Хĕвеллĕ çумăр


— Каçармалла сăлтав. Ĕç! Нимĕн те тăваймăн, — терĕ Хадаров икĕ аллине икĕ еннелле сарса. — Эсир епле, Николай Степанович?

— Манăн киле васкамалла, — хирĕç нимĕн тупса калама та аптăрарĕ Шангин. — Кĕтерук кинеми пахча сухаласшăнччĕ... Пулăшас пулать... Халь те нумай тытăнса тăтăм... Тепре куриччен, Петр Иванович!..

Çамрăк агроном çаврăнчĕ те Çавал хĕррипех ял еннелле уттарчĕ.

Позвольте, коллега! — илтĕнчĕ хыçалтан. — Эпĕ тĕ пĕрле пыратăп... Эппин, Петр Иванович, каçхине, ĕç пĕтсен, йăпăрт кĕрсе тухăр. Йытăран хăрама кирлĕ мар, ăна эпир хӳшше хупса лартăпăр. Ан манăр вара, пырăр!..

Николай Шангин епле хытă утма тăрăшрĕ пулин те, Хадаров, хăйăр тăрăх старик юрттипе юрта-юрта, пурпĕрех ăна хуса çитрĕ. Кăкăрĕ пӳлĕннĕ хăйĕн, сывлăшĕ шăхăра-шăхăра тухать.

— Эккей, хальхи çамрăксем! — терĕ вăл, çамрăк агрономăн хулĕнчен уртăнса. — Ваттисене хисеплемеççĕ. Çук, çук!.. Манăн ывăл та çавнашкалах, тăван ашшĕне ним вырăнне хумасть. Пĕтĕмпех хирĕç патлаттарать. Хамăр чĕлхепе те мар-ха тата. Акăлчанла!.. Орли-мор-ли, урлă-пирлĕ... Гут бай... Чĕлхене мăкăлтаса пăрахăн çав.

Хадаров сассинче пĕр вăхăтрах çамрăксене кӳренни те, хăй ывăлĕшĕн хĕпĕртени те сисĕнет. Вăл хулран уртăннă пирки Микулая утма питĕ кансĕр. Микулай Хадаровăн йывăр аллинчен епле те пулин вĕçерĕнме тăрăшать, анчах лешĕ тата хытăрах çатăрлать. Хăй хашка-хашках сăмах сапать.

— Коллега, коллегăмçăм, — тет вăл, — эпир иксĕмĕр те пĕр институтра вĕреннĕ... Хамăрăн тĕп хулара, шурă Шупашкарта... Эпĕ вĕренме тытăннă чух институт тин çеç уçăлнăччĕ... Ку маншăн уйрăмах паха. Пĕрремĕш набор... Пĕрремĕш выпуск... Эсир, Николай Степанович, миçемĕш?

— Шутламан, — ытлашширех те тӳрккес хуравларĕ Микулай, анчах лешĕ ăна-кăна сисмерĕ тейĕн, сăмахне малалла пĕрхĕнтерме пикенчĕ.

— Эккей, э, эккей, — терĕ вăл, — епле шутламăн-ха ун пек япалана! Ĕмĕр асра тытмалли япала! Çук, çук, эпĕ сире кӳрентересшĕн мар... Çапах та аслăраххисен кĕçĕннисене ăс памаллах. Пирĕн пĕрле ĕçлемелле пулать. Эпĕ сана, коллега, районтан тăтăшах пулăшса тăрăп. Хэ-хэ-хэ, тем тесен те, пуçлăхсем мана хисеплеççĕ, шанаççĕ... Пуçлăх пуçран шăлнă чух çӳç те тăкăнмасть. Эпе коллега, пурăнса курнă çын... Ăна-кăна чухлакалатăп.

«Коллега, коллегăмçăм, коллега...» Тĕкĕлтура пек сĕрлесе тăрать çав сасă Микулай хăлхи патĕнче. Май пулсан, аллине пĕрех сулĕччĕ те вăл «тĕкĕлтурана» шуйттан шăтăкнех вăркăнтарĕччĕ.

