Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаАкăшсем таврăнаççĕУтартаЕркӗнВӗре ҫӗленТĕлĕнтермĕш юмахсемҪавраҫил

Тинӗс госпителӗнче


Ăшă çу кунĕсем иртсе кайрĕç. Çанталăка сулхăн кĕр сăнĕ çапсан сарăхнă йывăç çулçисем çĕрелле вĕлтĕртетсе ӳкме тытăнчĕç. Кайăк чĕпписем те ав çунат илчĕç — амăшĕсемпе кăнтăралла вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ.

Çанталăк çапах уяр тăрать-ха. Анчах хĕвел хăй ăшшине хĕрхенкелесе çеç тăкать — виçесĕр сапаламасть.

Таврара ешĕл сăн çухалчĕ. Тинĕс кăна симĕс. Çуллахинчен те симĕсрех.

Паян канмалли кун. Анчах Нина мăшăрĕ тинĕсрен çаплах таврăнмарĕ-ха. Эрне иртрĕ ĕнтĕ. Вăхăт çав тери вăрах шунăн туйăнать. Будильник йĕппи те пĕр вырăнтах тăнă пек. Нинăн ăшĕ вĕçрĕ. Вăл ĕненмесĕр сехет шакканипе шаккаманнине пĕлес тесе будильника хăлхи çумне тытса итлерĕ. Юлашкинчен, кун каç еннелле сулансан, вăл тинĕс хĕррине тухса уçăлма шут тытрĕ. Çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ, куçкĕски витĕр пăхса питне-куçне тĕрĕслерĕ. Кремпа сĕрсе, пудрăпа шăлса сăн кĕртрĕ, духи сапса ырă шăршă кăларчĕ. Вара хăйне чипер те йĕркеллĕ пек туйсан кил алăкне питĕрчĕ те килĕнчен тухрĕ.

Тинĕс çыннин çамрăк арăмĕ ăçталла кайтăр ĕнтĕ — паллах, гаванелле, тинĕс çывăхне. Ачаллă-пăчаллă пулса ĕлкĕрейменскерĕн вăхăчĕ кичемрех иртни çитĕннĕ çыншăн каламасăрах паллă.

Малалла

Чăваш яш-кĕрĕмне


Пĕрремĕш пулмашкăн нихçан та ан хăрăр!

Ан хăрăр, тархасшăн, Ертӳçĕ пулма!

Кам пултăр пĕрремĕш — эсир пулмасассăн,

Эсир хăрасан çиле хирĕç утма?

 

Кам пулĕ пĕрремĕш, эсир пулмасассăн?..

Эсир ир те каç пурăнсан чĕтресе?..

Пулсамăр пĕрремĕш, ĕçе пуçăнсассăн,

Е çичĕ ютпа вăй виçмешкĕн тивсен!..

 

Ан хăрăр нихçан та пĕрремĕш пулмашкăн!

Сиртен тĕслĕх илччĕр, ан тив, шăллăрсем!

Эп хатĕр сире яланах пулăшмашкăн!

Вăй паччăр сире ваттисен пилĕсем!

 

10.11.21

Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн!


Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн!

Нимĕн те тек кирлĕ мар мана!

Çуралман эп халăха сутмашкăн,

Тикĕтпе варалама чуна!

 

Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн!

Çакна çеç ыйтатăп эп сиртен!

Хам Çулпа эп Мал Енне утасшăн,

Вăй-хăват илсе Тăван Çĕртен.

 

Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн,

Хам куçпа курмашкăн Тĕнчене!

Чăвашла эп юрă шăратасшăн

Саламланă чух Çăлтăрсене!

 

Эп — Чăваш! Чăваш пулса вилетĕп!

Хăп, тархасшăн, пур йăх-ях манран!..

Çуралман эп халăха сутмашкăн,

Култармашкăн çич юта хамран!

 

09.11.21

Паттӑрсене


Шăхăрса çил вăратнă кĕр каçĕ

Кăтралатрĕ çут Атăл хумне.

Пахчара çулçăсем тăкăнаççĕ

Хурçă тĕслĕ чул палăк умне.

 

Канлĕ пултăр, туссем, сирĕн ыйхă:

Сирĕн хĕрлĕ ялавăр çӳлте.

Пурнăç мирлĕ. Хурал пирĕн сыхă.

Тăшмансем пулас çук ку тĕлте.

Ҫар пек тухатпӑр кар


Юлашки хут кĕçĕр тĕл пулатпăр

Туссемпе çут Атăл хĕрринче.

Ирхине ирех çула тухатпăр

Çеçенхир енне — инçе-инçе.

 

Уçă çил юрлатăр çăмăл юрă,

Йăмрасем ал çупчăр пирĕнпе.

Ырантан пуçланĕ пурнăç урăх,

Çухрăмсем вĕлтлетĕç пинĕпе.

 

Вĕç-хĕррисĕр тулăх Çĕпĕр хирĕ

Кашласа кĕтет пуль хунавра.

Ĕç çинче ятсем чапланччăр пирĕн,

Ятсене асилччĕр Мускавра.

 

Тĕнчере çак канăçлă кун-çулшăн

Чĕресем тапаççĕ ахаль мар.

Çĕршыва мухтав кӳрен тырпулшăн

Ĕçлеме, çар пек, тухатпăр кар.

Самана


Чылай çулсем ĕлĕкрех Каçан Танили хăйĕн путсĕр чăхăмçă лашине сутас тесе Юхма пасарне çавăтса кайнă. Хăй вăл лашине пĕр сумлăх хака та хуман, анчах тепĕр лаша тата лайăххине туянас тесен, унăн çав çĕр çăтман лашинех ырă йăлаллă выльăх хакĕпе сутмалла пулнă. Хăйне ăçта тата мĕнле сăлтавпа ертсе кайнине пĕлмен лаши пур-çукшăнах чарăнса, пĕр вырăнта кукалесе тăнă, каялла туртăннă, ун пек чухне Таниле ăна çĕр çинчи чи усал сăмахсемпе вăрçса ылханнă, пасара çитсен мĕнле те пулин меслетпе алăран вĕçертсе яма ĕмĕтленнĕ.

Пасарта пĕр вăхăт хушши тăнă хыççăн Таниле патне те тĕрлĕрен çынсем пыма, сăнĕ-кĕлеткипе ĕретлех курăнакан лашана хак пама пуçланă.

— Нушаран çеç сутатăп, ахаль пулсан ку лашана эпĕ йĕкĕр ывăç ылтăншăн та парас çук, — тенĕ Таниле, пăшăрханнă пек пулса.

Сăмах майĕпе хăй Нĕркеç ялĕ çынни пулни çинчен пĕлтерекен пĕр хресчен Танилепе хĕрсех хаклашма тытăннă.

— Кĕлетки тӳрккесрех тата ватăлас еннелле сулăннă, хаклăрах ыйтатăн, — тенĕ вăл.

— Эсĕ унăн тӳрккесе ăçтине пĕлместĕн-ха, — тесе шутланă Таниле хăйĕн ăшĕнче, анчах çине тăрса калаçакан çынна вăл алăран вĕçертесшĕн пулман. — Кĕлеткине ан пăх эсĕ, ĕçпе çавăн пек пулнă вăл, — тенĕ вăл — лав çине хĕрĕх пăт тие те, юрласа çеç пыр!

Малалла

«Хама хам шухӑшлама чаратӑп...»


Хама хам шухăшлама чаратăп.

Кун пек чух кăштах çăмăлтарах.

Тĕнчене çавах эп çĕнетеймĕп.

Нимĕн те килмест манран çавах.

 

Пур-и эп, е çук-и, — тухĕ пурпĕр

Кĕçĕр уйăх, хĕмленсе-çиçсе.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.

Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.

 

Çу иртсессĕн, кĕр, ак, килсе çитĕ,

Ерипен çаралĕç вăрмансем.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.

Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.

 

Ырăпа усал вăйне виçеççĕ,

Шеллемесĕр пĕртте пĕр-пĕрне.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп,

Хам вара шеллетĕп ыррине...

 

Хама хам шухăшлама чаратăп.

Çук усси шухăшланин çавах.

Çамрăк чух нумай эп шухăшланă,

Ăнланма хăтланнă эп йăлтах.

 

Мĕн ăнлантăм эп?.. Çакна ăнлантăм:

Тапнă чух чĕрӳ, — пурăнмалла.

Утассу килет-и сан, е çук-и, —

Утнă чух уру, — сан утмалла.

 

Уйăх кĕçĕр сансăр та хĕмленĕ.

Çу иртсен, кĕр çитĕ сансăрах...

Сан вара пурăнмалла, тăванăм!

Сан вара — пурăнмалла анчах!

Хусан


Сĕен пике минарĕ çичĕ ярăм

Ларать Хусан хулин чи варринче, —

Тесе пĕрре те эпĕ пуç таймарăм,

Чĕрем выртмасть аваллăх аллинче.

 

Шупашкарти пекех çӳретĕп эпĕ,

Тутарăн, вырăсăн, марин тата

Чăвашăн пур пĕр пек чыспа хисепĕ,

Чĕлхи те пĕр пекех янрать кунта.

 

Кунта Шелепипе пĕрле Ашмарин

Екки ярса калаçнă çĕрсенче

Çӳренĕ чух Тукай асран каймарĕ,

Хади Такташ сăвви чĕлхе çинче.

 

Тĕнче пек пысăк шухăшăн гиганчĕ —

Çап-çамрăк Ленин пурăннă çурта

Пăхса туятăп эпĕ: ун хăвачĕ,

Сасси, сăнарĕ юлнă пек кунта.

 

Çулпуç утса пынин сасси те шавĕ

Усраннă пек кунти чулсем çинче,

Туйса пыратăп йывăçсен чаршавĕ

Витсе тăран хула урамĕнче.

 

Паян тутарăн, вырăсăн, чăвашăн

Ачисене пурне те пĕр тăван, —

Тесе чăнах та ленинла ачашшăн

Кĕтсе илет совет хули — Хусан.

 

Хансен аваллăхĕн суя халапĕ

Янрамĕ манăн сăвă йĕркинче.

Хусан хули çине пăхмастăп эпĕ

Сĕен пике минарĕ тăрринчен.

Малалла

Çул çинче


Лайăхчĕ мана утма

Ирхине яка çулпа.

Килчĕ тухрĕ ман умма

Пĕр чипер хĕр сукмакпа.

 

Ун çинчен те кун çинчен

Калаçса пырсан-пырсан,

Тепĕр пусă хушшинчен

Сукмак тухрĕ ăнсăртран.

 

Хĕр юратнă пек темле

Пăхрĕ çырă куçĕпе,

Утрĕ Атăл еннелле

Ансăр çеç сукмакĕпе.

 

Тарăн тулă пуссине

Кăвакарчăн пек кăвак

Пурçăн тутăр путнине

Курса юлтăм эп пăртак.

 

— Калăр халĕ ятăра, —

Темеллеччĕ, астуман.

Çамрăк пуç юратура,

Эх, айван иккен, айван!..

 

Икĕ авăк куçхарши

Халь те куçăм умĕнче.

Мĕншĕн иккĕ пулчĕ-ши

Хĕр сукмакĕ çул çинче?

Ҫыру


Савнă тусăм, эс каллех

Чуптăватăн тĕлĕкре.

Пĕрле чух хам ахалех

Хăяйман-мĕн ĕлĕкрех.

Ман умра халь — Енисей,

Эс манран инçе, инçе...

 

Хумханать пуль анлă Атăл.

Тунсăхлатăн пуль кĕтсе.

Ăшă çырусем çыратăн,

Йăпатса та илĕртсе.

 

Эс мана аса килсессĕн,

Эп çунатăп çулăмпах:

Ху патна туртатăн эсĕ

Шĕл-кăварлă туйăмпа.

 

Мĕншĕн-ха асапланатпăр,

Юратсассан пĕр-пĕрне?

Ырă тĕлĕк пурнăçлантăр:

Кил часрах, пулар пĕрле.

■ Страницăсем: 1... 63 64 65 66 67 68 69 70 71 ... 796

Шухăшсем