Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Маншăн ан хăра, эп ĕçлĕп, хăвăн планна чипер тултар, — терĕ Карачăм. — Тупăннă бригадир, вăрентет тата.
— Вĕрентмесĕр. Манăн саншăн ответ тытас пулать.
— Эпĕ хамшăн хамах ответ тытатăп.
— Тавлашни, кутăнланни вăл ответ тытни мар-ха, халĕ ĕçпе ответ тытас пулать. Ав, виççĕмĕш бригада пире ăмăртăва чĕнет. Паян ирех хут çырса янă. Сан савнийу те алă пуснă.
— Ăмăртчăрах. Эпир ăмăртусăр та хамăр плана тултаратпăр.
— Кун пек çывăрсан тултармасăр, тултаратпăрах ĕнтĕ. Ак каçхине вĕсен бригадине каятăп та Анушкана сан çинчен каласа паратăп.
— Кала, ара, кам хăрать? — ĕçлеме хатĕрленнĕ пек, тракторĕ патнелле пăрăнчĕ Карачăм.
— Анушкана çеç мар, аçуна курсан, ăна та каласа кăтартатăп.
— Санран ун пек сăмаха та кĕтме пулĕ.
Кутăн çыннăн хăлхи витĕр мар, теççĕ. Тĕрĕс пулас çав ваттисен çак сăмахĕ: витмест ун пек çынна сăмах, ик сехет сиксе тавлашать вăл, çапах та аслăраххин, ăслăраххин канашне итлемест, ун асăрхаттарăвне нимле те йышăнмасть. Паллах, Зоя вырăнĕнче тепри Карачăмпа урăхларах калаçмаллаччĕ, ăна итлеттерме урăх майсем тупмаллаччĕ. Ку — çамрăк бригадир-ха, кун кăмăлĕ хытайман-ха, вăл çынна ыр сăмахпа, тархасласа ӳкĕте кĕртесшĕн. Çавăнпа та, çур сехете яхăн калаçрĕ пулин те, вăл каниччен трактор вырăнтан хускалмарĕ, Карачăм бригадир кайсан ĕçлеме тытăнассине те нимпе те палăртмарĕ. Зоя каçхине тепре килсе тĕрĕслетĕп терĕ те бригада ĕçĕ пирки колхоз правленийĕпе калаçма ялалла утрĕ.
— Çĕнĕ бригадирăн пĕрремĕш кунĕ хитре мар пуçланчĕ, — терĕ Зоя хăй тĕллĕн. — Паянхи план çурри те тулмасть. Ĕçлеме тытăнсан, Карачăмĕ ир кулĕмшĕн ĕçлесе тултарать-ха вăл, ĕçлеме тытăнмасан мĕн тумалла? Директора пĕлтермелле, суда памалла. Çук, ман ĕçсем начар...
МТС-ра чухне хăйне сан бригадунта Карачăм пулать тесен, Зоя савăнсах кайнăччĕ: Карачăма хăш бригада кăна йышăнасшăн пулман пулĕ! Паян та, виççĕмĕш бригадăри çынсем ăмăртăва чĕнсен, Зоя вĕсем чĕннине хăпартлансах йышăнчĕ, пирĕн начар ĕçлекенни çук, Карачăм пĕччен мĕне тăрать, терĕ. Карачăмăн чĕрине хурт çиме пуçланă-мĕн, вăл хăйне тахçан вăрçнăшĕн халь, хире тухсан, кутăна пенипе тавăрасшăн-мĕн. Утнăçемĕн ун пуçĕнче пĕр шухăш ытларах та ытларах çирĕпленсе пычĕ: çук, ăна эпĕ пĕччен пăхăнтараймастăп, манăн кунта кама та пулин пулăшама чĕнес пулать. Паçăр вăл «аçуна калатăп» тесе хăратмалла çеç каласа хучĕ, ăна, паллах, Карачăм та ĕненмерĕ, ак халь Зоя ку ĕçре вăтанса тăма юраманнине, ун ашшĕ чăнах та пĕтĕм ĕçе пĕр-пĕчченех юсаса яма пултарнине ăнланса илчĕ.
