Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ка-ач, ка-ач качакин
Лăпăс-лăпăс сухалĕ,
Шĕп-шĕвĕркке мăйраки,
Кăкарам-и хурăнтан,
Кăшт ятлам-и хушăран:
— Çиме çи те çиессе,
Пăрах эсĕ сикессе,
Йывăçсене ан кăшла,
Ан хуç манăн кăмăла!
 Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Вăл ĕлĕкхи те, вăл хальхи,
Асаттесем унпа калаçнă.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Вăл нимĕнрен те чи пахи.
Тавлашнă унпала, çураçнă.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Чĕре юрри, хайлав юххи,
Ман юнăм та ман тус-юлташăм.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Чăваш эрешĕ те тĕрри.
Унра пурнать чăваш малашĕ.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Çирĕплетет вăл пĕрлĕхе.
Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех упрантăр.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Хушса пырса хĕрӳлĕхе,
Чăваш вăрманĕ пек хунатăр!
 Шур тумлă сад, ăна эп юрататăп,
Çĕр мамăк евĕр çеçкере ларнишĕн,
Саркайăксен ытарайми юрришĕн,
Кайран нар питлĕ панулми панишĕн.
Çу кунĕнчи сада эп юрататăп
Вăл кĕмĕл сывлăмпа йăл çуталнишĕн,
Пур йывăç пăшăл-пăшăл калаçнишĕн,
Чун-чĕрене патвар çунат панишĕн.
Çапла, çапла сада эп юрататăп
Вăл шăпчăксен юррисемпе тулнишĕн,
Унта ыр шăршă ӳсĕртсе янишĕн,
Мана савни пит хыттăн чуп тунишĕн.
Кĕрхи сада ытла та юрататăп
Кĕрхи кунра эп тĕнчене килнишĕн,
Улмуççисем улмисемпе ларнишĕн,
Çумрах сырлан сар ылтăн пек çиçнишĕн.
 Эп ĕçсĕр пурăнмастăп, пурпĕрех
Çусамччĕ тетĕп çумăр вăйлăрах!..
Пурнатăп шăп, тĕлĕнтермĕшсĕрех,
Йăмра вулли çеç çаптăр хытăрах.
Çапла-тăр, чечексем, тĕссем çинче,
Çӳлте, илемлĕх ĕмĕр пурăнать.
Хăруш çил-тăвăл тухĕ пĕринче —
Кăваклăх систермесĕр арканать.
Шур тĕс — ачалăха асилтерен
Тăван кил патнелле пыран çул пек.
Кăваклăхра çĕтсе эп çӳресен,
Поэзи евĕр, çул чĕнет халь тек.
Пурнатăп эп ялан хаваслăхра,
Пурнатăп эп сӳнми чăвашлăхра,
Пиншер-пин юрăллă çĕршывăмра,
Пиншер-пин тĕрĕллĕ Чăвашстанра.
 Лидия Алексеевна Ковалюк-Антипова Патăръел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăл Алманчăри вăтам шкулта вĕреннĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Л.Ковалюк Патăръел районĕнчи ВЛКСМ райкомĕнче шкул пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ, çичĕ çула яхăн республикăри шкулсенче ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, çичĕ çула яхăн хулари çамрăксен общежитийĕнче воспитательте тăрăшнă. Нумай çул хушши Республикăри кĕнеке юратакансен обществине ертсе пырать.
Лидия Ковалюк Раççей Журналистсен союзĕн тата Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.
Çыравçăн малтанхи сăввисемпе калавĕсем саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех шкулти стена хаçатĕнче пичетленнĕ, ун хыççăн районти «Авангард» хаçатра, республикăри хаçат-журналта кун çути курнă, халĕ те тăтăшах пичетленсе пыраççĕ.
Унăн халиччен «Ырă кун», «Тавах, ачам», «Çурхи вăй», «Шурă акăш» кĕнекисем тухнă.
Вĕсене вулакансем те, критиксем те ăшшăн йышăнчĕç. Ун хайлавĕсем пирки Порфирий Афанасьев, Ваçлей Игнатьев, Юрий Айдаш, Вениамин Тимаков, Иван Чермаков ырă сăмах каларĕç, Чăваш Патшалăх университечĕн студенчĕсем диплом ĕçĕсем çырчĕç.
Малалла
— Чи-чи кăсăя, кăсăя,
Шыв кӳрсемччĕ, кăсăя.
— Эп хăратăп кашкăртан,
Эп хăратăп упаран.
— Шыв кӳрсемччĕ, кăсăя,
Кашкăр халĕ шурлăхра,
Упи кайнă сунара.
Лупас айне
Йăва тăвать тăмран,
Чĕпписене
Сыхлать хурчăкаран.
Хӳри çинçе,
Ик вĕçлĕ — хачă пек.
Пĕве çинче
Вĕçет вăл кунĕпех.
Тăраниччен
Çисен чĕппи йĕмест,
Каç пуличчен
Вĕçет, ĕçлет чĕкеç.
Шăнкăрч халĕ юрламасть,
Юрлама та юрамасть:
Пысăк-çке çемйи ытла та,
Чĕпписем апат ыйтаççĕ,
Çăварне карса лараççĕ,
Амăшне кĕтсе шавлаççĕ.
Шăнкăрч вĕçĕмсĕр вĕçет,
Канăçа пĕлми ĕçлет,
Пахчара тупать кăпшанкă,
Хурт шырать —
Курсан вут-шанкă.
Уй-хире çитме васкать вал,
Йăвине ăман тултать вăл.
Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр,
Ватăлатпăр çапла кирлĕрен.
Эпир çеç çакнашкал пурăнмастпăр, —
Çапла пулнă ку сĕм ĕлĕкрен.
Эпир çеç-и, тусем ватăлаççĕ!..
Ватăлаççĕ лаштра юмансем!..
Çăлкуçсем те тапма пăрахаççĕ
Ерипен, — вăйĕ-халĕ çĕтсен...
Яланах çак Хĕвел те хĕмленмĕ...
Тиветех çакăнпа килĕшме.
Ялан пулмĕ вĕри ун хĕлхемĕ...
Пăрахать çак Хĕвел те çиçме...
Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр,
Ватăлатпăр çапла кирлĕрен...
Шăпана пурпĕрех ятламастпăр,
Тав тăватпăр кăна чĕререн!
06.10.21
 Кăнтăрла иртнĕ пулин те Нинăн вырăн çинчен тăрас килмерĕ. Кĕр çывхарса килнĕ май хваттерте сивĕ. Çамрăк хĕрарăм ниепле те хăйне ăшă вырăнпа уйрăлма хистеймерĕ. Сехечĕ çине пăхса илчĕ те чӳречерен кĕрекен çутă питрен ан çутаттăр тесе утиялпа пуç çийĕнченех витĕнсе выртрĕ. Çук, çывăрасси килмерĕ ун. Пуçра тĕрлĕрен шухăш явăнчĕ. Юратать Нина пĕчченлĕхе. Шухăш шăрçине никам та татмасть. Акă ачалăх кунĕсем куç умĕнче. Савăнмалли, ырăпа аса илмелли сахал кунта. Ашшĕ-амăшĕ камне те пĕлмест вăл. Пĕр пилĕк хутлă çурт умĕнче тупнă ăна, анчах çуралнăскере. Ырă çынсем милици уйрăмне шăнкăравласа хĕрачана вилĕмрен çăлса хăварнă, ачасен çуртне леçнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Нина Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕчĕ. Çăмăлах пулмарĕ ăна малтанлăха. Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕкрехчĕ. Шăпах тата вăл вĕренме кĕнĕ çул çĕршывра пăтрашу пуçланчĕ, хаксем ӳссе кайрĕç. Нинăна интернатран паракан укçа çитми пулчĕ. Ĕçе вырнаçас тесе те шутланăччĕ вăл. Анчах çĕршывра ĕçсĕрлĕх хуçаланнă чухне студентсене никам та ĕçе илесшĕн пулмарĕ. Шăп çавăн чухне паллашрĕ те вăл Мишăпа. Канмалли кунсенче общежитинче ларма кичем тесе ăна юлташ хĕрĕ, Вера, хăйсен ялне хăнана илсе кайрĕ. Каçхине хĕрсем клуба тухрĕç.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 60 61 62 63 64 65 66 67 68 ... 796
|
Шухăшсем
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Stop paying for broad, unfocused visitor...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Looking for traffic that actually fits y...