Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Юлашки вăхăтра хамăр енчи çынсенчен фронтра кама куртăн? — тĕпчет Укахви. Кăна илтсен, Липа хăвăрт çеç хăйĕн тантăшĕ çине куç хывать, ăна темшĕн Укахви ку ыйтăва Галимджан пирки илтес тесе панăн туйăнать. Алекеей ăш пĕлнĕ пекех:
— Галимджана, — тесе хурать.
— Галимджана эсĕ икĕ уйăх каяллах курнă! — тет Укахви хыттăн. — Ăна эпир тахçанах пĕлетпĕр, ху çырса ятăн вĕт.
— Унтанпа никама та тĕл пулман.
— Ятмансен Сантăрĕ санпа пĕрле пулман-и вара? — илтĕнет тĕпелтен амăшĕн сасси.
— Чăнах та, чăнах та, — хăвăрттăн каласа хурать Укахви. — Эс пире Сантăр пирки нимĕн те каламастăн-ха.
Алексей вĕсем мĕн пирки ыйтнине ăнланман евĕр пĕрре амăшĕ çине, тепре Укахвипе Липа çине тинкерсе пăхрĕ. «Пĕлеççĕ-ши вĕсем ун çинчен? — вĕçрĕ пуçра шухăш. — Вăхăт нумаях иртмен, пĕлмеççĕ курăнать-ха». Çавăнтах, амăшĕ вырăнтан хускалмасăр ун сăмахне кĕтнине курса, туйса илчĕ — пĕлеççĕ.
— Эпир унпа пĕрлех пулнăччĕ, — йывăррăн сывлăш çавăрчĕ вăл. — Аманнă чухне çапăçăва та пĕрле кĕтĕмĕр... — Вăл каласа пĕтереймерĕ, чăтаймасăр хăй ыйту пачĕ: — Хучĕ килнĕ-и?
— Килнĕ, Алексей, килнĕ, — хурлăхлăн тавăрчĕ амăшĕ. Алексей курчĕ, Укахви унран Сантăр пирки татах та ыйтса пĕлесшĕн, анчах, çынсен кăмăлĕ хуçăлнине сиссе, нимĕн те шарламасть. Липа та тарăн шухăша кайнă çын евĕр чĕмсĕр ларать.
Тепĕр кунне Алексей патне Ятман хăй пычĕ.
Арçынсем пĕр-пĕрне салтакла саламларĕç те, Ятман ăна тӳрех ыйту пачĕ:
— Ман шăллăма пытарса хăвартăн апла? — терĕ.
— Хăвартăм, Ятман, — пуçне сулчĕ Алексей. — Ялан пĕрлеччĕ, юлашки çапăçура... вилчĕ...
Ятман пырне темле йывăр япала тулса пынине, куçсене йӳçек пуçтарăннине туйрĕ, пĕр вăхăт вăл çак пыра ларнă япалана çăтса ярасшăн асапланакан çын пек турткалашса ларчĕ. Темле йывăр пулсан та, вăл Алексее куççуль кăтартмарĕ, тăвăллă кăмăлĕ иртсен, ăна йăлтах каласа пама хушрĕ.
— Алексей, вăл вилни çинчен илтрĕмĕр те-ха, эс ĕнтĕ йăлтах каласа пар. Мĕнле çапăçрĕ, мĕнле вилчĕ, — йăлтах.
— Лайăх çапăçрĕ, çавна çеç калама пултаратăп, — терĕ Алексей.
— Эсир ун чухне истребительнăй батальонра пулнă вĕт-ха?
— Çавăнта. Малтан вăл тăрăшса лайăх вĕренчĕ. Фронта каяс умĕн ăна пирĕн взвода куçарчĕç.
— Пĕр взводрах пулнă апла? — ыйтрĕ Ятман.