Тăкăрлăкран кĕрсе колхоз картишĕ патне тухсан, вăл çывăхри пĕр старикрен тӳрех Карачăмсен килĕ ăçтине ыйтрĕ.
— Килĕ ял леш вĕçĕнчех, — терĕ старик. — Санăн килнех çитмелле-и?
— Мана ун ашшĕ кирлĕ, — таçта курнă кăтра çӳçлĕ старике сăнаса пăхрĕ Зоя.
— Ашшĕ часах килет ак. Вăл кунтах ĕçлет, халь таçта йăрăнчĕ курăнать-ха.
— Апла, кăшт кĕтсе пăхам.
— Кĕтмелли пулсан кĕт, хĕрĕм. Эс хăш ялсем пулатăн, пĕлме юрать-и?
— Эп Çатракассем. Кунта трактор бригадипе ĕçлетĕп.
— Хĕрарăм бригадир ĕçлеттерет, терĕç. Эсĕ апла вăл?
— Эпĕ-çке...
— Унта пирĕн ял ачи те пур пулас. Шăп çак Сахрун ывăлĕ. Вăл мĕнле ĕçлет?
— Ĕçлени-масарĕ... — ал сулчĕ Зоя.
— Мĕн тата? Начар ĕçлет-и?
— Паян ирех выртнă та ку таранччен ыйăха çапнă.
— Чим, чим, — чарчĕ ăна старик. — Машини мĕн туса ларать вара?
— Машини ĕçсĕр ларнă.
—Ĕненместĕп! — терĕ хыттăн старик. — Мăйран пуссан та ĕненместĕп. Сахрун ачи ун пек хăтланма пултараймасть. Апла вăл Карачăм мар, кам та пулин урăххи пуль. Пирĕн ял çынни-и? Çук, çу-к...
— Кам ывăлне пĕлместĕп, анчах сирĕн ял çынниех çав, мучи.
— Кай, кай. Ку сăмаха никама та ан кала. Ăна яла та илсе ан кĕр.
— Ĕненместĕн пулсан, пырса кур. Атьăр пĕрлех каятпăр.
— А Сахрун мучине мĕнле? Кĕтместĕн-и?
— Кĕтсе илсен аванччĕ, эп ăна калас тенĕччĕ. Вăрçтăр вăл ывăлне, унсăрăн Карачăм пĕтĕм бригада ятне ярать.
— Инçе-и? — терĕ старик. — Час çитсе килме пулать-и?
— Инçе мар. Çăка патĕнче.
— Ну, кайрăмăр апла. Ĕненместĕп. Пулма пултараймасть...
Вĕсем çывхарнă çĕре Карачăм тракторне пур енчен те ĕçе хатĕрлесе çитернĕччĕ, мотора чĕртсе ямалла та ларса каймалла. Хăйне пулăшакан ача ĕнтĕ плугсене майлаштарса çаклатса ячĕ. Çав вăхăтра Карачăм куçпа мар, шалти туйăмпа çурăм хыçĕнче çынсем тăнине сиссе илчĕ. Пĕрне вăл çаврăнса пăхмасăрах палларĕ — Зоя, анчах тепри кам-ши? Мĕнле çынна илсе килчĕ вăл Карачăма вăрçма? Нивушлĕ ашшĕне сĕтĕрсе килчĕ? Бригадирпа юнашар Кăтра Михала куçне хĕскелесе, тутисене вăрттăн кулнă чухнехи пек пĕркелесе тăнине курсан, Карачăм хăйĕн питне вĕри юн пĕçертнине туйрĕ. «Кунпа тавлашма май çук, ку аттерен те хытă ятлать ĕнтĕ», — вĕçрĕ ун пуçĕнче шухăш.
Михала пичче калаçуне йĕплĕ сăмахсемпе пуçларĕ:
— Пирĕн Карачăм паян виçĕ норма тултарнă, теççĕ, ĕненмесĕр килсе курас терĕм, — ун патне çывхарса, хăй каччăран тăрăхланине пытармасăр кулчĕ вăл. Зоя ăна пулăшма шутларĕ курăнать:
— Ав мĕн чухлĕ сухаласа пăрахнă, виçсе пĕтереймĕн!
— Комсомолец пример кăтартать.
— Эп комсомолец мар! — терĕ Карачăм, кунта чĕнмесĕр ирттерсе яма май çуккине курса.
— Ăнланмалла, — тăсарах каларĕ Михала пичче. — Комсомолец пулнă пулсан, вăл ĕçлетчĕ, комсомолец мар та — ĕçлемест. Э-эх, Карачăм!..
Вара йĕкĕтĕн темиçе минут хушши ӳпкевлĕ сăмахсем, вĕри шывпа сапнă чухнехи пек пăчăхтаракан, çамкаран тар кăларса чуна кайса тивекен сăмахсем илтсе тăмалла пулчĕ.
Вăл сăмахсене вĕриленсе тавлашма тытăнмасăр итлесе тăма та йывăр, анчах чăтăмлăн итлес пулать: ват çын калать, Кăтра Михала калать. Вăрçма та епле вăрçать вăл, ăçтан сăмахĕсене тупма пĕлет:
— Санăн аçу, йăмăку пур, ĕçре юлташусем пур, ялу кӳршӳ-маршу пур. Мĕнле вăтанмастăн-ха çавсенчен? Мĕнле пырса кĕрĕн-ха килне, укăлча хапхине мĕнле чунпа уçăн паян? Эс ĕнтĕ çамрăк мар, ăнланакан пулнă, санăн хăвăн чысна упрама пĕлмелле пек. Е эс хăвна та, юлташусене те, ял çыннисене те нимĕн чухлĕ те хисеплеместĕн-и? Асту: киле кĕрсен — чыс аслă, яла тухсан — ят аслă, тенĕ. Эп кирек те мĕн тăвам, ман çумра никамăн та нимĕн ĕç те çук тесе ан шутла. Сана машина шанса панă, эсĕ колхоз çĕрне сухалатăн. Çапла, ачам...
Ун сăмахĕсене мотор сасси хупласа хучĕ. Карачăм:
— Бригадир юлташ, ан вăрç, Карачăм ĕçлеме пуçларĕ! — терĕ те, Кăтра Михала каланине текех илтес мар тенĕ пек, юриех вăйлă газ пачĕ. Трактор, хăй хыççăн тем анлăш хура тăла сарса пынă евĕр касă хăварса, пĕчĕккĕнех аяккалла шума тапратрĕ.
— Халь ĕç кайрĕ, халь Карачăмна тытса та чараймастăн ĕнтĕ, — терĕ Михала пичче.
— Темĕн-çке. Ĕçлĕ-ĕçлĕ те, кутăнланмалли тепĕр сăлтав тупса, тепре трактор патне кайса выртĕ.
— Çук, тек выртмасть. Сăмах паратăп.
Зоя ăна ĕненчĕ. Вăл Атăлкассинчен хăйĕн тракторĕ ĕçлекен яла таврăннă хыççăн каçхине Карачăм патне кайса вăхăт ирттермерĕ. Ун патне тек Михала пичче те пымарĕ, вăл ывăлĕ çинчен Сахрун пиччене каласа пачĕ те хире иккĕмĕш бригадăна васкарĕ.
Калас пулать, Кăтра Михала пĕлтерни Сахрун пиччешĕн кĕтмен хыпар пулчĕ. Вăл халиччен Карачăм пирки кун пек чуна ыраттаракан сăмахсем илтменччĕ-ха. Ăна, çамрăкскерне, никамах та ырламан ĕнтĕ, ашшĕ те ку таранччен ача вырăнне кăна хунă-ха, çапах та вăл ял çинче ята яни те пулман. Тем тесен те, ашшĕ хăйĕн ывăлне ал ĕçне пĕчĕклех хăнăхтарнă, çынран кая юлса ĕçлеме вĕрентмен. Тата ялтан кайни те нумаях пулмасть-ха. Хăçан вăл çав териех пăсăлма пултарнă? Килте ашшĕ хушнине яланах итлекенскер, чăнахах çапла кутăн çын пулса ӳсет-и? Старик хăй ăсĕпе çапла шутларĕ: Карачăм ашшĕ аллинчен вĕçерĕннĕрен çакăн пек чарусăра тухнă, ăна хăй ĕçленĕ çĕрте начар тыткалаççĕ, хушнă ĕçе епле тунине сăнасах тăрас вырăнне, кашни йăнăшшăн хăтăрас вырăнне вăл иртĕхнине курман пек пулаççĕ. Çамрăксем ниçта та мар, шăп ачаш тыткаланă çĕрте пăсăлса кутăна каяççĕ. Кăна Сахрун пичче хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче нумай сăнăнă.
