Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Пире тахçан яланлăхах хăратнă;
Нумай пăхтарнă вилĕм куçĕнчен.
Тен, çавăнпа эпир ытла та шăппăн,
Асăрханса пурнатпăр çĕр çинче?..
Вилме пултарнă, пурпĕр чĕрĕ юлнă...
Малах васканă, вилĕме çĕнсе...
Эпир, чăнах та, — вăйлă, аслă халăх!..
Анчах — ытла йăваш, сăпай çынсем.
Тăван çĕршывшăн пурнăçа паратпăр,
Пĕр тăхтаса тăмасăр, хаваспах.
Ĕçленĕ чух эпир канма пĕлместпĕр.
Тен, халĕ те пĕтместпĕр çавăнпах?..
Эпир, чăнах та, — вăйлă, аслă халăх,
Анчах — ытла йăваш, сăпай çынсем.
Çук, эпирех пурнатпăр питĕ тĕрĕс:
Малах васкатпăр, вилĕме çĕнсе!
«Марс» колхоз председателĕ Сергей Арсентьевичпа унăн бухгалтерĕ Данил Петрович, пирус мăкăрлантарса, чӳрече витĕр ферма енне пăхса лараççĕ. Лере, МТФ умĕнче, Анюк дояркăна ферма заведующийĕ Сантăр паян çупа сĕте бидонсем çине тултараççĕ.
— Май киле-ет! — тет Сергей Арсентьевич, тутине пĕçертсе илнĕ пирус тĕпне кĕтесри таз çине вăркăнтарса. — Пăхса тăр, эхер те леçме иккĕшĕ ларса каяççĕ пулсан, эпĕ калани тĕрес пулать. Вĕсем çураçнă! Çураçнă-тăк, çырăнмасăр таврăнмаççĕ. Эппин, ним хăрамалли те çук...
— Темĕн хăлаçланкаласа калаçаççĕ-çке-ха, — тет Данил Петрович.
— Тьфу! Авланни ултă çул иртрĕ те, хĕрпе каччă йăлисене манса та кайрăн-и-ха ĕнтĕ?! Юратура хăлаçланасси çеç пулать-и?!.
Лере, Анюкпа Сантăр хушшинче, дипломатилле калаçу пырать:
— Ан туртăшса тăр ĕнтĕ, Анюк, — тет Сантăр, бидон виттине хупса. — Кĕтерук инке суса илнине сан çине çыратпăр... Вара санăн виçĕ пин килоран иртет...
— Кĕтерук аппана вара мĕн... аннӳ сĕтне суса парас тетĕн-им?.. — ахăлтатать хĕр.
— Кĕтерук хамăр инке, тата, саншăн пулсан, ним те шарламĕ. Ара, путек-сурăх мар-çке вăл, ăнланать... Эсĕ унăн кинĕ пуласса чухламасть тетĕн-им? Мĕнрен хăратăн? Элле чап чиперкке сăн-сăпатна пăсать-и?
Малалла
Çумăр пĕлĕчĕсем кăнтăр енчен
Çывхарчĕç хăвăрттăн, кĕтмен çĕртен.
Куçа шартарчĕ çиçĕм йăлтăркки —
Шартлатрĕ, хуçăлчĕ тӳпе пĕкки.
Пĕрремĕш аслати авăтнине
Хавасланса итлерĕмĕр тинех.
Чашлатрĕ çумăр... Çутăр вăйлăрах! —
Сапса хăварччăр пĕлĕтсем ахах.
Парка çĕклентĕр пусăри калча,
Çемçе кавир пĕркентĕр укăлча.
Сĕткен васкатăр çулçăсем патне,
Тăри шăраттăр çепăç юррине.
Çĕн вăрçă мар çут тĕнчере,
Кĕрлетĕр аслати çӳл тӳпере,
Ан çутăр пуля ешĕл хирсене,
Шăвартăр лăпкă çумăр çĕр питне, —
Çак шухăшпа ăш çумăр çунă ир
Уй-хир ĕçне васкарăмăр эпир.
Пĕри тӳрех хăрать.
Тепри çаплах ӳсет.
Мĕн-ма ши ку çапла?..
Пĕлессĕм ман килет!
Пĕри çӳле каять.
Тепри лутра ӳсет.
Мĕн-ма ши ку çапла?..
Пĕлессĕм ман килет!
Пĕри çăва савать.
Тепри савать хĕле.
Мĕн-ма ши ку çапла?..
Пĕлессĕм ман килет!..
05.05.2021
12 сехет те 50 минут
Камăн Ман илемăшĕн
Кăмăлĕ çĕкленмĕ-ши,
Камăн пулас килмĕ урамра!
Чыслă-сумлă ватăлăх,
Пирĕн харсăр çамрăклăх
Юрă янратать йĕри-тавра.
Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!
Яланах уявăмăр
Савнăçлă та ирĕклĕ
Юратнă çĕршывра.
Ĕç умне тăрсассăн,
Уява тухсассăн —
Çĕкленетпĕр пинĕ-пинĕпе.
Пурнăçăмăр тулăх, —
Савăнăçпа пурлăх
Ĕмĕрлĕх туслашрĕç пирĕнпе.
Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!
Яланах уявăмăр
Савнăçлă та ирĕклĕ
Юратнă çĕршывра.
Ĕçлĕ çын телейĕшĕн,
Мирлĕ кун хĕвелĕшĕн,
Тӳпене çĕклетпĕр çут ялав.
Шурă кăвакарчăн пек
Вĕçтĕр пирĕн юрăмăр!
