Тăвар тутти


Тăванăмсем,

ĕçетре, çиетре, вылятра, кулатра,

тулли кĕрекере юрлатра –

ирĕк парсамăр мана,

тăвар тутти çинчен

сăмах каласшăн эп.

 

Эпир çук чух,

сĕм авалах,

кил хӳттинче вучах çунма,

мăрьесенчен шур тĕтĕм тухма

пуçласанах

пӳрт ăшшине тытакансем

вĕренĕ шӳрпене сыпа-сыпа

яшка тутти тутаннă,

тăвар тутти

тутаннă.

 

Çав тутта паттăр тăхăмсем

ĕмĕрсен тĕтĕмĕ витĕр,

çулăм витĕр илсе тухнă,

атте-аннемĕре,

атте-аннемĕрсем вара

пире пилленĕ,

тăварлăпа тăварсăра

чĕлхе вĕçпе тутантарса,

кутран çапса

вĕрентнĕ.

Рехмет вĕсене.

 

Эпир паян

сĕтел çине малтан

тăвар лартатпăр,

пĕрремĕш кашăка

астивсе пăхатпăр.

Патшалăх сăрине те

асаттесен тути-масипе виçсе

курка хĕрне

тăвар сапса ĕçетпĕр.

 

Ĕçсе çиетпĕр çеç-и, –

ирĕк парсамăр мана,

тăвар тутти çинчен

сăмахăма тăсатăп.

Çак çĕр çинчи пурнăç туттине те

мĕнле-ши тетпĕр,

шăпа алтăрĕпе

сыпа-сыпа пăхатпăр,

пĕр çӳçенетпĕр,

савăнатпăр.

 

Шиклĕ чун сăмахĕ

пур путăка та саплать,

çиле май шăлать.

Тути мĕнле тетĕр-и?

Тăварсăр.

Хаяр сăмахĕ

сăна шуртать,

куçа туртать.

Тути мĕнле?

Тăварлă.

Вырăнлă сăмах

ăша пырать, чуна ăшăтать.

Тути мĕнле?

Виçеллĕ.

Ирĕк парсамăр мана,

малалла калатăп.

 

Юрлă кĕрекере

сĕтел те авăнмасть,

хырăм та сарăлмасть.

Çакна мĕнле хак парăпăр?

Паллах, тăварсăр.

Хуçийĕн хул-çурăмĕ

йывăр ĕçпе хуçăлнă,

кĕпи-йĕмĕ

тарпа касăлнă.

Тăварлă ку.

Тăварлă та

тăварсăр.

 

Тăванăмсем,

татах та малалла

калас сăмахăм пур.

 

Пӳске пек çĕрĕмĕре

тăвар тутти

ытла та каснă.

Çĕр çурăкĕсене тула-тула

этемлĕх тарĕпе куççулĕнчен

океансем капланнă,

этемлĕх телейне

хăйсен кӳлепипе хупланă.

Тути мĕнле?

Тăварлă.

 

Тĕнчере куççуллĕ юхан шыв

паян кун та юхать.

Таçта ав

сăпкари пепкисене

астивмен телей тути çинчен

юмах пек каласа параççĕ.

Ашшĕсен тарĕ юхать

тинĕселле,

амăшĕсен куççулĕ

тинĕселле юхать,

çутă ĕмĕчĕсем вара

путаççĕ

авăра.

Тăварлă,

тăварлă!

 

Пӳрт ăшшине тытакансем

вĕри шӳрпе сыпса пăхса

яшка тути пĕлеççĕ,

тăвар яраççĕ,

шыв хушаççĕ...

Тĕнче ăшши тытакансем,

тĕнче вучахĕн хуçисем,

пурнăç тути çак çĕр çинче

тăварсăр та

тăварлă.

Хăçан

виçеллĕ

тăвăпăр?

 

7.09.1974.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: