Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кушкă ачиЙăмраллă ялКăвак çĕмренЧакăл-туӖмӗр вӗренЮрату йĕтесĕХурапа шурă

Маттурсем


Ав кăмака умĕнче

Анчăк йăва пĕçерет.

Кăски урай варринче

Сухарисем вĕтетет.

Кушак çури пит çăвать,

Меуклетсе çаврăнать.

Ама кушак асанне

Тетте кĕпе хатĕрлет.

Чăпар чăхă тусĕнне

Пӳртне-çуртне тирпейлет.

Шăлса кайрĕ урайне,

Кайса хучĕ шăпăрне.

— Выртах, шăпăр, канса вырт,

Çӳп-çап шăлма хатĕр вырт!

Кукӑр сӑмса тӑмана


Кукăр сăмса тăмани —

Пысăк куçлă куками —

Тунката çине ларать,

 

Куçне-пуçне пăркалать,

Таплаттарать урипе,

Мăчлаттарать куçĕпе.

«Ман Шӑнкӑртам ҫыранӗсем тавра…»


Ман Шăнкăртам çыранĕсем тавра

Чĕр çăлкуçсем чылай, хăвах куран.

Çăлкуç патне ак эп пырса тăратăп,

Хумханнă кăмăлпа ăна тăнлатăп.

 

Асаттесем юратнă çак çăла —

Кунта ватти-вĕтти куллен вăй илнĕ.

Сипленĕ йывăр суранне ялан,

Асамлă шыв, туятпăр, чăн та пиллĕ.

 

Юрлать çăлкуçĕ, кĕвĕ кĕвĕлет,

Хавал парса мана ĕнентерет:

«Чăваш поэчĕ эс! Мана пăхатăн,

Хăв халăхна та çул тупса паратăн».

 

Ман Шăнкăртам çыранĕсем тавра

Чĕр çăлкуçсем чылай, хăвах куран:

Вĕсем тăвансене аса илеççĕ,

Мана та, хăй хĕрне, телей пиллеççĕ.

Ӑмӑрткайӑксем


Юратнă ăмăрткайăксем!

Епле мăнаçлăн ярăнатăр,

Сăртсен, тусен те тинĕссен

Сăн-сăпатне çӳлте куратăр.

 

Хисеплĕ ăмăрткайăксем!

Телей çуначĕ туянасчĕ,

Тӳпенелле чĕнет чĕрем,

Унта кăна поэт хăвачĕ.

 

Хăюллă ăмăрткайăксем!

Сирĕнпеле ман ăмăртасчĕ,

Сив сывлăша авăснăçем

Ман Çеçпĕл тĕнчине тухасчĕ.

Синкер


Синкер — инкек, сарăмсăрлăх, шар; ялан усал тăвакан, шар кăтартакан çын; сикекен чир; хăрушă япала.

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, XI том

Куян уҫӑлма тухать


Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.

Уçăлма куян тухать те,

Сунарçи ăна курать тет,

Пăшалне персе ярать тет.

Еф! Уф-ф! Кĕрс те кĕрс-с!

Палт! йăванать куян тус.

Нӑрик тус


Нăрик, нăрик, Нăркки тус —

Вăрман тарах вăл утать,

Симĕс курăк вăл татать,

Кунтăка вăл тултарать,

Унтан киле чуптарать.

Савнӑ Чӑваш Енӗм


Ман çуралнă çĕрĕм-шывăм,

Чунăм савнă Чăваш ен,

Яланах эс ырă, сывă,

Эп юрлатăп сан çинчен.

 

Сан ятна эп асăнатăп

Хăть хăçан та юратса.

Эп кирек ăçта кайсан та —

Эс тăратăн вăй парса.

 

Эпĕ кайрăм Турцие те,

Грецие те Сирие —

Эп санпа çунса хĕмлентĕм,

Эсĕ пултăн чĕрере.

 

Яланхи пек — эс шăпаччĕ,

Манăн çутă çăлтăрччĕ.

Çавăнпа эп тунсăх марччĕ

Çак инçет çĕршывсенче.

 

Сан тӳпӳ таса та тăрă,

Тăнăç пурнăç çĕр çинче —

Çакăншăн эп çунса тăрăп

Хам кун-çул вĕçлениччен.

 

Çамрăксем пит тăрăшаççĕ

Пур ĕçре, вĕренӳре —

Халь сана тупа тăваççĕ

Юратса чун-чĕререн.

 

Ырă тĕслĕх: тăнĕ-ăсĕ

Ват çынсен — çамрăксене.

Çирĕп пултăр лайăх тăсăм,

Эп мухтатăп кашнине.

 

Ман çуралнă çĕрĕм-шывăм,

Чунăм савнă Чăваш ен,

Яланах пул ырă, сывă,

Эп юрлатăп сан çинчен.

Мӗнле пурнан, ҫуралнӑ енӗм?


Каллех ума тухать ман ялăм,

Мана та вăл нихçан манмасть.

Ялан эс маншăн çывăх, хаклă,

Эс ăшăтатăн чунăма.

 

Мĕнле пурнан, çуралнă енĕм?

Тавах сире, уйсем-хирсем,

Эсир мана телей пилленĕ,

Кунта çын пултăм вăй илсе.

 

Сар тулă юхрĕ хумлăн-хумлăн,

Хирпе утатăп савăнса.

Пучах мана халь сума сунăн

Салам, салам тет пуç тайса.

Таркăн


Çак ĕç питĕ вăрах вăхăта тăсăлса пычĕ. Малтанах Пашка çумăр витĕр, амăшĕпе пĕрле, çулнă çарансем тăрăх, вăрманти сукмаксемпе пычĕ, унăн атти çумне саралса кайнă çулçăсем çыпçăнчĕç. Вĕсем тул çутăличченех утрĕç. Унтан вăл, икĕ сехете яхăн, тĕттĕм çенĕхре алăк уçасса кĕтсе тăчĕ. Çенĕхре те тулти пекех сивĕ, нӳрĕ. Кас-кас çил вĕрнĕ чухне, çумăр тумламĕсем те сирпĕне-сирпĕне кĕреççĕ. Çенĕхе халăх лăк тулсан, хĕсĕнсе ларнă Пашка пулă шăрши кĕрекен такамăн тăлăпĕ çумне таянчĕ те, кăтăш пулчĕ. Акă, алăка питĕрнĕ кĕлене илчĕç. Алăк яр уçăлса кайрĕ те Пашкăпа амăшĕ приемнăйне кĕчĕç. Кунта каллех нумай кĕтмелле пулчĕ. Чирлĕ çынсем пурте тенкелсем çинче пĕр хускалмасăр шăп лараççĕ. Пашка вĕсене пăхса ларчĕ. Кунта вăл питĕ кулăшла, тĕлĕнмелле япаласем курчĕ пулин те, нимĕн те шарламарĕ. Приемнăя хăрах ура çинче сиксе кĕрекен уксах ачана курсан, Пашкăн хăйĕн те çавăн пек сикесси килчĕ. Пашка, хăйĕн çăварне аллипе хупласа кулса илчĕ те, амăшне чавсинчен тĕртрĕ:

— Анне, пăх-ха, çерçи!

— Ан шарла, ывăлăм, ан шарла! — терĕ амăшĕ.

Пĕчĕк чӳречерен, çывăрса тăранайман фельдшер курăнса кайрĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 59 60 61 62 63 64 65 66 67 ... 796