Хадаров мĕншĕн çакнашкал çуланса йăпăлтатнйне Микулай витĕрех курать. «Ватă тилĕн стратегийĕпе тактики». Мĕнпур шăтăк-путăка вăл хӳрипе шăлса питĕресшĕн. Микулая хăйĕн услап ывăлĕпе, унтан çула май, Кариньковпа мирлештересшĕн. Ялта «ырă çынсем» пирки усал сас-хура ан çӳретĕр...

Юнашар утакан çамрăк агронома вăл хăйпе пĕр виçере, пĕр хисепре тытнă пек кăтартасшăн. Анчах Микулай сисет: «коллега» сăмаха çĕр хут каласан та, Хадаров ун çине пурпĕрех çӳлтен пăхать — шăркалчă имĕш. Тĕрĕс çав, пыл тесе каланипех çăвара пыл тути кĕмест.

Вĕсем, Аслă урампа улăхса, Хадаровсен килĕ тĕлне çитрĕç. Самантлăха чарăнчĕç.

— Николай Степанович, ну, епле? — чунтан тархасланçи ыйтрĕ Хадаров, çамрăк агронома хулĕнчен килĕ еннелле çавăтма тăрса. — Кăмăл тусамăр!.. Тархасшăн...

Çав самантра Хадаровсен калинкки майĕпен чĕриклетсе уçăлчĕ те — кам тетĕр эсир? — Ăçтиçук-Таçук пуçĕ курăнса кайрĕ.

— Йăван! — чĕнчĕ вăл шăппăн, анчах питĕ çирĕппĕн. — Çав çичĕ ют каскăнĕпе мĕн тăван? Халех киле кĕнĕ пултăр! Халех! — Ăçтиçук-Таçукăн сарă куçĕсем пĕр хĕсĕнчĕç, пĕр чарăлчĕç — малтан пĕр пуслăх пăхăр укçасем, унтан икĕ пуслăххисем йăлтăрт та йăлтăрт сике-сике илчĕç.

Урамра урăх сăмах-юмах пулмарĕ. Хадаров, циркри алла верентнĕ шурă упа пек, пуçне чикрĕ те, урлă урисене лăппи-лаппи пускаласа, килнелле пĕр чĕнмесĕр керсе кайрĕ. Картиш енчен шашулкка чанклатни, унтан сăлăп туртни илтĕнчĕ. Микулай вара, хулпуççийĕ çинчен арман чулĕ йăтăнса аннă пек, çăмăллăн сывласа ячĕ. Савăнмаллипех савăнчĕ вăл, хĕпĕртерĕ. Темĕнле тертлĕ тыткăнран хăтăлчĕ тейĕн. Хваттере епле вĕçтерсе çитнине те сисеймерĕ, калăн — çунатлă.

Çакна Кĕтерук кинеми куçĕ те асăрхамасăр юлмарĕ.

— Мĕн питĕ савăнатăн, сарă çу хыптарчĕç-им? — кула-кула ыйтрĕ кинеми. — Ха, сăнĕ-пичĕ те хĕвел пек сарăлать!..

— Сарă çу хыптарчĕç, кинеми, — терĕ Микулай ачаллă сасăпа.

Микулайшăн килте кăшт пăшăрханмалли те тупăнчĕ. Иккĕмĕш бригада бригадирĕ Тарас Иванович Пайгусов Кĕтерук кинеми пахчине паçăрах плуг кӳлсе килнĕ иккен. Асăрхăр, бригадир хăй! Кинемие пулăшма кӳршĕсем карта урлă каçнă. Микулай таврăннă тĕле пахчара ĕç вĕресе кăна тăратчĕ.

Кĕтерук кинеми паян çĕрулми лартать. Микулая питĕ аван мар пек туйăнчĕ. «Кунĕпе таçта ĕçсĕр сулланса çӳретĕн, ӳслап!» — терĕ вăл хăйне хăй. Хайхискер çийĕнчи пиншакне йăпăр-япăр хывса пăрахрĕ те плуг аврине ярса тытрĕ.

— Чăрманма кирлĕ марччĕ, ывăлăм, — терĕ ăна Кĕтерук кинеми. — Хамăрах ĕлкĕретпĕр. Ытах кĕрсе апат çи те пăлтăрта выртса кан. Эпир хамăрах.

Микулая пӳрте кĕме ӳкĕтлет кинеми, анчах хăй ăшĕнче чунтанах савăнать: Микулай сăнарĕнче кăшт та пулин тăван ывăлĕн сăнарне курать-çке-ха вăл. Ывăлĕ ăна çĕрулми лартма пулăшать...

Пĕтĕм кăмăлтан киленсе ĕçлерĕ Микулай, яла килнĕренпе чăн малтан çакăнта вăл хăйĕн «суха кассине» уçрĕ.

Эх, ăна Чумайкин доцент курасчĕ тата! Мĕн калĕччĕ-ши вăл? Йăшшăм-пăшшăмпа, тен, хытах ятласа тăкĕччĕ: «Апла та капла агроном!.. Мĕн тăватăн эс? — тейĕччĕ. — Агроном мар эс, неандерталец! Питекантроп!.. Маймăл!» Унтан чиперех лăпланĕччĕ: «Юрĕ-çке, Коля, кăçаллăха юрĕ ĕнтĕ... Сăнавсем тума малашне лайăхрах тытăнăн...»

Хăвăрах куратăр, Иван Андреевич Чумайкин доцент парса янă сахăр кăшманĕпе тулă вăрлăхĕсене çамрăк агроном хирте пĕр-пĕр кĕтес тупса акаймарĕ. Май килмерĕ унăн... Кĕтерук кинеми пахчинче çĕрулми лартнă чух унăн пуçне сасартăк питĕ хитре шухăш пырса кĕчĕ.

— Кинеми, — терĕ вăл йăвашшăн, — мана çав чăн кайри кĕтесе икĕ йăранлăх çĕр уйăрса памăн-ши?

— Икĕ йăранлăх çĕр? — тĕлĕнчĕ кинеми. — Ывăлăм, эсĕ мĕн, уйрăлса тухма шутларăн-им?

— Çук-ха, — хĕрелсе кайрĕ Микулай. — Манăн вăрлăх пур... Сахăр кăшманĕ... Тулă... Çĕнĕ сортсем... Пĕр ырă çын институтранах парса янăччĕ...

— Мĕншĕн турех хама каламарăн? Ара, килнĕ кунах? — пăшăрханса сăмах хушрĕ Пайгусов бригадир. — Хирте вырăн тупнă пулăттăмăр.

— Килнĕ кунах... — Микулай малалла калаймаре, унăн çăвар маччи типсе ларчĕ.

— Юрĕ-çке, ывăлăм, — терĕ Кĕтерук кинеми, Микулайăн кăмăлĕ темшĕн пăлханнине сиссе. — Пахчара çĕрĕ çитĕ-ха, ак та ак. Анчах тулă акнăшăн, пĕр çулхи пек, налук килсе хумĕç-ши?

— Ан хăра, кинеми, — кулса ячĕ Микулай. — Халь унашкал йăла çук. Иртсе кайнă вăхăт... Манăн çĕнĕ вăрлăхсене тĕрĕслесе пăхмалла. Улĕм колхоз мана сăнав участокĕ хирте уйăрса парĕ-ха. Хамăн делянкăсем пу-лĕç. Кунта — тулă, кунта — шултра пăрçа, ыраш, урпа, пăри, хуратул, сахăр кăшманĕ... йăлтах çĕнĕ йышши!..

Çут тĕнчере халиччен пулман сортсем... Унччен... — Юрĕ, ывăлăм, юрĕ, — ăшшăн çуталчĕ кинеми сăнĕ. — Ху пĕлнĕ пек майлаштар...

Çав каç Микулай хăйĕн дневникне кĕскен çеç çырса хучĕ: «Иван Андреевич кӳренмĕ-ха. Вăл парса янă вăрлăхсем харама каймарĕç. Пĕр сăмахпа, кун ахаль иртмерĕ. Эпĕ юлташ тупрăм. Чăн-чăн юлташ!»

 

20

Чун канăçĕ пулмасан, çăпата та хуçаймăн, тенĕ чăваш ĕлĕк-авалах. Уруковпа тĕл пулса калаçнă хыççăн, çавăн пекех Иван Андреевич пехилленĕ паха вăрлăха сых ятне те пулин акса хăварнă хыççăн, Микулай кăшт лăпланчĕ.

«Эпĕ юлташ тупрăм...» Çак сăмахсем унăн дневникне ахальтен мар шултра саспаллисемпе çырăнчĕç. Тата... Нина çырăвне те вăл кăкăр çумĕнчи кĕсйинчех чиксе çӳрет. Пĕчĕкçĕ кăна хут татăкĕ унăн чĕрине куллен ăшăтса тăрать — хурлăх та унта, савăнăç та. Чи пахи — шанчăк... Шанчăк пуррисем вара — телейлĕ...

Чăн та, килнĕренпе лайăххăн ĕçе тытăнайманнишĕн çамрăк агроном пăшăрханать-ха. Малтанхи кунсенчех ютшăнасси те пурччĕ пуль. Ун пек чухне пĕр кун пурăнни уйăх пурăннăн туйăнать. Халĕ Микулай самаях хăнăхрĕ, çынсемпе çывăххăнрах паллашрĕ. Ыррипе усаллине тĕрĕсрех уйăра пуçларĕ.

Колхоза килсен тепĕр куннех-ха Александр Васильевич Сармаев агронома тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ пирки шухăшласа пăхма сĕннеччĕ. Шухăшла-шухăшла пуçне сахал мар ватрĕ агроном. Çук çав, шухăшланипех шурă пӳрт лартаймăн. Чăн малтан мĕнпур машинăсемпе ĕç хатĕрĕсене тĕрĕслесе тухмалла пулчĕ — юсавлă-и вĕсем, юсавлă мар-и?

Çак ĕçре ăна уйрăмах колхоз механикĕ Иван Ермолаев хытă пулăшрĕ. Виçĕмçул Ермолаев ахаль тракторист-комбайнер кăначчĕ-ха. Унтанпа вăл механизаци шкулĕнче пĕр çулталăк хушши вĕреннĕ иккен. Пăхма хăй — мăранрах та кăнттамрах этем. Чутламан юман кĕреш. Ури айĕнче çĕр чĕтресен те вăл хăнк та тумĕ.

Пĕвĕ-сийĕ лутра пирки вăл чĕркуççи таран çĕр ăшĕнче тăнăн курăнать. Тӳрех çĕртен тымарланса ӳсет эппин. Виçĕмçул Шангин ун çине йăпăрт пăхса илсен те хăй ăшĕнче кулмасăр тӳсейместчĕ. Иван Ермолаевăн çаврака пуçĕ çинче пĕлĕм пек лапчăк кепка сарăлса выртатчĕ. Кепкине машина çăвĕ витĕрех витнĕччĕ ĕнтĕ — çатма çине хур та çаплипех ăшала.

Халĕ Ермолаев ахаль тракторист-комбайнер кăна мар, аслă механик. Колхозăн пĕтĕм техники ун аллинче. Тумланасса та вăл типтерлĕрех тумланса çӳрет. Пуçĕнче — улăм шлепке, çийĕнче — çыпăçуллă кăвак комбинезон, хулпуççи урлă сăран сумка çакса янă. Çарти офицерсем унашкал сумкăна тактика карттисем чиксе çӳреççĕ.

Ĕçне кура механикăн халăх умĕнчи хисепĕ те пур. Ăна хăйĕнчен çамрăккисем çеç мар, ватăраххисем те Иван Ермолаевич тесе чĕнеççĕ.

Иван Ермолаевичпа агроном кашни бригадăна çитрĕç. Пĕр-пĕр машина юсавлă мар пулсан, мĕн юсавлă маррине кăтартса, бригадирпа пĕрле акт çырчĕç. Ытлашширех те япăхнă икĕ комбайнпа виçĕ трактора çав кунах районти «Сельхозтехника» мастерскойне леçрĕç, çăмăлрах юсамаллисене колхозăн тимĕрç лаççи патне турттарса пычĕç.

Хăй мăранрах пулин те, механикăн куçĕ çивĕч. Тата унччен тракторист-комбайнерта ĕçлени питĕ пулăшать ăна. Хăш агрегатăн мĕнле кăлтăк пуррине вăл туххăмрах тупать, вара улăм шлепкине куçĕ çинерех антарать те хăйĕн юратнă сăмахне каласа хурать:

— Яснă-ясмăк!..

Вĕри ĕççине тухиччен пур япалана та пĕр вак-тĕвек юлми, тĕплĕн хатĕрлесе çитермелле. Йĕтем çинчи тырра хырса купалама йывăç кĕреçесем кирлĕ, шăлса-пуçтарма — çулăк-шăпăр, тиесе турттарма — шăналăкĕ-миххи, виçме — тараси-виçи. Юсавлă машинăсемпе ытти ĕç хатĕрĕсемсĕр санăн пĕтĕм плану-качку пуçхĕрлĕ варкăнма пултарать. «Вак-тĕвек» тĕлĕшпе çăмрăк агронома иккĕмĕш бригада бригадирĕ Тарас Иванович Пайгусов тăван ашшĕ пекех пулăшса пычĕ.

Анчах тепле ăслă машина та, тепле лайăх ĕç хатĕрĕ те çынсăр ĕçлеймест. Кашни çынна тивĕçлĕ çĕре вырнаçтарас тĕлĕшпе агроном каллех чи малтан бригадирсемпе, унтан механикпа канаш тытрĕ.

Вĕри ĕççи — йывăр та хаваслă вăхăт. Колхозниксем çулталăк хушши тар юхтарса ӳстернĕ çимĕç-пурлăха тĕрĕс-тĕкел пухса кĕртмелле. Çамрăк агрономшăн уйрăмах пăлхануллă самант. Ĕнтĕ вĕренӳри мар, ĕçри пĕрремĕш экзамен, пурнăçри пĕрремĕш утăм. Пурте ун ĕçне куç сиктермесĕр сăнаса тăраççĕ, унран пысăк пархатар кĕтеççĕ. Ĕçре вăл пĕр-пĕр такăнсан, хĕпĕртекенсем те тупăнĕç. Шĕшлĕ Çеменĕ унта, Ăçтиçук-Таçук... «Эхе-е-е, — тейĕç вĕсем, шăл йĕрсе, — хулари столовăйра булкăпа чей ĕçсе ларасси мар çав кунта!..» Çын çăварĕ хапха мар, хупас тенипех хупаймăн.

Çапах та, Микулай тусăм, хамăртан култарас марччĕ, ял кулли пулас марччĕ!

Тырă вырма тухиччен вăхăт чылай-ха, анчах ĕçĕ те нумай. Хирти калчасене лайăх пăхса çитĕнтермелле. Юр кайса пĕтнĕренпе çумăр çумарĕ пулин те, çурхи тырăсем питĕ тикĕс шăтрĕç. Ӳсме çеç вăраххăнрах ӳсеççĕ. Ун вырăнне çумкурăкĕ ашкăрать. Çав усал тăшмана пĕтерме колхозăн халлĕхе хими имçамĕсем — гербицидпа семазин таврашĕсем çук-ха. Техникăна лайăхрах ĕçлеттермелле, мĕнпур культиваторсемпе окучниксене кӳлмелле. Эх, кунта Нинăпа Лида пек хастар хĕрсем кирлĕччĕ!.. Кукуруза пуссинче, авă, тăваткал тĕмсене тĕрĕсех тăвайман. Ермолаев механикпа бригадирсем куллен сăнаса тăрайман пулас. Сахăр кăшманĕн речĕсем те кукăр-макăр курăнаççĕ. Нина Ювашева акнă чухне вĕсем çип çапнă пек тӳрĕ выртаканччĕ. Халь вара кукурузăпа кăшман речĕсем хушшине культиватор кĕртсе яма хĕнтерех пулать. Акнă чухнехи кукăр-макăра кăпкалатнă чухне тӳрлетеймĕн. Хунав калчасем пайтах суранланĕç.

Куллен хире тухса çӳренĕ май, агроном тепĕр ырă мар япала та асăрхарĕ. Çанталăк пĕр вĕçĕм шăрăх тăнипе хирте тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă амаланса ĕрчеме тытăнчĕ. Черченкĕ ешĕл пăрçа калчи çинче тепĕр йышши пăрçа сиккелет. Агроном бригадирсемпе сăмахласа пăхрĕ те ялти мĕнпур инкесене кĕл пухтарма хушрĕ.

Кăмака кĕлне дустпа хутăштарса, вара пăрçа калчине çеç мар, кукурузăпа сахăр кăшманĕн калчисене те имлерĕç.

Калча речĕсем хушшине культиваторсемпе кăпкалатнă чухне агроном минерал çăнăхĕ сапма тăрăшрĕ. Чăн та, кӳрсе килнĕ минералсем сахалтарах пулчĕç, çĕнĕрен туянма колхозăн «алă айĕнче» укçа-тенкĕ тупăнаймарĕ. Юрать-ха, пушар лупасĕ айĕнче пĕлтĕртенпех суперфосфат купи выртнă. Агроном ăна пĕр пĕрчĕ юлми шăлса пухтарчĕ.

Шыракан тупать, теççĕ. Тепĕр лупас айĕнче Шангин тепĕр тĕлĕнтермĕш çине пырса тăрăнчĕ. Ку вăл — калчасене тислĕк е аммиак шĕвекĕпе апатлантармалли «ГАН-8» текен çĕнĕ йышши машина. Тахçан ытти машинăсемпе пĕрле кӳрсе килнĕ те ăна çаплипех лупас айне кĕртсе лартнă. Унпала мĕн ĕçлемеллине никам та лайăххăн тĕшмĕртеймен. Хайхи агроном çав агрегата Ермолаев механика кăтартрĕ те, лешĕ ун тавра темиçе хутчен пăха-пăха çаврăнчĕ.

— Яснă-ясмăк — терĕ юлашкинчен. — Паянах кукуруза пуссине кăларатпăр. Аттуш фермăран тислĕк шывĕ пĕр уссăр юхса выртать.

«Хире тухрăм — хир куртăм...» Юрăри сăмахсем питĕ хитре янăраççĕ. Анчах хирте агроном куçне хитри кăна мар курăнать-çке çав.

Колхоз уй-хирĕ урлă Çавал хĕрринелле икĕ енчен те темиçе тĕлте чылаях тарăн варсем туртăнаççĕ. Типĕ варсем. Хăйсем çеç мар-ха, вĕсем таçтан-таçтан юпленсе-туратланса килеççĕ. Çитменнине тата çырма-çатра юпписем çултан-çул ӳсеççĕ, нумайланаççĕ, сарăлаççĕ.

Вар хĕррисенче нимĕн те ӳсмест. Кунта хура тăпрана йăлтах çумăрпа юр шывĕсем çуса кайнă. Тĕмескерех вырăнсене ял çыннисем «çил çамки» теççĕ. Тăпрари тутлăхлă çимĕçсем çилпе те сахал мар вĕçсе каяççĕ. Акă ăçта вăл эрози, çĕрĕн чĕрĕ сĕткенне типĕтекен рак чирĕ!

Çӳлтен кăтарту парасса çеç кĕтсе ларма хăнăхнă çынсем хăйсем тĕллĕн нимĕнле çĕнĕ ĕç те пуçарма хăяймаççĕ. Теприсем тата мĕн хушнине питĕ айванла ăнланаççĕ. Енчен енне çапăнаççĕ. Çум çумлама хушсан, çумĕпе пĕрле çарăкне те тăпăлтарса ывăтаççĕ.

Курăк акмалли пусă çаврăнăшне пĕтермелле тенине кунта курăк таврашне пуçĕпех пĕтермелле тенĕ пек ăнланнă, Вильямс системине пăрахăçлани ырă курăксене пăрахăçлассине пĕлтермест-çке-ха. Тĕрĕс ăнланман. Ан тив, курăксем тĕштырă акакан пусă çаврăнăшĕнче ан пулччăр тейĕпĕр, анчах вар хĕррисене акмаллах вĕсене. Вĕсем тăпрана шыв юхтарса каясран, çил вĕçтерсе пĕтересрен сыхланă пулĕччĕç. Калăпăр, люцерна. Унăн тымарĕ питĕ тарăна каять, çапла вара, тăпрана çирĕплетет, азотпа пуянлатать. Люцерна ути — выльăх-чĕрлĕх валли витаминлă паха апат. Уйрăмах авăртса çăнăх тусан усăллă. Хĕл кунĕсенче çав апата кăштаххăн çитерсен те, пăрусемпе сысна çурисем, путексемпе кайăк-кĕшĕк чĕпписем авитаминозпа е ытти чир-чĕрпе аптăраман пулĕччĕç. Пахалăхĕпе клевер та, хайхи чавка пуç е пыллă пуç тени, люцернăран кая мар. Çавă çав, шухăша пуç тавра хивререх çавăракан çук.

■ Страницăсем: 1... 18 19 20 21 22 23 24 25 26 27 28 ... 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: