
Мария Андреевна Волкова 1933 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Реслубликин Вăрмар районĕнчи Карăкçырма ялĕнче юрист çемйинче çуралнă. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1960-1964 çулсенче Атăл леш енчи санатори шкулĕнче чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ, ун хыççăн Кӳкеçри шкул-интернатра вăй хунă. 1966 çултанпа сывлăхĕ хавшанипе литература ĕçĕпе кăна пурăннă, 1976 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче вилнĕ.
М.Волковăн малтанхи сăвви 1952 çулта «Чăваш коммуни» хаçатра тухнă. Ăна 1973 çулта СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Шанчăк» (1958), «Ан сивĕн, савни» (1969), «Юхăм» (1970), «Сан валли» (1972), «Карăкçырми сачĕсем» (1975), «Сăвăсем» (1983).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...