн (Тăрăн мар!)
Йĕпреç районĕнчи поççолăк Пăва мар пуль. Буински.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj