Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул пуҫламӑшӗХум пӑшӑлтатӑвӗСăвăсемпе поэмăсемПолк ывӑлӗАсамат кӗперӗ сӳничченВăхăт таппиХĕллехи каçсенче

Пирĕн тупа


Аса килет мана Морозов —

Мухтавлă паттăр пионер.

Вăл çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, —

Ун пек пулмашкăн вĕренер.

 

Аса килет мана Чекалин —

Хастарлă çамрăк партизан.

Вилĕм таканĕ умĕнче те

Фашистсене вăл парăнман.

 

Эпир вĕсен ятне манмастпăр,

Тивлетлĕ халăх ĕçĕнче

Сăнĕсене умра тытатпăр,

ĕçĕ вĕсен — чĕресенче.

Эс хитре


Эс хитре. Çийĕнте

Ялкăшать пурçăн тум,

Кăтралатнă çӳçӳ

Сан питне эрешлет,

Илĕртӳллĕн кулать

Писевленĕ туту,

Ăнланатăп—саван,

Сана куншăн—рехмет.

 

Вальс кĕвви шăранса

Илтĕнсен вăйăра,

Эс мăнаçлăн пăхса

Çĕкленен чи малтан.

Авкаланчăк, чечен

Çаврăнан ташăра,

Сисĕнет: Ман пекки

«Урăх çуккă ялта».

 

Юрĕ. Урăх ан пултăр.

Тек кирлĕ те мар...

Кур епле ыттисем —

Пирĕн тантăшхĕрсем?

Лăпкăн, ăшшăн пăхни —

Яш чĕрешĕн кăвар,

Илемленнĕ ĕçре

Ытарми сăнĕсем.

 

Кашниех тăрашать

Ырă чунлă пулма,

Ĕççинче те — ĕçчен,

Вăйăра та кал-кал.

Пĕр эс çех вĕçкĕнле

Тыткалатăн хăвна,

Пĕр эс çех ĕççинче

Курăнатăн сахал.

Пĕлĕтсем


Инçетелле вĕçеççĕ,

инçетелле вĕçеççĕ пĕлĕтсем.

Çитсе курман çĕрсем енне чĕнеççĕ,

çитсе курман çĕрсем енне

чĕнеççĕ пĕлĕтсем.

 

* * *

Хĕвел питне хуплать тесе

ан хурлăр,

ан хурлăр пĕлĕте.

Çĕре вăл кирлĕ,

çĕре вăл кирлĕ сулхăн сăн пама,

тата мана –

кăштах тунсăхлама.

 

* * *

Пĕлĕттĕм,

кам сăмахне,

кам сăмахне йывăра илчĕ-ши пĕлĕтĕм.

Çул-йĕре уяса та тăмарĕ,

куççуль витĕр утса алне сулчĕ те

çухалчĕ.

 

* * *

Пĕлĕтсем,

ăмсанатăп сире, пĕлĕтсем –

инкек мĕскерне чухламастăр эсир,

тăшман аллине пĕлейместĕр эсир,

пĕлĕтсем.

Пĕлĕтсем,

хĕрхенетĕп сире, пĕлĕтсем –

телей пылакне тутанмастăр эсир,

юлташ аллине пĕлейместĕр эсир,

пĕлĕтсем.

 

25.07.1974.

Çунатлă ĕмĕтĕм


Çунатлă ĕмĕтĕм

хăйне валли йăва шырарĕ,

кĕрхи вĕçевпеле

çӳрерĕ инçетре.

Анчах çурхи пĕр каç

тăван енех вăл таврăнчĕ,

хам чĕререх вăл çавăрчĕ

йăва.

 

Йĕпреç. 1974, çĕртме.

Пăши урийĕ


Пăши урийĕ

тип çĕр çинче тăрать тĕреклĕ,

шывран тухсан вилеççĕ

пулăсем.

Çунатлисем

çунат тĕрекĕпе вĕçеççĕ.

Çынсемшĕн çеç йĕрке çак

урăхла,

этемлĕхĕн ура тĕреклĕхне

çĕр варринчен

хĕвел таран виçеççĕ.

 

Йĕпреç. 1974, çĕртме.

Ма йĕретĕн, Муза?


Ма йĕретĕн, Муза?