— Пĕр взводрах. Ун чухне пире нимĕçсем танксемпе тинкене илчĕç. Темĕн чухлĕ персе çĕмĕретпĕр — татах пĕр кĕтӳ килет. Вĕсем пирĕн соединенине çавăрса илесшĕн пулнă курăнать, эпир вырнаçнă сăрт урлă каçасшăн çунаççĕ. Йывăр вăхăт пулчĕ чăнах та... Пирĕн батальонăн пĕр рубежа талăк хушши тытса тăма тиврĕ. Çапла приказ панăччĕ. Вăл вăхăтра дивизи урăх позици йышăнмаллаччĕ. Дивизи çырма ку еннелле чакать, эпир çырма леш енчи пĕр яла йышăнса тăратпăр. Пире: «Тем пулсан та, яла ыранччен тăшмана пама юрамасть», — терĕç. Приказ — закон, ăна, вилсен те, пурнăçлас пулать. Çапла, эпир окопсем чавса тултартăмăр та тăшман килсе тухасса кĕтсе выртатпăр. Пирĕн пысăках мар тупăсем, танка хирĕçлемелли пăшалсем пур, гранатăсем те нумай. Часах юнашар окопра «танксем!» тесе кăшкăрса ячĕç. Капла кăшкăрса яни пире малтанласа вĕри шывпа сапнипе пĕрехчĕ. Çын пĕтĕм шăмшакĕпе, пĕтĕм нервипе, юлашки юн тымарĕпе çапăçăва хатĕрленсе тăрать.
— Ав, килеççĕ, мурилесшĕсем! — терĕ мана Сантăр. Чăнах та, умра, пĕр çухрăмра, танксем курăнса кайрĕç. Вĕсем, пĕрре лапамалла анса, тепре чĕвен тăнă пек сăрт çине хăпарса, ӳсĕр çын евĕр тайкаланса пирĕн пата çывхараççĕ. Чи усал япала вăл танка кĕтсе выртасси. Пыраççĕ çав çĕмĕрттерсе, пемеççĕ те, мурсем. Çывăха çитсен, малти машина çине пĕр харăсах темиçен персе ятăмăр. Малти танк кустăрмисем çинчи гусеница, шуса килекен çĕлен çинчен тирĕ сĕвĕнсе аннă евĕр, çĕрелле ӳкрĕ, танк, хăрах гусеница çинче çеç юлнă май, хăяккăн çавăрăна пуçларĕ. Вара ăна çавăнтах персе тивертсе ятăмăр. Ытти машинисем, кăна курмăш пулса, малаллах шăваççĕ.
— Ав, çавна, — тетĕп Сантăра. — Эп хам сулахайрине тĕллетĕп.
Пĕлетĕп ĕнтĕ, вал мана ăнланмасть, мĕншĕн тесен ун пек чухне юнашар тăракан çын кăшкăрнине те илтме май çук. Вĕçĕмсĕр перет. Куратăп, Сантăр танка тивертсе ячĕ. Хăй савăнса кайнă, темскер кăшкăрать. Пăх-ха, Алексей, пăх-ха, эп пĕрне тивертрĕм! — тет пулас.
Эпир темиçе танка чартăмăр. Вĕсем татах килеççĕ. Хăшпĕрисем пирĕн окопсем патнех çитрĕç, çывăхранах пирĕн çине переççĕ. Пĕр пысăк танкĕ юнашар окоп çине кĕрсе кайрĕ те темиçе çынна çĕр айне тĕшĕрсе хучĕ.
— Кӳр гранатăсем! — кăшкăрчĕ Сантăр. — Айăккинчен гранатăпа!
Эп лайăхах куртăм: вăл окопран пилĕк таран çĕкленчĕ те пĕр тăруках темиçе граната ывăтрĕ. Çавăнтах хăй каялла тĕшĕрĕлсе анчĕ, ăна нимĕç пулеметпа çулса тăкнă иккен. Эп упаленсе çитрĕм те итлесе пăхрăм — вăл сывлами те пулнăччĕ...
Алексей калама чарăнчĕ. Вăл, темле йывăр япалана хулпуççи çинчен антарнă пек, ассăн сывласа ячĕ. Пӳртре никам та пĕр сăмах чĕнмерĕ. Юнашарах ĕсĕклесе макăрни илтĕнчĕ. Алексей чарăнсан, ун амăшĕ хăйне ниепле те лăплантараймасăр хыттăнах ӳлеме тытăнчĕ.
— Макăр, анне, — терĕ ун еннелле çаврăнса ывăлĕ. — Макăрмалла. Анчах мухтанмалла та. Ун пек çынсемпе мухтанас пулать.
