 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Владимир // 6687-8682 2012.11.06 20:07 | |
| Он же: "Ради достижения общей цели она должна подчиниться  воле большинства. Требуется общая энергия, направленная в одну точку. И чем сильнее эта воля и энергия, тем ближе решение общих задач". | |
| родители // 4114.75.2252 2013.02.27 19:59 | |
| Пирен Çене Шупашкарта шкулра чăваш челхине лайăх верентермеççе  
 Ачасем тиргеççе чăваш челхине, кулаççĕ кам пелет. Меншен тесен родители хăйен ачасемпе чăвашла калаçмаççĕ, | |
| Тимер // 3700.3.6317 2013.02.28 09:15 | |
| Тĕп тĕрĕс.20çул калаçатпăр чăвашла вĕрентес пирки.Усси çукрах.Учителĕсен хăйсен те ачисем папа-мама пулни мана питĕ тĕлĕнтерет.Митинг пулчĕ чĕлхене хÿтĕлесе:пĕр учителе те курмарăм.Хыпар хаçатран та никам та çукчĕ. | |
| Agabazar // 1564.7.2581 2013.02.28 09:41 | |
|  | родители:"кулаççĕ кам пĕлет..." ВĂТ ÇАПЛАРАХ ĔÇСЕМ Пĕлекенни сумлăрах пулмалла ĕнтĕ. Тĕрĕссипе вара пĕлекенни сумсăра тухать. | 
| Agabazar // 2397.35.5393 2013.02.28 20:21 | |
|  | Тимер:"...пĕр учителе те курмарăм..." Куртăр-и унта Министрсене, рабочисене, инженерсене? Мĕншĕн тухмаççĕ пек туйăнать? | 
| Якур // 1039.8.4424 2013.03.01 08:48 | |
| Акапасар, е эсĕ ытлашши тăнлă, е ... .Сана Тимĕр ăнлантарасшăн: чĕлхе учительсене, писательсемпе поэтсен, журналистсен редакци ĕçченĕсен тата ытти чĕлхепе çыхăннă ĕçчешсен ЧĔЛХЕне хÿтĕлесси вăл -кулач çимелли инструмент. Çавна ăнланма академире вĕренмелле мар.Рабочисем, тем более инженерсем чĕлхесĕрех çăкăр çийĕç. Анчах та вĕсем хушшинче ăнлану ытларах.  | |
| Тимер // 1851.73.3497 2013.03.01 12:28 | |
| Вĕсем тухманни никама та тĕлĕнтерместь.Чăваш учителĕсен,артисчĕсен,çыравçисен-урăхла каласан,чăвашлăх темипе укçа илекенсен хал çитменни хытăрах калама-тĕлĕнтерет. | |
| Чиперкке // 1194.38.0503 2013.03.05 16:19 | |
|  | вăтанаççĕ чăвашсем хăйсем чăваш пулнинчен.эп - чăваш!! тесе кăкăр çапакансемех ачисемпе вырăсла пуплеççĕ.мĕншĕн, тĕслĕхрен, республика пуçлăхĕ ирттерекен пухусем вырăсла иртеççĕ?миçе министр чăвашла пĕлет, калаçать? | 
| Игорь Сайман // 2144.39.3793 2013.03.05 18:06 | |
| Вăтанаççĕ тени — çав тери лÿппер сăмах. Чăннипе ку пулăм чылай кăткăсрах. Тăван чĕлхерен пăрăнакансем чылай чухне пачах та вăтанакан йышшисем мар Пачах урăхла, вĕсем тĕрĕссипе ытла та сĕмсĕр. Лару-тăрăва улăштарма çав тери йывăр.  | |
| Игорь Сайман // 4660.6.0975 2013.03.05 18:11 | |
| Тимер
 2013-03-01 12:28 "Вĕсем тухманни никама та тĕлĕнтерместь..." ТĔЛĔНЕС ПУЛАТЬ! Тĕлĕнменни — начар!!! Министрсем те, депутатсем те ЧĂВАШЛĂХ ТЕМИПЕХ укçа илеççĕ!!! | |
