 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Акулина // 3187.24.6929 2012.09.17 23:25 | |
| Эпĕ пĕлетĕп чăвашла калаçакансем мĕншĕн сахалланса пынин сăлтавне. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе ăна тĕпчекенсем, хăйсен çăкăрне чăваш чĕлхи пулăшнипе тăвакансем ачисене чăвашла калаçтарманнипе. Вĕсем те калаçтармасан ыттисенчен ним те кĕтмелли çук! | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.09.18 12:05 | |
| Питĕ тĕрĕс.Чăваш чĕлхипе нумайĕшĕ ;спекуляци; тăваççĕ.Чĕлхене аталантармалла тесе кăшкăрса нумайĕшĕ ĕç вырăнĕ тăваççĕ е патшалăхран укçа илсе тăраççĕ.Килĕнче вара чĕвашла калаçмаç. | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.09.19 21:08 | |
| Çав вăхăтрах темиçе çемьере ÿссе çитнĕ ывăлĕ ашшĕне малтан папа тенĕскер атте теме пуçларĕ.Паллах вĕсем суварсем теççĕ хăйсене. | |
| Акулина // 3935.47.0855 2012.09.21 22:23 | |
| Суварсем çеç мар çапла тума пĕлеççĕ, чăвашсем те. Хам шкулта вĕрентнĕ пĕр ачах салтакран таврăнсан "атте-анне" теме пуçларĕ чи çывăх çыннисене. Халь вăл инçетре ĕçлет, ялтах пÿрт-çурт лартса çемье çавăрма ĕмĕтленет. | |
| Акулина // 3935.47.0855 2012.09.21 22:28 | |
| Пирĕн интеллигентсем - чăвашлăхпа çыхăннисем хăçан хăйсенчен пуçлаççĕ-ши чăвашлăха аталантарма? Вĕсем кăкăр çапса тенĕ пек чăваш чĕлхишĕн тăрăшнине ĕнентерме  тăрăшнă  хыççăн хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе вырăсла калаçнине илтсен пĕрре чун ыратать, тепре хăтланă ăш пăтранса каять... | |
| Владимир // 2420.33.5901 2012.09.29 17:40 | |
| Автобуссемпе троллейбуссем тата автолавккăсем çинчи рекламăсене чăваш чĕлхи çине куçармалла. Конституципе килĕшÿллĕн икĕ чĕлхепе  пĕртан усă курмалла. | |
| Слава // 2532.58.8185 2012.10.01 15:13 | |
| Ребята, учите английский, и будет Вам счастье.
 Всего Вам доброго и хорошего. | |
| Акулина // 3388.30.1775 2012.10.01 19:38 | |
| Слава! Ох, мĕнле аван пулмалла, акăлчана тухнипех телей тенине тупсан... Ачисене вырăса кăларнипе те телейлĕ туять хăйне нумай чăваш. Анчах кашниех телей мĕнне тĕрлĕрен ăнланать çав! Пирĕн пек чăвашсемшĕн телей вăл - чăваш чĕлхи çĕр çинче упранса юлни.  | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.10.01 22:09 | |
| Слава,ухмаха ан пер. Учите тогда уж китайский.ĂнĂçу хăвна та.  Ята ан яр вара. | |
| Юрий // 2774.87.0789 2012.10.16 06:50 | |
| Тăван чĕлхене хисеплемен çын вăл атте-аннене те хисеплемест. Нумай чĕлхепе калаçма пĕлни вăл питĕ паха япала, анчах таван чĕлхене пĕлмен çын вара тымарсăр йывăç пекех...  | |
