Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемÇич çунатлă куракЛаохПолк ывӑлӗАли-паттăрТутимĕрПĕчĕк патшалăх

Иç каймăттăм хăнана


Иç каймăттăм хăнана,

тăванăмсем çилленеç.

Иç каймăттăм хăтана,

кĕçĕннисем çилленеç.

 

Йĕпреç. 1975, раштав.

Уйăх çути пек савниçĕм


Уйăх çути пек савниçĕм,

текех пулмĕç куçсем тĕлме тĕл.

Вупăр карчăк выçса килсессĕн

сапаймарăм

вĕри кĕл.

 

Йĕпреç. 1975, раштав.

Эс те чипер


Эс те чипер,

эп те чипер,

чăн чиперри

çав ача.

Эс те ăслă,

эп те ăслă,

ăслăраххи

çав ача.

Эс те тăмсай,

эп те тăмсай,

чăн тăмсайĕ

хăшĕ-ши ача?

 

7.12.1975.

Тăван хулара


1

Çулла. Вăрман епле илемлĕ,

Эпир çӳретпĕр походра.

Çĕрле вучах çунать хĕлхемлĕ,

Ларма пит ырă ун тавра.

 

Çавра кӳлрен тин тытнă пулă

Пăс кăларса сиксе вĕрет.

Пулă яшкин шăрши пит тутлă,

Ăна часрах çиес килет.

 

Эпир ура хуçса ларатпăр

Вучах тавра пĕр кăшăла.

Пĕрне-пĕри тек култаратпăр,

Шӳтле сăмах кала-кала.

 

Антонов Павăл пурччĕ пирĕн,

Юмах ярсан — ан хускалсам,

Вăл шӳтлеме пĕлетчĕ вирлĕ,

Кулас килетчĕ вар тытса.

 

Апатлансан канма выртатăп,

Таçта вĕçет-и тăмана;

Кашни сасса савса тăнлатăп...

Вăрманăм, юратап сана!

 

Сиксе тухать пуçтах мулкачă,

Вăшлаттарса иртсе каять.

Пĕрин сехри хăпса тухатчĕ —

Хăравçăран кулать отряд.

 

Çĕр каçнине юлан сисмесĕр.

Инçет кăвакăн палăрсан,

Чĕвĕл-чĕвĕл юрра илтсемĕр.

Йăлт вăранать çулла вăрман,

 

Самантлăха вара, ир кӳлĕм

Путатăн тутлă ыйăха.

Малалла

Çула тухас умĕн


Митта Ваçлейне

Сăпаççипă. Кăмăл турăр пурте,

куçăма шăлам-и пăрăнса.

Юр çинче ман ура йĕрĕ выртĕ

çурла уйăх витĕр курăнса.

 

Ах, аннеçĕм, хĕвĕнте ӳстертĕн,

мĕншĕн капла пулчĕ ман тĕле?

Ан пытар, умна чĕркуçлентер те

пĕтĕмпех мĕн пӳрнине пилле.

 

Çул курки тыттартăн, шур аппаçăм,

икĕртем-и куççульпе кăштах.

Çинçерех арланчĕ-ши шăпаçăм,

е шăлну сан пулчĕ-ши пуçтах?

 

Çынсем евĕр пурăнмашкăн çук ăс,

патшипе чури те эпĕ хам.

Эй, çăва патне!

Ăçта çав купăс,

ярăнса тухса пуçа ухам!

 

Курасси татах тем чухлĕ пулĕ,

тăвансем, ан манăр пурăнса.

Юр çинче ман ура йĕрĕ юлĕ

çурла уйăх витĕр курăнса.

 

Çĕрпӳ. 7.12.1975.

Ӳкерчĕксен кăшăлĕ


* * *

Пат! Персе анчĕ панулми йывăç çинчен. Курăк хушшинче ахлатнă сасă илтĕнчĕ. Пăхрĕ хуртланнă панулми çӳлелле, унта сип-симĕс улмасем йăлкăшаççĕ, пичĕсене хĕвел сăрĕпе сăрлаççĕ, çара кăкăрĕсене çулçăпа хупланçи тăваççĕ. Шел, ахлатнине илтмерĕç вĕсем.

Çав вăхăтра ӳкнĕ панулми хурчĕ йывăç вулли енне васкарĕ.

