Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрÇул хыççăн çулПурăнас килетСуя телейСăвăсемпе поэмăсемИрĕк çилЧакăл-ту

«Тупăку умĕнче тăраймарăм...»


Петĕр Яккусен поэта асăнса

Тупăку умĕнче тăраймарăм —

юлашки хут пуçа таяймарăм...

Эс тăни асăмра пур халь манăн:

кив хула хӳминчен тăрса юлнă

юлашки ванчăк евĕр — мăнаçлă! —

иртнĕ пурнăç арканчăкĕн сумлă

мăн катрамĕ пекех курăнатăн...

Асăмра çавăн пек эсĕ юлтăн.

Савăк мар мана сансăр ку пурнăç...

Куçăм типĕ пулсан та — куççулĕм

пит çинче курăнать. Çавăн евĕр

тепĕр чух чул çинче асăрхатăн, —

пĕлĕт янкăр пулсан та, — чĕтревлĕ

сивĕ шыв тумламне. Çав чул евĕр

макăратăп эп. Чăн та, тухать-мĕн

пĕркеленчĕк ӳт витĕр куççулĕм...

Эс аса килнĕ май сывлăп ассăн.

Мĕн тума кун паратăн эс, Турă,

ху патне каймаллах ун пулсассăн?..

Сӳнес умĕн çурта та сасартăк

хыпакан вăйлăрах... Ялкăшасчĕ

ӳкекен çăлтăрла, çук, ялтрасчĕ

çиçĕмле вилес умĕн ман. Çавă

сан ятна пултăр тивĕçлĕ, тусăм!..

7.1.2021

Ҫумӑр вӑхӑтӗнче


Çуллахи пĕр шăрăх кунхине, кăнтăралла сулăнсан, çанталăк хăвăрт улшăнса кайрĕ. Таçтан вăйлă çил çĕкленчĕ, ял варринчи ватă йăмрана хумхатма тытăнчĕ, улăм витнĕ лупас тăррисене сире-сире пăрахрĕ. Хура та тĕксĕм пĕлĕтсем çутă хĕвеле карса илчĕç. Кун çути каç çывхарнă чухнехи пек тĕттĕмленчĕ. Часах çиçĕм ялтăртатса çиçрĕ, аслати хăрушшăн кĕмсĕртетсе кайрĕ. Вара вăхăт нумай та иртмерĕ, шултра çумăр чашлаттара пуçларĕ.

«Нăрик! Нăрик!» — урам тăрăх сысна çурисем çухăра-çухăра тарма тытăнчĕç. Ачасем те килĕсене кĕме васкарĕç.

— Ах, Хветĕр, — терĕ Укахви инке тултан чупса кĕрекен ывăлне, — хурсем пирĕн халь те çырмарах çӳреççĕ пуль. Пĕр-пĕр хӳтĕрех вырăна хăваласа ярасчĕ-çке вĕсене?

Хветĕр, хăйĕн çӳхе те сарлака пиншакне пĕркенчĕ те, çумăр витĕрех урама тухса чупрĕ. Ял вĕçне çитсен, вăл чарăнса тăчĕ. Хăй йĕп-йĕпе пулчĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, çырманалла чупса анчĕ. Çырмара шыв кĕрлесе юхать, шыв кĕрлени аякранах илтĕнет. Хветĕр тĕрлĕ енне пăхкаларĕ, пĕр хур та курăнмасть. Пĕве хĕрринчех мар-и, тесе, вăл карас пĕви патне чупса çитрĕ. Хурсем унта та çук. Шыв пĕве урлă юха пуçланине асăрхасан, Хветĕр шартах сикрĕ. Унта-кунта пăхкаларĕ — никам та çук. «Мĕн тумалла? Халех çынсене чĕнес-çке», тесе пăшăрханса шухăшларĕ вăл.

Малалла

Анне сӑмахӗ


Вăрăм, йывăр тулă пучахне

Тытрĕ те пăхать тăван анне:

 

«Çитмĕл пĕрчĕ хулăм пучахра,

Ун çинчен асилĕр сăвăра.

 

Пĕрчисем шултра, пăрçа пекех,

Çакăн пек тырпулă хирĕпех».

 

Кăшт кăна тăхтарĕ те унтан

Ак çапла калать аннеçĕм ман:

 

«Коммунизм аслă стройкине

Эп ярасшăн унăн тыррине».

Çухатусен çулталăкĕ


Çухатусен çулталăкĕ

иртсе каймасть çаплах.

Халь кунсерен илтме тивет

усал хыпар анчах.

