Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Йĕрсем çухалмаççĕПограничниксемТаркăнАсамат кӗперӗ сӳничченВатă чĕре — çамрăк чунКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

«Лăсканса çурхахланнă кун-çулăм…»


Лăсканса çурхахланнă1 кун-çулăм,

Сапламашкăн сана çĕнĕ пулăм

Хальлĕхе хĕрхенсе парнелет

Пурăнма хистекен çут тивлет2.

 

Ситрелсе3 сапаланнă сĕвемĕн

Асăмри самантсем тĕллĕн-тĕллĕн —

Хăртласа4 ĕлкерес йӳтĕмпе5

Пĕтĕре(тĕ)п сăвăлла шерепе;

 

Сӳтĕлсе каясран тĕвĕлетĕп —

Вĕçĕнче вырнаçтарăп çут ĕмĕт;

Шăрçаланнă куççуль тирĕмне6

Сыпăнтарăп ĕлккенлĕх7 кӳме.

 

Ăнăçу сикчевне8 пытармалăх

Ĕненӳ, теветкеллĕх, ăсталăх —

Алылмаш — эреветлĕ тĕрре

Куçараççĕ утас çул-йĕре.

 

Куллăмпа укаланнă çĕн кунăм!

Сыпăнтарĕ сана ырă сунăм —

Иртнипе — ӳркенми кашнинчех

Шăпана çут элчел9 пӳкличчен.

Хăрушă тавăру


— Ак япала! Ĕмĕр тăршшипе литературăри вăрăсене, леш «Плаки атти» тенисене тытса пурăнтăн та, халь вара ху та вăрлама тытăнтăн пулать? Ай-ай-ай… Лекрĕн, эппин, ватсупнă! Николай Васильевич Гоголе çаратнă вĕт эсĕ, намăссăр! Аслă писатель эс çут тĕнчене çуралса тухиччен сакăрвунă çул малтанах çырнă ун пек калав!..

Çапла ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртесе, урисемпе чечетка ташланă пек тăпăртатса кăшкăрма пултараççĕ манăн хăшпĕр туссем çак калав ятне вуласанах.

Анчах мана ку пĕртте хăратмасть. Кăшкăрччăрах ара, кам чарать вĕсене? Ман чун таса — Гоголĕн «Хăрушă тавăру» калавне тивмен эпĕ. Эп каласа парас тенĕ ĕçсем пĕртте Гоголь çырса кăтартнă ĕçсем пек мар, ман геройсем те пачах урăхла. Унăн калавĕнче — асамçăсем, шуйттансем, рыцарьсем, тем тума та пултаракан хăватлă турă… Эп вара ахаль çынсем çинчен каласа кăтартасшăн. Хамăн хулара пурăнакан (паян кун та сывах-ха вĕсем) икĕ бухгалтер — Энтрейпе Унтрей — çинчен.

Мĕн тăвас тетĕн, ман геройсен иккĕшĕн те паспортри ячĕсем пĕрешкел пулнă — Андрей. Хушамачĕсем те пĕр пек — Иванов. (Сăмах майăн каласан, пĕр Шупашкарта кăнă миçе пин-ши вăл Ивановсем? Пĕтĕм республикипе илес пулсан вара, тепĕр математика наукисен кандидачĕ те шутласа кăлараймасть пулĕ!..).

Малалла

Чун кĕтет


Ватăсен кунĕ

теç паян –

ăçта кайса

уяв тăвас?

Мунчана

кайсан аван –

унта кĕме

çăмăл пулас.

 

Анчах та

апла мар иккен –

пире унта

ытлах кĕтмеç.

Тулли тӳле

эс кĕриччен –

тӳлемесен

пĕртте кĕртмеç.

 

Ăçта кĕтеç

ватăсене,

чăнласа панă

уяв кун;

Çăмăллăх

пур-ши вĕсене?

Кĕтеç вĕт ăна

кашни чун...

«Тăпсинчен тăпăлса тухасла туйăма…»


Тăпсинчен

тăпăлса

тухасла

туйăма

Хĕсекен

хĕввĕмех

хĕстерсе

хумасан

Аркатать —

арканса

айĕнче

амана(тă)н,

Тĕппипе

тĕпренсе

тĕнчерен

тасала(тă)н.

 

Çакăнтах

çăварти

çăхавна

çăтмасан,

Йăнăшна

йăмтарса

йăвунта

йăпансан

Сирпĕтсе

салататăп.

Саккунлă

сăлтав —

Малалла

«Сăввăмпа сăмахшар сыптарса ӳсĕртетĕп…»


Сăввăмпа

сăмахшар

сыптарса

ӳсĕртетĕп:

ӳлĕмрен

ӳнерпе10

ӳрĕклентĕр11

халу.

Каçăхман12

кăмăлна

катренпа13

тӳпелетĕп —

тулнипе

тутунтан

тăкăнмалăх

куллу...

Уншăнах

умăнта

утăмшар

пусăмлатăп —

пур-пĕрех

пултару

парăнтарĕ

сана.

Састашпа14

сăйласа

савнăçна

тăрантарăп:

техĕмне15

тумламшар

тутансамччĕ

кăна.

«Хута кĕрет шап-шурă хут…»


Хута кĕрет шап-шурă хут

Анне пекех: ӳпкевсĕр, тимлĕ.

Ӳпне16 ӳкетĕп тепĕр хут

Темле: ни чĕрĕ мар, ни вилĕ...

 

Хĕрхеннĕрен каллех чĕркет:

Аманнă ăсăм, чĕмĕм17 чирлĕ.

Чĕлхем вĕçне тумлать шерпет

Такам. Пĕрех. Мана çак кирлĕ.

 

Куççуль юхмасть — хӳхлет калем18

Тăшман, тăван, çулташ19 юлманшăн.

Кунта юлать манран валем20:

Хамах, хамах суйларăм ашăм21.

 

Ăшра — суран, сăнра — пĕрме22

Тахçан йĕрленнĕ хурлăх, савнăç.

Сутмастăпах нихçан пĕрне —

Мана вĕсем парнелĕç канăç.

 

Тĕке'р вырне — шап-шурă хут —

Çунман, çĕрмен яланлăх тынă23.

Путармĕ шыв, витермĕ вут —

Юнпа тарпа Ăстаçă çырнă.

Михал Михалчăн икĕ пурнăçĕ


(Унăн килти йытти Барс каласа панă тăрăх)

 

Тĕлĕнетĕп эпĕ сирĕнтен, çынсем!..

Хăвăрăн пурнăçра хăш чух пĕр-пĕр чăрмав пулать-и, ăнсăртран кансĕртерех самант килсе тухать-и (ку шута профсоюз пухăвĕнчи критикăпа самокритика, арăмĕ мĕншĕн те пулин пĕр эрне хушши мăртлатса çӳрени, пĕртен-пĕр юратнă ывăл умлă-хыçлă ик-виçĕ хут вытрезвителе лекни т. ыт. те кĕрет), — ялан пире асăнса ӳпкелешетĕр:

— Ман пурнăç — йытă пурнăçĕ! Тӳсме çук!..

— Хăçан хăтăлас ку анчăк пурнăçĕнчен! — тетĕр.

Час-часах тата, ăçтан та пулин — ĕçрен-и, сакăр-тăхăр сехете тăсăлнă пухуран-и — хытăрах ĕшенсе таврăнсан, пукан çине лак! ларатăр та, хаш! сывласа:

— Йытă пекех ывăнтăм паян! — тесе хуратăр.

Анчах эсир çавăн пек каланисенче тĕрĕсси пит сахал вĕт! Пĕрре-пĕрре, пуша вăхăтра, эсир юриех шухăшласа пăхăр-ха çавăн çинчен. Тупата туршăн, пирĕн пурнăç эсир шутланă пекех йывăр мар. Тата эсир калана пек ывăнмастпăр та эпир. Паллах, пулкалать тепĕр чухне, пурнăç нихçан та пĕр пек килмест вăл… Ун çинчен каярахпа калăп-ха. Малтан эп сире хампа паллаштарам…

Малалла

Çирĕп алă


Çамрăк чухне

эп шутламан,

пенсионер

пулассине.

Ватăласран та

хăраман –

курнă – мĕн

курассине.

