Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Çулпуç фронтри ĕçсем çинчен калать, нимĕçсен вăхăтлăх çĕнтерĕвĕсем çинчен ăнлантарса парать. Вăл хамăрăн пулас çĕнтерӳ çинчен, Хĕрлĕ Çар нимĕçсене тытса чарма кăна мар, аркатса тăкма та пултарасси çинчен калать.
— Эпир çĕнтеретпĕр, кун пирки нимле иккĕленӳ те пулма пултараймасть, — тет вăл. Çак сăмахсене илтсен, пĕтĕм пуçтарăннă халăхăн кăмăлĕ çĕкленет. Кĕтерне те чĕринче вăй тата ытларах хутшăннине туйнă пек пулать. Хăлхара пĕр сăмах, лăпкăн та шанчăклăн каланă сăмах янăраса тăрать: эпир çĕнтермелле, эпир çĕнтеретпĕрех!
Лере, куçа курăнман юнашарти пӳлĕмре, каллех нумайччен алă çупаççĕ. Колхозниксем шăп. Вĕсем çулпуçăн пĕр сăмахне те сиктересшĕн мар. Колхозниксем те алă çупаççĕ, анчах сасăсăр — чĕрепе.
Ятман çынсем çине пăхать те курать: лере алă çупни ытларах кĕрленĕ майĕн кунти çынсен куçĕсем ытларах ялтăраççĕ. Сталин çакăнта сĕтел умĕнче тăнă пек, çынсем пĕчĕккĕнех ун патнелле туртăнăççĕ. Кашнин чĕрере савăнăçлă туйăм ытларах çĕкленсе пырать. Сталин тăшманран тăрăхланă чухне лери залра çынсем кулсан, кунта та колхозниксен пичĕсем илемлĕ кулăпа çуталаççĕ. «Мĕн çĕклет, мĕн савăнтарать çынсене çакăн пек йывăр вăхăтра, мĕн çуталать вĕсен куçĕсенче?» — хăйĕнчен хăй ыйтать Ятман. «Хурçă пек çирĕп шанчăк, — тет вăл çавăнтах. — Çак халăх хăйĕн вăйне шанса тăрать, вăл пĕлет: ку таранччен никам çĕнтерейменнине халь, çирĕмпилĕк çул иртсен, пуçсăр нимĕçе парăнас çук ĕнтĕ. Халăх савăнать, мĕншĕн тесен унăн çак хăрушă вахăтра аслăран та аслă çулпуç Çталин пур. Пĕтĕм совет халăхĕ хăйĕн аслă çулпуçĕпе мухтанать».
Лере каллех пĕтĕм пӳлĕме чĕтретсе алă çупаççĕ. Пĕр чарăнмасăр, тăвăллăн алă çупаççĕ. Çине тăрса, вăйлăран-вăйлă çупаççĕ. Ятман курать: ак унти хускану кунта куçать. Кунта та çынсен аллисем çĕкленеççĕ. Правлени пӳлĕмĕ те чылайччен алă çупнипе кĕрлесе тăрать.
Унтан пӳлĕм шăпланать. Доклад пĕтрĕ. Репродуктор калаçма чарăнчĕ. Колхозниксем çапах та вырăнтан хускалмаççĕ-ха. Пĕр вăхăт хушши никам та сăмах чĕнме хăяймасть. Кашни хăй шухăшне шухăшлать. Кашни чĕрине çулпуç доклачĕ çĕклентернĕ.
— Ăнланмалла-и, юлташсем? — тет Ятман.
— Ăнланмалла! Ăнланмалла! — теççĕ çынсем. Часах пӳлĕмре доклад тăрăх калаçу пуçланать. Иккĕн калаçаççĕ, виççĕн калаçаççĕ, тăваттăн-пиллĕкĕн ,уйрăлса сăмахлаççĕ. Доклад çынсене йăлтах хускатса ячĕ, вĕсен пуçĕнче темĕн чухлĕ шухăш çĕклетрĕ. Мĕн чухлĕ ыйту кунта: союзниксем çинчен, Хĕрлĕ Çар çинчен, Ленинградпа Севастополь, Сталинградпа Моздок, Японипе Турци çинчен. Сĕтел патĕнче темиçе арçын иккĕмĕш фронт пирки сӳтсе-яваççĕ.
— Пулатех апла иккĕмĕш фронт? — тĕпчет Сахрун.
— Пулатех!
— Çапах та мĕн нумай кĕттереççĕ-ха вĕсем? Хатĕр мар-шим?
— Пурте хатĕр, тет, салтакĕсем валли пуриншĕн те тӳмме лартса пĕтереймен, тет.
— Тӳмме лартасси кăна юлнă пулсан, нумай тăмаççĕ апла?
— Паллах, нумай тăмаççĕ. Тепĕр тесен, кам пĕлет вĕсене: те часрах пĕтересшĕн-ха вăрçа, те ытларах тăсасшăн...
Тем çинчен калаçсан та, сăмах юлашкинчен хăйсен çыннисем çине, ашшĕсемпе упăшкисем, шăллĕсемпе пиччĕшсем çине куçать.
— Никам та тытса чараймарĕ нимĕçе, пирĕн тытса чарчĕç, тет Сталин. Çавсем çинчен калать вĕт-ха вăл? Çавсем тытса чарчĕç ĕнтĕ хаяр тăшмансене?
— Часрах çапса аркатчăр та Гитлера, таврăнччăр.
Ятман халăха шăпланма сĕнчĕ. Унтан кĕттерсе тăмасăрах янравлăн:
— Пурте илтрĕр-и Сталин сăмахне? — тесе ыйтрĕ, вара малалла калама тытăнчĕ: — Тăшмана хăвăртрах çĕмĕрсе тăкас тесе Сталин пире пурсăмăра та хамăр ĕçе, тата тăрăшарах тума хушать. Тăван çĕршывшăн пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле...
Ятман тата та чылай каларĕ. Вăл сăмахне пĕтерсенех юнашар пӳлĕмре, колхоз клубĕнче, хуткупăс сасси янраса кайрĕ.
— Эй, юлташсем, халь хамăр вечера айтăр, — терĕ Левентей. — Праçник-тĕк праçник пултăр! Пăртак кайса савăнар.
Колхоз Октябрь, праçникне пĕр çĕрте мар, виçĕ çĕрте — кашни бригадăра уйрăмăн — ирттерчĕ. Пĕрремĕш бригада çыннисем пурте правленине юлчĕç. Кунта тепĕр пӳлĕмре уяв ячĕпе сăра та туса лартнă иккен, пристаньрен эрех те илсе килнĕ.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, — терĕ Кăтра Михала, кĕрекенелле иртсе. — Çын патĕнче мар, хамăр пăтăмăрта, вăтанса ан тăрăр.
Пӳлĕмре кукăль-пӳремечĕ шăрши кĕрет. Сĕтел çине ĕçме-çиме купаланă. Тĕпелте ик-виç хĕрача пичкерен сăра ăсаççĕ. Часах сĕтелсем çине кашнин умнех пĕрер курка сăра тата пĕрер черкке эрех пыра-пыра лартрĕç. Левентей ура çине çĕкленчĕ.
— Пĕрремĕш черккене хамăр аслă çулпуçăмăршăн. Сталин юлташ сывлăхĕшĕн ĕçер. Сывă пултăр Сталин юлташ! Урра!
Пӳлĕме пухăннисем харăсăн «урра» кăшкăрчĕç. Ун хыççăн пӳлĕмре чылайччен черккесем чанклатни илтĕнсе тăчĕ.
