Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Майӗпен чӑваш карттине ӑсталатӑп

Аçтахар Плотников10.02.2014 00:1321719 Пурĕ пăхнă

Паян кунӗпе тенӗ пекех чӑваш карттине ӑсталаса лартӑм.

Ҫапларах пулать вӑл:

Паян эп Шупашкар районӗнчи ялсене кӗртрӗм, тата Шупашкар хулине вырнаҫтартӑм. Кашни кун перер район тусан уйӑх хушшинче хатерлесе ҫитерме пулать те.

Чи малтанах кашни ялӑн ӗлкине тӑвасшӑнччӗ, анчах А1 форматпа пичетлесен те вӗсем ытла вӗтӗ пулаҫ иккен. Вара пысӑк ял-хуласенне кӑна ҫапла тума шутларӑм: Ишлей, Тренкасси, Апаш + район центрӗсенне.

Район центрӗсемпе хуласен ячӗсене ҫавах та икӗ чӗлхепе парас терӗм :) // пӗрисем ҫавнашкал картата кӑларнӑччӗ — район центрӗсене те пулин чӑвашла ҫырса тухнӑччӗ.

Тӗп ҫулсем хушшине эп район центрӗсене илсе ҫитерекеннисене те кӗртрӗм.

Шел те, пур яла та кӗртеймӗн ҫав — кӗртес тесен ытла вӗтӗ шрифтпа пичетлеме тивет.

Тӗпӗ валли эп Яндекс карттине илтӗм — унтан вармансемпе юханшывсене касса кӑлартӑм. Ҫавах та кайран юханшывсене тата тепӗр хут хулӑмраххӑн палартса тухма тивет пуль.

Тата ҫулсене май ҫитнӗ таран ытларах кӑтартмалла пуль?

Менле шуталтӑр, хӑвсамӑрӑн шухӑшара пӗлтерӗр-ха.

Тата ыйту: пичетлесе кӑларсан туянакансем тупӑнӗҫ-ши?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.02.10 18:12
Аçтахар Плотников
http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=154 — Пармас тет... Справочника пăхрăм — унта Пăрмас.
Тавах, каярах тӳретĕп.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.02.10 18:36
Питĕ кирлĕ ĕç. Ăнăçусем сунатăп.
2014.02.12 02:39
Аçтахар Плотников
http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/view/573773/?page=7 — Çĕрпӳ районĕн ялĕсене вырнаçтарса тухрăм / кăшт Красноармейски районне те илтĕм...
Владимир // 5268.9.4478
2014.02.12 17:17
Шел, эпĕ хам çакнашкал МĂН ĔÇ тума пĕлейместĕп. Тăваканне тайма пуç! Туса пĕтерсен кашни ЧăвашЕН шкулне çитерме тăрăшмалла.
Agabazar // 4280.30.6855
2014.02.12 17:38
Agabazar
Маниччен каласа хăварам-ха.
Хăшпĕр ялсен чăвашла ячĕсем пур, анчах паянхи кунччен те вĕсемпе усă курасшăнах мар. Патăрьел районĕнчи Ясная Поляна чăвашла Апрушнай

Admin:"Официаллă епле — эп çавăн пек кĕртĕп." Темĕн, чăннипе чăвашла официаллă ятсем çук пуль. Никам та вĕсене документпа çирĕплетмен. Йăлана кĕнĕ ятсем темелле пуль.
2014.02.16 23:18
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/6727 ... _8c379_dc337b8c_orig — Вăрмар, Тăвай, Канаш районĕсене ăсталарăм. //йăнăшсене тупма тăрăшăр-ха :)
2014.02.16 23:19
Аçтахар Плотников
Апрушнайне кĕртĕп //вырăн пулсан
Agabazar // 5831.1.5896
2014.02.16 23:38
Agabazar
Admin // 5043.2.1941
2014-02-16 23:19<<Апрушнайне кĕртĕп //вырăн пулсан>>

Вăрман варринче ларать вăл ял. Çывăхра урăх ялсем çук. Вырăн ытлашшипех çитме кирлĕ :-)

Канаш районĕнчи Çăханвар, Кашкăр Çырми ялĕсем курăнмаççĕ. Маякпа Канаш хушшинче пулма кирлĕ. Пурне те кĕртсе пĕтерме çукрах пуль çав чăнах та.
2014.02.17 11:07
Аçтахар Плотников
Тав, Кашкăрçырмине кĕртрĕм. Лешĕ Çăханвар мар, Çĕнĕ Вăрăмпуç ятлă. Вăрăм та кĕртсе тăмарăм. // энциклопедире «Çĕнĕ Вăрăмпуç, Вăрăмпуç» тенĕ... «Вăрăмпуç»-па кĕртес — инçе те мар унашкал тепĕр ял пур... Хайхисем унтан куçса тухнă пулинех.
Agabazar // 4126.3.9648
2014.02.26 20:37
Agabazar
Admin:"Лешĕ Çăханвар мар, Çĕнĕ Вăрăмпуç ятлă." Çăханвар вырăсла Вороново пулма кирлĕ. Пĕлместĕп, тен, ăна урăхла "Çĕнĕ Вăрăмпуç" та тесе калаççĕ пуль....

Çавăн пекех Патăрьел, Шăмăршă таврашенче темиçе ятлă ялсем пур. Кĕçĕн Патăрьел —чăннипе халăхра Йăлăм е Йăлăм Патăрьел теççĕ. Çĕнĕ Чукал — чăннипе Пулмантăш (Вырăс Чукалĕпе юнашар).

Улатăр, Пăрачкав таврашĕсенчи ятсемпе те тертленме тивет пуль...

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj