Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Тепĕр кун вăл питех те лăпкăн ĕçлерĕ, çамрăк çын кун пек лăпкă ĕçлесси сайра пулать. Тракторист кăмăлне пĕлнĕ пекех, машина та пĕрре те пăсăлса тарăхтармарĕ. Смена пĕтес умĕн Петĕр вăл планран ирттерсе виçĕ гектар сухалани çинчен пырса каларĕ. Карачăм кăна ĕненме те пултараймарĕ, вăл сухаланă лаптăка хăйĕн аллипе хăй виçсе тухрĕ. Çапла, виçĕ гектар. Ĕçленĕ-тĕк ĕçленĕ паян! Ыранхи нормăна та кăшт çеç тултарайман, Анушкана çырса ярсан, ĕненес те çук.
Çак кунсенче Анушка Карачăмран кашни ирех блокнотăн вараланса пĕтнĕ пĕчĕк листисем çине çырнă кĕске сводкăсем илсе тăчĕ. Нимех те çук вăл сводкăсенче, цифрăсем çеç. Çапах та вĕсем хĕрачашăн тем пекех хаклă. Гектар шучĕ пĕр кун ытларах, тепĕр кун — сахалтарах, анчах та планран кая пĕр цифра та çук. Мĕн пытармалли пур, Анушкан гектар шучĕсем уннинчен нумай пĕчĕк ĕнтĕ, темле тăрăшсан та, çамрăк трактористка вăл виçене çитерейместех. Анчах ку хĕрачана питех пăшăрхантармасть. Ăмăртăвăн результачĕсем куç умĕнче. Карачăм, унăн юратнă Карачăмĕ ăна тĕрĕс ăнланчĕ! Ку Анушкашăн пуринчен те хаклă.
XXIV
Юлашки вăхăтра Кĕтерне калаçура час-часах хайĕн ывăлне, Алексее, асăнакан пулчĕ. Липăпа калаçса тăрать-и, кӳршĕсемпе сăмахлать-и — ялан Алексей çинчен мĕн те пулин каласа хурать. Тĕлĕк каласа парать-тĕк пĕлсех тăр — Алексей пирки калать, тĕлĕкре вăл ăна курнă, кам та пулин çыру çинчен асăнать-тĕк, Кĕтерне Алексейрен çыру кĕтни çинчен сăмах хушать, ялта вăрçăра кам та пулин вилнĕ текен хыпара илтсен, ывăлне аса илсе хуйхăрать: «Çав таврăнтăрччĕ, çав ан вилтĕрччĕ». Пĕр эрне каялла çурласем шăллаттарнă чухне ыттисемпе пĕрле Алексей çурлине те кайса пачĕ: «Тен, кирлĕ пулĕ, тен, тырă вырма та ĕлкĕрĕ». Унччен маларах ывăлĕ çинчен кӳршĕ хĕрарăмĕпе, Наталипе, нумайччен калаçса ларчĕç. Натали ывăлĕ, Тимуш, пĕр уйăх каярах çеç ăсатнăскер, çапăçăва кĕмен иккен-ха, фронт çывăхĕнчи пĕр хулара лейтенанта вĕренет.
— Манăн çапăçăва та темиçе хутчен кĕрсе тухнă ĕнтĕ, ăна-кăна курма ĕлкĕрнĕ, — мăнкăмăллăн каларĕ Кĕтерне.
— Ăçтарах çапăçать вара вăл, сан ывăлу?
— Таçта Мускав леш енче, тет. Темле шыв хĕрринче тăратпăр, тет.
— Медаль те илме ĕлкĕрнĕ пулĕ апла вăл сан? — ыйтрĕ Натали инке.
— Пĕрре кăна мар, иккĕ те илнĕ, тет, — каллех мăнкăмăллăн каласа хучĕ Кĕтерне.
Натали тухса кайсан, вăл медаль çинчен калаçнине тепре аса илчĕ. «Мĕнле медаль çинчен сăмахларăмăр çак эпир? Ăçтан чĕлхе çаврăнчĕ вара манăн ăна çапла суйса хума? Алексей çырура нимĕнле медале те асăнмастчĕ-çке?» Ăна çав тери аван мар пек туйăнса кайрĕ. Кур-ха, ватă пуçпа суйса хутăм пулать. Мĕн тума кирлĕ пулчĕ-ха ку мана? Епле персе ятăм-ха ăна?» Ахаль пулсан, Кĕтерне пит ӳкĕнес те çук та, ăна çавăнтах Алексей киле таврăнас шухăш пырса кĕчĕ, ку вара ăна пĕрре савăнтарчĕ, çавăнтах хăратса та пăрахрĕ. «Ну, килти ăçти-çук çинчен суйма пулать, вăл хĕрарăмăн пулатех, эп ывăл çинчен суйса хутăм-çке? Е çакăнта килсе кĕрсен? Вара Наталие мĕн калас?» Ăна хăйĕн ывăлĕ медальсем илнĕ пирки Натали çийĕнчех ытти çынсене каласа парассăн туйăнчĕ. Вара ун çинчен пĕтĕм ял пĕлет. Наталие каланă япала ку хьпар, паллах, пĕтĕм ялĕпех саланать. Ăçта кайса чикес вара намăса?
Кĕтерне халех Натали патне тухса чупас, ăна ывăл пирки ытлашши калаçса ан çӳре тесе асăрхаттарас тесе те шутларĕ, анчах кăна тума вăл ниепле те хăюллăх çитереймерĕ. «Мĕнле калан ĕнтĕ ăна? Мĕн шутлать вара вăл ман çинчен, ват карчăк çинчен? Тен, киле таврăниччен чăнах та илме ĕлкĕрĕ-ха медаль? Пĕрре кăна мар, иккĕ те илĕ. Ав, Ятман илсе таврăннă-çке, ман Алексей унран мĕнтен кая вара?»
Вăл хăйне çапле каласа лăплантарчĕ те ывăлĕ пирки шăпăртах пулчĕ. Çак кунсенче Натали ун патне тек килсе лармарĕ. Кĕтерне инке хăй те ытлашши ниçтах та тухса çӳремерĕ. Пĕррехинче çеç кĕтӳ хăваланă чухне вăл тепĕр кӳршĕ хĕрарăмĕпе ытларах калаçса тăчĕ. Мĕн çинчен калаçчăр-ха ĕнтĕ вĕсем, вăрçă çинчен, фронтри ывăлĕсем çинчен калаçмасăр? Кӳршĕ хĕрарăмĕ упăшки пилĕк уйăх çухалса шарламасăр пурăннă хыççăн çыру яни çинчен пĕлтерчĕ. «Кашни кун макăраттăм, вилнех пулĕ тесе шутланăччĕ. Ачасем малтан ялан çыру кĕтетчĕç, пушта килессе кăна сыхлатчĕç, кайран вĕсем те шанми пулчĕç. Виçĕмкун кĕтмен çĕртен Кĕтӳç Куçми çыру тыттарчĕ. Вуласа пачĕ те, савăннипе макăрса ятăм», — терĕ вăл. Унтан уйрăлас умĕн каласа хучĕ: «Алексее салам çырса яр. Вăл сан медальсем те илнĕ пулас. Натали хĕрĕ çапла терĕ».
— Çырса ярăп, салам çырса ярăп, — тата тем каласран хăранă пек, васкаса каларĕ Кĕтерне.
Çакăн хыççăн ăна хăй шухăшласа кăларнă медаль пушшех канăç памарĕ. Вăл ĕнтĕ çĕрĕн-кунĕн çак медальпе аташма тапратрĕ. «Ăна ĕнтĕ халь пĕтĕм Атăлкасси пĕлет. Пĕтĕм ял умĕнче ывăл ятне яратăп. Вăт мухтан, вăт мухтан». Кĕтерне çавăнтах тата пĕр кун упăшки каласа панă мыскараллă япалана аса илчĕ. Иртнĕ çуркунне пĕр яла хăйсен ял ачи аманса таврăннă, тет. Унăн нимле орден та, медаль те пулман, çапах та вăл хăйне эпĕ герой тесе калать, тет. Часах ак Калинин Указ кăларать те, мана орденсем, ылттăн çăлтăрсем пама Мускава чĕнеççĕ, тесе калать, тет. Таврашĕнчи çынсем çакăн çинчен илтсен савăнсах кайнă: хăйсен ялĕнче герой пур-çке-ха! Ун валли çĕнĕ çурт тума тытăннă, ăна çăнăх, какай, çу, пыл парса тултарнă. Пĕр уйăх иртет, ик уйăх иртет, — ăна чĕнмеççĕ. Çырса яраççĕ — ку нимле герой та пулман иккен, юри улталанă, тет.
Çакна аса илчĕ те вăл, пушшех хăракан пулчĕ. «Медаль илнĕ тесе суйрăм та, ак Алексей медальсĕрех таврăнать. Михала пĕлсен тата, вăл мана çисех ярать вĕт»...
Темиçе кунтан Укахви чылай çĕрле пулсан çыру илсе таврăнчĕ.
— Алексейрен, — терĕ те лампа çутса вулама ларчĕ. «Юратнă атте-анне, Анушка тата Укахви! Каçарăр,юлашки вăхăтра эп сирĕн пата вăхăтра çыраймарăм. Мана чылаях йывăр амантрĕç те, эпĕ халь сиртен инçех мар госпитальте выртатăп. Çитес вăхăтрах киле курма пыратăп. Анне, тырру пулсан, пăртак сăра туса хур»...
— Çавăн пекех çырать-и вара? — ĕненмесĕр ыйтрĕ Кĕтерне.
— Çавăн пекех пулмасăр.
— Килетех-ши?
— Килет, паллах. Пырăп тесе çырать вĕт-ха? Амăшĕ çавăнтах хыпаланса ӳкрĕ, унăн пĕтĕм ăшчиккине, чунне-чĕрине сăмахпа каласа памалла мар савăнăç тулчĕ. Вăл халь мĕнпур хуйхи-суйхине манса кайрĕ, ăстăна, ĕмĕте вăл çеç, Алексей çеç кĕрсе вырнаçса, ытти мĕнпур шухăша хăваласа ячĕ. Алексей киле таврăнать, унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ киле таврăнать! Çырăвĕнче вăл «мана чылаях йывăр амантрĕç» тесе пĕр пытармасăрах çырать пулин те, амăшĕ ун çинчен шухăшламарĕ. Ăна илтмесĕр юлма пултараймарĕ ĕнтĕ вăл, анчах аманни мĕнех вара? Таврăнтăр кăна!
Алексей нумай кĕттермерĕ. Пĕр каçхине тĕттĕм пулас умĕн, Кĕтерне Михалана кĕтсе улма шуратса ларнă вăхăтра алăк уçăлчĕ те, пӳрте çӳлĕ кăна çар çынни кĕрсе тăчĕ. Амăшĕ шуратма пуçланă улмине тирĕке хурса пăхрĕ-пăхрĕ ăна, ниепле те палласа илеймерĕ. Хăйне тĕттĕмре паллайманнине кура, Алексей малалла иртрĕ.
— Паллаймарăн-им, анне? — терĕ вăл, амăшĕн ватăлса кăйнă пит-куçне сăнаса.
— Алексей!.. Чунăм!.. Эсĕ пултăн-и вара ку, Алексей?.. Эп пăхап-пăхап, тĕттĕмре ниепле те паллаймастăп.
Алексей тепĕр утăм иртрĕ те амăшĕн çинçешке шăм-шакне хăйĕн ытамне илчĕ. Амăшĕ ывăлĕн сарлака кăкăрĕ çине тайăнса ĕсĕклесех макăрма тытăнчĕ.
— Çаврăнса çитрĕн иккен, ывăлăм. Халь ĕнтĕ мана нимĕн те кирлĕ мар...
— Атте ăçта? Анушкапа Укахви ăçта? — терĕ ывăлĕ.
— Аçу правленинче-ха. Укахви купăста сапать пулас. Анушка районра, вăл трактористка пирĕн. Ку мĕн сан? Сан аллуна çыхса янă мар-и? — асăрхарĕ вăл сасартăк.
Амăшĕ хăйĕн никамăннинчен те çемçе те ачаш аллисемпе ывăлĕн бинтпа хулăн çыхса янă хулне хыпашласа тупрĕ, вара ывăлĕ хулĕнчен аманнине чухласа илчĕ. «Ку нимех те мар, ку нимех те мар», — терĕ вăл хăй ăшĕнче. Унтан куçĕсене саппун аркипе шăлса типĕтрĕ те, пĕр-икĕ утăм каялла чакса, ывăлне çĕртен пуçласа пуç тӳпине çитиччен куçпа виçрĕ.
— Ӳссе кайнă эс, Алексей, татах нумай ӳснĕ, — терĕ вăл.
— Ялан ӳсме эп пĕчĕк ача мар вĕт ĕнтĕ, анне?
— Ӳснĕ пек, — терĕ амăшĕ çав-çавах.
Çапла-çке пирĕн аннесем, пирĕн çине вĕсем ялан пĕчĕк ачасем çине пăхнă пек пăхаççĕ, вĕсене эпир ялан ӳсетпĕр пек туйăнать. Кĕтерне инке ывăлĕн пит-куçне пăхать, унта вăл печĕк чухнехи тăван паллăсене шырать.
Аллисем каллех ывăлĕ патне туртăнаççĕ. Вĕсем ăна ачашласшăн, амăшĕ хăйĕн пĕчĕк ачине ачашланă пек ачашласшăн.
— Чим-ха, кутамккана хывам-ха, — терĕ Алексей. Амăшĕ вара тинех ăнкарса илчĕ: ывăлĕ урай варринчех тăрать вĕт-ха, вăл кутамккине те хывман вĕт-ха.
— Кӳр, хам хывам, эс хăрах алпа хываймăн, — кармашрĕ вăл ывăлĕн çӳлĕ хулпуççийĕсем патнелле. Кутамккине хывас тесе çаврăнкаланă май Кĕтерне инке ывăлĕн паçăр хăй лăпчăнса макăрнă сарлака кăкăрне курах кайрĕ. «А медальсем? — çиçĕм пек килсе кĕчĕ шухăш. — А медалĕсем ăçта?» — Ун аллисем чĕтресе кайрĕç, вăл ывăлĕ умĕнче калама çук пысăк айăпа кĕнине туйса илчĕ. «Хăрани чăнах пулчĕ вĕт, ывăла пĕтĕм ял умĕнче намăслантаратăп ĕнтĕ. Çук, медальсем çук. Ав, темле сарă-хĕрлĕ тăрăхсем пур, пĕр медаль те çук». Кĕтерне хăйĕн пăшăрханăвне ывăлне систересшĕн пулмарĕ; ун кутамккине çурăм хыçĕнчен сӳсе илсенех вăл çимелли хатĕрлеме тĕпелелле чупса кайрĕ, унтан ывăлĕ валли пĕр кăкшăм ăшă сĕт йăтса пычĕ.
— Ак, ывăннă çинчен сĕт ĕç-ха. Пит усăллă пулакан. Алексей, кăкшăма илсе, кăпăкланса тăракан сĕте нумайччен кана-кана ĕçрĕ.
— Ну, куншăн тавах, анне. Килениччен ăшă сĕт ĕçменни нумай пулатчĕ.
— Юрĕ, ывăлăм, юрĕ, — терĕ амăшĕ. — Сăрапа мĕн тăвас: халех ăсса тухас-и е пăртак тăхтас?.. Çыруна илсенех сăра туса хутăм.
— Тăхта-ха, анне, — йăвашшăн каларĕ Алексей. — Эп кăшт тирпейленем: çăвăнам, сухалăма хырам, тусантан тасалам.
— Тасал, ывăлăм, тирпейленкеле. Çынсем те килĕç тата.
Эп наччас апат çакса ярам-ха, эппин.
Амăшĕ витре илсе картишне шыв ăсма чупрĕ. Алексей унăн витри тăпсисем чĕриклетнине çеç илтсе юлчĕ. Вăл шкапран хăй çара кайиччен хăварнă бритва хатĕрĕсене илчĕ те, сĕтел хушшине пысăках мар тĕкĕр умне ларса, сухал хырма пикенчĕ. Çапла вăл чылайччен аппаланса ларчĕ, юлашкинчен, типĕлле хырма май çуккине кура, каллех тĕпелте айкашакан амăшĕнчен вĕри шыв ыйтса илчĕ.
