Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Картишĕнче автан авăтса ячĕ, Кĕтернепе Укахви те ыйха кайрĕç, Михала çав-çавах лăпланаймасть-ха. Вăл вырăн çине те выртса пăхрĕ, кунта та канăçсăр шухăшсенчен хăтăлаймарĕ. Халь ĕнтĕ старик çине-çнне Алексее аса илчĕ. Ун куçĕ умне тĕрлĕ картинăсем тухса тăчĕç. Акă ывăлĕ çапăçуран тухнă та вăрманта, лаштра юман айĕнче, тăван килĕ çинчен шухăшласа ларать. Ун çывăхĕнче салтаксем апат çиеççĕ е çар хатĕрĕсене тасатаççĕ. Акă Алексей килĕнчен çыру илнĕ те ашшĕпе амăшĕ танк тума укçа пани çинчен юлташĕсене каласа кăтартать. Юлташĕсем те Алексейрен кая мар хĕпĕртенĕ, «Маттур сан аçупа аннӳ, мухтанма пултаратăн!» теççĕ вĕсем. Командир Алексее вĕрçĕнĕ танк парать: «Ак сана çĕнĕ машина, аçу илнĕскер. Аркат унпа нимĕсçсене!»
Чӳрече кантăкĕ ирхи çутăпа кăвăкарма пуçласанах ĕçе кайма сиксе тăнă Кĕтерне упăшки арча патĕнче çине тăхăннă çĕнĕ костюмне тӳрлеткелесе ларнине курчĕ.
— Эс кеçĕр çывăрмарăн та пулмалла? — терĕ вăл, упăшкине куçпа виçсе, хай хирĕç тавăрса калассине кĕтмесĕр кăмака çинчен ăшă çăматă илме чупрĕ.
Михала тул çутăлнă-çутăлманах Ятман патне кăштăртатса çитрĕ. Лешĕ старик ирех хваттере килнин сăлтавне чухлаймарĕ-ха, мĕншĕн тесен вăл унпа каçхине правленирен таврăнас умĕн çеç калаçнăччĕ. Васкавлă ĕç пур тесен, Михала хыпаланни курăнмасть. Пит-куçран та самаях хаваслă.
Михала Ятмана сăмахпа нимĕн те шарламарĕ, кĕсйинчен тăватта хутланă шурă хут çеç кăларса тыттарчĕ. Ятман ку хут мĕне пĕлтернине куçпа малтанхи йĕрке тăрăх чупса тухсанах ăнланчĕ. Вăл хыпăнса ӳкрĕ, ун пичĕ ача куллипе çуталчĕ. Ятман старике çӳлелле çĕклеме хатĕрленнĕ пек чавсасенчен чăмăртаса тытрĕ те ним калама пĕлмесĕр «Ай, Михала пичче! Ай, Михала пичче! тесе тăчĕ. Старик сисрĕ, Ятман ăна çак вăхăтра ытакласа илме хатĕр, анчах хăяймасть.
— Ара, Камышин кăшт тĕртсе илчĕ те, мĕн тума парас мар, парас, терĕм, — çĕлĕкне хывса çӳçне якаткаларĕ Михала. — Çĕр пин мар та ĕнтĕ, юрĕ...
Ятман ăна каласа пĕтерме памарĕ:
— Эпир Левентейпе каçхине çеç сан пирки калаçса илтĕмĕр. Пирĕн те Головатый пекки тупасчĕ, тетпĕр. Левентей: парас тесен, Михала пичче пĕр танклăх тупать, те ĕнтĕ, тет. Эсĕ ав, хăвах... Ну, кӳр, йăлт вуласа тухам, — вăл куннинче хута аллинче нумайччен тытса тăчĕ ăна пĕрре мар, иккĕ мар, темиçе хутчен вуласа тухрĕ.
Ятман амăшĕ вĕсем çине тĕпелтен тĕлĕнсе пăхса тăрать. Вăл ниепле те чухласа илеймест: мĕнле хут вăл ывăлĕн аллинче, мĕн пирки савăнать Ятман çав териех?
