Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаЙӳçĕ кулăЙĕрсем çухалмаççĕПолк ывӑлӗВăхăт таппиСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеПирĕн çулталăк

Кăшкăрсам, хĕр ача, кăшкăрсам


Кăшкăрсам, хĕр ача, кăшкăрсам,

ют çынсем мĕнех калĕç курсан?

 

«Савнă чух пулăшу кам чĕнет», –

хĕр ача çумарах тĕршĕнет.

 

Ик тута çăрапа питĕрнет,

пурçăн çиплĕ йĕке пĕтĕрнет.

 

Çинçе çип ăнсăртран татăлсан

сыпаймасăр ан йĕр татăлса.

 

Хĕр чысне чĕркесен шур пӳспе

çыхма илĕн-ха çакă çипе.

 

Тепĕр ир – çын курман пумилкке,

каялла çаврăнан пĕр йĕке…

 

19.06.1974.

Юлташăм, куратни, çитет кĕркунне


Алик Петрова

Юлташăм, куратн-и, çитет кĕркунне?

Кам савмĕ ун ылтăн та капăр тумне

Часах уйрăлатпăр, часах ăсату, —

Кĕтет сана пысăк хула, институт.

 

Халь эсĕ каятăн; анчах та нихçан

Пĕр тантăшсемпе туслăха эс ан ман.

Уйри сукмака, шăматкун каçсене,

Ачалăхри пысăк çут ĕмĕтсене.

 

Эпир ак юлатпăр кунтах. Вăтам шкул

Пире те çул парĕ. Анчах килес çул...

Сана ăшăтинччĕ ман савнă салам,

Телей те сĕнем, ырă сывлăх сунам.

 

Ăсла-шухăшла, сан ĕçӳ тӳпере

Çӳретĕр вĕçсе çӳлерех, инçерех.

Юрат çынсене, пул хастарлă ялан,

Тăван халăхна нихăçан та ан ман.

 

Юлташăм, часах-çке çитет кĕркунне

Çитет пĕркенсе капăр ылтăн тумне.

Часах эс каян вĕренме: Сывă пул,

Сунатăп сана чи телейлĕ кун-çул.

М. Ф. Фёдорова аса илсе


«Виснер хĕрне çитсессĕн»...

(«Арçурирен»).

 

Илĕртет чуна çурхи илемлĕх,

Тишкерет ман куçăм пит инçе.

Тантăшсем, çӳрер-ха асилмелĕх

«Арçури алхаснă» уйсенче.

 

Çулпала утатпăр васкамасăр,

Ак, ем-ешĕл курăклă Виснер.

Ку çырма çынчен эсир мĕн калăр?..

Сăвăçа, атьсемĕр, асилер.

 

Сылтăмра поэтăн тăван ялĕ,

Çĕнелсе çĕкленнĕ Хурапха.

Лавраçа, Хĕветĕре тек халĕ

Арçури çӳреймĕ хăратса.

 

Пирĕн сăвăç çав ялта çуралнă,

Ячĕ унăн—ĕмĕр хисепре,

Вăл—тăван поэзие пуçарнă,

Ырă ĕмĕт суннă вăл пире.

 

Чунăма туртать кунти илемлĕх,

Куçăм тинкерет-çке инçете.

Тантăшсем, çӳрер-ха, асилмелĕх

Федоров юратнă уйсенче.

Çĕр çулхи юман тымарĕпе


Çĕр çулхи юман тымарĕпе

çĕре ыталанă –

çĕр,

çилпе кĕрешме пар ăна вăй-хăват!

Çурхи Атăл аллипе

çăлсене ытамланă –

тан таппи,

юхăмна вăйлатма пар ăна вăй-хăват!

Çӳлте ăмăрт кайăк вĕçет,

çунатне сарса янă.

Ик çунат,

тӳпене çĕкленме пар ăна вăй-хăват!

Каяр манпа, маттур?


Р.Гамзатова вуласан

– Каяр манпа, маттур?

– Ăçта?

– Çук, кирлĕ мар.

Юл çакăнта.

– Каяр манпа, маттур?

– Каяр!

– Утна эс йĕнĕрле.

Каяр!!!

 

1974, нарăс.

Хунямасен хăмли


Хунямасен хăмли

çурхи хĕвелпеле,

çу кунĕнчи ăш çумăрпа,

шит тăршшĕскер,

ши! кайрĕ.

Ара, курмастăн-им,

шалçа пек пĕвĕме

хăмла аври пек арăмах

хĕвелсенчен

хупларĕ.