Иккĕмĕш черккене фронтри тăвăнсемшĕн ĕçрĕç. Куннинче алăсенче черккесем ытларах тытăнса тăчĕç. Нумайăшĕн куçĕсенчен куççуль юхса анчĕ. Анчах никам та саспа макăрса ямарĕ. Çынсем çапла йĕпе куçсемпе чылайччен пĕр чĕнмесĕр ларчĕç. Левентей те вĕсене нимĕн те каламарĕ. Çук, кунта никама та йапатма кирлĕ мар. Кăмăлсем çемçелчĕç, анчах вăл иртет.
— Хĕрарăмсем, савăнăçлăрах! — кăшкăрчĕ Кĕтерне. — Ĕçре нихçан пуçа усманнине ĕçкĕре кичем ан ларăр ĕнтĕ!
Хĕрарăмсем те, арçынсем те пĕчĕккĕн уçăлса хăюлланса пычĕç. Купăсçă чăваш ташши кĕввине пуçласа ячĕ, вара çынсем пĕчченшерĕн те, мăшăрăн та ташлама пикенчĕç. Пăртак хĕрнĕ хыççăн стариксем те ташша тухрĕç.
— Ну, купăсçă, Михала пичче ташшине пуçлăха, — терĕ Ятман! — Михала пичче ташласшăн ларать. Манса кайман-и эс ун кĕввине?
— Манман, — пуçне сулчĕ Карачăм, вара мыскараллă ташă кĕвви пуçларĕ.
Хăй чылайччен авкаланса халăха култарнă хыççăн Кăтра Михала Кĕтернене сĕтĕрме пычĕ.
— Карчăк, пулăш, куран старику ывăннă.
Кĕтерне хыççăн ытти хĕрарăмсем, унтан хĕрсем тухрĕç. Хĕрсем ушкăнпа, çине тăрса, такмакласа ташлаççĕ.
Сар хĕвелĕ ăшăтать,
Çутă тĕнче савăнать.
Хĕрлĕ Çарта савни пуртан
Манăн чунăм савăнать.
Чунтан савнă сар ачана
Эпĕ вăрçа ăсатрăм,
Юрататăп, кĕтеп терĕм,
Ăшă чунне йăпатрăм.
Вĕсем хĕрнĕçемĕн хĕрсе пыраççĕ, тата хытăрах такмаклама тытăнаççĕ:
Савнă чунăм, утар-и,
Уй хапхине çитер-и?
Уй хапхине çитсессĕн
Ал тытса уйрăлар-и?
Шăнкăрч, эсĕ хатĕр пул
Ирхи юрă юрлама.
Савни, эсĕ хатĕр пул
Сусăрлансан сиплеме.
Эп каятăп, эс юлан,
Эсĕ маншăн ан кулян!
Сыхлар тăван çĕршыва,
Тĕп тăвăпăр Гитлера!
Ташă хыççăн пӳртре çавра юрă пуçланать. Хĕрсем çав тери çинçе саслă, арçынсем хулăн саспа ăмăртмалла «Тухать-и те тухмасть-и» юрра тăсаççĕ. Ĕнтĕ урамра та юрă сасси илтĕнет, кăна ытти бригадăсенчен ĕçкĕрен тавăрăнакансем юрлаççĕ.
— Тавси, тăвансем!
— Тавах, хăна пулса кайăр!
— Савăнăр, юлташсем! — тет чылаях ӳсĕрĕлме ĕлкĕрнĕ Кăтра Михала. — Хĕрĕх тантăш — хĕр тантăш, утмăл тантăш ул тантăш — пурте савăнăр.
Хăй сĕтел хушшинче калаçса ларакан Ятмана ĕçтерме туртăнать.
— Ятман, пăхап та, эс урах ларатăн. Давай, ĕç-ха. Кил, иккĕн шаккаса шалт туса ĕçĕпĕр.
— Çитет сана, эс ӳсерĕлме пуçланă, атте, — тет сăра тултаракан Анушка. — Ак вĕсем аннепе шаккаса ĕçеççĕ. Ав, куран, анне те урах ларать.
