Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗКуçа-куçăнУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑШевле çутиВăхăт таппиПирĕн çулталăкСинкер

«Хама хам шухӑшлама чаратӑп...»


Хама хам шухăшлама чаратăп.

Кун пек чух кăштах çăмăлтарах.

Тĕнчене çавах эп çĕнетеймĕп.

Нимĕн те килмест манран çавах.

 

Пур-и эп, е çук-и, — тухĕ пурпĕр

Кĕçĕр уйăх, хĕмленсе-çиçсе.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.

Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.

 

Çу иртсессĕн, кĕр, ак, килсе çитĕ,

Ерипен çаралĕç вăрмансем.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.

Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.

 

Ырăпа усал вăйне виçеççĕ,

Шеллемесĕр пĕртте пĕр-пĕрне.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп,

Хам вара шеллетĕп ыррине...

 

Хама хам шухăшлама чаратăп.

Çук усси шухăшланин çавах.

Çамрăк чух нумай эп шухăшланă,

Ăнланма хăтланнă эп йăлтах.

 

Мĕн ăнлантăм эп?.. Çакна ăнлантăм:

Тапнă чух чĕрӳ, — пурăнмалла.

Утассу килет-и сан, е çук-и, —

Утнă чух уру, — сан утмалла.

 

Уйăх кĕçĕр сансăр та хĕмленĕ.

Çу иртсен, кĕр çитĕ сансăрах...

Сан вара пурăнмалла, тăванăм!

Сан вара — пурăнмалла анчах!

Хусан


Сĕен пике минарĕ çичĕ ярăм

Ларать Хусан хулин чи варринче, —

Тесе пĕрре те эпĕ пуç таймарăм,

Чĕрем выртмасть аваллăх аллинче.

 

Шупашкарти пекех çӳретĕп эпĕ,

Тутарăн, вырăсăн, марин тата

Чăвашăн пур пĕр пек чыспа хисепĕ,

Чĕлхи те пĕр пекех янрать кунта.

 

Кунта Шелепипе пĕрле Ашмарин

Екки ярса калаçнă çĕрсенче

Çӳренĕ чух Тукай асран каймарĕ,

Хади Такташ сăвви чĕлхе çинче.

 

Тĕнче пек пысăк шухăшăн гиганчĕ —

Çап-çамрăк Ленин пурăннă çурта

Пăхса туятăп эпĕ: ун хăвачĕ,

Сасси, сăнарĕ юлнă пек кунта.

 

Çулпуç утса пынин сасси те шавĕ

Усраннă пек кунти чулсем çинче,

Туйса пыратăп йывăçсен чаршавĕ

Витсе тăран хула урамĕнче.

 

Паян тутарăн, вырăсăн, чăвашăн

Ачисене пурне те пĕр тăван, —

Тесе чăнах та ленинла ачашшăн

Кĕтсе илет совет хули — Хусан.

 

Хансен аваллăхĕн суя халапĕ

Янрамĕ манăн сăвă йĕркинче.

Хусан хули çине пăхмастăп эпĕ

Сĕен пике минарĕ тăрринчен.

Малалла

Çул çинче


Лайăхчĕ мана утма

Ирхине яка çулпа.

Килчĕ тухрĕ ман умма

Пĕр чипер хĕр сукмакпа.

 

Ун çинчен те кун çинчен

Калаçса пырсан-пырсан,

Тепĕр пусă хушшинчен

Сукмак тухрĕ ăнсăртран.

 

Хĕр юратнă пек темле

Пăхрĕ çырă куçĕпе,

Утрĕ Атăл еннелле

Ансăр çеç сукмакĕпе.

 

Тарăн тулă пуссине

Кăвакарчăн пек кăвак

Пурçăн тутăр путнине

Курса юлтăм эп пăртак.

 

— Калăр халĕ ятăра, —

Темеллеччĕ, астуман.

Çамрăк пуç юратура,

Эх, айван иккен, айван!..

 

Икĕ авăк куçхарши

Халь те куçăм умĕнче.

Мĕншĕн иккĕ пулчĕ-ши

Хĕр сукмакĕ çул çинче?

Ҫыру


Савнă тусăм, эс каллех

Чуптăватăн тĕлĕкре.

Пĕрле чух хам ахалех

Хăяйман-мĕн ĕлĕкрех.

Ман умра халь — Енисей,

Эс манран инçе, инçе...

 

Хумханать пуль анлă Атăл.

Тунсăхлатăн пуль кĕтсе.

Ăшă çырусем çыратăн,

Йăпатса та илĕртсе.

 

Эс мана аса килсессĕн,

Эп çунатăп çулăмпах:

Ху патна туртатăн эсĕ

Шĕл-кăварлă туйăмпа.

 

Мĕншĕн-ха асапланатпăр,

Юратсассан пĕр-пĕрне?

Ырă тĕлĕк пурнăçлантăр:

Кил часрах, пулар пĕрле.

Ирхи ӳкерчӗк


Çутăлать...

Шăппан-шăппăн хĕвел вăранать:

Хĕмленсе-ялкăшса çĕкленет;

Ялтăран сывлăмпа çăвăнать,

Тӳпене сапалать шевлине.

 

Таврана йăл! пăхса çутатать,

Чуптăвать мăн вăрман кăтрине,

Çĕмĕрте киленсех ачашлать,

Йăлтăр-йăлтар анать шыв хĕрне.

 

Сĕт пек шурă тĕтре явăнать

Телĕрен юханшыв çийĕпе:

Явăнать,

шĕвелет,

арканать, —

Çухалать варкăш уçа çилпе.

 

Хӳхĕм тулă хуллен хумханать, —

Çийĕнче кĕмĕл сывлăм çунать,

Такама пуç тайса саламлать,

Хăй патне йыхăрать вăл чуна.

 

Ывăнма та пĕлмест-çке тăри, —

Юррипе янратать улăха.

Пĕр чăмать те çĕре вăл юри,

Тӳпене çиçĕмле улăхать.

 

Вĕçсе кайрĕ чĕкеçĕ таçта, —

Çырмара-иç вылять, шыв ĕçет.

Вăрманта, ав, куккук авăтать...

Юрă, юрă таçтан та килет!

Çутăлать...

Юрăпа ĕçлĕ ир пуçланать.

Хӑнара


Чугун çул вокзалĕ умĕнче икĕ çамрăк çын тĕл пулчĕç. Пĕри, варăм пӳ-силлĕскер, чăпар кĕпе тăхăннă, хура çинче шурă йăрăмлă галстук çакнă, лăпсăрккарах кăтра çӳçлĕ, пӳ-сине кура тăрăхларах пит-куçлă çын. Унпа юнашар кăвак костюм тăхăннă, плащне сылтăм хулĕ çине çакнă, сулахай аллипе вăтам чемодан йăтнă лутрарах çын тĕлĕнерех пăхса тăрать.

— Сымокаев, Петенька, Петруха, мур сĕтĕрсе килесшĕ, миçе çул, миçе хĕл! — тет чăпар кепелли, çумĕнчи çынна мăйран ыталаса илсе.

— Манман, манман, — лăпкă сасăпа ответлет Петенька-Петруха, — нумай пулать курманни, чăн, анчах ăсра çивчĕ тытса тăратăн иккен.

— Мĕнле ашак сĕтĕрсе килчĕ сана? — тата хытă чăмăртать чăпар кĕпелли. — Ну, ун çинчен кайран, кайран, а халĕ ман пата!

— Чим-ха, мĕнле вăл тӳрех сан патна? Калаçса татăлма вăхăт пар, Софрошка, — аран-аран вĕçерĕнсе каять лешĕ Софрошка хулĕнчен.

— Фу, тамăк хуранĕнчи пек пăчă, — тет чăпар кепе, — ну, мĕн пăхса тăмалли пур. Айда тӳрех ман пата.

Автобус умĕнче çынсем черет тăрса кайнă, майĕпен пĕрин хыççăн тепри кĕрсе лараççĕ.

Софрошка Петенька-Петрухăна малтан автобус алăкĕ патне сĕтĕрсе пырать, ăна çынсем хушшинчен сарлака чемодан пек хĕссе кĕртет, лешĕ, икĕ аякне икĕ енчен мăка кусарпа чышнă пек, хыттăн ахлатса ярать, унтан Софрошка хăй хирĕнсе кĕрсе ларать. Çавнашкал пуçтахланса кĕнĕшĕн пĕри тарăхса ятлаçать, тепри сиввĕн пăхса ӳпкелешет, анчах Софрошкăн хăлхисем кун пек чухне, хăвăл юман шăтăкĕ пекех, нимĕн те илтмеççĕ мĕн. Çынсем ятлаçнă май вăл автобус кантăкĕ çинелле пăхса шик-шик шăхăрса пырать.

Малалла

«Кашни кун Америка уçатăп...»