Ăшĕнче темĕн чухлĕ шухăшларĕ пулин те, вăл ывăлĕ çĕрле киле таврăнсан унпа калаçнă хушăра хăйĕн çиллине пĕрре те палăртмарĕ. Ывăлĕ унпа ним пулман пекех кăмăллăн калаçрĕ, хирте ĕçсем мĕнле пыраççĕ тесе ыйтсан та «аван» тесе тавăрса хучĕ. Старик чĕлхе вĕçне килнĕ сăмахсене темиçе хутчен те каламах тăчĕ, çапах та ват çын тӳсĕмĕ çĕнтерчĕ-çĕнтерчех, вăл нимĕн те шарламарĕ.
Тепĕр кунхине, Карачăмпа ăна пулăшакан ача хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра, хирти çăка йывăççи патне вăрăм кăна пӳ-силлĕ, пăртак курпунрах çын пырса тăчĕ. Вăл витĕрех мар куçĕсемпе трактора, унтан трактор патĕнче айкашакан трактористпа тепĕр ачана шыраса тупрĕ, вара вĕсем çинелле чылайччен тĕмĕлсе пăхрĕ. Часах трактор, нăрă пек шуса, айлăмалла анчĕ те курăнми пулчĕ, çын çаплах вырăнтан хускалмарĕ-ха, трактор анса кайнă еннелле тата тепĕр самант пăхса тăчĕ, вара, хăйĕн ăшĕ пусăрăннине туйса, яла кайма тесе сукмак еннелле пăранчĕ. Ку Сахрун пичче пулчĕ. Вăл, тем пек килес мар тенĕ пулин те, тӳссе тăраймарĕ, аллинчи пурттине пăрахсах ывăлĕ патне çул тытрĕ. Хăй малтанах çапла шутласа хучĕ: патне çитместĕп, аякран çеç пăхса илетĕп, ĕçленипе ĕçлеменнине çеç куратăп, терĕ. Сукмак çырма хĕрринчен хăпарнă чухнех вăл мотор кĕрленине илтрĕ, вара старик ывăлĕ çывăрса выртнине курас шухăша пуçран хăваласа ячĕ.
Анчах пĕрре илтнĕ усал сăмах чĕрене йăлтах лăпланма памастех çав. Каçхине, çывăрма таврăнас умĕн, Сахрун пичче кунта тепре килсе пăхрĕ — Карачăм çав-çавах ĕçлет, вăл ĕнтĕ çăка йывăççи леш енчи çĕр лаптăкне типçырма таранах сухаласа пăрахнă. Мĕнле ĕçлет вăл: нормине тултараять-и тултармасть-и — старик ăна пĕлмест, уншăн пулсан халĕ ывалĕ пĕр чаранмасăр ĕçлени темрен те хаклă. Вăл кунта ывăлĕ тĕлĕнмелле чаплă ĕçленине курса унпа мухтанма килмен кăна вăл тепĕр чухне тăваять, ăна çак хире Кăтра Михала сăмахĕсем илсе килнĕ. Кам ашшĕ-амăш чĕрине ан тарăхтарччăр-ха «сан ывăлу ĕçлес вырăнне çавăнта çывăрса выртать» текен сăмахсем! Вĕсене илтсен, кирек камăн та ывăл патне пырса ăна йĕтĕм чун хавалĕпе вăрçса тăкас килмелле. Çакăнта хăй куçĕ умĕнче çывăрса выртнине курсан, Сахрун пичче те ывăлне хаяррăн ятласа тăкнă пулĕччĕ, анчах, телее, çăка патĕнче вăл витресемпе ытти савăт-сапасăр пуçне урăх нимĕн те курмасть, унта никам та çывăрса выртмасть. Апла пулсан, халь ывăл патне кайма та ăна ятлама та кирлĕ мар, вăл хăйĕн йăнăшне хăех тӳрлетме пултарать. Усал ĕç тусан та, ырă ĕç тусан та çын чи малтан çакăн çине хăйĕн çывăх çыннисем — ашшĕ-амăшĕ, тăванĕ, тантăшĕ, савнийĕ мĕнле пăхни çинчен шутлать. Вĕсем мĕн калĕç, ку ĕçе вĕсем мĕнле хаклĕç?