Çак кун Ятманшăн та, Михалашăн та çуллахи хĕрӳ ĕç вăхăтĕнчи пек сисĕнмесĕр иртрĕ. Вĕсем Ятман килĕнчен правление Левентей патне кайрĕç, телефонпа Камышинпа калаçрĕç. Унтан правленине çынсем пырса тулчĕç. Михала танк илме аллă пин тенкĕ панă текен хьпар наччасах виçĕ ялне те саланчĕ. Атăлкассинче вара никам чĕнмесĕрех митинг пуçтарăнчĕ.
Каç кӳлĕм Михалапа Ятман тата Левентейпе Липа колхоз кĕлечĕ патне хĕрлĕ обоз ăсатма кайрĕç, — пуху оборона фондне планран ирттерсе çĕр центнер тырă леçме йышăнчĕ. Тырра çав кунах леçес терĕç. Ака халь ĕнтĕ колхоз картишĕнче кӳлсе тăратнă çирĕм икĕ çуна тăрать. Кашни çуна çинче ултă-çичĕ михĕ, лавçăсем алла тилхепе тытсах лараççĕ, вĕсем малти лав тапранасса çеç кĕтеççĕ. Левентей малти лав çине хăмач ялав çирĕплетрĕ, вара обоз хускалса та кайрĕ.
— Хĕл кунĕнче обоз ăсатрăмăр иккен, — кăмăллăн сухалне шăлкаларĕ Кăтра Михала. — Ав, снаряд лавĕсем пек шăваççĕ çунасем...
— Тĕрĕс мар-и вара, Михала пичче? — çунасем çинчен куçне илмесĕр сăмах хушрĕ Левентей». — Ахаль чухнехи пек тырă мар, снарядсем ăсатрăмăр фронта. Лайăх пулчĕ ку.
Ятман киле çурçĕр иртсен ывăнса, халтан кайса таврăнчĕ. Амăшĕ çывăрман — ывăлне кĕтет. Унăн яшки те сивĕннĕ курăнать, карчăк çĕнĕрен хуранай чĕртет. Вăл ăшра ывăлне ӳпкелесе те илет, анчах куçкĕретĕн калама хăяймасть: вăхăчĕ çавăн пек-çке, пурте тăрăнса ӳкес пек ĕçлеççĕ. Мĕн тăвас тетĕн, кăнтăрла та апата килеймерĕ, те çирĕ ĕнтĕ, те выç варлах çӳрерĕ.
Тепĕр кун Ятман кĕтмен çĕртен чирлесе ӳкрĕ. Амăшĕ калани тĕрĕс пулчĕ, час-час шăннăран тата кашни кун нумай утнăран Ятман ури тӳрленме пуçланă çĕртен шыçăнса тухрĕ. Шкапри эмелсем пулăшмарĕç, иккĕмĕш кунĕнче Ятман утайми те пулчĕ.
— Анне, çимелли хатĕрле, — терĕ ывăлĕ. — Хула больницине каймасăр иртмест пуль ку ман суран. Пĕрер эрне кайса выртас.
Тепĕр кун ирхине амăшĕ çутăлнă-çутăлманах колхозран лав кӳлсе килчĕ. Иккĕшĕ те çула тухма ăшă япаласем тăхăнчĕç те çуна ăшне кĕрсе ларчĕç. Хăйне ăсатма Ятман юриех никама та чĕнмерĕ, хула кăтартма тесе амăшнех илсе каяс терĕ. Колхоз правлени тĕлне çитсен. Ятман чăтаймарĕ, амăшне хăварса, унта уксахласа кĕрсе кайрĕ. Правленинче никам та çук иккен, пĕр карчăк çеç дежурнăй вырăнĕнче ыйăхласа ларать. Вăл, витĕрех куçлă марскер, ăна палласа та илеймерĕ, вара Ятман унпа сывпулашмасăрах алăк патнелле васкарĕ. Çав вăхăтра тĕпелте телефон шăнкăртатрĕ, Ятман каялла çаврăнса ун патне пычĕ.
— Атăлкасси итлет терĕ вăл, трубкăна тытса.
— Атăлкасси-и? — терĕ арçын сасси.