 

* * *

Çулçăсем çинче – лĕпĕш. Шурă ĕмĕт пек шурăскер, вĕл те вĕл вĕçет, çуначĕпе çулçăсене сĕртĕнет, чĕрери ачаш хĕлхеме хускатать.

Каярах çав вырăна каллех пырса тухрăм. Çулçăсем хуртланнă. Лĕпĕш çук.

 

* * *

– Анне, хитре чечек тупрăм, – савăнăçлăн чупса пычĕ ачи. – Епле хитре!

– Пăрах часрах, – хăтăрчĕ амăшĕ. – Мĕн хитри пултăр çав çум курăк çумĕнче.

Ача пуçне усрĕ. Ӳлĕмрен вăл хăй татнă чечексене амăшне кăтартмарĕ.

 

* * *

Картишĕнчи мăнтăр хур аçи, умĕнчи апата тин хыпса янăскер, кăнтăралла вĕçсе иртекен кайăк хурсене ăмсанмарĕ – мăнаçлăн, пăркаланса, ăшă витенелле уттарчĕ.

Малалла

Сăвă сĕвемĕ


Юхан шыв…

юхан шыв юхать…

юхан шыв юхать те юхать,

таçтан тухать те тухать.

Пĕр шăнкăртатать, кĕрлет те тулхăрать –

юхан шыв юхать.

Шыв тĕлне

шăрăхра ăш хыпнийĕ тухать –

йĕкĕр ывăçласа ăшне кантарать,

шыв тĕлне

тӳрĕ çул шыраканĕ тухать –

çиллине шăнăраймасăр

сурса-ылханса хăварать.

Юхать юхан шыв,

никама итлемесĕр юхать.

 

Поэт чĕри…

поэт чĕри, эс мар-ши юхан шыв,

кала, эс мар-и юнсене

пĕр канăçа пĕлмесĕр хăвалан,

пĕр ерипен юхан, пĕр ейĕве яран,

тан таппипе авăрсене пĕтĕрттерен?

Кала, эс мар-и вăл

пăхăнманлăхупа çунатăн,

поэт чĕри?

 

Шурă çӳçлĕ...

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

шурă çӳçлӳ сăрт-ту шухăшлать,

темскер çинчен шутлать те шутлать

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

Ту тĕлне ăмăрт кайăк чĕреллĕ çул çӳревçĕ тухать –

çулсăр-мĕнсĕр васкать,

çӳлелле ăнтăлать,

ту тĕлне

çӳллĕшрен чунĕ çук çул çӳревçĕ тухать –

каялла чакать.

Ларать сăрт-ту,

Малалла

Куккук


Сĕм вăрманта ирпе ирех

Чăпар куккук авăтать.

Ку-ку!.. Ку-ку!.. инçетренех

Вĕçсе килсе вăратать.

 

Унăн сасси янратнăçем

Ешĕл çулçă сарăлать.

Ирех тăрса тухсан ĕçе

Çамрăк чĕре савăнать.

 

Сывлăш хумĕ чĕтреннипе

Çĕмĕрт ларчĕ чечеке.

Хавас кăмăл çĕкленнипе

Тытрăм эпĕ кĕнеке.

 

Хĕл каçиччен вĕреннине

Тепĕр хутчен тĕрĕслен.

Экзаменсем парас кунне

Çине тăрсах хатĕрлен!

Тăри


Кăнтăртан килекен

Вĕçен кайăксенчен

Васкаса вĕçсе килчĕ тăри.

Çурхи лăпкă ирпе

Сенкер пĕлĕт çинчен

Илтĕнет ытарма çук юрри.

 

Эх, утатпăр хирпе,

Çут хĕвеллĕ ирпе, —

Савнă шкул аякран ялтăрать.

Хăвăртрах, ачасем:

Кайăксен юррипе

Шăнкăрав ăмăртса янăрать.

Ăçта ан кай


Ăçта ан кай,

ăçта ан çит –

юпахăм вĕçсĕр кукалет,

кил еннелле пăха-пăха

чĕвен тăрать те пуç ухать.

Киле çитсен,

кăшт тĕлĕрсен

сикетĕп те тăратăп эп,

илтетĕп,

утăм кĕçенет,

каллех йĕнерлеме чĕнет.

 

Хураçырма. 19. 01.1975.

■ Страницăсем: 1... 757 758 759 760 761 762 763 764 765 ... 796