Ма куçна шăлан?

Чĕнменрен-и, тусăм,

Темĕн тунсăхлан?

 

«Вăрман тăрри тикĕс», —

Тенĕ чăваш çынĕ.

Ман кун-çулăм тирĕс,

Тикĕс пек пулин те.

 

Хăшпĕр чухне вăрттăн

Сивĕсем çитеççĕ.

Ун чух хĕлĕхсем те

Пăрпа витĕнеççĕ.

 

Ак часах çĕнтерĕ

Çут хĕвел хăвачĕ.

Хĕлĕхсем те юрă

Çĕнĕрен шăратĕç.

Тунсăх


Кĕркунне сăнĕсем илĕртеç таврара:

Вăрман ылтăн тумпа пĕркенет,

Лăпкă-лăпкă садри шăнкăр-шăнкăр шывра

Кĕленче пек тӳпе чӳхенет.

 

Астăватăп аван: иртнĕ çул та çапла

Кавир пек ешеретчĕ калча.

Ун чухне эп пĕрремĕш хутчен санпала

Тĕл пулсаттăм—именчĕк ача.

 

Сан çинчен шăп çулталăк айван пуçăмпа

Шухăшларăм эп сăвăласа.

Юрату ăшшипе хĕрнĕ яш чунăмпа

Эп шанаттăм эс те савасса...

 

Кĕркунне кунĕсем илĕртмеççĕ текех,

Курсанах вĕсен капăр сăнне,

Эсĕ сулхăн, сив кăмăллă пулнă пекех,

Тем хĕсет манăн яш чĕрене.

 

Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.

Сăпка юрри


Ç.Элкере

Хĕвел те килте ăшăрах текен туйăм

анне сĕчĕпех юнăмра юлчĕ-ши?

Кушлавăш текен çав вун ик яллă уйăм

кун-çулăмăн тĕнĕлĕ, чунăм ăшши.

 

Анне чĕрçине улăштарчĕ хыт çĕр,

кипке чĕркевне çут тӳпе ылмаштарчĕ.

Сăпка юррине илтсенех пурĕ пĕр

асамлă хăват хальхине йăлт мантарчĕ.

 

Туратшăн хакли вăл – пĕрремĕш папка,

кайран туратран пысăк йывăç çĕкленĕ.

Баха пĕличчен чылай тунă «паппа»,

асамлă сăпка юррине эп итленĕ.

 

Эй, юрă!

Ачалăхăмран вĕçсе тух,

инçе çулрисем те сана халĕ илтчĕр.

Ӳкес тенĕ чух, парăнас тенĕ чух

кăштах тĕлĕрсе каллех чĕр вăй илччĕр!

 

Йĕпреç, 1974, çу.

Ырăпа усал çинчен


1.

Хĕвел çинче

пĕр çутă илĕртет.

Чечексене тапта-тапта

утатăп

ун енне.

Çитетĕп те…

Ултав!

??!

Пушмак кĕллийĕ айĕнче

вак кантăк

чанкăртатрĕ.

 

2.

Тислĕк çинче ӳстернĕ çимĕçе

çумасăр эп

çимерĕм.

 

3.

Ыр выльăха пусма

хăю

çитерейместпĕр.

Ашне вара

тиркеместпĕр.

 

4.

Çурла хуçийĕн

ырлăхне,

çава хуçийĕн

ылханне

чашларĕ çумăр.

Сăваплă та

ылханлă

çумăр.

 

5.

Вĕлле хурчĕ

тăшмана

сăннипе тирнĕ чух

вилесси çинчен

шутламарĕ.

 

1974, кăрлач

Вăрман çинчен


1.

Вăрман вăйне тункатара

тупаймăн.

Ăна

хунавсенче шыра,

ун хыçĕнчи

хунавсенче.

 

2.

Çав хурăнсем

пит хăвăрт çитĕнеççĕ,

тата часрах

çĕреççĕ.

 

3.

Пĕр хăрăк хурама

хăйĕнчен хунавĕ иртесрен

хăрарĕ.

Ку –

ултав çутă, терĕ те…

хĕвеле

хупларĕ.

 

1974, пуш.

■ Страницăсем: 1... 759 760 761 762 763 764 765 766 767 ... 796