Чи хаклисем, юратнисем

каяççĕ черетпе.

Вара çиçеççĕ тӳпере

каçхи çăлтăрсем пек.

 

Чи хаклисем, юратнисем

каяççĕ Чăн Çĕре...

Усал хыпар илтмессерен

суранланать чĕре.

Эпир, тен, маннă упрама?

Тен, маннă хаклама?..

Чи хаклине, юратнине

пит йывăр çухатма.

 

Çухатусен çулталăкĕ

иртсе каять çавах.

Кĕçех, ак, пуçлăпăр илтме

ырă хыпар анчах.

Чи хаклисем, юратнисем

тек каймĕç васкаса.

Эп пурăнатăп, тусăмсем,

çакна чунтан шанса!

 

08.01.2021

06 сех. те 56 мин.

Кӑшӑлвируспа тата ытти чир-чĕрпе хăйсене шеллемесĕр кĕрешекен тухтăрсемпе ытти медицина ĕçченĕсене — пуçăма тайса


Яваплăхăр пит пысăк сирĕн.

Курмастăр, тен, хăш чух канса.

Эсир этемлĕхе çăлатăр,

Пурне те ырă çеç сунса.

 

Тăшманĕ, чăн та, питĕ çăткăн.

Каварлă пит — çитменнине.

Унран ялан тарса ӳкеймĕн,

Кураймăн вăл шелленине.

 

Çапла, пурне те халь пит йывăр.

Сире — пушшех йывăртарах.

Эсир çавах ӳпкелеместĕр

Кунçулăра та шăпăра.

 

Сире хăш чух, тен, хакламаççĕ...

Тен, тав тумаççĕ те ялан...

Эсир вара — çавах ĕçлетĕр,

Ытти валли вăхăт çукран.

 

Сире, савса, упратăр Турă!

Упратăр Вăл кашни çынна!

Этем теме те çĕнтерет вăл!

Шанатăп питĕ эп çакна!

 

23.12.2020

Сывпуллашни


Арнольд Федорович Смеянович

нейрохирург-академике асăнса

 

Хурланса, çапла Пуховичи калать:

Тăпру сан, ачам, çăмăл пултăр.

Уй-хир хурланать халь, вăрман хурланать.

Кун пек пысăк хурлăх тек çук-тăр.

 

Сăнаççĕ вĕсем сан шап-шур аллуна,

Лăпланнă питне халь сăнаççĕ.

Ялан вилĕме хирĕç тăнă çынна

Вĕсем юлашки хут кураççĕ.

 

Мĕн чухлĕ çынна çăлнă вăл вилĕмрен,

Хăш чух скальпельтен уйрăлмасăр!..

Вăл пулнă ялан вăйлăрах инкекрен,

Ĕçленĕ хăш чух пач канмасăр.

 

Васканă ялан вăл çынна пулăшма.

Тăван çĕршывне вăл юратнă...

Май çук сире, тухтăр, нихçан та манма.

Сан йăл куллуна епле манăн?..

 

Çавах малашне те пулать çуркунне,

Хĕвел çутипе уй киленĕ.

Манмастпăр эпир Смеянович ятне.

Сăнарĕ çӳлте ун хĕмленĕ.

Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын


Хаваслă калавсем ыйтакан пике-майрана.

 

Ырă пикеçĕм, сирĕн çырăвăра вуланă май, манăн чунăм пăшăрхана пуçларĕ. Калавăмсем кăштах салхуллăшăн эпĕ хама хам ӳпкелерĕм, вара паян сире мĕнле те пулин çăмăл шухăшлă, хаваслă калав сĕнме шут тытрăм.

Пĕр шутласан, мĕншĕн хурланас-ха манăн? Эпĕ тĕтреллĕ Парижран инçетре, хĕвеллĕ сăрт çамкинче, иçĕм çырли эрехĕпе тамбуринсен çĕршывĕнче, пурăнатăп. Ман таврара хĕвел те музыка кăна: пĕчĕк кайăксемпе кăсăясем юрра шăрантараççĕ; ирхине шыв чăххисем кăрăлтатаççĕ, кăнтăрла тĕлĕнче — тĕрлĕ шăрчăк чăрăлтатать; унтан кĕтӳçсем шăхличĕ калаççĕ, кĕре ӳтлĕ чипер хĕрсем иçĕм çырли пахчисенче янăравлăн ахăлтатса кулаççĕ... Кунта салхуллă калавсем вырăнлă та мар, çавăнпа манăн пике-майрасем патне илĕртӳллĕ поэмăсемпе юрату калавĕсем çĕклемĕ-çĕклемĕпе ярса парасчĕ.