Çиттĕр вăл кашни хула-яла.
Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!
Яланах уявăмăр
Савнăçлă та ирĕклĕ
Юратнă çĕршывра.
Санăн аннӳ пулман, Манăн атте юлман,
Пире шăпа кастарнă ачаран.
Эс лăпкăччĕ ялан. Пăлхавлă чунччĕ ман.
Пĕрех юлташлă пăхрăн ку таран.
Çутă тĕнче хыçра. Каятăн эс паян.
Хыçран юлать эпир ĕçленĕ ĕç.
Яту Шупашкартан Муркаш-Турай таран
Тĕксĕмленмесĕр курăнтăрччĕ çеç!
2021 çул, кăрлачăн 31-мĕшĕ
Пĕр ирхине эпĕ килкартине тухрăм та пăлтăр айĕнче тем нăйкăшнă сасă илтрĕм. Хăма хушăкĕ витĕр пăхрăм, унта пирĕн Улайкка выртать иккен. Улайкка çурланă çурисене ĕмĕртет. Виçĕ çура хăйĕн, — вĕсем ытла пĕчĕккĕ-ха, ура çине те тăраймаççĕ.
Эпĕ, йытă çурисене пăхса, кунĕпех урама тухмарăм. Вĕсем валли ăшă та çемçе вырăн хатĕрлерĕм, сĕт илсе тухса патăм, Улайккине çăкăр çитертĕм.
Йытă çурисем амăшĕ пекех ула. Вĕсенчен пĕри, чи пĕчĕкки, мана ыттисенчен те ытла килĕшрĕ. Унăн мăйĕ тавра, кăшăл тăхăнтартнă пек, шурă, куçĕсенчен çӳлерех икĕ хура пăнчă пекки пур.
Анне ĕçрен таврăнсан, эпĕ ăна йытă çурисем курма чĕнтĕм. Вăл, манпа юнашар чĕркуçленсе ларса, йытă çурисене пăхса илчĕ.
— Чипер-çке вĕсем, — терĕ вара, — анчах пĕри асси пулмалла, вăл ыттисенчен начар та пĕчĕкçĕ. Унран пурпĕрех лайăх йытă пулас çук. Куçĕ уçăличчен ăна ăçта та пулин кайса пăрахмалла. Иккĕшĕ пурăнччăр.
— Анне, — терĕм эпĕ, — манăн пĕчĕккине те пăрахас килмест. Пурăнтăрах вăл амăшĕпе пĕрле.
— Кам ăна пăхса аппалантăр? — килĕшмерĕ манпа анне. — Ăна ӳстерсе лайăх йытă тăвас пулсан, нушине пайтах чăтмалла.
Малалла
Хĕвел анчĕ, уйăх тухрĕ
Янкăр тăрă тӳпене.
Клуб патне хут купăс пухрĕ
Колхозри çамрăксене,
Янкăс юрă уççăн юхрĕ
Укăлча хапхи енне.
Лăпкă çилĕ лăштăр-лăштăр
Хускатать йăмрасене.
Икĕ çамрăк, ик юлташ-тăр,
Тухрĕç укăлча патне,
Именсе тăмарĕç кăшт та —
Алă пачĕç пĕр-пĕрне.
Тулăх тырă кассăн-кассăн
Хумханать çил вĕрнипе.
Пит аван-çке каç пулсассăн,
Тĕл пулмашкăн савнипе,
Пит аван пĕрле утсассăн
Хамăр акнă уй-хирпе.
Уйăх анчĕ. Ташă-юрă
Янрамасть текех клубра.
Шурăмпуç килсен чуптурĕç
Икĕ тус укăлчара, —
Ирхине каллех саттуррăн
Вĕсем ĕçлĕç колхозра!
Çĕнĕ уйăх — авăрсăр çурла
Туртрĕ-касрĕ пĕлĕт анине, —
Шурă юрĕ ватă хыр урлах
Ӳкрĕ манăн сивĕ штык çине.
Эп постра... Эс районти клубра
Кинора ларатăн пулĕ, тен?!.
Çырăн кĕç: «Сан вырăнна упран
Эп залра та, эсĕ киличчен».
Е ĕç хыççăн çутă пӳлĕмре
Тĕрĕсем тĕрлетĕн пуль кал-кал.
Кам пĕлет, тен ăшă тĕлĕкре
Эс мана куратăн пулĕ халь.
Лăпкă пурăн эс тăван ялта.
Эп сыхах тăратăп хуралта.
Хĕвел тухман-ха. Сывлăмлă вăрман
Çуммипеле хуллен эп утнă майăн,
Пăрлаттарса сасартăк ман умран
Хăранипе вĕçсе тухать саркайăк.
Инçех те мар, шиплетнĕ сасăсем.
Турат çинче ун йăвине куратăп:
Сап-сар туталлă, тĕксĕр чĕпписем
Ăш йăвара выртаççĕ-çке тăваттăн.
Пуç çийĕнче саркайăк явăнать,
Чĕпписене сыхласшăн вăл, мăнтарăн.
— Хăй йăвинчен яланлăхах ăна
Пистерĕн, кай! — тесе хама ятларăм.
Вĕçех, саркайăк, ан хăра манран,
Юрла хавассăн, ан хăра сăлтавсăр,
Сан пурнăçна сыхлатăп тăшманран
Маттур салтак эп — чикĕри хуралçă.
■ Страницăсем: 1... 65 66 67 68 69 70 71 72 73 ... 796
|
Шухăшсем
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...