...Алексей килте виçĕ кун пурăнчĕ. Амăшĕ унпа чунĕ киленичченех калаçрĕ темелле — ăна вăл кунне темиçе хутчен курчĕ, анчах ашшĕ, кункаçа çураки ĕçĕпе чупаканскер, ывăлĕпе каçсерен çеç пĕрер сехет ларкаларĕ. Нумай тытма май çук — çамрăкăн урама та тухас килет.
Ыран тухса каяс тенĕ чухне вĕсем патне Хаят пычĕ, вара Алексейпе амăшне ирĕксĕрлесех хăйсен патне илсе кайрĕ, Алексее вăл хăйĕн Галимджанне хăналанă пек хăналарĕ, калаçнă хушăра унăн мĕнпур çыруне вулаттарчĕ.
Тепĕр ирхине амăшĕ Алексее станцăна леçсе хăварчĕ. Укахвипе ашшĕ, колхозра ĕçсем ытла нумай пирки, ăна ăсатма каяймарĕç. Анушка вара пиччĕшне курма темиçе сехетлĕхе çеç килсе кайрĕ.
XXIV
Çырма çынсене уйăрмасть, пĕрлештерсе тăрать. Кам пĕлет, çак сарлака мар юханшыв пулман пулсан, Атăлкассипе Тутаркас, майлă вырăн шыраса, иккĕшĕ икĕ тĕле нумай аякка кайса ларнă пулĕччĕç, унти çынсем пĕр-пĕрне çывăх палласах та кайман пулĕччĕç. Халĕ çак икĕ ял, шывпа сапса уйрайми туссем пек, ĕçре те, уявра та пĕрле. Чăваш ялĕпе тутар ялĕ кӳршĕллĕ пурăннинче хăйне евĕрлĕ илемлĕх пур: чĕлхе уйрăмлăхĕпе йăла уйрăмлăхĕ вĕсене пĕр-пĕрне чысласа хисеплеме, пĕр-пĕрин тĕлĕшĕнчен раснах тараватлăн пулма хушать.
Ваттисем каласа пама тытăнса, çамрăксем вĕсене тĕлĕнсе итлеççĕ: мĕнле-ха ĕлĕк çак икĕ ял вĕçĕмсĕр çапăçса пурăннă, мĕн çитмен çынсене? Халап мар вĕт-ха вăл, чăн япала: чăваш ачисем Тутаркаса пырса кĕрсен, тутар ачисем вĕсене чулпа пенĕ, хăйсем чăваш ялне пырса кĕрсен, лешсем вĕсене çĕçĕпе хăваланă, икĕ ял çыннисем пĕр-пĕринне выльăхĕсене вăрланă, лаша вăрлани те пулкаланă, пасарта-мĕнре çапăçса кайсан, чăвашсем тутарсене, тутарсем чăвашсене вĕлерес пек хĕненĕ, çĕрле çурчĕсене вут тĕрте-тĕрте янă, икĕ ял айккинчи улăха кашни çул тенĕ пекех юнпа хĕретнĕ, утта пĕр çулхине, маттуртарах пулса, атăлкассем çулнă, тепĕр çулхине, пуртăсемпе хăратса, тутаркассем пуçтарса кĕнĕ, лашасемпе выртма каяс умĕн ачасем кашни çулах ваттисенчен «Кăçал çаран камăн пулать?» тесе ыйтнă, выртма кайсан та атăлкассем килсе тапăнасса кĕтнĕ. Çапла çапăçтарнă çитмен пурнăç икĕ яла, çĕршер ана çĕртсе улăх-çаран тытакан пуянсем вара хресченсене сирĕн çĕр кӳршĕ ял аллинче тесе хĕтĕртнĕ, вĕсем çапăçнине савăнса пăхса тăнă.
Ку асаилӳсем Ятман ăс-пуçĕнче хăйсем тĕллĕнех çуралчĕç те çаран патне çывăхах çитмесĕр те сӳтĕлсе пĕтмерĕç. Куç умне халăхпа тулнă анлă улăх тухса тăрсан çеç Ятман ăна-кăна маннă пек пулчĕ, чăтлăхпа пынă хыççăн шап-шур чечеклĕ уçланкăна тухнă çын евĕр, тек малалла утма хăймасăр умри картинăпа нумайччен киленчĕ.
Çырман икĕ айккипе те пĕрремĕш кун утă çулма тухнă халăх хĕвĕшет. Уяв тумĕ тăхăнă халăх ярмăрккана: аса илтерет, лапаткапа çава хăйрани янрамасан, никам та кунта утă çулаççĕ тесе калас çук. Калаçса татăлнă пекех, икĕ ялĕ те утă çулма пĕр кунхине тухнă, ĕçлессе те пĕр вырăнтах ĕçлеççĕ, çавăнпа та икĕ ял çыннисем çырма урлă пĕр-пĕрне чĕнни те илтĕнкелет.
Çава илсе килменнишĕн ӳкĕнсе, Ятман хăйсен ял çыннисем патне çывхарать. Сăртран аялалла аннăçемĕн ун хăлхине музыка пек янраса тăракан ĕç шавĕ ытларах хупласа пырать, куçсем çуллахи хĕвеллĕ кунăн мĕнпур эрешне сăнаса илме те ĕлкĕреймеççĕ. Ăçта пăхан, унта — тĕрлĕ теслĕ тутăр, кĕпе, саппун, икĕ ял хĕрарăмĕсем çаран çине ĕçлеме мар, хăйсен уяв тумне кăтартма тухнă тейĕн. Ăçта пăхан, унта — хĕвел çинче çава харсăр салтак аллинчи хĕç евĕр ялкăшать. Мĕн итлеме тăратăн, пур çĕрте те хаваслă кĕвĕ илтĕнет улах ăйккинчи вăрманта куккук авăтать, кайăкĕ юрлать, курăк ăшĕнче шăрчăкĕ чĕриклетет, пур çĕрте те çава чашлатать, лапатка сасси сывлăша çурать. Купăс сасси çеç çитмест. Тепĕр тесен, вăл кирлĕ те мар, унсăрăнах кунта чуна хускатакан чĕрене кăмăллăн кăтăклакан мĕнпур кĕвĕ пур, унсăрăнах кунта çынсен савăнăçĕ чурана ытлашши ярса тултарнă кăпăклă сăра пек тăкăнса тăрать. Пĕр йĕплĕрех, сăмах çеç калан хĕрсем таçта илтĕнмелле янраттарса кулаççĕ. Арçынсем те вĕсенчен юлмаççĕ, Ятман пĕрре ку енче, тепре çырма тепĕр енче вĕсем ахăлтатнине илтет.
Мĕн уçать-ши çынсен кăмăлне — янкăр уяр çанталăкпа улăх илемĕ-и е пĕрлешӳллĕ ĕçĕн савăнăçĕ — кашни утăмра хаваслă кăмăл вылянине куратăн. Кунта кичем çын та кулать, наян çын та çĕкленсе ĕçлет, çамрăк ача та вăйпитти çынпа ăмăртать. Урăхла ĕçлеме май та çук, мĕншĕн тесен кашни çыннăн кăмăлĕ куç умĕнче, кашни çыннăн ĕçне халăх курать. Çавасем пĕр чарăнмасăр чашлатаççĕ. Çынни ахăрать, кулать, çави çав-çавах малалла шăвать, паккус хыççăн паккус утă хăварать. Хăшĕ ăмăртать унта — çави ăмăртать-и, çынни-и? Умра куçа шартарса чечексем лараççĕ: шуррисем, кăваккисем, хĕрлисем, кăваккисем, шуррисем. Ваттисем курмаççĕ те пулĕ вĕсене, çулаççĕ те тăкаççĕ, хĕрсем, хĕрсем вара каçса кайнă. Юратаççĕ хĕрсем чечеке! Юратаççĕ хĕрсем хитре япалана! Людмила вара кăшт чарăнас-тăвас пулсанах:
— Укахви, Укахви, теп, пăх-ха, мăкăнь чечекĕ пекки ларать, — тесе умри пысăк чечек çине кăтартать.
— Чăнах та, — тет Укахвийĕ.
— Татса ил.
— Мĕн тăвас унпа?
— Пуç кăшăлĕ тăватпăр, кӳлле яратпăр.
Хĕрсем чечеке татаççĕ. Ĕнтĕ вĕсен темиçе пуçкăшăлĕ тумалăх та пуçтарăннă, татах татаççĕ.
— Марине, Марине, тетĕп, çавна та хĕрхенмерĕн-и? — тет Укахви.
— Мĕн хĕрхенес ăна? — касса пăрахнă чечеке утă айне тăвать Марине.
— Ил, ил эсĕ вăл чечеке.
— Мĕн тăвас ман унпа?
— Савнине илсе кайса пар.
— Эсир варлисем патне чиксе ярăр ĕнтĕ, пире чечексĕр те юрĕ.
Миçе хутчен аса илнĕ Ятман колхозра çапла пĕр йышпа хаваслă ĕçленисене! Нимех те çук пек кунта — шуйăхаççĕ, йĕплĕ сăмахсем калаççĕ, ахăлтатса кулаççĕ çавă çеç. Анчах пĕрре колхозра пурăннă çын ют çĕрте ку ĕçшĕн пит тунсăхласа çитет иккен, вăл унта мĕн чухлĕ пурăнать, ку ĕç уншăн çавăн чухлĕ хаклăрах пулса тăрать иккен.
Ятман, çынсем хушшинче Кăтра Михалана палласа илсе, ун патне пырать.
— Вăй патăр сире!
— Тавах-ха, сана кунта патăр! — харăссăн кăшкăраççĕ хĕрсем.
Кăтра Михала вĕсене йĕкĕлтеме пăхать:
— Хĕрсене мĕн кирлĕ? Вĕсене каччă кирлĕ, çавă анчах.
— Каччăсемсĕр пурăнма та йывăр çав! — ун умĕнчен лапатка илет Марине. Хĕрсем ун сăмахĕсене ырласа йышăнаççĕ.
— Тĕрĕс, Марине инке!
— Каччăсем пулнă пулсан, халь çакăнта вĕсемпе ăмăртса çулаттăмăрччĕ!
— Сана çава кирлĕ мар-и? — тет Кăтра Михала Ятмана. — Таçта çавăнта ытлашши çава пулмалла.
— Çук, пултараймастăп пулĕ, хĕрсем умĕнче намăс курас мар, — тет Ятман. Хăй туять: ура ыратсан та, çакăнта алла çава тытас килет, çамрăксем хушшине кĕрсе тăрса «Кам манпа ăмăртма пултарать?» тесе кăшкăрса ярас килет.
Михала пичче, хĕрарăмсене шуйăхтарса, ăш пиçиччен çулнă пулмалла: кивĕ сăран картусĕ айĕнчен тар тумламĕсем пăчăртаса тухаççĕ, старик хăйĕн тĕрĕллĕ кĕпин çухавине те вĕçерсе янă. Çапах та вăл ывăннине палăртасшăн мар — çăварĕпе темле ташă кĕвви калать, сылтăм урипе çак кĕвĕ тăрăх ташлам пекки тăвать.
— Ну, хĕрсем, кам çави мăкалчĕ? Калăр, пĕрре чуптумаллах хăйраса паратăп, — лешсем чĕнменнине кура, хăй çинчен аса илтерет Михала.
— Хамăр çавасене эпир хамăр та лапаткалатпăр, кил, тепре ăмăртар, ав каçалăку юлать! — кăшкăраççĕ хĕрсем.
Ятман вара чăтаймасть, Михала пичче аллинчи çавана илет те каçалăк умне тăрать. Çаран çине килнĕ япала алла çава тытмасăр епле каятăн?
— Ну-ка, кăтарт çав хĕрсене утă мĕнле çулмаллине, Ятман! -хăпартлантарать ăна старик. — Хăваласа çитсе иртсе кай! Марине, çул пар!
Ятман хĕрсене çитме ĕмĕтленмест, вĕсем нумай инçе кайнă ĕнтĕ, анчах Маринене вăл çитетех. Ятмана çавапа ĕçлеме кансĕр, мĕншĕн тесен аманнă урипе хыттăн пуснă чухне ури ырата-ырата каять, çапах та Ятман çавине курăк ăшне шалтан-шала ярать.