— Çавă, çавă.
— Кам ку?
— Тогаев!
А-а, Тогаев! Сывлăх сунатăп, секретарь Камышин калаçать. Сана больницăна каять терĕç, кайман-и-ха?
Ятман отвечĕ хыççăн Камышин ăна хутпа кăранташ илсе вăл каланине çырса пыма хушрĕ. Кунта сирĕн валли питĕ кирлĕ телеграмма пур, терĕ.
Ятман, кĕсйинчен наччасах хутпа кăранташ кăларса çырса пыма пикенчĕ. Хăй, кăна кĕтнĕ пулин те, пĕрремĕш сăмахне çырнă хыççăнах пĕчĕк ача пек савăнса кайрĕ.
— Ку телеграммăна Кудрявцева паччăр, — янăрарĕ секретарь сасси, — каçхине çичĕ сехетре пуху пухчăр. Пухăва эпир те çитетпĕр. Вот, çапла...
Алри трубкăна хурсан, Ятман пĕр вăхăт хушши ним тума аптраса тăчĕ. «Дежурнăя ярас-и е хамăн кайса парас-и? Ку карчăк çухатса пĕтĕм ĕçе пăсса пăрахмĕ-и? Вăл телеграммăна карчăка памарĕ, амăшĕ патне тухрĕ те, ăна питĕ кирлĕ ĕçпе Кăтра Михала патне каймалли çинчен ăнлантарса, лашине каялла çавăрчĕ.
— Мĕн пулчĕ тата? Вăл та пымасть пулĕ те? — хыпăнса ӳкрĕ амăшĕ.
— Пымасть. Ăна çак хута памалла. Кăтра Михала патне Сталин телеграмма янă. Мĕн тетĕн çак эс?
Танк илме укçа панăшăн Кăтра Михалана Сталин тав тунă тетĕп, — терĕ ывăлĕ.
— Айтур, мĕнле паллă çын пулса кайрĕ пирĕн Михала! Сталин та хут ярать иккен ăна...
— Çапла çав!
Кăтра Михала тĕлĕнче вĕсен умне пĕлĕт çинчен лапах ӳкнĕ пекех Людмила тухса тăчĕ.
— Ятман! — терĕ вăл, ун патне чупса пырса. — Манăн хулана каймалла, лартса каятни?
— Лартса каймасăр, пĕрле кайма хаваслăрах пулĕ. Эпĕ Михала пичче патне кĕрсе тухатăп та, наччасах вĕçтеретпĕр. Ăна Сталинран телеграмма килнĕ. Акă, кур...
Людмила телеграммăна хăй аллине илчĕ, вĕсем вара васкаса Михала пичче патне кĕрсе кайрĕç.
— Аван-и? — саламларĕ Ятман алăка уçсанах. — Кайма тухнă япала каялла килтĕм. Колхоз правленине кĕтĕм те, ман тĕлех телефон шăнкăртатрĕ. Пырса тытрăм — райком секретарĕ калаçать. Ме, телеграмма ил тет. Илтĕм — Сталин телеграмми! Акă!..
Михала пичче ĕненмесĕр хутне ярса тытрĕ те чылайччен ним чĕнмесĕр ун çине пăхса тăчĕ. «Правительственăй», — терĕ вăл шăппăн çеç. Юлăшкинчен тин, пĕтĕм пит-куçран çутăлса, «чăнах та» тесе хучĕ. Унтан телеграмма алран алла куçрĕ. Авă Кĕтерне те, Укахви те темиçешер хут вуларĕç.
— Ĕненес те килмест, — терĕ Михала пичче майĕпен. — Сталин телеграмми!.. Савăнăç, ман пӳрте керейми, чĕрене вырнаçайми савăнăç!
— Эп ахаль те савăнăçлăн тухса каяттăмччĕ ялтан кунта чуна çĕклесе яракан тепĕр япала тупăнчĕ, — хавассăн калаçрĕ Ятман — Телеграмма. Телеграммине хам ятпа янă пекех туйăнать. Саламлатăп сана, Михала пичче!
Ятман, ун патне пырса, ăна алăран хыттăн тытса чăмăртарĕ.
Михала пиччене Людмила та ал тытрĕ. Вĕсене тĕпелелле чĕнчĕç, анчах Ятман унталла иртмерĕ.
— Ларса тăма вăхăт çук. Ман вуникĕ сехет тĕлне хулана çитес пулать. Ахаль пулсан, эп кĕçĕр каяс çук. Кĕçĕр яла районран килеççĕ, пуху пулать. Райком секретарĕ: пуху пуçтарччăр, эпир каç пулнă тĕле çитетпĕр, терĕ. Питĕ шел, эпĕ хам пулаймастăп. Луччĕ тепре сывпуллашар, Михала пичче. Тавах сана мана çапла савăнтарса кăларса янăшăн.
Вĕсем ашшĕпе ывăлĕ пек пĕр-пĕрне хулран ытакласа уйрăлчĕç.
— Чипер кайса кил, Ятман, — сывлăх сунчĕç ăна пурте. Ятман вара, пуринпе те ал тытса çуна çинче ларакан амăшĕ патне тухрĕ.
— Санпа уйрăлмалла мар-ха, санпа хулана çитиччнех калаçса каятпăр-ха, — терĕ вăл хăй çумĕнче пĕчĕк ача пек сиккелесе пыракан Людмилăна. — Уйрăлас пулсан та, эпĕ санпа хăвăнпа тĕл пулнă çĕртĕх — укăлча патĕнчех уйрăлнă пулăттăмччĕ...
— Ун пек уйрăлма эпир савнисем мар вĕт, кулчĕ Людмила.
— Çапах. Вăл тĕлпулу мана питĕ килĕшрĕ: эпĕ çартан таврăнатăп, вăл мана икĕ тулли витрепе кĕтсе илет. Сăвăри пек.
— Сăвăра ун пек суймаççĕ, — алсишĕпе юнарĕ ăна хĕрача.
Ну, уншăн айăп ан ту эппин... Тепĕр вунă минутран виçĕ çын ларса пыракан хыçлă çуна, парпа витĕннĕ çырма урлă каçса, кĕрт хӳсе кайнă вĕтлĕх патнелле çывхарчĕ. Вăрмана кĕрес умĕн Ятман, каялла çаврăнса, тăван ялĕ çинелле пахса илчĕ. Ялĕ палăрмасть те ĕнтĕ халь. Çуртсем, шурă кĕрĕк тăхăннă евĕр, йăлтах юрпа витĕннĕ, йăмрасем çеç шурă тĕс çинче кукăр-макăр хура йĕр пек курăнаççĕ. «Акă вăл кирек-ăçта кайсан та чуна ялан хăй патне туртакан чăваш ялĕ, — терĕ ăшĕнче Ятман. — Аякран пăхсан, унта никам та çук пек, çак хăрушă вăрçа пула унта пĕр чун та юлман пек. Пăхма вăл калама çук тӳлек, çав кунтан курăнакан йăмрасем евĕр, унта çынсем çав тери лăпкă пурăнаççĕ пек. Анчах халь ял лăпкă мар, ял çапăçать, вăл хăйĕн мĕнпур вăйне фашистсене тĕп тума парать.
— Людмила, лайăхрах пĕркен, шăнатăн, — йăвашшăн сăмах хушрĕ вăл карчăк çинче унталла та кунталла пăхса пыракан хĕрачана.
— Çук, шăнмастăп,— терĕ Людмила. — Ку сивĕ маншăн ним те мар!
Вăл юриех Ятман еннелле — çиле хирĕç çаврăнса ларчĕ. Ун пичĕсем хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă. Куçĕсем кулаççĕ, таçти аякри ĕмĕте курнă евĕр, темле савăнаçлăн кулаççĕ.