Анчах та çук çав! Эпĕ Парижран ытла инçетрех мар пурăнатăп иккен-ха. Кун иртмессерен унти йывăр хыпарсем кунта, манăн хырсем патне, вĕçсе çитеççĕ... Акă халĕ те, çак йĕркесене çырнă вăхăтра, эпĕ телейсĕр Шарль Барбара писатель вилнине пĕлтĕм те, мана хурлăх пусса илчĕ.

Малалла

Каҫхи Шупашкар


Тен, чăнах та, Улăп тӳсеймесĕр

Таврана сапайре вут-кăвар?

Тен, туя ларма пĕркентĕн эсĕ

Çĕн пĕркенчĕк кĕçĕр, Шупашкар?

 

Пикесем куç хĕвнĕ пек пăхаççĕ

Тӳперен, ав, кĕвĕç çăлтăрсем.

Çăлтăртан та çутăрах çунаççĕ

Хула çийĕн Ленин çутисем.

 

Мăшăррăн яш-кĕрĕмсем çӳреççĕ

Илĕртӳллĕ Атăл хĕрринче.

Ĕмĕтсем чĕрисенче çиçеççĕ —

Пуласси çинчен, кун-çул çинчен.

 

Каç пулса çитсен те, кăнтăрла та,

Эртелпе-и е пĕччен утса

Тăранаймăн. Эс хитре ытла та,

Сан çинчен юрлатпăр янратса.

 

Пĕрмĕш çичĕçуллăх стройка шавĕ

Чарăнма пĕлмест каç-ирсерен.

Хĕрĕхри республика мухтавĕ

Юмахри пек ӳстĕр кунсерен!

Ҫӗнӗ ҫӗрте


Миçе çул курман, çапах чĕнместĕн,

Тыт алла, савниçĕм, чăмăрта.

Кайăк пек вĕçсе килейрĕн эс те

Ман пата тăван Шупашкартан.

 

Мĕншĕн эс куçна хĕссе пăхатăн

Улшăнайнă кĕлеткем çине?

Чĕрнене çуркунне таттартăм

Карнă чух палатка тăррине.

 

Алсене эп плугпала кастартăм

Хытхураллă çереме уçса.

Халь çунмаççĕ вут ăшне хурсан та,

Сивĕре те кирлĕ мар алса.

 

Кур, ак, питĕме епле çунтартăм

Тырпула вутран хăтарнă чух.

Халь эс хатĕр пӳлĕмре тăратăн.

Ун чухне çуртсем лармастчĕç, çук!

 

Ну, çитет, атя хире тухатпăр.

Улăштар чечеклĕ кĕпӳне.

Тахçанах сана кĕтет ман трактор,

Кăтартасшăн хĕрлĕ ялавне.

Петр Ивантаева — вилтаприйӗ ҫине хунӑ чӗрӗ чечексемпе пӗрле


Ĕненместĕп! Çук, эп ĕненместĕп

«Ивантаев вилнĕ» тенине!

Тем тесен те, Петр Ивантаев

Пушатса кайман çак тĕнчене!

 

Виçĕмкун кăна унпа калаçрăм...

Сывă марччĕ чăн та тусăм ман.

Анчах пурччĕ, пурччĕ Çутă Шанчăк!

Сăлтав пурччĕ ыррине шанма!

 

Еплерех вăл Пурнăçа саватчĕ!

Еплерех саватчĕ çынсене!

Никама та вăл усал сунмастчĕ,

Ĕçшĕн шеллеместчĕ пач хăйне.

 

Тулнă хурлăхпа Чутай та Елчĕк...

Çеçпĕл ялĕ тулнă хурлăхпа.

Тата тепĕр Улăп куçне хупрĕ.

Эп — сывпуллашатăп юлташпа...

 

Вăл нимле ĕçрен те хăрамастчĕ,

Хăрамастчĕ вăл яваплăхран...

Пуррине эпир пит хакламастапăр,

Хаклама пуçлатпăр çухатсан...

 

Ырă Ят та Таса Чун — пуянлăх.

Мулпа влаç вăл — вак-тĕвек кăна.

Халăх асĕнче юлатăн эсĕ,

Ивантаев! Эп шанап çакна!

 

18.09.2020

03 сехет те 53 минут

■ Страницăсем: 1... 66 67 68 69 70 71 72 73 74 ... 796

Шухăшсем