Пĕчĕкренех

пĕлнĕ пулас,

Турă

мĕн чухлĕ панине.

Панă пулсан,

ман мĕн тăвас –

итлеп мĕн

каланине.

 

Турă çĕр çирĕм

çул парать –

пурне те,

суйламасăрах.

Çын вăл

хăйне хăвалать,

Тур çырнине

пăхмасăрах.

 

Ку тĕнчерен

тухса кайма

çĕр çирĕм

меслет те пулĕ!

Эх, тытăнаç

çавăртарма!

Пĕтсе пырать

пурнăçăн çулĕ.

Ун пеккине

эпĕ те курнă –

пурнăç саккунĕ

çине сурнă...

Çур ĕмĕрĕм

иртсен кăна

ăнланса илтĕм

эп ăна.

 

Халь никама та

вĕрентместĕп,

мĕнле пурнассине

сĕнместĕп –

анчах та

хамăн пурнăçа

çавăртăм эп

савăнăçа!

 

Кунта та пур

çĕршер меслет –

кашни çын

ăна пĕлет!

Улшăнусем

тăвас тесен –

Малалла

Саксафон


Маэстро! Ан чарăн... Выля та кала эс...

Чун-чĕре хĕлĕхне сĕртĕнсе ыраттар...

Ах, саксафонçă! Пачах та туймастăн эс...

Ыйтатăп — ан чарăн... Пăлхат... Çавăрттар...

 

Маэстро! Ирĕк пар мана юратма эс...

Саксафон кĕввипе тăранми антăхам...

Пурнăçри усал-тĕселе хăвала эс...

Пĕрчĕн-пĕрчĕн арканнă чуна пуçтарам...

 

Маэстро! Вĕçтер чунăма тӳпене эс...

Çылăхлă çĕр асап-нушине тасатам...

Ыр çыннăм, курап: ман пекех çунатлă эс...

Саксафон кĕввипе çĕнĕрен çуралам...

 

Маэстро! Пĕлсем: сиплевçĕ-асамçă эс...

Кĕвĕ урлă вилсе-чĕрĕлсе сывалар...

Ах, саксафонçă! Асаплантаратăн эс...

Мĕнех... Ан чарăн... Пăлхат... Çавăрттар...

 

1.03.2021

«Шухăша ăшăмра авăртса кĕрпелерĕм…»


Шухăша ăшăмра авăртса кĕрпелерĕм —

Кăмăлпа аласа сăввăма михĕлеc.

Кирлĕ кун кăлармашкăн пĕрерĕн-пĕрерĕн

Пуçăмра уйăратăп пĕр пĕчĕк кĕтес.

 

Кĕлеткен кĕлетне вырнаçсассăн типтерлĕн

Ăсăмпа сăвăрса тасататăп кас-кас.

Самана такани суллантарĕ тем тĕрлĕ —

Выçăпа касăхсан тутанма авăсас.

 

Хальлĕхе çырлахмалăх вун икĕ йĕркелĕх

Туйăмсен хывăхне сутлăха кăларам.

Кĕлешмесĕр туян — йӳнĕрех халь йĕркелĕх,

Хакланса каясса тĕмсĕлни те тарам.

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13 14 15 16 ... 796
 
1 çурхах – çĕтĕк-çурăк
2 тивлет — телей
3 ситрел – саланса кай
4 хăртла – юса, сапла
5 йӳтĕм — сăлтав
6 тирĕм — çыхă
7 ĕлккенлĕх — илемлĕх
8 сикчев – сиктерсе хăварни
9 элчел – вилĕм
10 ӳнер — искусство
11 ӳрĕклен – хăвартрах пул
12 каçăх — тăран
13 катрен – тăвата йĕркерен таракан сăвă çаврăмĕ
14 састаш — рифма
15 техĕм — тутлăх
16 Ӳпне — лицом вниз
17 Чĕм — дыхание, жизнь
18 Калем — перо
19 Çулташ — попутчик
20 Валем — обьявление, оповещение
21 Ашăм — заснеженная дорога
22 Пĕрме — морщинки
23 Тынă — свидетель, очевидец

Шухăшсем