XXI
Колхозниксем тĕплĕ çынсене, чĕлхепе сахалтарах калаçса ĕçпе ытларах тăвакансене юратаççĕ. Тепри пухура аллипе кăкăрне çапса хитре сăмах тухса калама, мухтанма е ĕçри çитменлĕхсене çав тери хыттăн критиклеме пултарать: «хĕрӳ патăм-ха паян, пĕлчĕç çынсем ман вăя, халĕ ĕнтĕ пурте ман майлă çаврăнса ӳкрĕç» тет вара çын ун пек чухне, кайран пăхать — ăна никам та хисеплемест иккен, хăйĕн юлташĕсемех курмăш пулса иртсе каяççĕ. Тепĕр çын хĕрӳллĕ сăмах калама та пĕлмест, ытлашши шарламасăртарах кăна çӳрет, анчах хăйĕн ĕçне яланах тĕплĕ тăвать, кун пек çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе хитре. Куçма Иванча промартель членĕсем шăп кăна çавăншăн председателе суйласа лартрĕç. Вĕсем йăнăшмарĕç: Куçма Иванч чунне парса ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл эртеле хĕл каçиччен ĕçлемелĕх йывăç материал тупса пачĕ, правлени çуртне юсаттарчĕ, эртел мастерскойне ĕçе ячĕ. Ĕлĕк эртел членĕсем хăваран корзинка авас тĕлĕшпе ытларах ĕçлетчĕç, халĕ, юманпа вĕрене нумай турттарса килнĕ хыççăн, ӳречеллĕ çуна тăварах парасçĕ. Темиçе эрне каялла кăна-ха вĕсем станцăра хăйсем авнă çунана икĕ платформа тиесе пачĕç, ку çунасем ытти çар хатĕрĕпе пĕрле фронта кайрĕç.
Çапах та Куçма Иванча эртел ĕçĕсене илсе пыма питех те йывăр. Çынсем пурте туймаççĕ-тĕр ăна, мĕншĕн тесен председатель ун пирки никама та шарламасть, хăй вара ун çинчен çĕрĕн-кунĕн шутлать. Эртелĕн чи кирли çук: транспорт. Йывăç турттарма каймалла, çуна, корзина леçмелле, — колхозран лав илес пулать. Куçма Иванчшăн çынран япала ыйтасси вилĕмпе пĕрех. Çитменнине тата Левентей вăрçмасăр пĕрре те лав парасшăн мар. Эртеле юратманнине пытараймастех çав вăл. Мăкăртатать вара: «Лаша, лаша... Ăçта вăл вăрçă вăхăтĕнче лаша? Эртел валли мар, хамăр валли те сахал. Йăтăр корзинкăсене тӳрех станцине». Хăй аслă конюх патне хут çырать, çапах та сăмахпа йĕплеме чарăнмасть. «Стариксем валли ĕç тупса патăр ĕнтĕ, карчăксем валли пĕр-пĕр эртел уçмалли çеç юлчĕ. Вĕсем валли тĕрĕ эртелĕ уçса памалла. Аппаланччăр ытахальтен. Кала Ятмана, мĕнле вăл çавна ку таранччен чухласа илеймест?»
Иртнĕ пасра Куçма Иванч Левентее хăйĕнпе пĕрле мастерскойне çитсе килме сĕнчĕ. Лешĕ йĕкĕлтесе çеç тавăрчĕ:
— Мĕн курман эпĕ унта? Тупнă ĕç, ăшă çĕрте пĕкĕ авса лараççĕ, çуна тăваççĕ! Халĕ çынсене унпа тĕлĕнтереймĕн.
— Çунасем фронта каяççĕ, Леонтий Петрович, — сиввĕн каларĕ председатель.
— Тем тума кирлĕ вĕсем фронтра! Мĕнех тийĕн çав çунасем çине?
— Тиеççĕ курăнть çав. Унсăрăн илсе каймĕччĕç. — Миçе çуна турăр кăçал? — тăрăхлама пăрахмарĕ Левевтей. — Аллă штук-и?
Вăл лаша кӳлме хушса çырнă хута ывăтса панă пек пачĕ, мастерскойне пырасси пирки шарламарĕ те. Председатель ăна лавшăн тав турĕ, хăй юлнă кăмăлпа витенелле утрĕ. Вăл çул çинче те тăршшĕпех Левентей сăмахĕсем пирки шухăшласа пычĕ. Ытла чăрсăррăн калаçăть-çке Левентей хăйĕн счетовочĕ пулнă çынпа! Эртеле ним вырăнне те хумасть. Эртелĕн хăйĕн транспорт пулмаллах çав. Лаша çеç мар, машина та. Промсоюзра калаçас пулать кун çинчен, тен, туянма пулĕ.
Шупашкарта ăна ку ĕçре пулăшма пулчĕç, анчах машина туянма халлĕхе ан та ĕмĕтленĕр, терĕç. Куçма Иванч тавлашса тăмарĕ: паллах, халь машина илме йывăр. Çапах та вăл куннинче иккĕленмерĕ: эртелĕн лаша пулатех. Тен, пĕрре çеç мар, иккĕ, виççĕ. Тем пекчĕ ку: хăтăласчĕ часрах Левентей «хӳтлĕхĕнчен», кашни утăмра ăна пуççапас марччĕ.
Киле килме тухас умĕн Куçма Иванч больницăна Ятман патне çаврăнса çитрĕ. Ятман унта çук иккен, ăна больницăран çар госпитальне куçарнă. Председатель ăна шыраса хула варринчи пысăк кăна çурта кĕрсе кайрĕ. Кунта Куçма Иванча шап-шур халат тăхăнтарчĕç, вара тин Ятман патне темиçе крават лартнă пӳлĕме кĕме ирĕк пачĕç.
Куçма Иванч Ятмана чи малтан эртел ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ун сăмахĕнче парторга савăнтармалли нимех те пулмарĕ темелле. Хăй те сисрĕ председатель, ун мĕнпур калаçăвĕ Левентей пирки ӳпкелешнĕ пек тухрĕ: çав ăнланмасть, çав мĕнпур ĕçе чăрмантарса тăрать. Ятман ăна пачах урăххи çинчен шутланă евĕр таçта айккинелле пăхса итлерĕ, госпитальте выртнăран-тăр вăл çак вăхăтра питех те кичемĕн туйăнчĕ. Çапах та хăй председатель сăмахĕсене ăнланса юлнă иккен.
— Ĕç Левентейре мар, — терĕ вăл. — Левентей эртеле кăмăлласах кайманни паллă-ха вăл пирĕншĕн. Левентей сăмахĕсенче кăшт тĕрĕслĕх те пур: пирĕн эртел халлĕхе ытла мирлĕ. Итле-ха, — самаях чĕрĕлчĕ вăл, — çав креслона пăх-ха. Креслосем тăваймастпăр-и эпир?
— Тумасăр! — Ятман аллипе тĕллесе кăтартнă креслона патне пырсах тĕрĕслерĕ Куçма Иванч. — Кунта йывăрри нимех те çук. Çине витме çӳхе пир çеç тупас пулать.
— Ăна тупатпăр. Хулари госпитальсене çавăн пек креслосем темĕн чухлех кирлĕ. Кĕр те калаçса татăл начальникпе. — Унтан вăл, темскер аса илсе, каласа хучĕ: — Чим, пĕрлех каятпăр.
Ятман çи-пуçне тирпейлекелерĕ те, аллине патак тытса, председателе вăрăм коридора ертсе тухрĕ. Пӳлĕмри сестра ăна тытса чарасшăн пулчĕ курăнать, вĕсен хыççăн утрĕ, анчах чараймарĕ.
Тата тепĕр эрнерен хулана тепре килнĕ Куçма Иванч госпитале Ятмана яла илсе кайма тесе кĕчĕ. Куннинче вăл Левентей панă лашапа мар, промартель лашипе килнĕ иккен. Çывăхри пĕр хулара тăракан артиллери полкĕ фронта каяс умĕн хăйне темĕн чухлĕ çуна туса панăшăн промартеле икĕ лаша парнеленĕ. Илсе килнĕ чухне лашисем тем айăппа ураран кăшт ухсахланă пулнă, халĕ вĕсем чиперех çӳреççĕ. Председатель тилхепене савăнса çеç тытса пырать. Халĕ ĕнтĕ вăл лавшăн Левентее пуççапас çук, унăн хăйĕн транспорт пур.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...