Вăл амăшĕ валли сăра, Ятман валли эрех тултарать те хистесе ĕçтерме пуçлать. Лешсем ĕçмеççĕ, ăна кура Анушка тата ытларах куçа кĕрет, вĕсене шалтти ĕçтермесĕр те чарăнмасть.
— Сан хĕрне курмастăп-ха эпĕ, — сăмах хушрĕ питрен сар хĕр пек хĕрелсе кайнă Кĕтерне. — Чĕнмерĕн пулать-и вара хăвăн хĕрне ĕçке?
— Вĕсем хăйсем те ĕçкĕ тăваççĕ, çавăнпа килеймерĕ пулĕ, — кам çинчен каланине пĕлмесĕрех сăмах хушрĕ Ятман.
— Э-э, ун пек юрамасть, Ятман. Пĕрле ĕçсе çиес пулать, пĕрле савăнас пулать. Çамрăклăх вăл çавăн чухне илемлĕ.
— Кăнтăрла ĕçпе çӳресе кураймарăм, те килет, те килмест, — терĕ Ятман, темшĕн Липпа çинчен шухăшласа.
— Ай, тĕрĕс мар тăватăн, тусăм. Эс, ĕç тесе, кунпек пачах хĕрарăмсăр тăрса юлатăн. Кайран ӳкĕнмелле ан пултăр, çунат сарнă кайăк унталла-кунталла пăхкалĕ те пăр-р çеç вĕçсе кайĕ, хӳрине те курса юлаймăн. Çапах та хĕрӳ камччĕ вара сан? Пĕлме юрать-и?
— Хам та пĕлместĕп-ха, — чăннине каларĕ Ятман. — Тупайман.
— Э-э, ун пек юрамасть. Тупас пулать. Те хамăн тупса парас ĕнтĕ сана...
— Тупса пар-ха, Кĕтерне инке. Ман евчĕсĕр ĕç тухас çук пек туйăнать.
Вĕсем çапла шӳтлĕн калаçса ларнине Кăтра Михала асăрхарĕ те курка йăтса каллех ĕçтерме пычĕ.
— Ятман, эс хуть хĕр тупса хĕрпе калаçса лар. Вăл пур, ман арăма тупнă та, тек унпа вăрттăн калаçса ларать.
Çавăрас тетĕп-ха ăнă, — терĕ Кĕтерне.
— Çавăрас... Çавăрас... Ятмана карчăк кăна мар, хĕр те тупса парăпăр-ха. Ав, урамра кĕтсе тăратчĕ пĕри.
— Ăçта? — чӳрече витĕр курас пек кармашса пăхрĕ Кĕтерне.
— А-а çухатрăр-и? Çав кирлĕ сире. Вăл халь çук ĕнтĕ, ун çумне паçăрах пĕр каччă çулăхатчĕ, — кулчĕ Михала, хăй çавăнтах Ятмана ирĕксĕрлесе сăра ĕçтерме тытăнчĕ.
— Ан хăра, Ятман, хĕр тармасть вăл, сăра пĕтме пултарать. Хĕр вăл... Мĕнле каланă-ха юрăра? Чĕн тилхепе шарт турĕ, манăн савни карт турĕ: карт турĕ те мăрт турĕ, хăех килсе чуптурĕ, теççĕ вĕт? Килет ак. Ытах килмесен, хам Анушкана паратăп. Сан хĕрĕнтен пĕрре те кая мар, çамрăкрах çеç.
— Анушкан хăйĕн каччи пур, эс сисместĕн пулас-ха, — купăсçă çинелле кăтартрĕ Кĕтерне.
— Э-э, чăнах та, — сухалне якатрĕ Михала пичче. — Манăн хамăн та кĕрӳ начар мар. Тракторист!
Ятман сисрĕ: унăн кĕçĕр никама та мар, Липана курас килет. Ăçта вăл, пĕрре те курăнмасть? Укахви ăна Атăлкассине чĕнмен-ши? Çакăн пек шухăшпа вăл, уçăлма тесе, правлени пӳлĕмне кĕчĕ, кунта вара шăпах Укахвипе Людмилăна тĕл пулчĕ. Укахвипе Людмила темрен каçса кайсах кулса тăратчĕç.
— Айтăр киле, хĕрсем! — терĕ Ятман, вĕсем патне пырса:
— Халех-и? — тĕлĕнчĕ Людмила. – Ташлар-ха, тепрер курка сăра ĕçер.
— Ура сывă пулсан, эп санпа кĕçĕр гопак ташламалла та...
— Гопак калама пĕлмест вăл, пирĕн Карачăм.
— Вĕрентетпĕр.
Пысăк пӳлĕме каялла кĕрсен, вĕсем чăнах та Карачăма гопак кала тесе аптратма тытăнчĕç. Лешĕ, хĕрсене итлесе, чылăйччен купăсне ĕнерсе ларчĕ, унтан, тара ӳкичченех асаплăннă хыççăн, ĕç тухманнине кура, юриех темле ăнланмалла мар кĕвве хыттăн тăсса ячĕ. Хĕрсем, чупса пырса, купăса çавăнтах тытса чарчĕç, итлемен купăсçа çав-çавах гопак калама хистерĕç.
— Тухмасть, пултараймастăп, — терĕ Карачăм, купăсне сĕтел хĕррине лартса.
Вĕсем патне пĕр вăхăтлăха çухалнă Анушка пырса тăчĕ.
— Мĕн пултараймастăн эсĕ, Карачăм?
— Гопак калама. Туртса кăларнă ав Людмила: гопак та гопак...
— Çынсем ыйтаççĕ-тĕк — кала, мĕнле купăсçă эсĕ, хĕрсем ыйтнă кĕвве те калаймасан?
Карачăм ун çине «эс те пулин хĕрхенсемччĕ» тенĕ пек, йăвашшăн пăхрĕ те купăсне ирĕксĕрех тепĕр хут аллине тытрĕ.
— Тухмасть, мĕн тăвас-ха ĕнтĕ манăн?
— Тăрăш, вара тухать, — терĕ Анушка пăхăнтаракан сасапа.
Чылайччен ташланă хыççăн Укахви çамрăксене Тутаркассине çитсе килме сĕнчĕ. Ятман унта пырасшăн та марччĕ, мĕншĕн тесен ăна çынсемпе тан утма йывăр пулать, анчах Укахви Ятмана хăй ӳкĕтлерĕ. Вăл ăна итлеттерме вырăнлă сăмахсем тупрĕ:
— Пирĕн кунта хăйне майлă йĕрке пур: эпир вечер тунă чухне вĕсем килеççĕ, вĕсем вечер ирттернĕ чухне эпир каятпăр.
Ятман пĕлет, ку вăл тахçанхи йăла, вăл Ятман ĕçленĕ вăхăтрах çаплаччĕ, çапах та пĕлмĕш пулать.
— Çавăн пекех туслă пурăнатра вара тутаркассемпе?
— Вĕсемсĕр пĕр вечер та ирттермен, — тет Укахви.
— Кĕçĕр мĕншĕн килмерĕç?
— Кĕçĕр пирĕн вечер çук. Вĕсем иртнĕ расра килнĕччĕ, куннинче пирĕн черет.
Купăсçăпа пĕрле утакан ушкăн куçран та çухалнă ĕнтĕ, вăл çырма патне çывхарать, Укахвипе Ятман тин пусма çинчен анаççĕ-ха. Ятмана кайма та аван мар, вăл ĕнтĕ хайне вунçичĕ-вунсакăр çулхи çамрăксемпе çӳреме намăс тесе шутлать, анчах та каяс та килет, Липăна курас ĕмĕт ăна юнашар яла чĕнет.
— Ытла кая юлса тухрăмăр. Вечер пĕтнĕ тĕле çеç çитетпĕр, — тет Ятман.
— Пире ташламалăх вăхăт юлать-ха унта, — тет Укахви. — Вĕсем час саланмаççĕ. Мана, каймасан, аван мар, эпĕ Липăна сăмах панăччĕ.
— Саншăн эпир те айăпа кĕтĕмĕр-и?
— Вăл пурне те илсе пыма хушрĕ.
— Пурне те-и? Хĕрсене çеç мар-и?
— Çук, каччăсене те. Сана та чĕнме каларĕ, — вăтанарах хыпарлать Укахви.
— Ну, кăна суятăн ĕнтĕ, Укахви.
— Мĕншĕн суяс? Задани паратăп тесех хушрĕ.
— Апла мана кайма пушшех аван мар, — утма чарăнас пек калать Ятман.
— Хăратăн-им? — кулать Укахви, çавăнтах ăна йăпатам пекки тăвать. — Ан хăра, вăл çав тери лайăх хĕрача...
Ятман чĕнмест, вăл ку сăмахсем çине мĕн каламаллине те пĕлмест. Ăшĕнче хăйне лăплантарма пăхать: «Юри ун патне каймастăп вĕт, вечера каятăп. Укахви каларĕшле, пĕр-пĕрин патне вечерсене çӳресси вăл пирĕн тахçанхи йăла».
XVI
Вăрмана каякансен списокне Левентей бригадирсемпе пĕрле хăй туса хатĕрлерĕ. Унта чи хастар колхозниксем кĕчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕсем иртнĕ çулсенче те вăрманта ĕçленĕ, çавăнпа пăчкă туртассинчен хăраса тăрас çук.
— Ну, Михаил Михайлович, çынсем килĕшеççĕ-и? — ыйтрĕ Левентей, списока Кăтра Михалана тыттарса. — Тата кама илес тетĕн?
— Çыннисем килĕшеççĕ-ха та, анчах çав ваттисене сахалтарах илес мар-и? Ĕçлеччĕр эртелте! Эпир вĕсемсĕрех плана срокчен тултарма тăрăшăпăр.
— Ватти ахаль те сахал вĕт, — асăрхарĕ бригадир Марине.
— Пур-ха, унта, — списока тишкĕрме пикенчĕ Михала. — Эп çамрăксемпе ĕçлеме юратарах паратăп. Вĕсем питĕ пултаракансем, хушса кăна тăр.
Вăл тупса панă тăрăх, виç-тăватă старике вăрмана каякансен шутĕнчен кăларчĕç те вĕсен вырăнне хĕрарăмсен ячĕсене çырса хучĕç.
— Бригадирсенчен кам-кам каять? — ыйтрĕ Левентей, лешсем хăйсен шухăшне хăйсем каласса кĕтсе.
— Ытлашши мĕн ĕçĕ пур халĕ колхозра? Виçсĕмĕр те каятпăр, — пуриншĕн те каласа хучĕ Марине.
— Эс ху та каясшăн-и?
— Каймасăр. Мана мĕн пулнă?
— Ачусем кампа юлаççĕ? — терĕ Михала.
— Халиччен кампа юлнă? Вĕсем манăн ачаша вĕренмен, амăшĕсĕр те пурăнаççĕ.
— Çук, ун пек юрасах каймĕ, — хирĕçлерĕ Левентей. — Ыттисем кайсан та, пĕр бригадирăн юлмалла пулать. Районтан пĕр-пĕр питĕ кирлĕ ĕç хушас-тăвас пулсан, манăн кунта пĕр бригадир та юлмасть.
Колхоз председателĕпе бригадирсем çапла калаçса татăлчĕç: халь каякан ушкăн вăрманта плана çурри таран тултариччен ĕçлет, ун хыççăн вăрмана тепĕр смена пырать, вăл вара плана тултармасăр та таврăнмасть.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...