Карачăм тракторне юсамасăр çывăрма выртса кутăнланнă чухне ăна-кăна тавçăрса та илмерĕ, вăл çакна ним çинчен шутламасăр, МТС пуçлăхĕсене кăшт та пулин куçран пăхтарас тесе çеç турĕ. Кăтра Михалапа Зоя пырса çитсен вара вăл хăй ытлашши ĕç тунине, кунпа никама та пăхăнтарма çуккине ăнланса илчĕ. Вĕриленни иртсе кайсан, хăйĕн айванлăхне хăй ăнлана пуçласан, Карачăм тӳрех кун пирки ашшĕпе Анушка мĕн каласси çинчен шутларĕ. Вăл теплере пĕрре киле кĕрсе тухсан ашшĕпе ним пулман пек калаçрĕ пулин те, мĕн хапхаран тухса кайичченех ашшĕ тулхăрса кайса пĕтĕм çиллипе вăрçса тăкасса кĕтрĕ. Хирте ĕçленĕ чухне те ун куçĕсем ялан ашшĕн вăрăм кĕлеткине шырарĕç. Ку туйăм ăна улталамарĕ, çапла старик килмест-и-ха тесе йĕри-тавра канăçсăррăн пăхкаланă хушăра вăл пĕррехинче çăкаран инçех те мар ашшĕ тăнине асăрхарĕ. Карачăм, вăл мĕншĕн килнине сиссе, ăна курсан та ĕçлеме пăрахмарĕ, куç хӳрипе айккинелле пăхса, тракторне вĕçĕмсĕр малалла хăваларĕ. Вăл пĕлнĕ пекех, ашшĕ ун патне çывăха пымарĕ, пилĕк минута яхăн тăнă хыççăн мĕнле килнĕ, çавăн пекех сисĕнчĕксĕр куçран çухалчĕ. Тепĕр кунхине Карачăм ашшĕне тата аякран курчĕ, палласса та ăна шурă кĕпинчен çеç палларĕ. Тек вара, темĕн чухлĕ сăнасан та, курăнни-туни пулмарĕ.
«Атте умĕнче ята кĕтĕм, ку аван мар, — терĕ Карачăм хăй тĕллĕн. — Халиччен ялан шанаканскер, халĕ хăйĕн ĕçне пăрахса хирелле туха-туха пăхать. Анушка мĕн тет-ши ĕнтĕ ман пирки? Пĕлет-ши вăл эпĕ хамăр пуçлăхсемшĕн мыскара туса ирттернине?»
Ун ыйхи çинчен Анушка çеç мар, таврари ялсенчи мĕнпур трактористсем пĕлеççĕ иккен. Каç пулас енне кайсан, пуштă çӳретекен хĕрача ăна сасартăк ултă çыру килсе тыттарчĕ. Улттăшĕ те трактористсенчен!
«Иванов юлташ, ыйху тутлă пултăр, тĕлекĕнте хăвăн пуçăнти картусна чăмласа тăракан тĕвене курмалла пултăр»... «Ыран, хамăр нормăна тултарсан, Карачăм, сан патна пырса çывăрма хӳшĕ туса паратпăр, унсăрăн сан çине çумăр анма пултарать». «Карачăм, кунĕн-çĕрĕн ыйха чăм...»