— Пур, пур вĕри шыв ме— терĕ амăшĕ. Унтан шывне панă чухне ывăлĕ çине кăмăллăн пăхса, куларах:
— Ĕнтĕ сухал хыракан пултăн-и, ывăлăм? — тесе ыйтрĕ.
— Пултăм, анне. Ĕнтĕ вăрçа кайса килтĕм те, сухал хырма та вăхăт.
— Ара, эс нумай пулмасть кăна шкул ачиччĕ те-ха. Çарран çӳреттĕнччĕ. Аçу атă илсе панăччĕ те, эсĕ ăна пысăк тесе ниепле те тăхăнасшăн марччĕ. Хăюсăрччĕ тата. Çын патĕнче апат ларса çиме вăтанаттăччĕ.
Часах Алексей пит-куçне çурĕ те, амăшĕ пăтаран çакса хунă кутамккнне салтса, унтан вĕрçĕнĕ салтак гимнастерки кăларчĕ. Ăна тăхăнса ярса çӳçне-пуçне тирпейлерĕ, салтакла хытă туртса пиçиххине çыхса ячĕ. Ахаль те яштака та илемлĕскер, ку тумпа вăл уйрăмăнах маттур каччă пулса тăчĕ.
— Халь мана, анне, сăра пар, — терĕ вăл, амăшĕ умне пĕтĕм кӳлепипе тухса тăрса. Амăшĕ ун çине тулли куçлăн савăнса пăхса илчĕ: мĕнле тĕреклĕ арçын пулса тăчĕ ун ывăлĕ! Чи хитре хĕре суйласа ил те авлантар. Пит-куçсем мĕнле, хулпуççисем, кăкăрĕ епле сарлака! Анчах, чим, тăхта, мĕнсем кусем ун кăкăрĕ çинче? Мĕнле илемлĕ япаласем вара — куçа шартарса тăраççĕ? Медальсем мар пуль те?
— Кусем мĕнсем сан, Алексей? — терĕ Кĕтерне инке тата çывăхарах пырса пăхса.
— Ку — орден, акку — медаль, — аллипе кăтартрĕ ывăлĕ. — Кăна Мускав патĕнче çапăçнă чухне илнĕ, ку орденне нумаях пулмасть пачĕç.
Амăшĕ нимĕн калама та пĕлмест. Тем каласшăн питех те пысăк шухăш каласа парасшăн, анчах чĕлхе çавăрса калаймасть. Чĕрере калама çук ăшă туйăм çĕкленет, куçсем такама тупнă пек пăхаççĕ, алсем ывăлĕн тĕреклĕ кӳлепи патнелле туртăнаççĕ. « Ара, эп кăна малтанах пĕлнĕ, ӳссен вăл çакăн пек маттур ывăл пулассине малтанах пĕлнĕ».
— Сăра ăсса пар ĕнтĕ, — терĕ Алексей, амăшĕн куççульпе çутăлса тăракан савăнăçлă куçĕсенчен пăхса. — Ав çынсем те ĕçрен таврăнаççĕ. Атте те килет пулĕ.
— Килет пулĕ ĕнтĕ. Эп халех сăра ăсса тухатăп. Эс чĕн унта юлташусене, кăшкăр. Натали инкӳ иртсе кайнине курсан, ăна чĕн. Эп халех. Вăл самаях пысăк чара илчĕ те тĕпсакайне сăра ăсма кĕрсе кайрĕ.
Ашшĕне Алексей шăп алăк умĕнче тĕл пулчĕ. Ывăлĕ пӳртрен тулалла тухасшăн, ашшĕ, Алексей таврăннине пĕлнĕскер, васкаса пӳртелле кĕрет.
— Ну, ну, ват çын çулне пӳлмеççĕ, — шӳт турĕ Михала, Алексей çул парса каялла кĕрсен, вăл ăна ыталаса илсе виçĕ хутчен чуптурĕ.
— Таврăнтăм, тетĕн? Нумайлăха-и?
— Çула май çеç атте. Госпитальтен фронта каятăп, — унтан кăшт пăрăнчĕ ывăлĕ.
Вăл калаçни ашшĕне кăмăла кайрĕ. «Ак тĕнче курса килчĕ те, епле хăюллăн юмахлать. Вăрçа кайиччен манпа хирĕç тăрса калаçма та пултараймастчĕ», — терĕ вăл ăшра.
Часах амашĕ сĕтел тирпейлерĕ Анушкасăр пуçне пĕтĕм çемье сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Пурне те черкке тултарса парсан, ашшĕ, ывăлĕ çине пăхса, «Эс таврăннă ятпа» терĕ те унпа пĕр харăс черкке пушатса хучĕ. Унтан амашĕ пĕрер курка сăра тултарса пачĕ. Арçынсем ăна та сывламасăр ĕçрĕç.
— Амăшĕ, куратна, ывăл çапăçма та, ĕçме те вереннĕ— юптарарах каларĕ Михала, Кĕтернене куç хĕссе. Çавăнтах сăмахне тӳрлетсе хучĕ:
— Анчах иртерех ырламастăп-и — çапăçма веренейнĕ -и вара?
— Пĕлместĕп ĕнтĕ, — терĕ Алексей.
— Çапăçма пĕлмесĕрех орден паман пулĕ ĕнтĕ, — шăллĕ хутне кĕчĕ çӳçене-çӳçене эрех ĕçекен Укахви.
— Орденĕ хăйĕн вырăнĕнче пултăр-ха вăл! — сассине хăпартрĕ ашшĕ. — Çапах та çапăçма пурте вĕренсе çитеймен-ха вĕсем. Унсăрăн нимĕçе хытăрах хăваланă пулĕччĕç. Çапла-и, ывăлăм?
— Тĕрес те пулĕ, — килĕшрĕ Алексей.
— Ничево вĕренеç-ха, нуша кулач çиме вĕрентнĕ тет. Ну, тепрер тытар-ха эппин, унтан манăн правленине кайса килмелле.
— Пĕррелĕхе каймасан та юрĕ, ывăл таврăннă тесен, мĕшĕн килмен темĕç, — чарма тăчĕ Кĕтерне.
— Сана юрать те çав, карчăкăм мана юрамасть, — сĕтел хушшинчен тухрĕ Михала. Унтан Алексейшĕн каласа хучĕ:— каясах пулать, Ятман витнĕ итем тăвасси пирки калаçать-ха. Пĕрисем тумалла теççĕ, теприсем варçă пĕтиччен тăхтамалла теççĕ.
Ашшĕ тухса кайсан, Укахви патне Липа пырса çитрĕ, вара вĕсем Алексейпе нумайччен калаçса ларчĕç.
Амăшĕ ывăлĕ валли паçăрах çемçе вырăн хатĕрлесе хунă ĕнтĕ, ывăлĕпе хĕрсем çав-çавах калаçаççĕ-ха. Уçса пăрахнă чӳречерен каçхи сулхăн кĕрет, çывăхрах хĕрсем майĕпен юрлани илтĕнет, пӳртре валак çинче шыв юхса выртнă пек лăпкă калаçу пырать. Амăшне ку калаçу шыв юххи пек кăна мар, симпыл юххи пек туйăнать. Вăл хăй пит калаçсах каймасть, хутран-ситрен çеç пĕр-ик сăмах хушса хурать, итлессе вара пĕр сăмахне сиктермесĕр итлет. Вăл ывăлĕ калаçса ларнине халь виçĕ çĕр татти-сыпписĕр итлеме пултарĕччĕ.
— Çитĕ ĕнтĕ, выртса кан, Алексей, — тет, хăй çапах та, — ыран кун пур вĕт, ыттине ыран калаçăр.
— Халех, анне, — тет Укахви, хăй Алексее малалла калама хистет:
— Вара, вара.
Алекеей хăй пулнă çапăçусем çинчен, тыткăна лекнĕ нимĕçсем çинчен, Мускав çинчен кала-кала кăтартать.
— Фронтра хĕрарăмсем пур-и? — ыйтать Липа.
— Пур.
— Чăваш хĕрĕсем те пур-и?
— Чăвашсем те пур. Эп хамах темиçе хĕрачана тĕл пулнă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...