…Хăçан татать-ши хуняма

хăмла?

 

23.01.1974.

Ирхи тĕлпулу


Ирсерен эп ăна тĕл пулатăп ялан,

Ĕçчен хĕр манран ир вăранать.

Кăвак сăн ӳкерсен шурăмпуçĕ яла

Çăл патне шыв ăсма вăл анать.

 

Шăнкăр шыв йĕрленсе ыткăнать валак тăрăх,

Йăлкăшать кĕмĕлленнĕ витре.

Кăвак куçĕ хĕрĕн çăлти шыв пекех тăрă,

Çутă ир пек сăн-пичĕ хитре.

Хурăн айĕнче


Шурă хурăн, эс тăратăн

Сарпике пек ман умра.

Лăпкăн-лăпкăн хумханатăн, —

Вăрăм пӳлĕ те кăтра.

 

Пĕчĕк чух илсе килсеччĕ

Сана эпĕ вăрмантан.

Эс чеченччĕ те имшерччĕ,

Ун чух хам та эп айван.

 

Илемлентĕн, пысăклантăн,

Сана çук халь паллама.

Тараватлăн йыхăратăн

Сулхăнна ларса канма.

 

Ĕнтĕ эп те çитĕнетĕп,

Сывă ӳсрĕм çултан-çул,

Çитес çул ак пĕтеретĕп

Эпĕ, тусăм, вăтам шкул.

 

Ман ачалăх иртсе кайрĕ,

Час кĕреп арçын шутне.

Юрату та çулăмларĕ

Манăн çамрăк чĕрене.

 

Çамрăк тусăм, шурă хурăн,

Эсĕ пĕчĕккĕ чухне

Сан çинчен хывсаттăм юрă,

Юрласаттăм çуркунне.

 

Хамăн савнă хĕр юрлатчĕ

Çав юрра хăшпĕр чухне.

Çĕклететчĕ, çунтаратчĕ

Сассипе поэт чунне.

 

Ăна эпĕ юрататтăм

Мĕнпур чун-чĕремĕмпе.

Яланах çунатланаттăм

Шанчăкпа та ĕмĕтпе.

Каçхи кĕлĕ


Çăлтăршăн, хĕвелшĕн,

кивелнĕ уйăхшăн,

чунĕ арки çуннă

аçун пĕр хĕрĕшĕн

ман сăмах,

вилетĕп ăш хыпса,

пĕр алтăр шыв ĕçесчĕ.

 

Техĕмлĕ сим алтăр

сахал та пулĕччĕ, -

сĕртĕннĕ тута çав,

тата виç çупкă та

ах, хаяр.

Хаяррине тепре

кăшт тутанса илесчĕ.

 

Чунăмăр сăвапшăн,

сăваплă çылăхшăн,

пурнăçшăн, туташăн,

тата ыттишĕн те

ах, хавас.

Ку сăмаха эп мар,

аннем ачи пуплерĕ.

 

Çăлтăршăн, хĕвелшĕн,

кивелнĕ уйăхшăн,

сĕртĕннĕ туташăн,

тата виç çупкăшăн

ак, калап,

хĕрне аннӳ хăçан

çунат парса вĕçтерĕ?

Тăван юрри


Килсем, тăван, хăна пул.

Сирĕн ырă кăмăлсем

йывăç çинчи улмасем.

Пиçнисене татар-и,

сĕтел çине лартар-и.

Урпа сăри ăсăпăр,

кăмăлтан калаçăпăр.

 

Юрла, тăван, чунна уç.

Сирĕн ырă сассăрсем

пĕкĕ çинчи шăнкравсем.

Турă лаша тытар-и,

кӳме кӳлсе тухар-и.

Ял-ял витĕр кайăпăр,

сассемпе мухтанăпăр.

 

Ларсам, тăван, ларса кан.

Сирĕн хаклă ĕçĕрсем

сарă хумлă уй-хирсем.

Пуйăс çине ларар-и,

Шупашкара каяр-и.

Хулапа паллашăпăр,

хамăрпа мухтанăпăр.

 

Шутла, тăван, шутла-ха.

Пирĕн паттăр таврашсем

космосра вĕçеç вĕсем.

Туслă кил-йыш пулар-и,

çĕр-шыв мулне пухар-и.

Тĕнче картне тухăпăр,

чăваша та мухтăпăр.

■ Страницăсем: 1... 760 761 762 763 764 765 766 767 768 ... 796

Шухăшсем