Кашни кун Америка уçатăп!..

Кашни кун çук телейли манран!..

Кашни кун инçе çула тухатăп,

Чун ялан мала васканăран.

 

Кашни кун эп тинĕспе тупасшăн

Пĕр чĕлхе, вăй-хал сунса ăна.

Кашни кун эп ытларах курасшăн,

Йăпатасшăн çĕннипе чуна.

 

Çут тĕнче илемлĕ иккен питĕ,

Темле çын та пур-мĕн Çĕр çинче.

Эп иккен ытла сахал пĕлетĕп,

Пит сахал-мĕн курнă халиччен.

 

Кăнтăрта çитмест-мĕн çурçĕр питĕ,

Кăнтăр пит çитмест-мĕн çурçĕрте...

Анăç тухăçпа вăйне виçет-мĕн,

Ăна тăвăр — тухăç пур çĕрте.

 

Кам унта манпа пĕрле тухасшăн

Шуçăмпа пĕрле инçе çула?..

Эп татса калап: «Мĕнех, тархасшăн!..

Иккĕн чух, тен, çăмăлрах пулать?..»

 

...Кашни кун эп тинĕсе тухатăп,

Кĕрешетĕп çил-тăвăлсемпе.

Кашни кун Америка уçатăп,

Хама хам туятăп Колум6 пек.

 

06.08.21

02 сехет те 15 минут

Кĕрнунне ялта


Ула-чăла хура пĕлĕт

Пĕр çĕрелле пухăнать.

Ăшă вăрăм ырă кун

Пĕрмай кĕскелсе пырать.

 

Хĕвел ăшши çуккипе

Кунсем сивĕ тăраççĕ.

Xpecчен ĕçчен çыннисем

Тул çутлаччен тăраççĕ.

 

Выльăхсене пуçтарсан,

Анкартине куçаççĕ,

Хĕвел ансан, тĕттĕмччен

Пĕр канмасăр ĕçлеççĕ.

 

Ир пулсасан анкарнче

Тăпач сасси илтĕнет,

Йĕтем тăрăх тыр шăлса

Шăпăр-çулăк вĕлкĕшет.

 

Ешĕл йывăç майĕпех

Хăй тумтирне хыватех,

Çырма-урам тăршшĕпех

Шурă тĕтре тăратех.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ


Епле вăй пуçтарнă пĕлӳçĕ Олег:

Хурах хурри пулнă таврашăн

Вутпа та, хĕçпе те, аçа çиçĕм пек,

Усал хусара тавăрасшăн.

Маттур çарĕпе, истампул йĕстумпе,

Пырать вăл кал-калăн ырут юртăмпе.

 

Тухать ăна хирĕç хура вăрмантан

Таса чунхаваллă асамçă,

Килес кунсене юмласа чухлакан,

Перун хăватне пуççапанçă;

Аслать, ăрăмлать вăл тĕнче тупсăмне.

Олег утне чарчĕ çав ватă умне.

 

«Кала эс, асамçă, ырсен евĕчи,

Мĕнле кун-çула эпĕ тивĕç?

Е ĕмĕр мухтавлă Олегăн хĕççи,

Е хурлă ятпа ăна витĕç?

Кала, ан хăра эс, санраy — чăн сăмах,

Манран — асăнмалăх йăлттам урхамах».

 

«Асамçă хаяр ĕмпӳрен хăраман,

Хунсен парнине хапсăнман вăл;

Ун ирĕк сăмахĕ суя янтраман,

Çӳлти чăнлăхпа пĕр тăван вăл.

Хура сĕм хупланă пуласлăх куна,

Малалла

«Тинӗсӗ кӗрлерӗ те кӗрлерӗ…»


Тинĕсĕ кĕрлерĕ те кĕрлерĕ, —

Эп çула тухсассăн кимĕпе.

Эп çавах ишетĕп те ишетĕп,

Кĕрешетĕп пурпĕр хумсемпе.

 

Кунĕсем пулмарĕç пит хĕвеллĕ, —

Пикенсен утма эп тăвалла.

Эп çавах утатăп та утатăп,

Талпăнатăп пурпĕр малаллах.

 

Ыррине ялан эп кураймарăм, —

Пĕлменрен пĕлсе пит пурăнма.

Пурнăçа çавах эп юрататăп!

Пурнăçăм — чи пысăк мулăм ман!

 

12.07.2021

09 сехет те 38 минут

■ Страницăсем: 1... 64 65 66 67 68 69 70 71 72 ... 796