Вăл тăрăшарах ĕçленĕрен-и е Марине ăна юри кĕтерех панăран, акă вĕсем танлашрĕç, унтан вара иккĕшĕ те тата пикенерех çулма тытăнчĕç.
Хăвăрттăн илеççĕ вĕсен çависем. Тикĕссĕн выртса пырать çава çивĕччĕшĕпе касăлнă курăк. Ятман Марине çави çине, лешĕ Ятман çави çине пăхать. Ятман çавине кăшт сулăмлăрах сулса ярсан, лешĕ те çави хăвăртлăхне ӳстерет, çапла вĕсем çависене килĕштерсе ывăтса пыраççĕ. Марине, тăпачăпа авăн çапнă чухнехи пек, хутран-ситрен вăй хушмалла «э-эх!» тесе кăшкăрса илет, унтан çавипе çеç мар, пĕтĕм кӳлепипе малалла туртăнать. «Ăста çулать, çавăнпа хăйĕн ĕçне халăха кăтартма та вăтанмасть», — тет ăшĕнче Ятман.
— Пăрăнăр, хĕрсем, таптаса каятпăр! — кăшкăрать Марине.
— Асту, Марине, такăнса ӳкен, ак кунта тĕмеске пур!
— Майĕпентерех, урана касатăн!
Пĕри, хăранă пек пулса, хыттăнах çухăрса ярать, ыттисем пĕтĕм улăх илтмелле ахăлтатса кулаççĕ, улăх кулăпа чĕтресе тăрать.
Кăнтăрла тĕлĕнче ĕçлекенсем патне районран таврăнакан Анушкапа Карачăм пырса çитрĕç.
— Эсир мĕн, çынсем ĕçленĕ вăхăтра каллĕн-маллĕн утса çӳретĕр? — ятланă пек кĕтсе илчĕ вĕсене Кăтра Михала. — МТС-ра ĕçлес пулать!
— Киле таврăнатпăр, çимелли пĕтрĕ-ха, — айăплăн сăмах хушрĕ Анушка. — Карачăм вăрçа каять...
— Мĕнле вăл вăрçа каять? — терĕ Михала пичче.
— Çаплах, хам ирĕкпе, — куçне çĕклемесĕр тавăрчĕ Карачăм.
— Çапăçас килет апла?
— Эп çапăçмасан, камăн çапăçмалла?
— Тĕрĕс калатăн, — килĕшрĕ Михала пичче. — Сан пек çамрăк паттăр пĕр эсреле вĕлермесĕр юлсан, килĕшӳллĕ пулас çук. Хăçан каятăн?
— Ыран, — терĕ Карачăм.
— Апла кайиччен ĕçлесе юл. Тытăр та çава, пуçлăр çулма.
Çамрăксем пĕлеççĕ: старик çапла татса каларĕ-тĕк.. килĕшмесĕр тăни намăс курни кăна пулĕччĕ.
— Çулас, эпир ĕмĕр çава тытман çынсем мар вĕт, — терĕ Анушка.
Вĕсем аллине çава тытрĕç. Анушка Карачăмпа юнашар тăчĕ. Пахрĕ те, пăхмарĕ те вăл Карачăм çине. Тутисене вăл тирпейлĕн пуçтарса илчĕ — те кулаççĕ вĕсем, те кулмаççĕ. Пичĕ паянхи хĕвеллĕ кун пек таса та çутă: утă ура айĕнчи чечек те, çӳлти кăвак тӳпе те палăрать пек, куçĕсем курăнмаççĕ, вĕсене хĕрача вăтаннипе аялалла тинкернĕ. Пăхса илĕччĕ Карачăм вĕсенчен, сăнĕччĕ пĕр тапхăр вĕсем мĕнле ялкăшнине, сăнама май çук. Ак Анушка çава аврине ик аллипе тытрĕ, ак пĕвĕпе çăмăллăн ыткăнса сулса ячĕ, вара, хавхаланса, пĕр чарăнмасăр çулма пикенчĕ. Карачăм малтан иккĕленсе тăчĕ, унпа тан çулма пултараймăп, терĕ, анчах çавăнтах, халь ĕнтĕ турткалашма, пĕр алла тытнă çавана пăрахма юраманнине туйса илсе, каçалăк умне тăчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...