Мĕн кăна çырса пĕтермен ку çырусенче! Никамран та мар, хăйĕнчен мăшкăлласа çырнă пулсан та, Карачăм вĕсене кула-кулах вуларĕ, унтан, çийĕнчех çурса тăкса, татăк-кĕсĕкĕсене йĕри-тавра сапаласа ячĕ. Çапах та пĕр çыруне вăл çурмарĕ, çине-çине темиçе хут вуласа тирпейлĕн шалти кĕсйине чиксе хучĕ. Маттур Анушка: вăл çыруне ыттисем пек йĕкĕлтесе те кулса çырман, хăйсен ял ачине ун çинчен усал хыпар çӳрени пирки пĕр-ик сăмахпа пĕлтерсе, ăна ăмăртăва чĕннĕ. Мĕнех вара, ăмăртас Анушкапа! Çавăн пек ыр чĕреллĕ хĕрача чĕннине мĕншĕн йышăнас мар?
Чăнах та, çак минутра ăна Анушка çав тери ăслă, йĕркеллĕ, ытарма çук кăмăллă çын пек туйăнчĕ: вăл пĕрре те тантăшĕ çинчен усал ят тухнă тесе питлеме, ăна тăрăхлама тăрăшмасть, ăна хăй енне çеç кăчăк туртать, юлташла пулăшу çеç сĕнет. Апла пулсан, вăл Карачăма ыттисенчен ытларах хисеплет, уншăн ыттисенчен ытларах тăрăшать.
— Анушка! — тет Карачăм саспах. — Хитре хĕр Анушка! Ятăнтан та хитре эсĕ, сăнăнтан та чипер, анчах чĕрĕнтен, кăмăлтан тата хитререх. Сана аса илсенех, манăн шăм-шак çумне çунатсем хутшăнаççĕ, манăн вĕçĕмсĕр сана кăмăла каякан ырă ĕç тăвас килет. Ăмăртатпăр эппин, лайăхрах ĕçлеме хушатăн пулсан, ĕçлетпĕр!
Анчах çапла хавхаланнă, чун-чĕререн савăннă хыççăн Карачăм ĕçĕнче каллех кӳренмелли сехетсем пуçланчĕç: мотор чăхамçăларĕ те, трактора нумайлăха чарса лартмалла пулчĕ. Çур сехете яхăн вăл нимле айăп та тупаймарĕ, бензин каймасть пулĕ тесе клапансене тасата-тасата, вĕçĕмсĕр малти тыткăçа çавăрчĕ. Çук, трактор ĕçлемест. Юлашкинчен, тарăхса çитнĕ тракторист сайра-хутра çеç тĕрĕслекен пайсене сӳтме тапратрĕ. Сехет иртрĕ, икĕ сехет иртрĕ, тепĕр сменăра ĕçлекен Петĕр тракторист çитсен унпа та чылай айкашрĕç, çапах та машина, хăваласа та вырăнтан хускалман вăкăр пек, нимпе те парăнмарĕ. Ире хирĕç çеç, мотора чĕртсен, вăл, вăкăра витĕмлĕ пушăпа çапнă хыççăнхи пек, шартах сиксе васкамасăр малалла шурĕ.
— Ăнăçсăр, мĕн чухлĕ вăхăта сая ятăмăр, — вăрçрĕ Карачăм, юлташне руль тыттарнă хыççăн трактор çинчен сиксе юлса.
Юлташĕ, пĕр смена ахалех çывăрса выртнă çын вăхăта шеллесе калаçнине ăнланасшăн пулса, ун еннелле чăр-р! пăхса илчĕ, анчах нимĕн те чĕнмерĕ.
Карачăм, канма киле каяси е кунтах пиншаксемпе пĕркенсе çĕр каçас-и тесе, кăшт шухăша кайса тăчĕ. Тĕрĕссипе, киле каяс та килмест. Кунта çав тери уçă. Кăнтăрла шăрăх çанталăк тăнă хыççăн хире çĕрлехи сулхăн çапнă. Атăлкасси енчен тарланă çурăма уçăлтаракан вăштăр-вăштăр çил вĕркелет. Тӳпе çав-çавах кăн-кăвакăн курăнать, тухăç енче çеç вăл, хĕвел çинĕрен тĕсне çухатма пуçланă пусма евĕр, самаях шупкаланма ĕлкĕрнĕ.
Ĕçре ывăннă çыннăн утасси килмест. Карачăм хăйсен япалисем выртакан çĕре тухрĕ те пăртак çырткаланă хыççăн çĕре тĕшĕрĕлсе анса çийĕнчех тарăн ыйха путрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...